Пĕлĕтсем лутраланчĕç


– ăнлантăм, тавтапуç – кăтартнă еннелле кайнă май сыв пуллашрĕ Григорьев, хăй çав вăхăтрах хĕрарăм каланине лайăхрах аса илсе юлма тăрăшрĕ.

Пионерсен çуртне тупма йывăрах та мар иккен, урай çăвакан инке ахалех хăратрĕ çамрăка.

– Кĕрĕр, – темиçе сас харăс илтĕнчĕ шалтан – алăка шаккаса пĕтеричченех хуравларĕç.

Пӳлĕмре тĕттĕмрех. Варринче сĕтел ларать, ун çинче çурри ытла пушатнă хĕрлĕ эрех, черккесем, апат-çимĕç. Анчах та сĕтел хушшинче пĕри те çук: е диван çине ларнă, е чӳрече янахĕ çине сĕвеннĕ – кам ăçта пĕлет унта вырнаçнă. Пĕрин аллинче гитара, тепри – черккине анчах пушатнăскер пулмалла – хĕрлĕ помидор çыртать. Пӳлĕмре студент сывлăшĕ кĕрет (Саша çакна пилĕк çул хушшинче хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ).

– Çĕнĕ жертва килсе çитрĕ.

– Просветитель, кам йăхĕнчен эсĕ, – çутанка сăнлă хĕр хăйĕн уринчи хулăн кĕлĕллĕ пушмакне хыврĕ те ыттисемпе паллаштарма пуçăнчĕ: Ак çак, лапсăркка çӳçли, – Ландау, лешĕ, диван çинчен лараканни – Менделеев, гитара тытни – Эйзенштейн, черккелли – Пушкин…

– Эпĕ Константин Иванов-ха, Çилпирен çитрĕм.

Саша куçĕ Лидăна шырарĕ. ăçта-ши вăл, нивушлĕ килмерĕ? Тен ыран ир çитмĕ-ши? Мĕнле-ха капла, паянах килме калаçса татăлнăччĕ-çке вĕсем, пĕр шкулах кайма шутланăччĕ. Ронора та хирĕç пулас çукчĕ. Хăрарĕ-ши? Çук, паянах телеграмма çаптарас, килĕнче инкек-синкек пулмарĕ-ши?

– Чăваш классикĕ, хăлхасăр-им эсĕ, тыт черкке, – çыпçăнчĕ хулăн кĕлĕллĕ пушмакĕпе суллашакан хĕр. – Виçĕ çул тертленсе пурăнма хатĕр тесе тупа ту.

– Эсир Ижендеева хушаматлăскере курмарăр-и, вăл та çамрăк учительница. Паян килмеллеччĕ.

– О-хо, юратăву хăвăнпа пĕрлех килсен упа шăтăкĕ те кермен пек пулĕ!

– Çитет сире, çутăран хăранă прометейсем, – ку сăмахсене чӳрече патĕнче тăраканĕ каларĕ. – Ижендеева… Тăхтăр-ха, списокра хушамачĕ пурччĕ унăн. «Килмен» – тесе паллă тунăччĕ пулас.

– Тавтапуç.

«Студент пурнăçĕнчен хăпса çитмен-ха», – пӳлĕмрен тухнă май шутларĕ Саша. Вăл почта çурчĕ еннелле (ăна вăл автобус çинчен ансанах курнăччĕ) утрĕ.

– Çĕнĕ учитель-и, – илтĕнчĕ хыçра арçын сасси. Вăл, тăсланкăскер, Сашăна хăвăртах хуса çитрĕ: – Ан тĕлĕнĕр, поселокри кашни çынна сăнран тĕшмĕртетĕп. Чăматанпа килнĕскер, пĕр-ик кунлăх мар, пурăнсах каятăр пуль тетĕп-ха. Инçетрен-и?

– Шупашкартан.

– Шĕкĕр хуларан эппин. Ну мĕн, паллашар. Анне Арис тесе чĕнет, ялта Патриарх теççĕ Тĕлĕнмелле-и? Хăнăхрăм ĕнтĕ. Сире мĕнле ятпа тĕне кĕртнĕ-ха?

– Саша…

– Лĕксантăр эппин. Мĕнех, чипер ят. Математик-и?

– Мĕнрен курăнать?

– Ара, çамкăр сарлака та.

– Сирĕн маннинчен те çутăрах мар-ши?

Çамрăксем кулса ячĕç. Саша вăрăм кĕлеткеллĕ йĕкĕте тĕсерех пăхрĕ. Мĕн калăн, савăнăçлăскер, чĕлхерен те юлмасть. Темскер килĕшекен ен пур çав каччăра – те ачанни пек шуранка сăн-пичĕ, те сайра çӳç пайăрки хупласа хунă пысăк çамки, те çыпăçусăр костюмĕ (вăл ун кĕлетки çинче çăтăрах пек) – калама хĕн. Ячĕ тата мĕне тăрать – Патриарх.

– Апла эсир филолог, – шĕвĕр пӳрнине тĕллесе каларĕ Патриарх.

– Филологсен те çамки пысăк-и?

– Вĕсене çамкаран мар, калаçнинчен уйăрса илеççĕ. Ытла та литературăлла калаçатăр.

– Вунă очко сире, тĕл пенĕшĕн. Эсир, ман шутпа, хаçат çынни.

– Пардон, сирĕн те вунă очко пулчĕ. Мĕн, типографи сăрĕ çыпăçман пулĕ те?

– Мар, чăвашла таса калаçма тăрăшатăр. Ав, ман ята та чăвашла каласа хутăр.

Вĕсем почта умне çитсе тăчĕç. Патриарх хăнаран уйрăлма шутламарĕ-ха, вăл ун хыççăн почтăна кĕчĕ.

– ăçта вырнаçрăр, Лĕксантăр?

Хăнасен çуртне каятăп пулĕ.

– Тăхта, – Патриарх Сашăна аллинчен ярса тытрĕ. – Ниçта та каймастăн. Эс – ман хăна, апла пирĕн патра çывăрăпăр.

– Шутласа пăхмалла.

– Паллах, ваннă таврашне кĕртеймĕп. Анчах та студентсен общежитийĕнче çук ырлăха курăн – пирĕн хăнкăла ĕмĕрне те пулман.

Çамрăксен пичĕсем каллех çуталчĕç, кăлтăртатса кулă кустарса илчĕç.

Саша çĕнĕ юлташĕн сĕнĕвĕпе килĕшрĕ. Вăл Лидăна хăвăртрах тухса килме телеграмма çаптарчĕ те Патриарх хыççăн редакцинелле çул тытрĕ.

– Савни-им, – типпĕн, калаçмасăр пынăран тенĕ пек ыйтрĕ Патриарх.

– Пĕрле вĕреннĕ юлташ-ха.

– Хĕр-и?

– Çапла, хĕр-юлташ.

Патриарх хăна çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ.

Редакцире çаплах ĕç пĕтмен-ха. Типографи енчен пичетлемелли машина шалтлатса ларни илтĕнет. Кĕçех унтан хаçат листи йăтнă вăтам çулсене çывхарнă арçын тухрĕ.

– Аристарх, юлашки корректура вуламалла, ăçта çĕтсе çӳретĕн, – кăшкăрчĕ крыльца çинче тăраканни. Вăл хытах тарăхнă пулмалла. – Саншăн кунта хуть ирччен лар, автобусран хăварасшăн-им мана?

– Ан хăра, инкесем тупса парăп, – куларах каларĕ Патриарх.

Кунта ăна хисеплеççĕ пулмалла. Çапларах туйăнчĕ Сашăна. «Аристарх» тени ун хут çине çырнă ячĕ ĕнтĕ – шутласа илчĕ Григорьев. – Кам пулчĕ ку? – вăл кĕрсе кайнă çын енне пуçне сĕлтрĕ.

– Çырма пĕлмен журналист. Тĕш-тырă та çу-çăмарта ытларах тума вĕрентекенскер.

– Ял хуçалăх пайĕнчен-и?

– Çавăнтан. Ялта пурăнать, мещенленсе кайнăскер, ĕçе те саплăк йĕмпе çӳрет.

– Аплах мар пуль, – Патриарх мĕн калани мар, еплерех калани кăсăклантарчĕ Сашăна. – «Хĕрсе калаçаканскер» – шутларĕ вăл лешин çинчен.

– Мĕн аплах марĕ пултăр, хам пулсан çур редакцине хăваласа ямалла, лараççĕ йĕм çĕтсе, вĕрентме пăхаççĕ тата. Хăйсем пĕр ферма ĕçченĕн тĕшне те тăмаççĕ.

– Пурте саплăкпа çӳреççĕ-им? – шӳтлерех ыйтрĕ çĕнĕ çын.

– Саплăкĕ тарам-ха. Акă, пĕри уйăх каялла эрех ĕçекенсене питлесе питĕ вăйлă фельетон çырчĕ. Çавскер виçĕм кун ӳсĕрпе урамра выртнă, çурран машшинне çухатнă. Мĕн ку? Мĕне кирлĕ ун дипломĕ, пичет пуснă хут мар, таса чунне кăтарттăр вăл халăха, çавăн хыççăн тин вĕрентсе çырма ирĕк илтĕр.

– Арис, кам пулса ĕçлетĕн эсĕ кунта? – ыйтма юрать-ши, юрамасть-ши тенĕн, ерипен сăмах хушрĕ çĕнĕ учитель. Вăл Патриарх хĕрӳллĕ çын пулнине тепĕр хут ĕненчĕ, çак ене килĕштерме те ĕлкĕрчĕ.

– Картлашкан чи аялти карчĕ – корректор эпĕ, – кулса илчĕ хĕрӳлленни. Çавăнтах вăл темĕн шутласа илчĕ пулмалла, çийĕнчех хушса хучĕ: – эс, Лĕксантăр, кĕвĕçсе-ăмсанса калаçать тесе ан шутла. Чĕре ыратать…

Вĕсем хаçат редакцинчи корректор пӳлĕмне (типографи юнашартан çав пӳлĕм унта вырнаçнă иккен) кĕчĕç. Сĕтел çинче оттиск илнĕ ыранхи хаçат страницисем выртаççĕ. Хăна Аристарх ерçмен хушăра çавсене пăхкаласа ларчĕ. Интереслĕ иккен журналист ĕçĕ: çынсем ыран тытса вуламалли хаçата малтанхи кунах вуласа тухатăн, кашни сас паллийĕ хăйĕн вырăнĕнче ларнине тĕрĕслетĕн. Ку çеç-и – кашни яла çитсе куратăн, ĕç паттăрĕсемпе паллашма ĕлкĕретĕн. Чимĕр-ха. Анчах та çав паттăрсен чунĕ чи малтан ăçта туптанать-ха? Шкулта. Апла педагог кирлĕрех çын мар-и-ха? Пĕри туптать, тепри мухтать.

Паллах, пĕр ĕçе çĕклессишĕн теприне хурлани килĕшӳсĕр ĕнтĕ. Анчах та Саша педагог ĕçне юратарах парать. «Çынни класа кĕрсе учитель ята тивĕçмен, юратни çинчен калаçать. ĕçе юратни унăн тивĕçлĕхĕнче курăнать-çке?» – «ĕçе пуçăничченех юратма пĕлмелле». – «Пуçăнсан йывăрлăхсенчен хăраса ӳкмĕн-ши?» – «Çĕнтерме хăнăхмалла».

Саша куçĕ хаçатăн иккĕмĕш оттискĕ çинче чарăнчĕ. Унта çамрăксен страницине кăларнă иккен. «Пирĕн района кăçал вăтăр ытла çамрăк учитель килчĕ. Паян вĕсен слечĕ пулчĕ. Çамрăк специалистсем пĕр-пĕринпе тата район пурнăçĕпе паллашрĕç» – вуларĕ Григорьев куллине пытараймасăр.

– Пурнăçра ыттисенчен пĕр кун маларах пурăнатăр-çке эсир, журналистсем, – шӳтлерĕ Саша хăйĕн çĕнĕ юлташĕпе, унăн хваттернелле кайнă май.

Лешĕ те ăнлансах, те ăнланмасăрах хашлатса илчĕ те куляннăн хуравларĕ: – Яланах мар çав.

7.

Çамрăк учительсен слечĕ ирхине тăхăр сехетре пуçланчĕ. Унта Григорьевпа пĕрле Патриарх та пычĕ, район пуçлăхĕсемпе ӳркенмесĕр паллаштарчĕ.

