Кăвак куçлă Тӳпеме...


Куçу çавах: кăвак, таса;

Шалтан тапса тăрать хăват;

Сассу касса кĕрет ăса —

Сарать ăшра сунман сăвап1.

Çитет, тархасшăн, ан тухат,

Ята-сума асран кăлар...

Тунса тăма çитмест тахат2

Сассу вĕрсе чĕртет кăвар...

 

Хăрушă вăл — синкер3 пушар:

Хыпса илсен çăтса ярать.

Малтан, паллах, кураççĕ шар:

Çăхав, элек, тиркев, хахать4...

Унтан... ĕлкĕр! Часрах шăвар,

Лӳшке, сӳнтер — кĕртсем тăна.

Йăмтартăр веç кăвак янкар5...

Чĕртсен сыхла ман тайăна6.

 
1 сăвап – ырăлăх, тасалăх
2 тахат – вăй-хăват
3 синкер — хăрушлăх
4 хахать – сас-хура
5 янкар — тĕтĕм
6 тайăн – пурнăçламалли тĕллев

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: