Çумăр хыççăн
Ăшă çумăр çурĕ,
Çĕр шывпа йĕпенчĕ.
Васкамасăр утрăм,
Уçăлса, çулпа.
Ак, куратăп: иккĕн —
Ачапа ун амăш —
Сывламашкăн тухнă
Уçă сывлăшпа.
Кайăксем юрлаççĕ.
Йăл кулать хĕвелĕ.
Асамат кĕперĕ
Утăмлать инçе.
Чĕвĕл-чĕвĕл саслă
Пĕчĕк хĕрачашăн
Курăнать илемлĕн,
Чаплăн çут тĕнче.
Мĕн пурне курасшăн
Та тытса пăхасшăн,
Ĕмĕтсем çунатлă
Пĕчĕк чиперккен.
Тинкерсе пăхать вăл
Çĕр çине ачашшăн:
Уншăн çутçанталăк —
Уçă кĕнеке.
Ăмăртса вĕçеççĕ
Икĕ шурă лĕпĕш,
Çумăр хыççăн тухнă
Çĕр çине ăман.
Çăвăнса тасалнă
Курăксем сип-симĕс,
Питĕ илĕртеççĕ
Çаруран чупма.
Хĕрача хаваслăн
Кулчĕ, чĕвĕлтетрĕ.
Çутă ун пуласлăх,
Паянхи кун пек.
Шухăша кайса эп
Ерипен утатăп...
Каялла ачалăх
Килмĕ манăн тек.
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Get more leads for your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Is your chuvash...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...