Çавраҫил :: Улттӑмӗш сыпӑк
— Кунта тем пытармаллиех çук, Сахар. Пурте пĕр ĕçпех килнĕ. Тархасшăн, выçă ан вĕлер пире çĕнĕ тырра тухиччен. Аллах пулăшсан, манмăпăр, ытлашшипех те тавăрса парăпăр, — терĕ вăл хурлăхлă сасăпа.
Малтанах тутарсем Тевлеш пĕр хăйĕншĕн çеç ыйтать пулĕ тесе шутланăччĕ. Ялти ят-сумлă хисеплĕ çын пурин ячĕпе те çапла каласан, лăштах сывласа ячĕç. Анчах Сахар мĕн каласса кĕтес Пулать-ха.
— Ăнланатăп: питĕ йывăр сире, тăвансем. Хам та пурнăçра сахал мар нуша тӳссе курнă. Çавăнпа пĕлетĕп. Тырри пур манăн, суймастăп. Йĕтем çинче кивве хăварнă çĕкĕрт те ларать. Сире инкек пуласса пĕлнĕ пекех хăварнă иккен, — теме çеç ĕлкĕрнĕччĕ Сахар, пĕр ватă тутар, сылтăм аллине кăкăрĕ çине хурса, пилĕк таран тайăлчĕ.
— Рахмет сана, ырă çыннăм. Кĕркунне пĕр пăт вырăнне иккĕ парăп, — терĕ вăл, куççульленнĕ куçне çанă вĕçĕпе шăлса илсе.
— Çук, Ун чухлĕ ытлашши нумай, тăвансем. Хăвăр пĕлсе хăвăр парăр. Тырри çеç кăçал лайăх пултăрччĕ, — кăмăллăн тавăрчĕ Сахар.
Халиччен шыв сыпнă пек шăпăрт тăнă çынсене тинех чун кĕчĕ.
— Рахмет, Сахар.
— Чăнах та, ырă çын эсĕ.
— Выçă вĕлерместĕн иккен пире.
— Сывлăху лайăх пултăр.
— Аллах пулăшса тăтăрччĕ сана...
Сахар çынсемпе хăйне мĕнле тытмаллине пĕлет. Ку тĕлĕшпе вăл — чăн-чăн дипломат темелле: хăйне мăнна хумасть, тутарсемпе те, акă, хăй те вĕсемпе пĕрле инкек курнă çын пекех калаçать.
— Апла пулсан, тăвансем, ыран хăвăрах çапма тытăнăр. Пурте йĕркеллĕ пултăр çеç. Эсĕ, Тевлеш, ку ĕçĕ ху ертсе пыр-ха. Юрĕ-и? — хăй умĕнче тăракан тутар çине пăхрĕ вăл.
— Юрать, Сахар. Эпĕ йĕркине пĕлетĕп, — килĕшрĕ Тевлеш.
Лавккаç каллех халăх çинелле пăхрĕ.
— Эппин, ку ĕçе Тевлеш ертсе пырĕ. Вăл каланă пек тăвăр. Çĕнĕ тырăччен кама мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ илме пултаратăр. Тыррине сире Сергей ывăлăм виçсе парса тăрĕ.
— Рахмет!
— Вилместпĕр иккен-ха.
— Çĕр çинче те аллах пур иккен...
Тепĕр кунне ирхине ирех Палас урлă кăткăсем пек йăшăлтатса каçма пуçларĕç. Çемйи-çемйипе. Ватти те, вĕтти те. Тăпачсем, сенĕксем, йывăç кĕреçесем, кĕреплесем йăтнă, михĕсем хĕстернĕ. Кĕçех йĕтем çине шăнăçайми халăх тулчĕ.
Сергейпе Тевлеш паçăрах кунта. Сахар тул çутăличченех Пăвана тухса кайнă. Кĕçнерникун — лавккаçăн тавар кайса илмелли кун. Çак йĕркене вăл çуллахи шăрăхра та, хĕллехи шартлама сивĕре те, çиллĕ-тăманлă, йĕпе-сапаллă çанталăкра та пăсмасть. Çавăншăн Пăварисем ăна уйрăмах хисеплеççĕ, ытти лавккаçăсемшĕн хупă алăксене уçса, çук таварсене тупса параççĕ. Паян Сахарăн питĕ кирлĕ ыйтусемпе калаçмалла: мулла валли— çурт, халăха валли мечĕт лартмалла. Ку, паллах-ха, Пăварисемшĕн те начар мар.