– Ав çавă, хытканраххи, – кăтартрĕ вăл сцена çинчи сĕтел хушшинче ларакан çын çине, – райĕçтăвком председателĕн заместителĕ, ун çумĕнчи – КПСС райкомĕн представителĕ, тепри, куçлăхли, – Трофимов…

– ВЛКСМ райкомĕн секретарĕ-и? – Григорьева халĕ тĕллесе кăтартнă çын Петров паллаштарнă хăна пулчĕ иккен.

– Пулнăскер темелле, – Патриарх юлташне хăлхинчен пăшăлтатса пĕлтерчĕ: – Хальлĕхе вăрттăнлăх ку. Вăл партин аслă шкулне вĕренме каять, çак уйăхрах. Çĕнĕ секретаре сирĕн хушăра тупасшăн.

Григорьев комсомол райкомĕн секретарĕ çине пăхрĕ. Иккĕшин те куçĕсем тĕл пулчĕç, сцена çинчи пуçне сĕлтсе ăшшăн кулчĕ, вăл Сашăна çапла сывлăх сунчĕ ĕнтĕ.

– Лайăх ача, – пăшăлтатрĕ Патриарх, роно заведующийĕ калаçнине тимлĕн итленĕн хăтланса ларнă хушăрах. – Çемçе кăмăлĕ сиен те кӳрет ăна, – дисциплинине тăваймарĕ.

Саша залрисене ларнă çĕртенех пăхса çаврăнчĕ. Йышлă çар килнĕ иккен района. Авă, пĕр кĕтесре ĕнерхи хулăн тĕплĕ пушмак тăхăннă хĕрпе ыттисем лараççĕ. Анчах ăçта-ши Лида? Мĕншĕн килмерĕ-ши вăл? Илчĕ-ши унăн телеграммине?

Тăк! тĕкрĕ пĕри Сашăна çурăмĕнчен. Ку вăл Петров пулчĕ иккен.

– Салам, вĕренӳтешĕм, – умĕнче лараканнин хул пуççине чăмăртарĕ вăл. – ăçта ячĕç?

– Паллă мар-ха. Хăвна ăçта?

– Кӳршĕ ялах. Директор турĕç, саламла.

– Шĕлепке илтĕн-и? – Саша шӳтленçи турĕ, хăй çав хушăра Лида çинчен шутлама пăрахмарĕ. – Итле-ха, Ижендеевăна курмарăн-и?

– Курмарăм. Тем, пулса çитейĕ-ши унран… – каласа пĕтермерĕ Петров, юлташĕ çине ыйтуллăн пăхса.

Вунă минутлăх тăхтав пĕлтерчĕç те калаçу вĕçленеймерĕ.

– Салам, салам, Саша, – Трофимов пурне те алă тытса тухрĕ. – О-о, эсир Патриархпа та паллашма ĕлкĕрнĕ иккен. Ижендеева килеймерĕ-и-ха?

– Хальлĕхе килмен.

– Саша, пыр-ха заведующи пӳлĕмне, сăмах пур, – Трофимов Патриарха çĕнĕ учительсемпе тĕплĕнрех паллашма хушрĕ те Григорьева роно заведующин пӳлĕмне алăк уçсах кĕртрĕ.

– Александр Алексеевич, – сире маларах килессе кĕтнĕччĕ, – заведующи сĕтел хушшинчен çĕкленсе алă пачĕ. – Вырнаçăр, юлташсем.

Пӳлĕм шăпланчĕ. Пурте Григорьев çине тинкерчĕç. Мĕне пĕлтерет ку? Нивушлĕ пĕр-пĕр вăрман варринчи яла яма ӳкĕтлеме пуçăнĕç-ши? Çук, кирлĕ мар апла ӳкĕтлев. Яла тăк – ялах пултăр. Столовăй, культура çурчĕ пур-и тесе ыйтса мĕскĕнленмĕ Григорьев.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ivashva (2009-04-13 21:58:50):

Пите килешре. Ман валли( эпе пулас журналист) веренмелли чылай. Челхи пуян щещ мар, калама щук илемле

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: