Сиплĕ шерпет вăрттăнлăхĕ
Элпи халь кăна вырăн çинчен тăнăччĕ-ха, хаваслă юрă шăхăрса физзарядка тума пикеннĕччĕ, анчах çав вăхăтра видеотелефон экранĕ çинче пĕр класра вĕренекен Юман сăнĕ курăнса кайрĕ.
— Ырă ир, Элпи, — терĕ вăл кăмăллă сасăпа.
— Сана та çавах, — терĕ хĕр пĕрчи, — мĕн пирки ирех шăнкăравлатăн?
— Каçар та, анчах эпĕ паян çĕрле Тарăн вар çырми пуçĕнче ларакан йăмра патĕнче темĕнле сасăсем илтрĕм.
— Кам та пулин кушак çури кайса янă пулĕ-ха, — кăшт куларах сассипе каларĕ Элпи.
— Çук, çук. Кушак çури макăрнă сасă мар вăл, темле ăнланмалла мар кĕвĕ евĕрлĕскер. Тен, паян каç пулсан çитсе килĕпĕр çавăнта.
Элпи килĕшсе пуçне сулчĕ, çавна май унăн сарă кăтра çӳçĕ чӳхеннĕ пек пулчĕ. Сенкер куçĕ ăшшăн çиçсе илчĕ. Темшĕн килĕштерет Юмана Элпи, ăна вăл хăй те татса калаймасть. Анчах çак каçăртарах сăмсаллă, çырă çӳçлĕ, яштака пӳллĕ арçын ача ăна чăннипех килĕшет. Суйма, улталама пĕлмест вăл, ытлашши нумай та калаçмасть. Çакăн пек юлташ пурри савăнтарать хĕрачана.
Çуллахи кун вăрăм пулсан та вăхăт хăвăрт иртсе кайрĕ. Ял урамĕ выльăх-чĕрлĕх сассипе тулчĕ. Кĕтӳ кĕрет. Элпи те, Юман та хăвăртрах кил таврашĕнчи ĕçсене пуçтарса пĕтерме тăрăшрĕç. Ара, вĕсене йăмра вăрттăнлăхĕ илĕртет-çке.
Пĕр вăхăтрах çитрĕç вĕсем йăмра патне. Шăп. Ниçта пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмест. Кăшт вăхăт иртсен сасартăк çĕр айĕнчен пĕр евĕрлĕ сасăсем çинçен нăйласа илтĕнсе кайрĕç. Юман хăй ăсталанă электронлă машинăна хута ячĕ. Часах радиохыпар киле пуçларĕ.
— Темшĕн çак сасăсем SOSа аса илтереççĕ.Такам пулăшу ыйтмасть-ши пирĕнтен, э? — ыйтуллă куçсемпе пăхса каларĕ Юман.
— Пулма пултарать. Тен унта çĕнĕ цивилизаци… — шухăша кайрĕ Элпи те. — Кур-ха, кур, Юман! Кунта упа кĕмелĕх хăвăл пур! — тĕллесе кăтартрĕ йăмра çине хĕр. — Тен кĕрсе пăхмалла.
— Васкар мар-ха. Темлерех-ха унта. Кислород та çителĕклĕ пулмасса пултарать
Кĕтмен çĕртен илемлĕ сасă тепĕр хут илтĕнсе кайрĕ. Музыка тес — музыка мар, калаçу тес — калаçу мар, çапах кăмăла çĕклентерет.
Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и… — йăмра хăвăлĕнчен йăлтăркка курăнса кайрĕ. Тĕлĕнмелле аппарат пăрçа евĕр сиккелесе илчĕ те —чарăнчĕ. Унтан виçĕ чĕрчун тухрĕ. Çын евĕрлех вĕсем,нчах алли-ури çип-çинçе. Сăнĕ те темле кăвакрах.
Хăраса кайнă ачасем чĕлхесĕр пулса кайрĕç. Вĕсем çăвар карсах малалла мĕн пуласса кĕтрĕç. Хăйсен чĕлхипе тем калаçаççĕ «кĕтмен хăнасем». Аллисемпе кăчăк туртса ачасене хăйсем патнелле чĕнеççĕ.Анчах ачасем хускалма та шикленеççĕ. Пĕр чĕрчунĕн хыçĕнче антенна евĕр япала курăнса кайрĕ. Çак аппарат пулăшнипе вĕсем Çĕр çинчи чĕлхепех калаçма пуçларĕç.
— Шăнваш, — тесе паллаштарчĕç хăйсемпе. Тинех ачасене чун кĕчĕ. Вĕсем шăнвашсемпе хаваслансах калаçа пуçларĕç. Хăйсене çак ват йăмра патне мĕн илсе килнине пĕлтерчĕç. Тахçан авал çак вырăнта сиплĕ çăлкуç пулнă-мĕн. Çак çăлкуçĕнчен шерпет тапса тăнă, çынсем ăна ĕçсе тĕрлĕ чир-чĕртен сывалнă. Анчах вăл тем сăлтавпа типсе ларнă. «Кĕтмен хăнасем» çак çăлкуçа тупма тăрăшаççĕ-мĕн. Ачасене вĕсем хăйсем патĕнче туса кăларнă шерпете тутанса пăхма сĕнчĕç.
— Ан хăрăр, шерпечĕ вăл сиплĕскер. Нумай чир-чĕртен сиплет, ваттисен пурнăçне тăсать.
Ачасем çак шерпете асăрханса сыпса илчĕç. Çавăнтах темле çăмăлланса кайнăн туйрĕç. Апат çиес килетчĕ унччен кăштах, вăл та самантрах иртрĕ.
Çак тĕлĕнмелле шерпете тутаннă хыççăн вĕсен шăнвашсене пулăшас килсе кайрĕ. Ара, хăйсене те кирлĕ-çке вăл. Элпин асламăшĕ вырăнпах чирлĕ выртать. Виçĕ çула яхăн çапла асапланать. «Тен, асанне астăвать çак çăлкуç вырăнне», — ялтлатса илчĕ шухăш Элпи пуçĕнче.
— Хисеплĕ шăнвашсем, эпир сире пулăшусăр хăвармăпăр, çак вăрттăнлăха пĕлсен сирĕн пата радиохумсем ярăпăр. Сире те, пире те çак шерпет питĕ кирлĕ, — терĕ Элпи.
Часах карап-аппарат йăмра хăвăлне кĕрсе çухалчĕ. Ачасем те пĕр-пĕрне алăран тытса ял еннелле çул тытрĕç, вăрттăнлăха пĕлме, инçетри тусĕсене пулăшма…
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...