Çавраҫил :: Тӑваттӑмӗш сыпӑк
— Мĕн вăл комсомол?
— Мĕншĕн кĕмелле унта?
— Комсомолецсене шалу тӳлеççĕ-и?
— Комсомола кĕрекенсен табак туртма юрать-и?
— Авланма ирĕк параççĕ-и?
— Чиркĕве çӳреме юрать-и?
Ыйту çине ыйту тăкăнчĕ, унта та кунта йăхăлтатса кулни илтĕнчĕ.
— Кунта, юлташсем, выляма мар, ĕç тума пухăннă эпир. Çавăнпа та çăвар карма юратакансене шăпланма ыйтатăп. Ытах кăмăл пулмасан, ун пеккисем тухса кайма пултараççĕ. Чармастпăр. — Казаков кăштах тăхтаса тăчĕ. Виç-тăватă йĕкĕт чăнах та тухса кайрĕ.
— Хĕрсем кĕтсе ывăнчĕç пулĕ пире, — тесе хăварчĕ пĕри, ыттисем шăпăртах пулчĕç.
— Юлташсем, пирĕн умра питĕ кирлĕ ыйтусем тăраççĕ. Шутласа пăхăр-ха хăвăрах. Паян-ыран тенĕ пек çуракине тухмалла. Мукаçей кĕлетĕнче, ав, пĕр кĕренкке тырă та çук. Акă, сирĕн хушăра Мăçтукпа Хрестук лараççĕ. Ейӳ вăхăтĕнче нимсĕр тăрса юлчĕç. Мĕн тумалла-ха вĕсен? Совет влаçĕ çĕр пачĕ-ха вĕсене, анчах вăрлăхсăр мĕн акса хăварăн-ха ун çине?
— Пире Сахар Петровчă парать, — персе ячĕ Мăçтук.
— Вăл парĕ-ха, уншăн çичĕ хут тире сӳсе илмесен, — хушса хучĕ Казаков.
— Паллă. Çĕрĕ çурмалла пулать. Тата ăна акса-вырса, çапса-кĕртсе памалла, — тăруках хăюланса кайрĕ Мăçтук.
— Куртăр-и мĕнле? — çынсем çине тĕллесе пăхрĕ председатель. — Совет влаçĕ пулнăранпа миçе çул иртрĕ, эпир, ав, çаплах çурмалла актаратпăр, кайран хамăр выçă ларатпăр. Хветут Лаптев пек çемьесем ялта татах та пур. Халĕ ялсенче пайпа ĕçлекен кооперативсем уçмалла. Захар Петрович вара çаплах хăй лавкка тытса тăрать, таварĕсене темиçе хут ӳстерсе сутать. Темĕн чухлĕ ĕç, юлташсем. Хамăрăн вулама-çырма вĕренмелле, çав хушăрах ыттисене те вĕрентмелле. Юрă-ташă, драма кружокĕсем йĕркелемелле, хут пĕлменлĕхе пĕтермелле.
Пĕри алă çĕклерĕ те:
— Ыйтма юрать-и? — терĕ.
— Тархасшăн.
— Матвей Александрович, калăр-ха, эсир хăвăр кам, комсомолец-и, партиец-и? — тесе ыйтрĕ, унтан çапла хушса хучĕ. — Эсир ан çилленĕр, чăннине пĕлес килет.
— Эпĕ Ленин партийĕн членĕ. Акă, комсомола çырăнăр-ха, лайăх ĕçлесе пырсан, сире те парти ретне илме пуçлатпăр, — теме çеç ĕлкĕрчĕ Казаков, паçăрхи йĕкĕт:
— Мана çырăр! —тесе кăшкăрчĕ.
— Мана та çырăр!
— Мана та!
— Юлташсем, комсомол ретне «мана çырăр!» тесе кăшкăрнипе илмеççĕ. Акă, пирĕн кунта хут та, кăранташ та пур. Пĕрерĕн килĕр те, заявленисем çырса, алă пусса парăр, — ăнлантарчĕ Казаков.
Тăхăр йĕкĕт заявлени çырса пачĕ. Хĕрсем шарламарĕç. Мария Федотовна Хрестук патне пычĕ.
