Фронтовик сăмахĕ


Тӳпемĕр пĕр шывсăр, тăп-тăрă,

Хрусталь пек илемлĕ инçет.

Юратнă çĕршывăмăр тăрăх

Хаваслăх хĕвел пек çиçет.

 

Паян ачасем те ян саслă:

Халь çăкăр пурне те çитет, —

Курса тӳснине асăнсассăн

Чĕреçĕм уксахлăн сикет.

 

...Атака! Çĕклентĕмĕр пурте.

Сунтал пек тĕнче кисренет.

Вилес çĕленле тăшман урчĕ:

Суранлă çерем вистенет.

 

Унта та кунта хыпать çулăм,

Снаряд ухлатса вăркăнать.

Ӳкмесĕр çĕр утăм пуль турăм —

Умра... пирĕн ротнăй выртать.

 

Куклентĕм те:

— Тусăм, мĕн пулчĕ?

— Эп... çитрĕм... — чĕтренчĕ ответ.

Унтан капитан юнлă сурчĕ:

— Илсем манăнне партбилет.

 

Чĕреçĕм пăрланчĕ чул евĕр.

Пĕлетĕп: тăванлăх çук мар,

Анчах та, ах, мĕншĕн этемлĕх

Вăрçма тытăнсассăн хаяр?

 

Йĕрет, ĕсĕклет хуçăк хурăн.

Хĕп-хĕрлĕ куççульлĕ пилеш:

— Ан парăн эс, ИРĔКЛĔХ, пурăн,

Этемлĕх ăс-тăнĕ, пĕрлеш!

 

Ӳкет тӳперен çăра хăрăм,

Вутпа хупăрланнă тĕнче.

— Çĕнетпĕр! — тесе тупа турăм

Куç хупнă юлташ умĕнче.

 

Çунатчĕ Украина çĕре,

Нумаййăн пуç хучĕç туссем...

Суранăм ман халĕ те чĕрĕ —

Ан тĕлĕнĕр эпĕ... ӳксен.

 

Куратăп: халь пирĕн тавралăх

Пин тĕслĕ чечеклĕн çиçет.

Сире, çамрăксем — паттăр халăх,

Çапла ман калассăм килет:

 

— Тĕнчемĕр, туссем, пирĕн лайăх!

Хĕвеллĕ таса ун тӳпи.

Ан вăрçăр, ан чĕртĕр вут-кайăк —

Пурне те çитет кун çути.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: