Кĕрхи çиçĕм


Венера пĕветнĕ тĕттĕм хăмăр çӳçĕн кăтрийĕсемпе Сетнер Петровича питĕнчен кăтăкласа сĕртĕнчĕ:

— Мĕнле пурăнăн-ши эсĕ мансăр?.. Эпĕ çут тĕнчере çуксăр?..

Сетнер Петрович тăрса ларчĕ:

— Мĕн кирлĕ мара калаçатăн, Венера?.. Тăрăнса кайса кĕнеке вуланипе кичемлентĕн пуль эсĕ?.. Эпир иккĕн ĕнтĕ. Пирĕн халь йăлт малашĕ...

Техĕмлĕ духи шăрши перекен Венерăна Сетнер Петрович ытамне туртса илчĕ, уçăлнă чечекрен пыл хурчĕ пек сĕткен ĕмнĕ евĕр тутлăн-тутлăн чуптурĕ, пăшăлтатрĕ:

— Пурнăçра санпа мĕн те пулин пулас-тăк — пурăнаймастăп...

— Эпĕ те, — терĕ телейлĕ Венера. — Упăшкам...

— Венера, ыйтам-ха, эсĕ мана чăваш сăмахĕсене аванах чухлатăн пек туйăнать, — ыйтрĕ Сетнер Петрович. — Акă, упăшка сăмаха эсĕ чип-чиперех калатăн? Паçăр та аванах килтертĕн эсĕ чăваш сăмахĕсене?

— Ара, мĕн тĕлĕнмелли, — лăпкăн хуравларĕ Венера. — Упăшка тени чăвашчĕ манăн... Хăй вырăс хĕрне качча илнĕ пулин те "эп сан упăшку" тесе калама çине тăрса вĕрентетчĕ вăл мана... Вăт çапла, Сетнерĕм...

— Тĕлĕнмелле, — тăрса ларчĕ Сетнер Петрович. — Çавăнпа килĕштеретĕн-çке эсĕ пирĕн Çеçпĕле? Вăл чăваш пулнишĕн?..

— Эпĕ чăвашсем ман упăшка пек пурте кăнттам та тӳрккес пулĕ тесеттĕм. Чăвашсем мала тухас тесе, пĕр-пĕрне çисе яраççĕ тесе кала-кала ларатчĕ вăл мана. Хăпăл-хапăлах акса-тăкса параççĕ тетчĕ тата... Эсĕ ун пек мар, Сетнер. — Сетнер Петрович тавăрса мĕн каласса кĕтмерĕ Венера, шухăшне малалла хăех пĕтĕрсе кайрĕ. — Çук, эсĕ ман упăшка шутĕнче çӳренĕ чăваш мар... Эсĕ урăх чăваш... Эсĕ, Çеçпĕл кĕтнĕ пек, çĕн чăваш, çĕнĕ хавхалану... Упăшка пулса пурăннă çыннăн тăван чĕлхине манăн пĕртте вĕренес килместчĕ. Кӳрентерсе пурăнакан çыннăн чĕлхи ют çав. Халĕ сана тĕл пултăм та Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе тата сăввисемпе паллашрăм та... Хăватлă иккен сирĕн юратăвăр, таса çăлкуç пек ытарайми таса... Пĕр халăхрах ырри те, усалли те пур-тăр çав... Сетнерĕм, мĕн тума çуралать этем çĕр çине? Пĕр-пĕрне чăрмантарса пурăнма-и?.. Ĕненместĕп!..

Тĕттĕм. Кантăк тулашĕнче сасартăк аякран аслати кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. Хуллен кăлтăртатса ăсанчĕ вăл инçене. Кая юлнă аслати, кĕрхи аслати!... Ун умĕн кантăка яр! çутатса авăнчăк çиçĕм курăнса илчĕ. Пĕр самант кантăк çутăпа сăрхăнакан кăнтăрлана куçрĕ. Кантăк умĕнчи тавралăх каллех чĕмсĕр лăпкăлăха путрĕ.

— Ниушлĕ этем пурнăçĕ те мĕлтлетсе илнĕ çак çиçĕм авăнчăкĕн пĕлтерĕшне çеç тăрать? — хăй ыйтăвне хуравласса кĕтме шутламарĕ Венера. Тĕттĕм кантăкалла çеç тинкерчĕ. — Кĕрхи çиçĕм...