Йĕтем çине халăх килсех тăрать. Тевлеш темиçе тутара хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Капла ĕç кăлараяс çук эпир, тăвансем. Курăр-ха ĕнтĕ, кĕлте пуçне пĕр çын. Ĕçлеме кансĕр пулать кунашкал. Эппин, çапла тăвăпăр. Паян вунă çемье ĕçлетĕр, ыран — тепĕр вуннăшĕ. Тыррине, Сахар каланă пекех, хăвăра кирлĕ чухлĕ илетĕр. Ку капанра пурин валли те çитет.
Тутарсем килĕшрĕç. Йĕтем çинче суйласа илнĕ вунă çемье юлчĕ, ыттисем килĕсене саланчĕç.
Акă, ĕç те пуçланчĕ. Арçынсем йĕтем çине витнĕ тислĕке кĕреплесемпе хĕрринелле тасатрĕç, хĕрарăмсем, çулкăсемпе шăлса тасатса, кĕлте сарма хатĕрленчĕç. Кĕçех капан тăррине икĕ йĕкĕт улăхса кайрĕ. Вĕсем кун çӳллĕш япала çине халиччен те хăпарса курман. йĕри-тавра пăхкаласа илчĕç. Кунта тĕнче хĕрри таçта çитиех сарăлса каять иккен. Çĕр çинчен курăнман çарансемпе улăхсем, уйсем, инçетри ялсем куç умне шăвана-шăвăна тухрĕç. «Ак тамаша, тата çӳлерех пăхсан, мĕнле курăнĕ-ши йĕри-тавралăх?»
— Э-э, мĕн çăвара карса тăратăр тата? Пăрахма пуçлăр!_— кăшкăрчĕç аялтисем.
Йĕкĕтсем икĕ юплĕ сенĕксемпе кĕлтесем ывăтма пуçларĕç. Пилĕкĕсене хытă туртса çыхнă тăпăл-тăпăл пукане пек кĕлтесем, сывлăша çурса, шăхăрса та вашлатса, аялалла вĕçме тапратрĕç.
— Эй, чимĕр-ха, йĕкĕтсем! — кăшкăрчĕ Тевлеш. — Кĕлтене кучĕпе пăрахмаççĕ ăна. Курмастăр-им, йĕтеме шăтарать. Кайран тырри тăпраллă пулать. Чипер ĕçлĕр!
Ӳкекен кĕлтесене çавăнтах сарăм сарса пычĕç. Икĕ ушкăн, ултшарăн-ултшарăн тăрса, çапма та тытăнчĕç. Ытла та илемлĕ, килĕшӳллĕ-çке вăл, улттăпа çапнине итлесе тăма. Çав ытарайми кĕвĕпе кĕлтисем еплерех ташлаççĕ тата!
Вун иккĕн пĕр май çапса тухса кайрĕç. Вĕсем хыçĕнчен ачасем тепĕр майлă çавăрса пычĕç. Каялла çапса тухрĕç. Тевлеш пĕр кĕлтине илсе тĕрĕслерĕ: кутне çӳлелле туса силлерĕ, тырă пĕрчисем юлман-и тесе, пучахĕсене тыта-тыта пăхрĕ: юлманпа пĕрех, çапах та Сахар килне таврăнсан, тĕрĕслесе пăхма та пултарать. Çавăнпа намăс пуласран, вăл тепрер хут çапса тухма хушрĕ. Пĕр ачи кĕлтене çавăрса хурать те, çав хушăра ăна тĕрлĕ енчен ултă тăпач ташлаттарса та илет. Сирпĕнмен ыраш пĕрчисем ача питне пыра-пыра çапаççĕ. Вăл куçне мăч-мăч хупкаласа илет.
