Ăнсăртлăх
Каçкӳлĕм. Яланхи пекех туссем пĕрле пухăнчĕç. Кăнтăрлахи шăрăхра вĕсем пĕве хĕрринче ыр кураççĕ, каç пулттипе вара пĕрле пухăнса велосипедсемпе ярăнаççĕ. Каникулта çапла ĕнтĕ вăл: шыва кĕр, футбол выля, велосипедпа ярăн. Пĕр сăмахпа каласан — кан та кул.
— Пĕрмай дамба тăрăх çеç çӳретпĕр, айтăр паян шоссе леш енне, Энĕшхĕрри плотинине каятпăр, унта манăн куккасем паян пулла кайнă, — сĕнчĕ пурте пухăнса çитсен Витя.
— Точнă, айтăр каятпăр, унта пулă лайăх кĕрет теççĕ, — пĕр шухăшлă пулчĕ Эдик та.
— Эй, атьсем, халех каймалла мар, халь Денис килмен, — тăхтатрĕ Сергей, — вăл паян велосипедне супер туса килетĕп терĕ.
— Ну, ну, куратпăр вара, паян камăн великĕ крутойрах пулать, ну эп шутланă тăрăх вăл пурпĕрех маннинчен блескрах туса килеймест, — калаçăва хутшăнчĕ кукамăшĕ патне хăнана килнĕ Женя.
Велосипечĕсем вара, чăнах та, пĕринчен теприн чаплăрах, капăртарах. Пĕрне кура тепри кунран-кун улăштараççĕ вĕсен дизайне туссем. Коля ав урапа спицисене тĕрлĕ тĕслĕ прулккапа явса тухнă, Эдик изолентăпа çавăрттарнă, Костя тата сигарет пачкин хупписемпе илемлетнĕ. Никамран нумайрах Витя ĕçленĕ пуль вара паян. Паян çеç те мар паллах, ку ĕçе тума вăл пĕр-ик эрне хатĕрленнех ĕнтĕ. Вăл газлă напитокăн пăккисене пуçтарнă! Халĕ вара вĕсене спицăсем хушшине кĕрте-кĕрте лартнă. Вĕсене кĕртсе лартма çăмăлах пулман пуль-ха, эх, тĕрмешнĕ ача. Тĕрлĕ тĕслĕскерсем илемлĕн курăнаççĕ тата.
— Ĕçленĕ тĕк ĕçленĕ те вара эс, вăхăтна та шеллемерĕн-и?— тĕлĕнчĕç унран ачасем.
Витя ку сăмахсемшĕн хавхаланчĕ пулас, велосипечĕ çине ларчĕ те унталла-кунталла пăркаланкаласа лавкка умнелле ярăнтрачĕ. Часах каялла сирпĕнсе килчĕ.
— Ой, пĕлетĕр-и эсир, çиччас сенсаци пулать. Дениса куртăм. А-яй, вело багажĕ çине тиха лартса килет, — пĕлтерчĕ вăл.
Часах Денис курăнчĕ. Вăл велосипедне тĕксе килет.
— Мĕн, сан тиху йывăртарах-им паян, велосипеду туртаймасть-им? — шӳтлерĕç ачасем.
— Тиха мар вăл, лаша. Пĕчĕк чухнех хреснанне илсе панăччĕ, каллĕ-маллĕ вылянса ярнаттăм унпа, халь вара ахалех выртать, лартса тухас терĕм пĕрле. Çавна майлаштарса-çыхса часах килеймерĕм. Велосипечĕ туртасса туртать-ха, анчах ялан сăнчăрĕ тухса каять, тормоз лартатăп çеç — вĕçет тухать, — ăнлантарчĕ хыпаланса Денис.
— Нимех те мар вăл, айтăр, тапрантăмăр. Паян шоссе леш енне каятпăр, — ăнлантарчĕ Эдик Дениса.
Й. ялĕ пĕчĕк ялах мар. Пурнăç çĕнелсе пынă май яла виçĕ çул каяллах асфальт çул турĕç. Аслă çул хĕрринчен виçĕ çухрăм çуран утмаççĕ халь ял çыннисем, автобус çӳрет. Çак асфальт тăрăх ярăнаççĕ те ĕнтĕ кашни кун ял ачисем. Паян вара вĕсен çулĕ тата инçерех пулмалла, плотина патне кайма Шупашкар-Хусан трасса урлă каçса каймалла.
Икĕ урапаллă «машинисем» ачасене часах шоссе патне илсе çитерчĕç. Çул урлă каçнă чух тимлĕ пулмаллине пĕлеççĕ вĕсем. Чарăнса тăрса аслă çул тăрăх пыракан машинăсене ирттерсе ячĕç те малалла вĕçтерчĕç. Денис çеç пулмарĕ çак ушкăнра. Сăнчăрĕ тухса кайнă пирки ыттисенчен каярах юлнăччĕ вăл. Шоссе хĕрне çитсен вара, манса кайрĕ-ши, е вăл ун çинчен пачах та пĕлмен-ши, ниçталла пăхмасăрах çул çине кĕрсе кайрĕ. Шăп çав вăхăтра айлăмран çăмăл машина вĕçсе хăпарчĕ, ачана асăрхаса чарса ĕлкĕреймерĕ пулас…
Малта пыракан ачасем машина тăрук чарăннă сасса, вăл велосипед çумне пырса çапăннă сасса тата Денис хытă-хытă кăшкăрнă сасса илтсе тăпах чарăнчĕç, каялла çаврăнчĕç. Унта вĕсем умĕнчи кантăкĕ тата сылтăм фари ваннă машинăна тата айккинче выртакан лапчăнса авăнса пĕтнĕ велосипеда çеç курчĕç. Пĕр-пĕрин çине кăнн! пăхрĕç. «Денис ăçта? — текен шухăш çиçĕм пек вĕçрĕ вĕсен пуçĕсенче, вăл машина çапнипе çул айккинчи айлăмала вăркăннă пуль…»
— Пăхăр-ха! — кăшкăрса ячĕ Витя çӳлелле каçăрăлса,— çилçунат вĕçет, унта Денис ларса пырать мар-и?
Пурте унталла тинкерчĕç. Тимĕр кăвак çилçунат пит çӳлтех те мар иккен, вăл ачасен пуçĕ çийĕн вĕçсе иртрĕ. Денис чăнах та унта. Ачасем унăн юн юхнине курса юлчĕç. Мĕн тумалла, çилçуната мĕнле çĕре антармалла? Дениса пулăшу памалла вĕт.
— Васкавлă пулăшу машини чĕнмелле, — сĕнчĕ Витя.
Вăл телефоне кăларчĕ, анчах та пĕри те номерне пĕлмест, ирĕксĕрех плотина хĕрне пулла кайнă куккăшĕнчен шăнкăравласа ыйтма тиврĕ, мĕн пулнине каласа пама та лекрĕ. Ачасем васкавлă пулăшу станцине шăнкăравларĕç. Телефона часах тытмарĕç, иккĕмĕш хутĕнче çеç шăнкăравласа илчĕç вĕсем.
— Каçарăр, — хыпаланса калаçрĕ трубкăри çын, — çул çинче аманнă ачана илсе килчĕç те, ăна йышăнмалла пулчĕ, часах тытаймарăм телефона, — ăнлантарчĕ вăл.
Витя çул çинче мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Телефон леш енчи çын такампа темĕн калаçрĕ, унтан тин хуравне пачĕ:
— Ан кулянăр, ачасем, сирĕн аманнă юлташăр пирĕн патра, анчах вăл кунта мĕнле лекнине никам та пĕлмест, — терĕ.
Витя хирĕç ним калама та пĕлмерĕ, вăл шанках хытса тăчĕ. Ытти ачасен кĕтме чăтăмĕсем пĕтрĕç. Коля телефона Витя алличен илсе калаçас тенĕччĕ çеç, лешсем ăна сӳнтерчĕç. Шăв-шав пуçланчĕ. Йĕркеллĕ калаçайманшăн пурте Витьăна ятлаççĕ. Çак хушăра вĕсем патне инкек çинчен пĕлнĕ пулла кайнă çынсем çитрĕç. Мĕн тумаллине часах ăнланчĕç вĕсем — хăвăртрах больница çитмелле…
Çирĕм çухрăм çул питĕ вăрăм пек туйăнчĕ. Аранах çитрĕç. Кунта вĕсене сылтăм урине гипсланă Денис кĕтсе илчĕ. Тинех мĕн пулса иртнине пĕлчĕç. Машина пырса çапсан Денис ывтăнса кайнă, анчах та вăл асфальт çине ӳкме ĕлкĕреймен. Багажник çинчи лаша салтăнса кайса çилçунат пулса тăнă, Денис ӳкиччен ăна тытма ĕлкĕрнĕ, вара тӳрех больницăна çул тытнă.
Ку кĕтмен пăтăрмах çинчен çынсем нумайччен калаçрĕç. Çул çинче çӳремелли правилăсене пĕлменни мĕнле инкек патне çитерме пултарнине пурте ăнланчĕç.
Admin (2010-11-20 17:44:04):
Денис, кунашкал калав çырма пултаран пулсан эс чăнах та маттур! Вырăн лекетех пулĕ тетĕп.
Илья Афанасьев (2010-11-23 16:59:05):
Калава интересленсе вуласа тухрăм. Ăна питĕ актуаллă темăпа çырнă. Ку калав шкул ачисене çул çинчи правилăсене лайахрах пĕлме хистет, вĕсене пăхăнмаллине асăрхаттарать. Фантастика элеменчĕсем пулмасан пысăк инкек пуласса пурте ăнланаççĕ. Эпĕ те шкулта вереннĕ чухне фантастикăлла калавсем çырса тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, çавăнпа та кунти калавсене интересленсе вуларăм