— Пурнăç пĕлтерĕшĕ эсĕ маншăн, — Венера питне çухатас евĕр тутипе тăтăш пичет çапа-çапа тухрĕ Сетнер Петрович. — Кĕрхи çиçĕм...

Икĕ талăка яхăн юр пĕр чарăнми çуса тăнă хыççăн Сетнер Петровичпа Венерăна ир кĕрхи янкăр хĕвелĕпе кĕтсе илчĕ. Тӳпе таса. Сывлăш уçă. Профилактори таврашĕнчи лапсака хыр-чăрăш, йывăр çĕклемĕсене сирсе пăрахасла, çил тухасса кĕтсе ларать. Шăплăх. Шăннă Атăл та шурă юрпа витĕннĕ, тип-тикĕс. Спорт тумĕ тăхăннă Сетнер Петровичпа Венера йĕлтĕрпе ярăнма тухнă. Йĕлтĕрĕсем лайăх шуса пыраççĕ. Сетнер Петровичпа Венера профилактори çурчĕ тавра темиçе ункă турĕç ĕнтĕ. Кĕмелли кăначчĕ. Венера çывăхри тăвайкки тĕлне çитсен: "Çакăнтан ярăнса анса курам-ха пĕрре", — терĕ те анаталла ыткăнчĕ. Венера темиçе чăрăш айккипе чиперех хăвăрт-хăвăрт пăрăна-пăрăна иртрĕ. Ӳснĕ тепĕр чăрăш вуллинчен тĕрĕс-тĕкел иртсе пĕтеймерĕ вăл, йĕлтĕрĕпе йывăç хĕррине перĕнсе ыткăнса кайрĕ, юнашар ӳснĕ чăрăша пырса перĕнчĕ, ахлатса ячĕ.

Сетнер Петрович йĕлтĕрне хывса ун патне ыткăнчĕ, сывламасăр выртакан хĕрарăм тĕлне çитсен ун кĕлетки умне ӳкрĕ, ӳлесе макăрса ячĕ.

— Венера чикĕленсе кайнине эпĕ куртам, çавăнпа тӳрех васкавлă пулăшăва шăнкăравларăм, — янраса илтĕнчĕ йăрă каччă сасси. — Сывлать Венера. Пульсĕ те, — терĕ вăл хĕрарăмăн кĕлеткине тимлесе. — Шутсăр хăраса ӳкмелле мар-тăр-ха... Ах, епле асăрханаймарĕ-ха вăл... Шеремет.

Йăрă каччă кунти тухтăрсем патне те шăнкăравлама ĕлкĕрнĕ иккен.

— Часрах, çыннăмсем, часрах, — Венерăн хускалмасăр выртакан кĕлетки çине ӳпĕннĕ Сетнер Петрович çак сăмахсене калама анчах вăй çитерчĕ. — Çăлăр ăна, тархасшăн...

Сетнер Петрович йăлт шуралса кайнă. Мĕн пулса иртни пуçне вырнаçмасть пулмалла. Венера пуçĕ вĕçĕнче чĕркуçленнипех ларать вăл, татти-сыпписĕр кала-кала ĕсĕклет:

— Пурăн, Венера, тархасшăн, пурăн... Çуллана тухсан ак туй тăвăпăр. Эсĕ Шупашкара куçса пĕтсен. Чăваш килне те тăнăç килĕ. Ача сасси сывлăх сунĕ пире... Венера, пурăн...

Васкавлă пулăшу машини персе çитрĕ. Венерăна наçилккепе машина ăшне кĕртсе хучĕç. Сетнер Петрович Венерăран хăпмарĕ, васкавлă пулăшу машинипе пĕрлех кайрĕ.

— Вăйлисем кăна кĕрхи çиçĕме чăтса ирттереççĕ, — шанчăклăн каларĕ йăрă каччă васкавлă пулăшу машинине шухăшлăн пăхса юлса.

Çил тухрĕ. Лапсака йывăçсем юрне лачăртатса тăкма тапратрĕç. Кун ырана тайăлчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: