Ашшĕ пехилĕ
Пилеше юр ӳксен тин тутă кĕрет, теççĕ. Анчах кăçал малтан ӳкнĕ юр ним сисĕнкисĕр ирĕлсе пĕтрĕ те, çанталăк хайхи раштав уйăхĕн варрине çитичченех пĕр тикĕс ăшă тăчĕ. Калăн, ытарайми ылтăн кĕркуннен вĕçĕ те çук.
«Ан шарла, сивви килсе çапĕ-ха вăл, кĕтсех тăр! Пӳрт кĕтессинех килсе шартлаттарĕ, — шухăшлать хăй ăссĕн Натали аппа... — Эпĕ пур, ывăлăма паянччен те çăм чăлхапуç çыхса параймарăм».
Натали аппа урам енчи чӳрече умĕнче ларать. Йĕпсе тытнă пӳрнисем унăн хăвăрт-хăвăрт вылянаççĕ; çип вĕçĕ туртăннă май урайĕнчи çăмха, чун кĕнĕ пек, унталла та кунталла кускалать.
Пӳрт умĕнчи пахчана пирĕн енче усапка, теççĕ. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхнă йăрă пӳрнисемпе йăлă хыççăн йăлă витĕрнĕçем Натали аппа тӳлек хăмăр куçĕпе кантăк витĕр урамала тинкерет. Хăй кăшт çеç илтĕнмелле юрлать:
Усапкари улмуççи,
Чун тăвăлсан — чун уççи;
Маншăн пилеш йывăççи —
Ĕмĕрлĕхе чун йӳççи...
Юрăри пекех, усапкари улмуççипе пилеш йывăççи юнашар лараççĕ. Çулçи тăкăнса пĕтнипе улмуççи йăлтах çаралса юлнă. Мĕскĕн те салхуллă курăнать. Пилеш йывăççи çинче вара хĕп-хĕрлĕ сапакасем чăн-чăн шĕл-кăваррăн тĕлкĕшеççĕ.
Улмуççипе пилеш...
Çак çулсенче пилешĕ ытла та ашкăрса ӳссе кайрĕ: улмуççине пусармаллипех пусарать, карта çумнелле хĕсет. Çуркунне вăл, лаштра çулçине сарсан, чӳречене тĕксĕмлет, хĕвел çутине пӳртелле аран кăна сăрхăнтарса кĕртет.
Пĕррехинче Натали аппа пилеше касса пăрахма та шут тытнăччĕ. Мĕн усси çав армак-чармак йывăçран?! Тымарĕпех кăклас та ун вырăнне тепĕр улмуççи лартас... Усапкана пуртăпа тимĕр кĕреçе те йăтса тухнăччĕ ĕнтĕ Натали аппа, çав вăхăтра пĕр кĕтмен çĕртен кӳршĕри Прасук кинемей курăнса кайрĕ.
— Ах, хĕрĕм! — хыпăнса ӳкрĕ вăл, Натали мĕн шухăш тытнине пĕлсен. — Пилеше ăна касма юрамасть. Пилеш — таса йывăç.
Вара карчăк çавăнтах пилеш çинчен тем тĕрлĕ халап-юмах та каласа кăтартрĕ. Ун сăмахĕнче, паллах, тĕшмĕш-терĕш те пур-ха. Пилешрен, авă, арçури хăрать имĕш. Пилеш, кинемей шучĕпе, вупăртан та сыхлать-мĕн. Çавăнпа чăвашсем нумайăшĕ ĕлĕк-авал пилеш хĕрес çакса çӳренĕ пулать.
Анчах хăйĕн сăмахĕ витĕмлех пулайманнине сиссе, Прасук кинемей тата çапларах та хушса хучĕ:
— Эсир, хальхи çамрăксем, ĕлĕкхи йăласене юп курмастăр-ха, — терĕ вăл. — Эппин, тăнла, пилеш çимĕç — сывлăхшăн та усăллă. Сивле чирĕнчен лайăх сиплет. Сĕрĕм тивсен те пилеш çисе уçăлаççĕ.
— Апла пуль те-ха, — чунĕ кӳтсе килнине пытараймарĕ Натали. — Ытла йӳçĕ-çке!.. Чĕрене ыраттармаллах йӳçĕ!..
— Йӳçĕ... — хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ кинемей. — Мĕн авалтанах пилеш йывăç тăлăх арăмсен куççулĕпе шăварăнса ӳснĕ, теççĕ. Çавăнпа ун çимĕçĕ те йӳçĕ. Ан пăшăрхан, хĕрĕм, пилеш йӳççинче — чĕре сиппи.
Натали пилеш йывăç çине пуртă çĕклеме хăяймарĕ. Тата ăна çав самантра тепĕр япала та паянхи пекех аса килчĕ. Усапкари улмуççипе пилеш хушшинче хăмаран çапса тунă хыçлă тенкел пурччĕ. Натали упăшки Йăван вăрçа тухса кайиччен вĕсем иккĕшĕ çуллахи ăшă каçсенче час-часах çав тенкел çине тухса ларатчĕç. Малашнехи кунçул çинчен ыррăн ĕмĕтленсе, шăкăл-шăкăл сăмах ваклатчĕç. Вăхăт-вăхăт Йăван шӳт туса е юптарса калаçма юрататчĕ.
— Пĕр енче — пылакки, тепĕр енче — йӳççи, çав мĕн пулать? — ыйтатчĕ вăл кула-кула.
Ку юмахăн тупсăмне Натали малтанах пĕлетчĕ-ха, анчах юри каламастчĕ. Вара Йăван хăех систеретчĕ.
— Эсĕ улмуççи айĕнче ларатăн, эпĕ — пилеш айĕнче, — тетчĕ вăл. — Халь пĕлетĕн-и пылаккипе йӳççи кам пулнине?
Пылак улмуççипе йӳçĕ пилеш хушшинчех Натали хăйĕн чĕри айĕнче тепĕр чун, çĕнĕ чун чăмăртанни çинчен Йăвана хаваслă хыпар пĕлтернĕччĕ. Анчах Йăван çав çĕнĕ чуна кĕтсе илеймерĕ, унăн шăпах тепĕр уйăхран вăрçа тухса каймалла пулчĕ...
«Куççулĕпе шăварăнса ӳснĕ»… Тĕрĕсех калать пуль çав Прасук кинемей. Ниçта кайса кĕрейми чунĕ тăвăнса çитнипе Натали, усапкари пилеш айне тухса, пайтах вĕри куççуль юхтарнă. Куççуль тăварлине пула пилеш йӳçĕ сĕткенпе тулса пиçет, куççуль вĕрилĕхне пула вăл юн пек хĕрелет.
«Епле-ха, епле çав, таса йывăç çине пуртă çĕклеме шут тытрăм-ши? — ӳпкелешет халь Натали аппа. — Кĕçех юр çăвĕ, пилеш тутлăланĕ, ăна хĕллехи кайăксем — кăсăясемпе уйăпсем çисе савăнĕç, чĕвĕлтетсе юрă юрлĕç, тӳлек пахчан ырă хуçине тав тăвĕç».
Пĕччен ларнă чух пуçа тем тĕрлĕ шухăш та килсе кĕрет. Кунпа çĕр улшăннă пек, чĕрере пĕр савăнăç, пĕр хурлăх ылмашăнать.
Иван Егорович Арманов салтак вăрçăра «хыпарсăр çухалнă» текен хут килнĕренпе ĕнтĕ нумай-нумай çул иртсе кайрĕ. Тăлăх арăм Натали çаплах упăшкине кĕтет. Çук, çук, унăн паттăр упăшки хыпарсăр пĕтме пултараймасть... Чĕрĕ вăл, чĕрĕ... Çенĕк шашулкки чăнкăрт тусан та, Натали ура çине вăрт-варт сиксе тăрать, пĕтĕм чунĕпе алăк патнелле ыткăнать...
Ялта тĕрлĕрен шухăш паракансем тупăнчĕç.
— И-их, Натали, сан вырăнта пулсан! — тетчĕç хăшпĕр çавраçил инкесем. — Сăну-пуçу хитре, сывлăху патвар... Кил-çурту кантур пек... Темле хăрăк урçа-тĕрçĕ мар, чип-чипер каччă та савăнсах киле кĕрĕ сан патна... Куç хĕс кăна!.. Теприсем, ав, упăшка пур çинчех...
Çук, Натали урăх упăшка шырамарĕ. Вăл пĕртен-пĕр ывăлне, упăшки вăрçа тухса кайнă чух «чĕре айĕнче чăмăртанса юлнă чуна», тĕрĕс пăхса çитĕнтерме тăрăшрĕ.
— Ывăл çуралсан — Йăван ят хур, — тенĕччĕ упăшки сывпуллашнă чух. — Тем пулас-килес... Хам вырăна ӳстер... Хĕр çуралсан — Натали... Ан тив, манăн çакă çутă тĕнчере хам юратнă икĕ Натали пултăр...
Çапла, Иван Егорович Арманов вырăнне çак тӳлек кил-çуртра Иван Иванович Арманов ӳссе çитĕнчĕ. Тепĕр Йăван, Ванькка, Ванюк... Ашшĕ, çирĕм виççĕ тултарсан, салтака тухса кайнăччĕ; ывăлĕ шăп çирĕм виççĕре салтакран таврăнчĕ. Нумаях та пулмасть-ха, авăн уйăхĕн вĕçĕнче кăна.
Ванюк, ашшĕ пекех, сарлака хул-çурăмлă, таса сăн-питлĕ йĕкĕт. Ашшĕ вăрçа кайиччен тракторпа та, комбайнпа та ĕçлетчĕ. Ывăлĕ те ашшĕнех туртрĕ — йăлтах «машина чунĕ». Ĕçлессе хăй шоферта ĕçлет-ха, анчах кирлĕ чух тракторне те, комбайнне те чиперех тытса пырать. Çарта бронетранспортер текеннипе кĕрлеттерсе çӳренĕ иккен.
Ачи аптрамасть-ха, кăштах вăтанасси-именесси пур хăйĕн. Хĕр пекех, ытла та сăпай. Ашшĕ яш чухне урама купăссăр тухмастчĕ. Ян та ян янрататчĕ вара яла пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çити, укăлчаран катана çити....
Кĕввипе пĕрлех такмакне те таçтан чĕре варринченех шăратса кăларатчĕ.
Чăнк-чăнк-чăнкăрти,
Кĕмĕл чĕлĕх йăнкăрти;
Йăнкăр çемми кам валли?
Ташла, тусăм Натали!..
Сăмахĕсем хăйсемех кĕмĕл шăнкăрав евĕр шăнкăртатса тăраççĕ пулсан, ташламасăр епле тӳсĕн-ха? Натали ташлатчĕ — малтан акăш ишнĕ пек, унтан вĕçнĕ пек...
Паян акă ывăлĕ валли çăм чăлхапуç çыхса ларакан Натали аппа хăй тĕллĕнех йăл кулса илет. Унăн сăнĕ сасартăк çамрăкланать, çуталать. Халĕ те хăлхарах-çке Йăванăн уçă сасси, халĕ те чĕререх...
Натали аппан пӳрнисем хăвăрт-хăвăрт вылянаççĕ, çип çăмхи урай тăрăх кускаласа çӳрет, сӳтĕлет, шухăш çăмхи вара малаллах çăмхаланать.
Ашшĕ купăсне ывăлĕ те час-часах тытса ларать-ха, кĕвви-çеммине те чиперех ĕнерме пĕлет. Анчах купăспа килтен ниçта та тухмасть, пĕр утăм та ярса пусмасть. Мĕншĕн?..
Натали аппа çавăн пирки вăхăт-вăхăт хытах пăшăрханать. Яш чухне каç-каç купăспа тухма питĕ килĕшӳллĕ ĕнтĕ. Яш чух çӳремесен, хăçан çӳрес-ха? Куншăн кам ӳпкелетĕр, кам ятлатăр? Тата çын купăсĕ мар, ашшĕ пехилленĕ япала.
Тен, ывăлĕ ашшĕ купăсĕпе ял хушшине тухма именет?! Ним шухăшлама та аптăрать Натали аппа.
