Ашшĕ пехилĕ
Амăшĕ тĕпелти чăлан алăкĕнчен тĕлĕнсе пăхса тăрать. «Мĕн çав тери кăсăк япала тупнă-ши ку ывăл?» — тет вăл хăй ăссĕн.
Ĕнтĕ чӳрече каррисене карма вăхăт. Амăшĕ сĕтел патнерех пырать те уçса хунă журналсем çине куç хӳрипе вăрттăн пăха-пăха илет. Натали аппан куçĕ çивĕч-ха, чи çинçе çипе те йĕп çăртине чиперех витĕрет.
Кĕнеке-çыру таврашне куçлăхсăрах вулать, çырмалла чух — çырать.
Ывăлĕ уçса хунă хаçатсемпе журналсенче Натали аппа тӳрех пĕр евĕрлĕ ӳкерчĕксене асăрхарĕ. Йăлтах хĕрпе каччă, йăлтах хĕрпе каччă... Хĕрĕ чĕнтĕр тытнă шап-шурă кĕпе тăхăннă, каччи çийĕнче вара — тĕм-хура костюм, чăлт-шурă кĕпе, тĕксĕм галстук. Пĕр журналĕнче Натали аппа ӳкерчĕк тăрне мĕн çырнине те вуласа илме ĕлкĕрчĕ. Шултра саспалл-исемпе «Комсомолла туй» тесе çырнă.
«Ха, эсĕ! — сасартăк ăшăнса кайрĕ амăшĕн чĕри. — Ывăл туй тума хатĕрленет мар-и? Анчах мĕншĕн мана нимĕн те шарламасть-ха?..»
Натали аппа пĕлет: Ванюкăн ялта тахçанах куç хывнă хĕрĕ пур. Клубра ĕçлет. Клава Ажейкина. Натали аппа ăна хăйне май Клавье тесе чĕнет. Ванюк çарта чухне Натали аппа патне час-часах кĕрсе тухатчĕ Клавье. Е пĕр-пĕр çĕнĕ кĕнеке илсе килетчĕ, е журнал. Малтанхисене вуласа тухсан, каллех çĕннисене кӳрсе паратчĕ. Хушăран Ванюкăн çырăвĕсене те вулаттаратчĕ. Хăй патне янисене... Паллах, ун пек-кун пек вăрттăн япала çук пулсан...
Ванюк çартан таврăннăранпа Клавье Натали аппасем патне пĕрре те килсе курăнмарĕ. Сивĕнессе сивĕнмен-ха вĕсем. Тен, пĕрне-пĕри малтанхинчен те хытăрах саваççĕ. Амăшĕн чĕри таçтанах сисет. Анчах хĕрĕн вăтанасси пур-тăр çав?!
— Анне, — терĕ ывăлĕ, сĕтел хушшинчен тухса, — мана тĕм-хура пуставран çĕлетнĕ костюм кирлĕ... чăлт-шурă кĕпе...
— Мĕн тума-ши? — ăна-кăна чухлайманçи пулчĕ амашĕ. — Таçта хулана-мĕне кайм-алла-и? Е...
— Хулине каймалла-ха, — иккĕленерех хуравларĕ Ванюк. — Ялта мĕн костюмĕ тупăн? Анчах укçа пирки...
— Эккей, ывăлăм, — кулкаласа аллине сулчĕ амăшĕ, — укçа пирки шухăшласа пуçна ватма кирлĕ мар. Эс çитĕниччен аçушăн илсе тăнă пенсие эпĕ йăлтах перекет кассине хывнă. Ху салтака кайиччен колхозра ĕçлесе илни те унтах...
— Мăнтарăн анне! — ывăле амăшĕ çумне пĕчĕк чухнехи пек ачашшăн пăчăртанчĕ. — Ырă чун.... Мĕн тери ырă чун!..
— Юрĕ-çке, — пӳлчĕ ăна амăше. — Анчах эс мĕн шут тытнă çав? — сапаласа хунă хаçат-журнал еннелле пуçне сĕлтрĕ вăл. — Тăван аннӳне те каламастăн... Пытаратăн...
— Çук, пытармастăп, анне! Эпир Клавапа перлешес терĕмер. Эс пĕлетĕн-çке ăна...
— Пĕлетĕп. Лайăх хĕр. Кăмăллăскер. Анчах, ывăлăм, пĕрлешес тенипех пулать-и вара кун пек ĕç!.. Ашшĕ-амăшĕпе калаçмалла... Çураçмалла... Туйпа-и, туйсăр-и? Ăçта, епле, хăçан?..
— Тантăшсем комсомолла туй тăватпăр, теççĕ. Туйĕ клубра, Çĕнĕ çул каçхине пулмалла...
— Турăçăм! — ăшталанса ӳкрĕ амăшĕ. — Çĕнĕ çулĕ патнех çитсе тăнă та, мĕн туса ĕлкĕрес? Сăрине те лартмалла, çимĕçне те хатĕрлемелле!.. Турăçăм, турăçăм!.. Ним те хатĕр мар-иç, ним те хатĕр мар!..
— Эс ан ăшталан, анне, — лăплантарма васкарĕ ывăлĕ. — Тантăшсем йăлтах хăйсем хатĕрлетпĕр, терĕç. Сан ĕç — çĕнĕ кине тарават кĕтсе илесси...
Тепĕр ирхине, Ванюк çывăрса тăнă тĕле, амăшĕ ура çинчеччĕ ĕнтĕ. Вăл пĕр вĕçĕм алăкăн-тĕпелĕн кускалать. Çенĕке е пăлтăра тухать, пӳрте кашнинчех мĕн те пулин йăтса кĕрет. Салат, çăнăх, хăмла хутаççи, салат пыллантармалли пысăк чӳлмек, ытти савăт-сапа...
Тулта кĕçĕр çĕрĕпех лапкам-лапкам юр çунă иккен. Пĕтĕм хуралтă тăррисем, йывăçсем шурă явлăкпа витĕннĕ. Çавна пула пӳртре те хальчченхинчен çутăрах пек туйăнать.
Хулана çитсе килес шухăшпа Ванюк та паян иртерех тăчĕ. Амăшне тепĕр сăмах каламалли пур унăн. Çав вăхăтрах хăй иккĕленет, именет... Йывăрлăхран тухма ăна амăшĕ пулăшрĕ.
— Хулана хамăн та пымалла пулать-ха, — майĕпен сăмах хушрĕ вăл. — Укçа ман хулари перекет кассинче... Аяккарах хурсан, илме çывăхрах, теççĕ те... Эс вара костюмпа кĕпе анчах илесшĕн-и? Ан мĕскĕнлен укçи пур-ха пирĕн...
— Анне, — пуçне пĕксе шăппăн чĕнчĕ Ванюк, — эпе тата алла çыхмалли сехет туянасшăнччĕ...
— Сехет? — кăшт тĕлĕннĕ пекрех пулчĕ амăшĕ. — Ара, аçу сехечĕ.
— Эпĕ... эпĕ... — тата хытăрах именчĕ ывăлĕ, — хам валли мар-ха... Клава валли — парнелĕх...
— Эккей ара, — кăмăллăн кулса ячĕ амăшĕ. — Тахçанах çапла каламалла... Çĕнĕ кине парне кирлех ĕнтĕ... Питĕ кирлĕ!.. Эпĕ малтан пăшăрхансаттăм...
— Мĕн пирки, анне?
— Ара, аçу хăварнă япаласенчен ютшăнатăн пуль тесеттĕм. Купăсне те килте çеç тыткалатăн. Сунар пăшалĕ те пăлтăртах çакăнса тăрать... Кĕмĕл сехечĕ те... Аçу пехилĕ-çке... — Натали аппан сасартăк сасси чĕтренчĕ.
— Анне, мĕн эсĕ? — ывăлĕн те чĕри пăчăртанчĕ. — Тиркемен эпĕ, — терĕ вăл. — Нимĕн те тиркемен... Çынсенчен вăтаннă çеç... «Пурнăçра хăй нимĕн те тăвайман, ашшĕн пурлăхне сĕтĕрет», — тейĕç тата... Эх, аннеçĕм, пĕлесчĕ сан!.. Пĕлесчĕ!.. Маншăн атте пехилĕ хуткупăспа сунар пăшалĕ кăна-ши? Сехет кăна-ши? Чăн, вĕсем те питĕ паха. Анчах вĕсене сых ячĕшĕн ĕмĕрлĕхе упрамалла. Эпĕ текех ача мар. Эпĕ салтакра пултăм, анне, тĕнче куртăм. Ĕнтĕ нумай япалана чухлатăп, ăнланатăп. Маншăн атте пехилĕ... Эх, калăттăм та!..
Кăмăлĕ пăлханнă Ванюк чӳрече умне пырса тăчĕ. Пахчари пилеш сапакисем шурă юр айĕнчен тата хытăрах кăварланса тĕлкĕшеççĕ. Чăн-чăн вĕри юн тĕсĕ пур пилешре...
«Атте пехилĕ... — шухăшлать Ванюк. — Маншăн атте пехилĕ — ак çак кил-çурт, кантăк умĕнчи улмуççипе пилеш, тăван ялăн тӳлек урамĕсем... Пĕтĕм Тăван çĕр- шыв... Пĕтĕм çут тĕнче... Тӳпери сар хĕвел... Уçă сывлăш... Çав çутă сывлăшшăн таçта атте сывлăшĕ татăлнă... Çапах та ку япаласем çинчен тăрлавсăр çуйхашса çӳреме юрамасть. Вĕсене шалта упрамалла, кăкăрта, чĕрере»...
Ывăлĕн шухăшне пĕлнĕ пекех, амăшĕ сăмах чĕнмерĕ, ырă саманта вырăнсăр сасă туса пăсас темерĕ. Куçĕ кăна кантăк витĕр пахчари пилеш çинелле тинкерсе пăхрĕ. Унта, туратсем хушшинче, кăсăя сиккелет, кăвар пек хĕрлĕ пилеше хăвăрт-хăвăрт сăха-сăха илет. Ĕнтĕ юр çунă, ĕнтĕ çак йӳçенкĕ çимĕçе те техĕмлĕ ырă тутă кĕнĕ…
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...