Улăп çĕрĕ
Ваня, çапла хăй тĕллĕн калаçкаласа, йĕтемелле пырать. Каç еннелле сулăннă хĕвел ăна куçран чалăшса пăхма хăтланать. Ваня пĕр самантлăха куçне хытă пăчăртаса хупрĕ... Ак çакăн пек пăч-тĕттĕм пулать вĕт-ха унта... Ырă, ырă хĕвел çути курăнмасть, кайăксем юрлани те илтĕнмест, чечексем те сана хупăрласа тăракан тăпра çинче çеç ӳсеççĕ... Нӳрĕ, сулхăн... Ваня пĕтĕм шăмшакĕпе чĕтресе кайрĕ те куçне уçрĕ.
— Нумай çын вилчĕ ку вăрçăра, — терĕ вăл сасăпах.
Унăн лавĕ пысăк çĕр тĕмески патнелле çитрĕ. Çак тĕмескене Улăп тăпри теççĕ. Ĕлĕк-авал пуçĕпе пĕлĕте перĕнекен пысăк çын кунта суха тунă пулать те вара, каннă чухне урине салтса, çăпатинчи тăпрана çакăнта силленĕ пулать. Çавăнтан ĕнтĕ тĕмеске пулса юлнă. Улăп çинчен Ванюка аслашшĕ нумай юмах ярса паратчĕ. Çав Улăп пек пуласчĕ те пур усал çынсене çĕр çинчен пĕрех тинĕселле шăлса пăрахасчĕ!..
Улăп çинчен шухăшлани Ванюкăн чĕрине çăмăллатрĕ. Вăл хăйне пĕр самантлăха Улăп пек туйса илчĕ. Унăн пуçĕ шурă пĕлĕтсенчен те çӳллĕрех. Пăрлă океанри шурă упасем пек тачка пĕлĕтсем ун хулпуççине перĕнкелесе иртеççĕ. Çĕр çинче, ун ури патĕнче, Павлуш, Кавриш, Алюш тата шкулти ытти ачасем тăраççĕ. Вĕсем çӳлтен питĕ пĕчĕкçĕ курăнаççĕ... Улăп тăпри... Улăп çĕрĕ... Ванюк та паян Улăп... Вăл Улăп çĕрĕпе утса пырать...
Çак шухăшпа Ванюкăн сăнĕнче хаваслă кулă палăрчĕ. Вăл лашине тилхепе вĕçĕпе хăмсарчĕ. Кĕçех унăн лавĕ канан çумне çитсе тăчĕ. Çӳллĕ лав çумĕнче, çӳллĕ капан çумĕнче Ванюк хăйне каллех пĕчĕкçĕ кăпшанкă пек туять.
— Эй, çӳлтисем! — терĕ вăл, лавĕ çине хăпарса.
— Çӳлтисем итлеççĕ! — хирĕç сасă пачĕ Алюш. — Аха, Ванюк уйра çухатса хăварнă чĕлхине тупнă иккен!..
Çак сăмах каллех Ванюкăн шалти ыратакан суранне пырса тиврĕ. «Пустуях çăмăлттайлантăм», терĕ вăл, хăйне хăй вăрçса. Вăл татах шăлне çыртрĕ, чĕмсĕрленчĕ.
Паçăрхи пекех, ун кăкăрĕнчен вĕри сывлăш, кĕх! те кĕх! тенĕ май, пăл та пăл вăркăна-вăркăна тухать. Çак ĕç çеммине парăнса, Ванюк пĕр чарăнмасăр кĕлте ывăтать. Унăн хастарлăхĕ çӳле — капан çине те куçрĕ пулас, унта та мучипе Алюш пĕр шарламасăр ĕçлеççĕ. Лавĕ пушанса çитес чухне тин ĕç кăштах вăрахланчĕ. Капанĕ питĕ çӳле кайнă, лавĕ аялаллах анса пырать, кĕлте параканни — пĕчĕкçĕ...
— Ванюк, ара, пире шалтах хăшкăлтартăн-иç, сывлăш çавăрма парсам, — илтĕнчĕ чылайран Хрисан мучи сасси. Çав сасăра ватă мучи пĕчĕк паттăра хĕрхенни, мухтани, ăна пысăк çын вырăнне хурса хисеплени сисĕнчĕ.
— Пĕтет ĕнтĕ, — терĕ Ванюк çурма сасăпа. Хрисан мучи хăйĕн ватă чĕрипе çак ачан темĕнле пысăк хуйхă пуррине иртенех туять. Хай ĕмĕрĕнче нумай ача-пăча курнăскер, халĕ вăл Ванюка мĕнле те пулин йăпатса лăплантарма шутларĕ. Анчах ăнсăртран тĕрĕс мар утăм туса, ачана тата ытларах кӳрентересрен те сыхланчĕ. Ача чунне уçăлтарса ямалли пĕр-пĕр сăмах е мĕнле те пулин çăмăл мыскара кирлĕ. Çак шухăшпа мучи капан хĕрринерех, Ванюк кĕлте ывăтса тăнă тĕлерех, шăвăнса пычĕ.
Ванюк юлашки кĕлтине ывăтса парсан, мучи ăна çӳлтен:
— Паттăрăм, сенĕкне çирĕпрех тыт-ха! — терĕ те хăй çав вăхăтра Ванюка сенĕкĕ-мĕнĕпех çӳлелле туртса хăпартрĕ. Мĕн пулса иртнине тавçăрса иличчен Ванюк, сенĕк авринчен çирĕп çатăрласа тытнăскер, капан тăррине çитсе те тăчĕ. Мучи мыскари ачана малтан шиклентерчĕ, çавăнпа пĕрлех ун чĕринче темĕнле чăрсăр шухăш та вăратрĕ. Хрисан мучи, аллинчи сенĕке пăрахса, Ванюка ыталаса илчĕ. Хытă-хытă пăчăртарĕ, унтан виçĕ хутчен çӳлелле ухласа çĕклерĕ.
— Эх, ачам, ачашламалла çеç вĕт сире халь!.. — терĕ мучи. — Алă çине лартса, çапла утьăкка сиктермелле. Эсир мăн çынсем вырăнĕнче ĕçлесе çӳретĕр.
Ванюк хайхи сасăпах ĕсĕклĕсе макăрса ячĕ.
— Чим-ха, — хыпăнса ӳкрĕ Хрисан мучи, — тем майсăр пулмарĕ пуль-çке? Ах, мана, ватсупнă, таçта тем ыраттартăм пуль?!
Çук! Нимĕн те ыраттарман. Ванюкăн хуйхи, кун каçиччен тулса çитнĕскер, халĕ сасартăк тăкăнса кайрĕ.
— Нимĕн те мар, мучи. Эсĕ тем ан шухăшла... — терĕ ача, ĕсĕклесе. Вăл малалла хăй те сисмерĕ, унăн никама та калас мар тенĕ сăмахĕ чĕлхе çинчен хăех вĕçерĕнсе кайрĕ:
— Ĕнер каçхине хут килчĕ. Атте вăрçăра пĕтнĕ, — терĕ вăл, тата хытăрах ĕсĕклесе. — Нумай та пулмасть орден илни çинчен çырнăччĕ.
Мучипе пĕчĕк Алюш Ванюк умĕнче нимĕнле мар пулса тăчĕç. Мучи халĕ ĕнтĕ хăйĕн мыскаришĕн те ӳкĕнсе пăхрĕ, хăй вара ачана йăпатма тытăнчĕ.
— Хурлăху пысăк санăн, Ванюк тусăм, çăмăлттай хăтланнăшăн каçар. Эпĕ сана усал тума шутламанччĕ, — терĕ мучи, хăй çавăнтах ĕмĕрхи ĕçпе хытăрканă икĕ аллине чăмăрларĕ те хĕвеланăçнелле хыттăн юнаса: — Пуçна пултăр сана, сĕмсĕр фашист! Пуçна пултăр! — терĕ. — Пĕт эсĕ, ылханлă йăх! Эс пĕтсен, сана çĕр те, шыв та ан йышăнтăр. Çĕрсе вырт эс хăвăн карту хыçĕнче! Сана çуратса яраканни юнлă куççуль тăкса макăртăр, ирсĕр фашист! Виттĕр сана халăх ылханĕ, виттĕр сан сĕмсĕр пуçна! Ĕмĕр-ĕмĕр ылхан сана! Сан нихçан та этемĕн ырă сăмахне илтмелле ан пултăр! Сана ырă çуратман, ырă хĕвел ăшăтман, çавăнпа ырă вилĕм ан тивтĕр сана, урнă йытă, урнă кашкăр вилĕмĕпе вил эсĕ! Эпĕ каламастăп çак сăмаха, мана çуратнă çĕр, пĕтĕм аслă çутçанталăк калать. Çĕр илемне пăсма килтĕн пулсан, эпир мар сана, санăн юнлă ĕçӳсемшĕн аслă çĕр, пирĕн аннемĕр, ылханса тавăрать. Улăп çĕрĕ ылханать сана!..
Унтан мучи чĕркуçленсе ларчĕ, сасси унăн тата çирĕпреххĕн илтĕне пуçларĕ, кĕрхи йăмăх хĕвел çутинче шап-шурă куç харшийĕ айĕнчен пăхакан куçĕ темĕнле хаяр вутпа çунма тытăнчĕ. Халĕ вăл хăй тавра ачасем тăнине те манса кайрĕ пулас, вăл хăйĕн чул пек йывăр сăмахне, аллипе хăлаçланса, хĕвеланăçнелле, фашистсен ылханлă йăвинелле, вăркăнтарнă пек туйăнать.
Ĕсĕклеме чарăннă Ванюк Хрисан мучи çине тĕлĕнсе пăхса тăрать. Ăна çак шурă сухаллă мучи халĕ тĕнчери чи пысăк вăй-хăвата, асамлă вăй-хăвата хăй аллинче тытса тăнă пек курăнать.
Анчах Хрисан мучи сасартăк чарăнчĕ. Ачасем еннелле çаврăнчĕ.
— Ах, ачасемĕр, халăх хуйхи пысăк, — терĕ вăл. — Анчах çав хуйха, пурнăç вилĕме çĕнтернĕ пекех, çĕнтерĕ халăх. «Вилĕмпе вилĕме çĕнтерсе» тенĕ авалхи кĕлĕре. Эсир, ачасем, авалхисене ĕненместĕр-ха. Çапах куратăр акă, халăх ылханни ахаль пулмасть. Мĕн чухлĕ халăх ылханать фашистсене. Ун пек йывăр ылхана фашист шар, çĕр чăмăрĕ те тӳссе тăрас çук. Унтан мучи, ура çине тăрса, Ванюка ачашшăн ыталарĕ.
— Лăплан, ывăлăм, лăплан, — терĕ вăл, — халăхпа пĕрле мĕнле те пулин тӳссе ирттерĕпĕр сан хуйхуна. Хам та эпĕ вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче нумай куртăм. Эпĕ пилĕк ывăл, виçĕ хĕр çитĕнтертĕм. Курса çитнĕ пулĕ тесеттĕм, курмалли татах та юлнă-мĕн-ха. Ывăлăмсем, ывăлсен ывăлĕсем те вăрçăра фашистсемпе çапăçаççĕ. Сакăр çынна вăрçа ăсатрăм, виççĕшне çухатрăм. Çапах та этем тӳсет, ыррине кĕтет. Хама акă ватă тесеттĕм. Вăрçă тухиччен — пирĕн çу кунĕ иртрĕ, хĕл кунĕ çитрĕ, авă, пуç çине мĕнле кĕрт хӳсе кайрĕ текелеттĕм, калпака хывса, юр пек шурă пуçăма кăтартса. Иртмен иккен-ха! Ватă ăстана капан хывма чĕнчĕç...
Хрисан мучи сулахай аллипе Алюша ыталарĕ. Çапла унăн икĕ алли икĕ ача хулпуççийĕ çинче выртать: пĕри — Ванюк çинче, тепри — Алюш çинче. Хăй вăл, халăхăн пĕтĕм авалхи аслă та ăслă кунçулĕ пек, çапла çамрăк ăру çине таянса тăрать. Ватă çыннăн ăста алли хывнă капан Улăп çĕрĕ варĕнчен ӳссе хăпарнă çӳллĕ ту пек, мучин шурă пуçĕ вара çав ту тӳпинче выртакан ĕмĕрхи юр пек курăнать. Ку сăнлăх тата витĕмлĕрех пултăр тесе, кĕрхи хĕвел ăна хăйĕн йăмăх çутипе илемлетет.
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...