Паттăрсен ырă ĕçĕсем
Такам, пĕр паллă çын калани аса килчĕ: «Усалсене хамăрах çурататпăр». Мĕн пирки каларĕ-ха вăл? Мĕне курса каларĕ? Темех мар! Халĕ эпĕ те хутшăнатăп ун çумне. Халĕ ку сăмахсене калакансем тӳрех икĕ çын. Атьăр, чи пуçламăшĕнчен пуçлар.
Мана Никанор тесе чĕнеççĕ. Эпĕ хам çуралнă Çуткун тĕнчине сыхлаканĕ. Акă манăн ĕçтешĕмсем, паллашăр: чи çӳлли, патварри — Сарри паттăр, хăй вăхăтĕнче вăл урăх планета, Çĕр çинче пулса курнă, унта Мускаври Ваçли ĕмпӳ патĕнче çав планета çыннисене хӳтĕлесе сăмах каланă… Ну юрĕ, халĕ сăмахăм малалла. Тепри — лутакараххи, куçлăхли — Кĕрешĕн. Вăл кĕрешӳре ялан малта. Апла пулсан ун вăйĕ çинчен каласа пама та кирлĕ мар пулĕ. Эпир пурте хамăр тĕнчене сыхлакансем. Çуткун пурне те хăй илемĕпе, çăтмахлăхлăхĕпе илĕртет. Кунта ялан илемлĕ, тутлă шăршă асамлăх кӳрет. Чи чапли вара — лăпăска туратлă, тăрăхла çулçăллă йăмрасем. Сăмах май, çакăн пек йывăçсем Çĕр планета çинче те пур теççĕ. Пирĕннисен чечекĕсем — чи техĕмлĕ, шерпетлĕ çимĕç евĕр курăнаççĕ, куçа хăйсен илемлĕхĕпе илĕтеççĕ. Çуткун тĕнчинче çак йывăçа чи сăваплисен шутне кĕртнĕ. Ăна хуçса — ватма мар, тĕкĕнме хăяканĕ те çук, мĕншĕн тесен ун асамлăхĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Çак йывăçăн сĕткенĕ этеме чĕрĕлĕх кӳрет. Хĕвелсĕр тĕксĕм кун ăшă тата çутă парса тăрать. Паттăрсен чунне те ăшăпа вăй парнелет, тĕрлĕ паттăрлăх валли хавхалантару кӳрет. Çапла вара çак йăмрасăр Çуткун тĕнчи айăпланма, пĕтме пултарать. Пирĕн тĕнчери çынсем пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ. Никамăн та вăрлас-çаратас, çапас-вĕлерес шухăш çук. Тĕнчери мирлĕ пурнăç тăнăçлăхне упрас текенсем анчах пурнаççĕ кунта.
Анчах тĕрлĕрен пулать çав. Пирĕн пата ытти планета çинчен усал-тĕселсем вĕçе — вĕçе килеççĕ, килеççĕ те кунти тăнăçлăха аркатма тытăнаççĕ. Пирĕн ĕç вара — вĕсенчен хамăрăн Çуткунăмăра пĕтĕмĕшле хӳтĕлесси. Ку ĕçе тума паттăрсене те çăмăл мар. Юрать-ха, пирĕн çĕнĕ ĕç тумĕ пур. Ăна ăсталама йăмра сĕткенне усă курнă. Халĕ вара çак тумтир пире тĕрлĕ усалран сыхланма пулăшать, анчах вăл пирĕн сывлăшпа ĕçлет. Çавăнпа та ку тумтирпе нумай вăхăт хушши пулма юрамасть, унсăрăрăн паттăрсен чи кирлине-сывлăхне илет. Усал вăйсемпе кĕрешнĕ вăхăтра вăй парать. Ну, юрĕ, çитĕ хамăр çинчен, халĕ пирĕн паттăрлăх çинчен итлеме те вăхăт çитрĕ пуль… Ку ĕç пĕр лăпкă та шăп каçхине пулса иртрĕ. Эпир хамăрăн ĕçтешĕмсемпе пĕрле яланхи пекех пирĕн сăваплă кĕпере сыхлаттăмăр. Кĕкен, ку кĕперпе те паллаштарам-ха итлекенсене. Ара ку кĕпер пирĕн Çуткун тĕнчине ытти тĕнчесемпе çыхăнтарать. Пирĕн сутуçăсем хăйсен таварĕпе улшăнаççĕ тата ытти те. Ку кĕпере пирĕн аслă несĕлсемех туса хăварнă. Кĕперне тĕрлĕ ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Чи варринче — тăватă кĕтеслĕ çăлтăр. Ку çăлтăр çăра. Ăна çăраççипе уçсан тин кĕпер ĕçлеме пултарать… Ларатпăр çапла шăплăха тăнласа. Ман юлташсем хăйсен асамлă тумтирĕсене тасатса тирпейлеççĕ, эпĕ шухăша кайнă та ытти тĕнчесем çине, çăлтăрсем çине пăхнă пек пăхса ларатăп. Çав вăхăтрах тарăн шухăша кайнă хам. Мĕн тăваççĕ-ши унта, инçетре пурăнакансем? Мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши? Çав вăхăтра ман пуçа пĕр шухăш пырса кĕчĕ. Тен, унтан ман çине шăпах çак вăхăтра юттĕнчеçĕ пăхса ларать. Тен, пирĕн куçсем те тĕл пулчĕç… Çак шухăшсемпе айкашса ларнă вăхăтрах эпĕ кĕпер еннеле пăхса илтĕм. Мĕн амакĕ ку? Чăнах-ши? Эпĕ темĕнле мĕлкесене курах кайрăм, хăвăртрах Саррипе Кĕрешĕне хам мĕн курнине пĕлтерме васкарăм. Сăмах май тепĕр хут каласа хăварам-ха, ман ĕçтешсене çапла чĕнеççĕ. Сарри хăй кайса пăхма шутларĕ, анчах мĕнле кайрĕ, çавăн пекех çухалчĕ. Ун хыççăн Кĕрешĕн вĕçтерчĕ кĕпер еннелле. Вăл та каялла таврăнмарĕ. Вара эпĕ хамăн çар тумне вăя кĕртрĕм те тĕрĕслес тесе кĕпер еннелле уттартăм. Пух, пах!!!
… Эпĕ куçа уçатăп — пĕтĕм çан-çурăм ыратса сăрăлтатаь, куç хурала-хурала килет, пуç çурăлса тухасла ыратать. Ал-урана хускатса пăхатăп, усси çук. Темиçе минут çапла выртнă хыççăн анчах хам пĕр шап-шурă çавра пӳлĕмре выртнине, ман умра çап-çутă лампа ларнине курса ăнланса илтĕм. Ман тавра шап-шурă тумлă темле мĕпкесем чупкаласа-уткаласа çӳреççĕ. Вĕсен калаçăвне, хусканăвĕсене итленĕ-сăнанă хыççăн ман çири çар тумне хывасшăн пулнине тата хам ют тĕнчене капкăна лекнине ăнлана илтĕм. Хăйхи-майхи çаксем мана вăхăтлăха пĕччен хăварчĕç. Ман пуçри шухăш хăвăртрах кунтан хăтăлма, юлташсене пулăшма хистет. Анчах кăлăхах. Нумай выртнă-и, сахал-и, çывăрсах кайнă. Хам халсăрланма пуçланине туйса, ура уттисен сассипе вăранса кайрăм. Мана леш ютăсем темле хĕскĕчсемпе хĕстерсех хывăнтарма тытăнчĕç. Алăсене кăшт хускатма хал çитерсенех пĕррех сулса ятăм йăмра тураттипе. Сăмах май каласан, усал-тĕселрен питĕ пулăшать, енчен те чечекĕ пур пулсан ун вăйĕ тата вăйлăрах. Шапах кайса ӳкрĕç ирсĕрсем. Хам юлташăмсем патне ыткăнатăп. Кĕçех юнашар пӳлĕмре шыраса тупрăм. Вĕсенчен юттĕнчеçĕсем пирĕн тĕнче çине тапăнасшăн пулнине ăнланатăп. Пирĕн халĕ пурсăмăран та пĕр тĕллев — часрах Çуткун тĕнчине таврăнса кĕпер çинчи çăрана çирĕплетесси…
… Акă пăхатпăр — косвĕçсем ларнине курах кайрăмăр. Вĕсем çине ларса хамăр Çуткун тĕнчине çитессе кашниех ăнланатпăр, анчах пирĕн те, паттăрсен, вăйăсем сахалрах иккен, косвĕçен алăкĕсен çăрисене çĕмĕрме. Кунта та йăмра туратти усă пачĕ. Пĕррех сулсаа ятăм та, чăл-пар саланса кайрĕç çăрасем. Йăпăр-япăр кĕрсе лартăмăр та яра патăмăр хамăр еннелле. Васкас пулать, упраса хăвармаллах хамăр тăнăçлах тĕнчине. Паллах, ĕç-пуçĕ чылай пулчĕ, чылай ĕçлеме тиврĕ паттăрсен, анчах эпир çĕнĕ çăра турăмăр-турăмăрах. Паллах, çăраççине те çĕнетме тиврĕ. Халĕ кĕпере сыхлакан çăра малтанхи пек тăват кĕтеслĕ мар, çичĕ кĕтеслĕ ĕнтĕ. Ку вăл çăра вăйĕ ӳснине палăртать. Ĕçре мĕнлине тĕрĕслесси те нумаях кĕттермерĕ. Пирĕн хыççăнах хăваланă иккен ют усал вăйĕсем, анчах çичкĕтеслĕ çăра умĕнче вĕсем айван пулчĕç. Халĕ çиччĕ шут хисепне пирĕн йыш сума сăвать. Пирĕн паттăрсен йышĕ те çичче çитессе шанатпăр, халлĕхе вара тепĕр виçĕ паттăр хушăнчĕç :Юман паттăр, Чул паттăр, Çĕр паттăр. Паттăрсем çинчен каласа парас килет-ха. Юман паттăр тесе ахальтен ят паман. Вăл чăваш юманĕ пек кăмăлĕпе те, кĕлеткипе те çирĕп. Унăн çар тумĕ чăваш юманĕн çирĕп те хулăн хуппинчен ăсталанăскер. Ăна нимĕнле сăнă та, нимĕнле хĕç те витеймĕ. Пуçвитмĕшĕ те унăн йыăçранах пĕтĕм питне хуплать, анчах çирĕплĕхĕпе пĕр-пĕр начар тимĕртен ирттерет. Аллинчи кĕрешӳ хатĕрĕ питĕ çирĕп. Пăхма йывăç пулсан та ĕçре çирĕп тимĕр пек. Чул паттăрăн ячĕ хăйех вăл мĕнле пулни çинчен калать. Чул пек çирĕп, питĕ пысăк та çирĕп кĕлеткеллĕ. Пуçвитмĕшĕ те çири тумĕ те паха япаларан ăсталанăскерсем. Аллинчи чукмарне хирĕç нимĕнле усал вăй та чăтса тăраймĕ. Çĕр паттăр — çĕр çинче сумлăскер. Вăл пĕр аллипе вăрă лартать те тепринпе хуплать. Куç умĕнчех лартнă çимĕç ӳсме тытăнать. Йывăç акрĕ пулсан, сахалтан пĕр вăтăр çул ӳсекенскер, çур сехетре ӳссе çитĕнет. Апла пулсан Çĕр паттăрăн та асамлăхĕ çителĕклĕ. Каласа хăварам-ха, кашнин пуç витмĕшĕ çинчех пирĕн мăйрака евĕр япала пур. Вĕсем кашнинех тĕрлĕ виçеллĕ. Виçине кура паттăрсен çулне пĕлме пулать. Ку çеç те мар, çак мăйракасене пула пире хамăрăн Çуткун тĕнчи пуласлăхĕ те хытă пăшăрхантармасть, мĕншĕн тесен пирĕн халĕ яланах пĕр-пĕринпе çыхăну пур. Кĕрешӳре эпир пурте пĕр-пĕрне упратпăр, хӳтĕлетпĕр, мĕншĕн тесен пĕрлĕхре — вăй. Эпир пурте хамăрăн çуткун тĕнчине чун чĕррен юрататпăр. Асамлă вăйлă йăмрасен йышĕ тата нумайрах ӳсрĕ халĕ. Мĕншĕн тесен çĕнĕрен те çĕнĕ аллейăсемпе парксем лартса ӳстертпĕр Пĕтĕм йышпа пĕр пулсан вăйсем çирĕп пулнине эпир паттăрсем анчах мар, Çуткунçăсем пурте тĕрĕс ăнланатпăр. Нимĕнле усал çĕнеймĕ пире. Çапла вĕçленчĕ манăн пăтăрмах. Ку пуçламăшĕ анчах-ха, вĕçĕ малалла, тепĕр чух каласа парăп.
ÐкÑÐ°Ñ Ð§ÑнÑÑпай (2013-11-06 21:58:22):
Сюжет йывăррăн вуланать. Текстра йăнăшсем те чылай.
Г.Зотова (2013-11-06 22:39:00):
Арçын ача почеркĕ палăрать, çавă кăна. Йăнăшсем пирки калас пулсан- авторсен хайлавĕсене темиçе хутчен пăхса тухсан та хăш-пĕр кăлтăк юлма пултарать. Тем пăтратаççĕ орфографире, эпир пĕр тĕрлĕ çыраттăмăр, халь тепĕр тĕрлĕ çырма вĕренмелле.
Алексей (2013-11-12 12:04:08):
Сюжечĕче килĕшрĕ.Эсĕ ху та паттăр-çке!
Нарспи (2013-11-12 12:17:29):
Содержаниллĕ ĕç. Маттур Никанор. Ача хăй ĕçлени курăнать.
Сар Иван (2013-11-12 12:19:20):
Аван Никанор.Шкул материалĕпе усă курни сисĕнет.
Мария Алексеевна (2013-12-04 10:57:17):
Мне понравилось.Сама чувашский не знаю переводил муж.Произведение очень хорошее,присоединяюсь к первым трём комментариям.
Мария Алексеевна (2013-12-04 10:57:46):
Мне понравилось.Сама чувашский не знаю переводил муж.Произведение очень хорошее,присоединяюсь к первым трём комментариям.
Мария Алексеевна (2013-12-04 10:58:03):
Мне понравилось.Сама чувашский не знаю переводил муж.Произведение очень хорошее,присоединяюсь к первым трём комментариям.
Сергей (2013-12-04 11:00:09):
Произведение хорошее,но читается тяжело.Всё-таки на русском получилось бы более складно.