— Христини, эсĕ ма çырмастăн тата? Ыттисенчен ан юл ĕнтĕ, — çепĕççĕн сĕнчĕ вăл.
— Эпĕ ыран калăп сире. Кĕçĕр шухăшласа пăхам-ха, — терĕ хĕр.
— Юрĕ эппин, шухăшласа пăх. Комсомола кĕресси ирĕклĕ япала, — терĕ учительница, тепĕр хĕр патне пырса калаçма пуçларĕ.
Комсомола çырăннисем пухурах юлчĕç, ыттисем саланчĕç.
Тăхтав вăхăчĕпе усă курса, Уçăп Хрестук хыççăнах ыткăнса тухрĕ, хĕрпе юнашар утма пуçларĕ.
— Хрестук, — терĕ вăл ачаш сасăпа. Хĕр, шартах сиксе, чарăнса тăчĕ.
— Хрестук, манăн калаçмалли пур санпа, — теме çеç ĕлкĕрчĕ йĕкĕт, Хрестук çавăнтах:
— Манăн санпа ним калаçмалли те çук, — терĕ те çирĕппĕн татса, малалла утса кайрĕ.
Уçăп икĕ аллипе те кăтра çӳçне чăмăртаса тытрĕ. «Юрать, юрать. Кĕр-ха ак комсомола... Пĕрех Сергейпе çӳреме пăрахтаратăп. Пĕрех манăн пулатăн...»—тарăхса шухăшларĕ вăл.
Пухура ялти комсомол ячейкин секретарĕ пулма Озеров Осипа суйласа хăварчĕç.
Çырăнатăп
Пӳрчĕ умĕнче такам каллĕ-маллĕ уткаласа çӳренине асăрхасан, Сахар шăппăн кăна пахчана тухрĕ, унăн-кунăн пăхкаласа илсе, сăнама пуçларĕ. «Кам мурĕ пулма пултарĕ-ши ку?» Унтан, хăйĕн ывăлĕ Сергей иккенне уйăрса илсен, Сахар тĕлĕнсе тăчĕ: «Мĕн капла вăл паян? Пĕр-пĕр хĕршĕн хирĕçсе кайман пулĕ те? Апла тес, çынпа хирĕçес йăли çук та темелле-ха...» Сахар, пахча алăкĕнчен тухса, лавкка крыльци патне пычĕ. Ывăлĕ хăй çывăхнерех çитерехпе шăппăн ыйтрĕ:
— Мĕн пĕчченех уткаласа çӳретĕн? Темскер пулман пуль санăн?
Сергей ашшĕ патне пычĕ.
— Кăштах калаçса ларар-и, атте? — сĕнчĕ вăл пусăрăнчăк сасăпа.
— Ларар.
Вĕсем крыльца картлашки çине ларчĕç. Сергей ашшĕне пухура мĕн пулса иртни çинчен тĕппипе каласа пачĕ.
— Ав мĕнле иккен-ха. Çапах та, лайăх каланă эсĕ Уçăпа. — Сахар пĕр хушă шухăша кайса ларчĕ, унтан. — Хрестук пухурах юлчĕ-и тата? — тесе ыйтрĕ.
— Вăл та ман хыççăнах тухнăччĕ те, хам ăна каялла кĕме каларăм. Итлесе лар, кайран мана та пĕлтерĕн терĕм. Халĕ вăл килессе кĕтетĕп-ха, —ашшĕнчен нимĕн те пытармарĕ ывăлĕ.
— Хĕрĕ вăл пултараканскер-ха. Ана алăран вĕçертмелле мар.
— Ара, çав. Эпĕ юрататăп ăна, атте, — персе ячĕ Сергей.
— Юратасси-мĕнĕ — урăх сăмах-ха. Юратма та пулать, сивĕнме те часах, — ытарлăраххăн каласа хучĕ Сахар.
— Çук, атте. Эпĕ чăнласах юрататăп ăна. Хрестук, хăвах каларăн, пултаруллă, ăслă хĕр, — ашшĕне пӳлмесĕр чăтаймарĕ ывăлĕ.
— Эпĕ те çавнах калатăп-çке. Сăнĕ те, ăсĕ те пур, кăмăлĕ те вылянчăк мар, — ывăлĕпе килĕшем пек пулчĕ Сахар. —Акă мĕн, Сергей. Эсĕ ăна комсомола кĕме кала. Пухусене çӳретĕр, çынсем мĕн калаçнине итлетĕр. Тен, кайрантарах хăвна та комсомола кĕме пулăшĕ.
Çапла кăштах калаçса ларнă хыççăн Сахар каллех пахчана кĕрсе кайрĕ. Çĕрĕпе тенĕ пекех çывăрмарĕ вăл: темле хаçатсем, темле кĕнекесем вулакаласа ларчĕ, тĕллĕн-тĕллĕн кăранташпа туртса та паллă турĕ — Советра калаçма хатĕрленчĕ.
Çывхарса килекен мĕлке чăнах та Хрестуках пулчĕ. Сергей ăна хирĕç кайрĕ. Паян темле нихçанхинчен те çывăххăн туйăнчĕ вăл ăна. Йĕкĕт хĕре, аллинчен çупăрласа тытса, крыльца патнелле çавăтса кайрĕ. Вĕсем паçăр Сергей ашшĕпе пĕрле ларнă вырăнах пырса ларчĕç.
— Пĕлетĕн-и, Хрестук, тин кăна-ха аттепе иксĕмĕр çакăнта калаçса лартăмăр. Эпĕ ăна хам сана юратни çинчен ним пытармасăр каларăм.
— Ой, юрать-и вара аттесене ăна калама? — хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ Хрестук. Пĕтĕм пичĕ-куçĕ, аллисем пĕçерме пуçларĕç.
— Юрататăпах пулсан, мĕншĕн ан юратăр?
— Вăл мĕн терĕ? Ухмахсем темерĕ-и?
— Кама?
— Иксĕмĕре те.
— Çук, мĕншĕн ун апла каламалла? Эпир аттепе иксĕмĕр пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăнатпăр. Эпĕ нимĕн те пытармастăп унран. Сана мухтарĕ вăл, хитре, ăслă, çирĕп чунлă хĕр терĕ.
— Кăна суятăн пулĕ-ха, — пушшех вăтанса кайрĕ хĕр.
— Эпĕ суйма пĕлместĕп, Хрестук. Мана тек апла ан кала.
Хĕр сăмаха сасартăк пуху çине куçарчĕ. Унта кам мен калаçни, хăш-пĕр йĕкĕтсем комсомола кĕме заявлени çырса пани çинчен йĕркипех тĕплĕ каласа пачĕ вăл.
— Мария Федотовна текенни мана та çыртарасшăнччĕ те, эпĕ тăхтас терĕм.
— Кам вара вăл, Мария Федотовна?
— Пирĕн яла учительте ĕçлеме килнĕ. Леш, майралла тумланни,
— Ху мĕн терĕн ăна?
— Ыранччен шухăшласа пăхам-ха терĕм. Эпĕ, Сергей, малтан санпа канашласа пăхасшăн пултăм.
— Кĕр, Хрестук, çырăн. Ку сана питĕ кирлĕ...
Вĕсем Уçăп пухура ним мар çĕртенех Сергей çине сиксе ӳкнине те аса илчĕç.
— Пĕлетĕн-и вăл мĕншĕн мана тапăнать? Пĕлместĕн-и? Вăл та сана юратать, акă мĕншĕн? —хаш! сывласа илсе хăех хуравларĕ Сергей. — Çавăнпа вăл мана халь пушшех курайми пулчĕ.
— Унпа-çке, эсĕ кайсан, кайран ман хыççăн чупса тухрĕ. «Манăн санпа калаçмалли пур» терĕ.
— Ху мĕн терĕн? — хыпăнчăклăн ыйтрĕ йĕкĕт.
— Манăн санпа ним калаçмалли те çук терĕм те калаçса та тăмарăм, алла сулса малалла утса кайрăм.
— Асту, Хрестук, иксĕмĕрĕн те унран асăрханас пулать. Вăл темле ирсĕр ĕçе те пултарĕ. Кашкăр чунлă çын вăл.
Çак самантра Сергейсен пахча кĕтессинчи вите аслăкĕ çинчен хулăн сасăллă автан иккĕмĕш хут шарлаттарса авăтса яни илтĕнсе кайрĕ.
— Çырăнасах-и вара? Кулмĕç-и çынсем? Сана аван мар пулмĕ-и?
— Мана та лайăх пулать, чунăм.
— Эппин, çынсем хăть те тем калаçсан та, çырăнап, — хăй шухăшне çирĕппĕн пĕлтерчĕ хĕр.
Ял Cоветĕнче
Сахар лавккинче сутă тăвакан тумпах — кивеле пуçланă хура костюм, пăхăр тĕслĕ сатин кĕпе, кăшăллă карттус тăхăннипех — ял Советне тухса утрĕ. Урампа тĕл пулакан кашни çыннах сывлăх сунса иртрĕ, ватăраххисене карттусне çĕклесе илсе пуç тайрĕ. Председатель пӳлĕмне те тӳрех иртмерĕ-ха вăл, малтан хуллен кăна шаккарĕ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кĕчĕ, унтан, тĕпеле иртсе, Казаковпа Степанова алă тытрĕ те лешсем ларма сĕнсен тин сак çине кайса ларчĕ.
— Эсир чĕннипе килтĕм, — пĕлтерчĕ вăл.
Казаковпа Степанов, сăмаха хăшĕн пуçламаллине пĕлес тенĕ пек, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Сăмах пур-ха санпа, Захар Петрович, — хуллен ӳсĕрсе илсе пуçларĕ Казаков.
— Ара-çке, сăмахĕ пурах пуль-ха ĕнтĕ. Эпĕ итлетĕп сире, — пуçне сĕлтрĕ Сахар.
— Шухăшласа пăх-ха ĕнтĕ, Захар Петрович, — сăмаха аякран пуçларĕ Степанов. — Хăçантанпа эпир, чăвашсем, тутарсемпе юнашар пурăнатпăр. Ним парас-илес те çук темелле пирĕн хушăра. Çапах та ĕмĕртенпех хирĕçетпĕр, пĕр-пĕрне юратмастпăр, хăш чух çапăçса та каятпăр. Ырă япала-и ĕнтĕ çакă?
— Ара, çав. Ку ыйтăва партин вуннăмĕш съездĕнче те пăхса тухрĕç-ха, ятарласа решени те йышăнчĕç.
— Эсĕ ăна та вуланă-и?
— Унсăр мĕнле пултăр-ха? Эпĕ парти членĕ мар та, пурпĕрех хамăр пурăнакан самана çынни. Партипе правительство мĕн хушни-йышăннине пĕлмесĕр пурăнма юрамасть. Кам пĕлмест пуль ĕнтĕ, ĕлĕк, патша чухне, тĕрлĕ халăхсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерме, пĕр-пĕринчен уйăрса яма тăрăшатчĕç пулсан, халĕ пурнăç йăлтах урăхланчĕ.
— Вăл çапла-ха, Захар Петрович. Куна эсир тĕрĕсех каларăр, анчах ăнланни-пĕлнинчен ытла ĕçне тăвасси-çке-ха...
— Паллах.
— Акă, Захар Петрович, эсир сăмахпа çапла калатăр. Ку аван тейĕпĕр. Ĕçне вара пачах тепĕр майлă тăватăр, — Сахар çине кăн! тинкерсе пăхса, сăмахсене пусарса каларĕ Казаков.
— Мĕнле — тепĕр майлă? Хăçан та пулин, мĕн те пулин тепĕр майлă тунă-и эпĕ чăвашсемпе тутарсене вăрçтарса-хирĕçтерсе ярас тесе? Туслаштарма, мирлештерме тăрăшнă, чăнах та. Сăмахран, акă хам материалпа Палас урлă каçма хуртаратăп. Ман лавккара та, лавкка умĕнче те чăвашсемпе тутарсем ялан пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, çавна май тутарсем чăвашла, чăвашсем тутарла калаçма вĕренеççĕ, пĕр-пĕринпе туслашаççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...