Лайăх меслет
Йышпа пĕрле ĕçе тăрса
Кĕпе пăрмалăх тарласан,
Аван-çке сăнама:
Уяври пек çынсем хавас;
Хивре сăмах,
Янравлă сас
Хĕрет ĕç ăннă май.
Чунсем — ĕнернĕ пĕр кĕсле,
Пĕр çемĕ евĕр килĕшӳ.
Кĕç пуçланать хĕрӳллĕ шӳт
Выля-кула, кӳренмесле.
Уй-хир çынни, мĕн каласси,
Каймасть сăмахшăн кивçене.
Пĕр такăнмасăр шӳт ăси
Чупать вара енчен енне.
Итле кăна, —
Кашни сăмахĕ —
Чăваш чĕлхин сӳнми ахахĕ.
Пĕлетĕп халĕ пĕр меслет эп:
Сăмах çитмест-и сăвăра,
Е уксахлать йĕрке, вара
Хире тухса йышпа ĕçлетĕп.
Шухăшсем
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...