Темиçе минутран пĕр сарăм çапса та кăларчĕç. Ачасем пушă кĕлтесене çĕклеççĕ, кĕреплесемпе сарăм айĕнче пухăннă ыраша йĕтем юпи тавра купаланă кăшăла тĕртеççĕ, ыттисем çав хушăрах çĕнĕ сарăм сараççĕ. Икĕ ватă çын арпалăх тепĕр енче çĕнĕ капан хăпартма пуçларĕ. Пушă кĕлтесене ачасем парса тăраççĕ.
Кунĕпех ĕçлерĕç тутарсем. Вăхăт каç пулас енне кайсан, çапса пухнă тырра сăвăрса тасатрĕç. Виçĕ ураллă таканран çавра ала çакса çеç аламарĕç. Капла ĕç вăраха каять, куна килте те тума пулать терĕç. Пĕлĕшĕ-юлташĕсем лашасем кӳлсе килчĕç. Тарасапа тĕплĕ виçсе кама мĕн чухлĕ панине çырнă хыççăн, çапнă тырра килĕсене турттарса кайрĕç. Ырашĕ типĕ. Хăть йĕтем çинчен тӳрех армана илсе кай. Хăш-пĕрисем çапла турĕç те, çиле кĕтсе пулмасть тесе, кунтанах кӳршĕ ялти шыв арманне илсе кайрĕç. Паян авăртсан, ыран çăкăр та пулать. Çăкăр пулсан — çын пурăнать.
Горкăран таврăнсан
Тевлешпе Степанов Ленин патĕнчен мĕнле çаврăнса килессе тутарсем те, чăвашсем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Çынсем ир тăрсан та, каç выртсан та вĕсем çинчен шухăшларĕç, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан та çакăн пиркиех сăмахларĕç. Пĕрисем — пĕр тĕрлĕ, теприсем тепĕр тĕрлĕ сĕмленеççĕ. «Çук, пулмасть пулĕ. Хамăр ята ярса çӳрени, тĕнче тăрăх ухмах сутса çӳрени çеç-тĕр ку», — терĕç пĕрисем. «Михаля тĕнче каснă çын-ха, ăна-кăна пĕлекенскер, Хĕрлĕ Çарта пулнă, партие те унтах кĕнĕ. Калаçма пултарать. Эппин, Ленинпа пĕр чĕлхе тупатех», — терĕç теприсем. «Ленин вăл халăхран тухнă çын. Никама та кĕртмеççĕ, тет-ха, ав, ун патне. Хăйне курмасан та чăвашпа тутар халăхĕсен кучченеçĕсене парса хăварни те, хăнана чĕнсе хăварни те мĕне тăрать. Чирлĕ çынна ăшă сăмах кирлĕ. Вăл темле им-çамран та сиплĕрех. Чĕрĕлĕ те, акă, Чĕмпĕре кайнă чух çула май пирĕн пата та кĕрсе тухĕ. Ашшĕ, ав, Илья Николаевич, Тури Ямашра çитмĕл çул каяллах шкул уçса хăварнă. Тен, çав шкула курма тесе кĕрĕ», —шутларĕç виççĕмĕшĕсем.
Степановпа Тевлеш тăват-пилĕк кунранах каялла çаврăнса çитме пулнăччĕ. Унтанпа эрне те иртрĕ, çитеймерĕç-ха тем. Çавна май урăхла калаçусем те пулчĕç. «Ара, çав, тĕнче çавăн пек чӳхенсе тăнă вăхăтра инçе çула тухма юрать-и вара? Вĕлернĕ пулĕ вĕсене. Сахал-и халь тĕрлĕ-мерлĕ тăшман? Ленин патне кайнине пĕлнĕ те пĕр-пĕр тĕттĕм кĕтесре шаплаттарнă пулĕ вĕсене. Çичĕ грамм тăхлан шел-им?» «Çук, Михаля ĕç тумасăр пушă алăпа таврăнас çук. Çавăнпа та вăрах çӳрет вăл», — хăйне хăй лăплантарма тăрăшрĕ Казаков.
Матвей Александрович йăнăшмарĕ. Саккăрмĕш кунне вĕсем тăваттăн килсе çитрĕç. Степановпа Тевлеш тата икĕ палламан çын. Малтанах ял Советне кĕчĕç. Паллашрĕç. Калаçрĕç. Совет çурчĕ патне халăх пухăнма пуçларĕ. Малтан çывăхрисем, унтан леререх урамра пурăнакансем. Тепĕр чухне усал хыпар çеç мар, ырри те утпах çӳрет. Чăн та, те ырăпа, те усалпа çаврăнса килнĕ ĕнтĕ вĕсем, хальлĕхе паллах мар, анчах Степановпа Тевлеш таврăннă текен хыпар кӳршĕ ялсене те питĕ хăвăрт çитрĕ. Халăх пур енчен те шыв юххи пек юхса пуçтарăнма пуçларĕ, кĕçех хĕресле урама шăнăçми те пулчĕ. Те курнă вĕсем Ленина, те çук та-и, — пĕрех пурин чĕлхинче те пĕр сăмах — Ленин! Калаçасса вара тем тĕрлĕ те калаçаççĕ.
— Ленин сывалнă, тет! — шухăшласа кăларать пĕри.
— Кĕçех пирĕн пата килет, тет! — çавăнтах хушса хурать тепри.
— Ну вара тĕнче пулать! — çыпăçтарать виççĕмĕшĕ.
— Хăй килмест, тет. Хăйĕн вырăнне юлташĕсене янă, тет, — персе ярать тата тепри.
Тăватă урам пĕрлешнĕ çĕрте, шăпах варринче, часавни ларать. Ял Советне хирĕç, часавнипе юнашар, пысăк мар трибуна тунă. Май тата Октябрь уявĕсене Чăваш Яшми çыннисем çакăнта пуçтарăнса паллă тăваççĕ. Çапах та халăх кунта халиччен паянхи чухлĕ пулман. Çынсем килсех тăраççĕ. Вĕçĕ те, хĕрри те çук. Кунтах Сергейпе Хрестук та пур. Вĕсем юнашар тăман — çынсенчен аван мар. Ача-пăча та йышлă кунта. Çынсем хушшипе чупса-хĕвĕшсе çӳреççĕ. Пуринчен ытларах Вова хавхалантарать вĕсене. Акă вăл кĕсйинчен пĕр хут татăкĕ туртса кăларчĕ.
— Ачасем, эсир Ленина курнă-и? — ыйтрĕ вăл, хăйне йĕри-тавра сырса илнĕ юлташĕсем çине пăхса.
— Эсĕ курнă-и, Вова?
— Курнă. Акă вăл, Ленин. — Вова аллинчи хутне çӳлелле çĕклесе кăтартрĕ. Ку чăнах та Ленин сăнӳкер-чĕкĕ пулчĕ. Ачасем шăпăртах пулчĕç, мăйĕсене тăсса, пуçĕсене каçăртса, сăнӳкерчĕк çине пăхма тăрăшрĕç.
— Вова, тыттарса кăтарт-ха. Çывăхран пăхам, — терĕ пĕр пĕчĕкки.
Çак самантра çывăхра тăракан арçын Вова аллинчи сăнӳкерчĕке туртса илчĕ.
— Хăв пысăк çын, мĕншĕн пĕчĕккисене кӳрентеретĕн? —теме çеç ĕлкĕрнĕччĕ Вова, Ленин сăнне тепĕр çын илчĕ. Унтан тепри илчĕ, тата тепри тата, тата...
Вова ним калама аптăранă енне:
— Манăн тата пур, — терĕ те шăпланчĕ.
Советра чĕнмесĕрех пуçтарăннă халăхăн чаплă митингне кам уçасси, кам-кам калаçасси çинчен канашласа илчĕç те урама тухрĕç, трибуна çине улăхса тăчĕç, — халăх пĕр самантрах шавлама чарăнчĕ.
Казаков маларах тухса тăчĕ, карттусне хывса, алла тытрĕ, унтан Михаил Степановичпа Тевлеш тĕнчери пролетари çулпуçне Ленина курса килнĕ ятпа пухăннă митинг уçăлни çинчен пĕлтерчĕ.
Председатель юлашки сăмахне каласа пĕтеричченех халăх тăвăллăн алă çупса ячĕ.
— Курнă...
— Вĕсем Ленина курнă...
— Каларăм-çке курмасăр килмеççех тесе, — пăшăлтатрĕç çынсем.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...