— Пирĕнтен пехиллĕхе мĕн юлĕ-ши? — кулкаласа ыйтнăччĕ упăшки салтака тухса каяс умĕн. — Чустапа сапланă хуткупăс... тата... тата кăвак тӳпеллĕ çут тĕнче...
Йăван ку сăмаха, паллах, шутле-мĕнле каланă-ха. Хуткупăсĕ те унăн чустапа саплани мар, вĕрçĕнĕ баян. МТСра ĕçленĕ чухне парнелĕх панăскер. Çапла, ара, çулсерен парне илетчĕ вăл. Иккĕмĕш çулхине ăна икĕ кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ пачĕç. Пăлтăртах çакăнса тăрать. Унтан — кĕсъене чиксе çӳремелли сехет. Хуплачи çине Йăванăн ятне те çырнă иккен: «Тракторпа лайăх ĕçленĕшĕн,.. Арманов юлташа асăнмалăх», — тенĕ. Сехечĕ те, авă, малти стена çумĕнчех, печĕк тĕкĕр айĕнче, çакăнса тăрать.
Ашшĕ пехилĕ... Кашни хăйне май паха япала. Анчах ывалĕ сунар пăшалне те, ашшĕн сехетне те сайра хутра çеç тыткаласа пăхать. Вĕсемпе ял умне тухма каллех çынран именет пулас...
«Ах, ывăлăм, — ассăн сывласа илет Натали аппа, — ашшĕ пехилĕ харама пулчĕ-шим?»
Тăватăмçул, вăтам шкултан вĕренсе тухас май, Ванюка ашшĕн хура бостон костюмне кăшт пĕчĕклетсе панăччĕ. Аттестат илнĕ ятпа пулнă шкулти вечера шăпах çав костюма тăхăнса кайнăччĕ Ванюк. Костюмĕ питĕ ятуллăччĕ. Халь акă, çартан таврăнсан, тăхăнса пăхрĕ те — юрамарĕ иккен. Ывăлĕн хул-çурăмĕ сарăлнă, патварланнă, костюмĕ вара тăвăрланса юлнă. Пĕр савăннипе, пĕр хурланнипе амăшĕ кĕçех ĕсĕклесе макăрса яратчĕ. Аран çеç тӳсрĕ. «Юрĕ-çке ĕнтĕ, — шухăшларĕ вăл хăй ăссĕн, — костюмне ăна çĕннине те туянăпăр-ха. Ывăлăн сывлăхĕ пултăр...»
Пӳрте каç ĕнтрĕкĕ укрĕ. Ванюк ĕçрен таврăнчĕ. Хул айне хăй пĕр терке хаçат-журнал хĕстернĕ. Ахăртнех, çула май клуба кĕрсе тухнă.
— Анне, мĕн эсĕ тĕттĕмре куçна пăсса ларатăн? — терĕ Ванюк кĕнĕ-кĕменех. — Çутă пур-çке...
— Çути пур-ха, — ывăлне хирĕç ура çине тăчĕ амăшĕ. — Темех ĕç тумастăп та... Чăлхине ал сĕмĕпе те çыхма пулать.
Ванюк алăк патĕнчи выключателе пăрчĕ, пӳрте йăлтăрах хĕвел çути тулчĕ.
— Апат антарас-и, ывăлăм? — ыйтрĕ амăшĕ. — Кăнтăрла та лайăххăн çиеймерĕн, таçта васкарăн.
— Апачĕ тармĕ-ха, анне, кăшт тăхта, — Ванюк мамăк пустарнă пиншакне пăтана çакрĕ те аттине хыврĕ, унтан хăвăрт малалла иртсе, халь çеç илсе килнĕ хаçатсемпе журналсене сĕтел çине саркаласа хучĕ. Хăйĕн сăнĕ уйрăмах хаваслă, хура куçĕсем çунса кăна тăраççĕ. Пĕр журналне уçать Ванюк, тепĕрне, хаçачĕсене чăштăртаттарать. Акă ăна сĕтел çинче вырăн çитмерĕ, хăшпĕр журналне вăл сак тăрăх ретĕн-ретĕн хура пуçларĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...