Салтак сăмахĕ
Эп пĕчĕк çын, янравсăр ятăм.
Эп хапсăнмастăп нумая.
Çапах пĕлетĕп — мĕн вăл атом,
Чухлатăп атомри вăя.
Ман пĕлмелле те: Сталинградăн
Пуласлăхне хăтарнă кун
Хул ӳкрĕ хуçăлнă туратăн,
Хама шăварчĕ хамăн юн.
Ман пĕлмелле! Алхасрĕ çиçĕм,
Çунса кĕлленнĕ çут тĕнче.
Виç вăрçăра пулса аттеçĕм
Пуç хучĕ Витебск патĕнче.
Пĕлетĕп эп — ман савнă ывăл
Çуралнă çĕн хĕвел çутма.
Ăна ан хуçтăр вутлă тăвăл,
Вăл ан ылхантăр атома.
Эп пĕчĕк çын, кĕрлемĕ ятăм.
Мана мул-пурлăх кирлĕ мар.
Çапах калатăп:
— Мирлĕ атом,
Эс халăха пуянлăх пар!
Шухăшсем
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...