Урхамах
— Ха эс! Тĕттĕмлене те пуçланă тĕм... Хĕллехи кунăн хӳри кĕске çав...
Çапла хăй ăссĕн суйланкаласа, Талбаров райĕçтăвком карти патне çитрĕ. Пăхать — лаша çук. Унăн-кунăн ыткăнать завхоз ӳсĕр пуçĕпе — ниçта пĕр чун та курăнмасть. Пуçĕнчи эрех те туххăмрах сирĕлет унăн. Хурах кăшкăрасси килет. Аптранипе карта юпине хыпашласа пăхрĕ хайхи. Кунта чĕлпĕр татăкĕ çеç çилпе вĕçкелесе тăрать. Талбаров чĕркуçленсе ларчĕ. Çуна йĕрĕ ăçталла кайнине тинкере пуçларĕ. Пĕр йĕр те палăрмасть — йăлтах тăман хӳсе кайнă.
— Асамат! Асама-а-ат! — ӳлесе ярасла кăшкăрчĕ Талбаров. Ӳсĕр çын сасси чăн та хурах çухăрнă евĕрех илтĕнчĕ. Сехĕрленнĕ завхоз райĕçтăвком картишне чупса кĕчĕ, лупас айнелле ыткăнчĕ.
— Кунта иккен!.. — ассăн сывласа ячĕ Талбаров. Унăн çамкине тăхлан пек сивĕ тар пăчăртанса тухрĕ. Талбаров тӳрех лаша пуçĕ патнелле ăнтăлчĕ, чĕлпĕр татăкне хыпашласа тупрĕ. Анчах...
Çав самантра Асамат сăмсине усал шăршă пырса çапăнчĕ. Ĕмĕр манма çук усал шăршă. Эрех шăрши. Те шăнса кӳтĕркенипе, те çав усал шăрша сиснипе, лашан чунĕ тилĕрсе кайрĕ. Вăл Талбарова хулпуççинчен пĕррех çыртрĕ те аяккалла вăркăтрĕ.
— А-а-ай! Хурах! — çухăрса ячĕ этем. — Пĕтерчĕ! Шăмă таранах çыртса çурчĕ, шуйттан!
Ĕнтĕ урхамах кунта кирек мĕнле патак та кĕтсе илме хатĕрччĕ. Вăл сасартăк лăпланса, пуçне усрĕ. Хĕнетĕр ĕнтĕ. Уншăн халь пурпĕрех...
Анчах Талбаров хĕнемерĕ Асамата. Вăл ахлата-ахлата ура çине тăчĕ те лаша пуçĕ патне урăх яхăнне те пымарĕ. Шикленчĕ пулас. Тилхепене сулахай аллипе турткаласа, вăл больница еннелле çул тытрĕ. Чĕлпĕр татăкĕ лаша тути айĕнче çаплипех çапкаланса пырать.
Больницăра Хĕлип мучи завхоз пырасса паçăртанпах канăçсăррăн кĕтсе ларнă иккен. Вăл кăнтăрлахи апат хыççăнах тумланса хатĕрленнĕ. Вăхăт хăвăртрах ирттĕр тесе, тухтăрпа тем халапланă.
Приемнăйне сапаланчăк куçпуçлă Талбаров вăркăнса кĕрсен, Хĕлип мучипе тухтăр питĕ тĕлĕнчĕç.
— Мĕн пулчĕ? — ура çине яштах сиксе тăчĕ тухтăр.
— Пĕтрĕм! Пĕтерчĕ! Шуйттан Асамачĕ туртса çурчĕ! Шăмă таранах! —терĕ Талбаров, аран-аран сывлăш çавăрса. — Тархасшă,н, пулăшăр, тухтăр юлташ!.. Юн кайса пĕтетĕп...
Тухтăрпа Хĕлип мучи Талбарова васкасах салтăнтарма тытăнчĕç. Кунта аслă сестра та чупса тухрĕ. Чăн та, çынна хытах амантнă иккен лаша!
Хĕлип мучи тĕлĕннипе пĕрлех шикленсе те ӳкрĕ.
— Мĕн пулнă Асамата? — хыпăнса ыйтрĕ вăл. — Нихçан та апла хăтланман-çке...
— Хăтланма-а-ан! — нăшăклатса илчĕ Талбаров. — Пĕркун çапла Каяхова çыртса ывăтнă. Ахаль мар ку. Урнă вăл, урнă! Эсремет!..
Тухтăр тĕрĕслесе пăхнă хыççăн аслă сестра Талбаровăн суранне шурă бинтпа авраса çыхрĕ. «Урнă» сăмаха илтсен, тухтăр хайхи Хĕлип мучи еннелле çаврăнчĕ те:
— Тен, тĕрĕслесе пăхмалла?! — терĕ. — Шӳтле япала мар.
Хĕлип мучие ку сăмах чĕринченех пырса тиврĕ.
— Ан суйланăр — терĕ вăл хыттăн. —Пулма пултараймасть. Кунта урăххине тĕрĕслемелле.
— Мĕн урăххине? — шăртлансах кайрĕ Талбаров. — Кăлпасси тунă çĕре ăсатмалла çав усал выльăха!.. Ĕçĕ те пĕтнĕ!
Хĕлип мучи хирĕç чĕнмерĕ. Завхоз çăварĕнчен ун сăмсине эрех шăрши пырса çапрĕ. Ватă çын ăнланчĕ. «Ахаль мар ку, ахаль мар», — терĕ хăй ăссен.
Вĕсем тумланчĕç, виççĕшĕ те урама тухрĕç. Те Хĕлип мучин сывлăшне аякранах сиснипе, те каллех урамра нумай тăрса тунсăхланипе çамрăк урхамах хыттăн кĕçенсе ячĕ. Хĕлип мучи лаша патнелле туртăнчĕ.
— Асту, Хĕлип Иванăч, — асăрхаттарчĕ ăна завхоз. — Таçта туртса ан çуртăр.
Хĕлип мучи çаврăнса та пăхмарĕ.
— Асамат, Асама-а-ат, — терĕ вăл, урхамаха пуçĕнчен ачашласа. — Тунсăхларăн пуль-çке, ачам-и?..
Урхамах пуçне ухса выляткаларĕ, каллех тепре, анчах хальхинче питĕ ачашшăн кĕçенсе илчĕ. Каç сĕмĕ витĕр унăн куçĕнче хаваслă кăвар курăнчĕ. Асамат вара пуçне Хĕлип мучин хулпуççийĕ çине хучĕ. Питĕ ачашшăн, питĕ асăрханса.
— Йăлтах ăнланмалла, — терĕ кăшт аяккарахра тăракан тухтăр. — Наука нимĕн те тума пултараймасть кун пек чух. Кирлех те мар. Лаша тунсăхласа çитнĕ. Тĕлĕнмелле япала...
Хĕлип мучипе тухтăр сывпуллашрĕç. Завхоз пĕр шарламасăрах хыçлă çуна тĕпне вырнаçса ларчĕ. Тилхепене Хĕлип мучи хăй аллине илчĕ. Эх, вĕçтерчĕ вара Асамат! Вырăнтанах çĕмрен пек тапса сикрĕ.
Асар-писер çил-тăман та, кĕрт хӳсе кайнă тăкăс çул та Асаматшăн халĕ — вăйă кăна! Тиха вăййи!.. Вăл ĕнтĕ чăннипех çунатлă. Ури çĕре лекмест, пуçĕ пĕлĕте перĕнмест. Хыçлă çăмăл çунашăн нимĕнле сулнăк та, нимĕнле ланкашка та çук. Çуни те халĕ çунатлă. Сывлăшра кăна вĕçсе пырать.
Хушăран Асамат Хĕлип мучи çинелле çаврăна-çаврăна пăхать. Тĕттĕмре унăн куçĕ кăвар пек çунать. Вĕçет урхамах, вĕçет малалла! Икĕ енĕпе çил кăна шăхăрса юлать.
...Тухтăр Хĕлип мучие пĕр пилĕк кун хушши килте çӳрекелеме хушса янăччĕ. Çук, тӳсеймерĕ ватă çын! Виççĕмĕш кунах вăл лаша витине пычĕ те Каяхова тĕпчеме тытăнчĕ.
— Мĕн тунă эсир Асамата? Мĕншĕн вăл сире çырта-çырта ывăтать?
Каяхов тавлашать, тупăшать.
— Уйăхшăн-хĕвелшĕн нимĕн те туман, — тет вăл. — Хăй çавнашкал усал выльăх. Пĕр сана анчах пĕлет.
— Ĕненместĕп, — çине тăрсах пăвăртлать Хĕлип мучи, — Асамат — лайăх лаша. Луччĕ кала, мĕн тунă эсир ăна? Мĕнле кикенек çитернĕ?
— Эх, Хĕлип мучи, ĕненместĕн иккен, шанмастăн, — кӳрененçи пулать Каяхов. — Суятăп пулсан, çакăнтах çӳсĕм такăнса пĕттĕр! Сухал вырăнне сысна шăрчĕ ӳссе лартăр!.. Çĕр çăттăр, тепĕр тесен!..
Ватă çын пуçне сасартăк пĕр ытарлă шухăш пырса кĕрет. Ĕлĕкхи çынсем, тавлашу-мĕн сиксе тухсан, лаша çурăмĕ урлă алă тытса тупа тунă.
— Атя, — терĕ Хĕлип мучи, чеен кулкаласа. — Асамата картишне илсе тухăпăр та эсĕ манпа ун каçанĕ урлă алă тытса тупа тăвăн.
Каяхов малтан турткалашса тăчĕ, анчах мучи умĕнче епле те пулин тӳрре тухас тесе, тупа тума килĕшрĕ.
Акă Асамат картишĕнче. Чĕрĕ палăк пек çуталса тăрать вăл. Хĕлип мучи икĕ енчен икĕ каска пуканĕ лартрĕ, — урхамах ытла çӳллĕ-çке-ха, пукан лартмасăр алă çитеймест.
Мучи пĕр каска пуканĕ çине улăхса тăчĕ те Каяхова чĕнчĕ.
— Атя, кил!..
Хайхи Каяхов урхамах патнелле çывхара пуçланăччĕ кăна, лешĕ, хăлхине пăчăртаса, пĕррех шăмарчĕ. Турăçăм!.. Каяхов, такăнса ӳке-ӳке, упăтелле упаленсе, аран тарса хăтăлчĕ.
Хĕлип мучи варне тытсах кулать. Тĕлĕннĕ Асамат та мучи еннелле куланçи пăхкалать.
— Куртăн-и? — ыйтать Хĕлип, мучи. — Çывăха та ямасть вĕт. Каласа пар, Каяхов. Тĕпĕ-йĕрĕпе кала. Тĕрĕссине. Пĕр суймасăр. Эпĕ сăмах вылятакан çын мар. Йăлтах хамăр хушăра пулĕ. Никам та пĕлеймĕ.
Мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ йӳтетмĕш старикпе?! Каяховăн урăх турткалашса тăма май килмерĕ. Вăл вара пĕркун витере мĕн пулса иртнине йăлтах каласа кăтартрĕ.
— Тăттă çав, ӳсĕр-пӳсĕре лаша та юратмасть, — терĕ Хĕлип мучи. — Ваттисем ахаль каламан — çилçунатлă ута тыткалама кайăк чĕреллĕ çын кирлĕ!.. Çапла, Каяхов юлташ...
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...