«Ӳтленнĕ шухăш ячĕ — Сăвă…»


Ӳтленнĕ шухăш ячĕ — Сăвă,

Типтерĕм1 уншăн халь пие2.

Ӳсет-ха вăл — пулсассăн тăвăр

Çыртмийĕ3 пулĕ кĕнеке.

 

Ӳссе тухсан сапать-ха вăрлăх:

Ĕрчетĕ хăй пекрех сăмах.

Килсе кайни пулмасть ман кăлăх

Хам хыççăн хăварсан Чăнах.

 

Чăнах-халап ăратлă теççĕ —

Ун килĕ пĕтĕм çут тĕнче.

Пуçламăш мар, пулмастăп вĕçĕм —

Сиксе эп халăх сăпкинче.

 
1 типтер — тетрадь
2 пие — чĕркемелли
3 çыртма – ача йĕмми

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: