Çавраҫил :: Çиччĕмĕш сыпăк
Мăйăхлă çамрăк коридор вĕçĕнчи тăвăр алăка уçрĕ. Вĕсем тĕттĕм пӳлĕме кĕчĕç. Часах тепĕр алăкĕ те уçăлчĕ. йĕкĕт Петĕре унта кĕртсе ячĕ, хăй коридортах тăрса юлчĕ.
Петр Озеровăн çан-çурăмĕ сӳлетсе илчĕ, анчах сехĕрленсе ӳкмерĕ. Хулăн куç харшийĕсене вылятса илсе, пĕр утăм ярса пусрĕ те хăй йĕри-тавралла сăнаса пăхрĕ, анчах никама та курмарĕ. Пахчаналла тухакан икĕ чӳречине те шурă пӳс карнă, урайне талккишпех кавир сарнă. Сылтăмри стена çумĕнче пĕччен çывăрмалли ансăр койка ларать. Ун çумĕнчи хӳхĕм кавирлĕ стена çине икĕ кĕпçеллĕ сунар пăшалĕпе хĕç хĕреслетсе çакнă. Урайне, койка хĕррине, самаях пысăк упа тирĕ сарнă. Сĕтел таврашĕ çук.
Петĕр ун-кун пăхкаласа тăнă хушăра тĕпелти алăк уçăлчĕ—пӳлĕме кĕреш пек тĕреклĕ çын кĕрсе тăчĕ. Сăмси айне, Петĕр пекех çинçе хура мăйăх хăварса, яп-яка хырăннă, çутă пуçне укапа чĕнтĕрлесе капăрлатнă тӳпеттей тăхăннă, çиçсе тăракан куçĕсем витĕр пăхаççĕ.
— Ăçтан? — лăпкăн ыйтрĕ вăл, хăйĕн пысăк куçĕсемпе Петĕре ураран пуçласа пуç тӳпи таран йĕрлесе пăхнă хыççăн.
— Яшмаран. Чăваш Яшминчен, — Шаккур пекех васкамасăр, лăпкăн тавăрчĕ Озеров.
Шаккур мăн хулĕсене выляткаласа, пӳлĕм тăрăх утса çаврăнчĕ те хăна умне пырса тăчĕ, аллисене кăкăрĕ çине хĕреслесе хурса, тăруках кашкăрăнни пек йăлкăшакан куçĕсене Петĕр çине тĕллерĕ.
— Чă-ваш Яш-мин-чен апла? — терĕ те чăвашла, пĕтĕм пӳрт чĕтремелле кулса ячĕ, унтан, тăруках çаврăнса, хăвăрттăн чӳрече патне утса пычĕ, каррине уçс;— Ку улма чăпар ăйăр та Чăваш Яшминченех-и? — тесе ыйтрĕ.
— Çапла, Чăваш Яшминчен. Мĕн каласшăнччĕ унпа? — çирĕп сасăпа ыйтрĕ Озеров. Хăй, куç харшисене сиввĕн хускаткаласа илсе, Шаккур çине тирĕнсе пăхрĕ.
Икĕ вăйлă çыннăн вăйлă куçĕсем хире-хирĕç пулчĕç. Парăнасшăн пулмарĕç вĕсем: пăхаççĕ та пăхаççĕ пĕр-пĕрин çинелле сăнаса. Юлашкинчен Петĕр, çаплах куçне сиктермесĕр, вăрă патнелле икĕ утăм ярса пусса чарăнса тăчĕ:
— Сан вăррусем ĕнер Чăваш Яшминчен икĕ тимĕр кăвак лаша тытса килнĕ. Эпĕ вĕсене илме килтĕм, — пĕр пăлханмасăр хушса хучĕ хăна.
— Мĕн? Мĕн терĕн эсĕ?! —Шаккур чĕлĕм тĕтĕмĕпе сарăхнă сайра шăлĕсене шăтăртаттарса илчĕ, сылтăм чышкине чăмăртарĕ, Озеров умнех пырса тăрса, кашкăрăнни пек çунакан куçĕсене ун çине тĕллерĕ. — Мĕнле лашасем кирлĕ сана? Ну?!
— Яшма лашисем, — хальхинче те лăпкăн тавăрчĕ Петр Петрович.
Кĕтмен хăна хăйне çакнашкал лăпкă, хăюллă тытни вăрра пушшех те уртарса ячĕ. Шаккур кунашкаллине курманччĕ-ха халиччен. Ун умĕнче пурте чĕтресе, пуçĕсене тайса, пуç çĕклеме хăяймасăр мĕскĕнленсе тăраканччĕ. Ку вара, Яшмари темле чăваш, хăнк! та тумасть, куç сиктермесĕр чăрсăррăн тирĕнсе пăхать. Мĕнле хăять-ха вăл Шаккур умĕнче çапла сĕмсĕррĕн тытма! Çук, Шаккур пăхăнтаратех, хăй умĕнче чĕркуççи çине лартатех! Унсăрăн мĕнле Шаккур пултăр вăл?
— Чĕркуçлен! Халех чĕркуçлен ман ума! — хаяррăн кăшкăрчĕ вăл.
— Эпĕ кунта сан умра чĕркуçленме мар, лашасем патне килнĕ! —пат татса каларĕ те Озеров, куç харшисене çĕклентерсе, вăрă çинелле унчченхинчен те вичкĕннĕн шăтарса пăхрĕ.
Ку ĕнтĕ çунакан вут çине краççын сапнă пекех пулчĕ. Шаккур вашт! çеç çаврăнчĕ, çăмăллăн, урса кайнă арăслан пек, вырăнĕ çине сиксе хăпарчĕ, пĕр самантрах стена çинчи хĕçне ярса илсе, сывлăша шăхăртса, икĕ хутчен пуçĕ тавра çавăрса яшт! çеç сиксе анчĕ, хĕçне хулпуççи урлă тытса, Петĕр умне пырса тăчĕ.
— Халех чĕркуçленсе каçару ыйт! — ахăрчĕ вăл.
— Каçаруне ăна манăн мар, санăн ыйтмалла, Шаккур, — пĕр пăлханмасăр тавăрчĕ хăна.
Шаккурăн ахаль те чармак куçĕсем пушшех те чарăлса кайрĕç, тути чĕтреме пуçларĕ.
— Манăн?! —хĕçне тата çӳлерех çĕклерĕ вăл.
— Çапла, санăн.
— Пĕк пуçна!
— Нихçан та пĕкмен, пĕкместĕп те.
Вăррăн тăнлав çинчи юн тымарĕсем кантра пек пулса кайрĕç, халь-халь татăлса каяс пек чĕтреме пуçларĕç. Ку ĕнтĕ Шаккурăн чăтăмлăхĕ пĕтсе çитнине, вăл çак самантра тем те туса хума пултарнине пĕлтерет. Вăл юлашки хут:
— Пĕкместĕн пулсан, акă! — терĕ те, хĕçне хăвăрт пуç тăрринелле çĕклерĕ, анчах çак самантра Петĕр паçăрах кĕсйинче тытса тăракан наганне туртса кăларчĕ — Шаккур çине тĕллерĕ.
— Лăплан! Хĕçпăшалпа вылямаççĕ унпа, — терĕ Озеров, пăлханнине нимĕн чухлĕ те палăртмасăр.
Вăрă аллинчи хĕç лаштах тухса ӳкрĕ, урайне тăрăнса, чылайччен сулланкаласа тăчĕ.
Шаккур, те пулăшу ыйтас шутпа, тарçи тăракан алăк еннелле пăхса илчĕ, унтан тăруках икĕ аллине те пилĕкĕ хыçнелле тытса, пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ утма пуçларĕ. Шутлать вăл. Ăнланма тăрăшать. Пĕрремĕш лаша вăрланăранпа çирĕм çул иртрĕ. Ун чухне вăл хытă шикленнĕччĕ-ха. Йĕр çине ӳксен, тытас-мĕн пулсан, мĕн тăвĕç мана? Çав лаша хӳринчен кăкарса, ял тăрăх намăслантарса çӳрĕç. Вара хăть вăрмана кайса çакăн, хăть мăйран чул çыхса, улăхри пысăк кӳлле кайса сик тесе шухăшланăччĕ. Анчах йĕр çине ӳкесси те, ял тăрăх намăслантарса çӳресси те пулмарĕ. Çакăн хыççăн пайтах-пайтах вăрларĕ вăл, вăрланă янаварсене Пăва енчи тутарсем патне кайса сутрĕ. Çапла, майĕпен-майĕпенех хăюланса, чăрсăрланса пычĕ, хăй тавра çывăх юлташĕсене явăçтарма пуçларĕ, юлашкинчен вăрăсен утаманĕ пулса тăчĕ. Ентĕ вăл мĕн калани — ыттисемшĕн саккун. Лашасем вăрлама пăрахрĕ, Хусанти е ытти хуласенчи пуянсене çаратса çӳреме тапратрĕ. Унăн «чапĕ» таçта çитиех сарăлчĕ, Шаккур тенине илтсенех муллă çынсем чĕтрене ерекен пулчĕç. Анчах самана кустăрми малаллах чупрĕ. Революци пулса иртрĕ. Пысăк хуçасене пĕтерчĕç. Патшалăх пурлăхне çаратма тăчĕ вăл — пулса пĕтеймерĕ: Шаккур янă çынсене тытса суд турĕç, анчах айăпланакансем хăйсен хуçине сутмарĕç, ун çинчен аса та илмерĕç.
Çакăн хыççăн Шаккур пĕр хушă шăпах пурăнчĕ-ха, анчах юлашки тапхăрта унра каллех вăрă чирĕ хускалчĕ, каллех вăрă юнĕ вĕре пуçларĕ. Ирĕкре юлнă юлташĕсене пухса, таврари Чăваш ялĕсенчи лашасене вăрлама пикенчĕç. Унăн ячĕ каллех акă çынсене сехĕрлентерекен пулчĕ.
Çапла, çирĕм çул ытла ĕнтĕ вăл вăрă ĕçĕпе пурăнать, анчах çак хушăра ун патне пĕр-пĕччен, куçа-куçăн кĕме хăйнă çын пулманччĕ-ха.
Шаккур пӳлĕм тăрăх утнă майăн хăяккăн, систермелле мар, çав-çавах лăпкă тăракан хăна çине куç ывăтса илет, апла та, капла та шухăшласа пăхать. «Ман пата килсе кĕме хăйрĕ пулсан, е хамăр çынах çавнашкал чăрсăрланса калаçать, е влаçран килнĕ çын та пулма пултарать. Тен, хĕç-пăшаллă çыннисене вăрмана хăварнă пулĕ те... вара...» Ун пуçĕнчи шухăшсем, ним патне те пырса тухаймасăр, урлă-пирлĕ пăтрашăнса вĕçеççĕ. Юлашкинчен вăл хăй паçăр тухнă алăк патне пычĕ те виçĕ хутчен аллисене шаплаттарса çапса илчĕ—тĕпелти алăкран çап-çамрăк хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.
— Чей! —кăшкăрчĕ вăрă ун çине пăхмасăрах. Хĕрарăм, кутăн-кутăн чакса, çав алăкранах кĕрсе кайрĕ, çийĕнчех урайĕнчи упа тирĕ çине чечеклĕ çивитти тухса сарчĕ, унтан пысăк ывăспа чей куркисемпе чашăксем, эреш тĕрĕллĕ савăтпа сахăр, вĕри сăмавар кăларса лартрĕ, хăй каялла кĕрсе çухалчĕ.
— Лар, — сĕнчĕ вăрă, кавир çине кăтартса. Хăй, урисене турккăлла хуçлатса, сăмавар çывăхне ларчĕ, куркасене чей тултарма пуçларĕ.
Петр Петрович та, хăнăхман урисене кил хуçи пекех хуçлатма тăрăшса, ăна хирĕç ларчĕ.
— Ĕçер, — терĕ Шаккур, кĕтмен хăни умне чей тултарнă курка лартса.
— Эпĕ санăн чейне тиркеместĕп. Аллах çăкăр-тăвартан аслă пулма хушман. Анчах малтан çакăнтан пуçлăпăр, — тесе, Петĕр çур литр коньяк кăларса лартрĕ, унтан:— Ан хăра. Таса. Малтан хам ĕçсе паратăп, — тесе хушса хучĕ.
Шаккур чунĕ лăштах пулчĕ: власть çынни пулсан, капла тăвас çукчĕ. Çапах та асăрхануллă пулмалла — чĕрене тăруках уçса пама юрамасть.
Ĕçрĕç.
— Кала-ха, мĕнле хăйрăн эсĕ ман пата пĕччен килме? — ыйтрĕ Шаккур.
— Мĕнле-и? — каллех куçĕсене сиктермесĕр вăрă çинелле тинкерсе пăхрĕ Петĕр. — Çаплах.
— Çапах та?
— Ăнланатăп-ха, эсĕ хăвна ăслă, чее, вăйлă çын тесе шутлатăн. Эпĕ, акă, санран ăслăраххисене те, чеереххисене те, вăйлăраххисене те курса пăхнă, вĕсене те çĕнтернĕ. Çавăнпа темелле пулĕ.
— Эсĕ ăçта вĕреннĕ?
— Питĕрте, —суйрĕ Петĕр. Хăй çав хушăрах çур стакан коньяк тултарчĕ. — Кала-ха тарçуна кунта кĕме, — терĕ.
Шаккур, паллах, ним тума аптăраса тăчĕ — мĕне пĕлтерет ку япала? Анчах хальхинче хирĕçлеме хăяймарĕ, аллисене икĕ хутчен шаплаттарса çупрĕ те, пӳрт алăкĕнчен çав самантрах мăйăхлă йĕкĕт вăркăнса кĕчĕ.
— Ме ак, пĕрне ху ĕç, тепĕрне ман ямшăка тухса пар, — стакансене ун еннелле тăсрĕ Петĕр.
Йĕкĕт куçĕсемпе хуçи çине пăхса илчĕ, Шаккур пуçне сĕлтсе кăтартрĕ те, ку стакансене илсе каялла тухрĕ.
— Ку мĕне пĕлтерет тата? — тĕлĕнчĕ вăрă.
— Ан васка эсĕ, вăхăчĕпе пĕлĕн. Эпĕ ырă çынпа ырă пулма, ырă ĕçе ыррипе тавăрма хăнăхнă, — каллех Шаккура куçĕнчен чăрр! пăхрĕ Петĕр.
— Темех ырă ĕç тума пултаратăн эсĕ маншăн? — иккĕленчĕклĕн куланçи турĕ хуçа.
— Асту, унран сан хăвăн пурнăçу килет. Чейшĕн рехмет, — Петĕр ура çине тăчĕ, ылтăн вăчăраллă сехетне кăларса пăхрĕ. — Манăн вăхăт тухрĕ, кĕтетĕп.
Çак самантра мăйăхлă çамрăк пушă стакансене илсе кĕчĕ.
— Абдула кала, ĕнерхи икĕ тимĕр кăвак лашана çак çынна парса ятăр, — хушрĕ ăна Шаккур.
Иĕкĕт пуçĕпе сулчĕ те хăвăрт çаврăнса тухса кайрĕ.
— Халĕ сирĕн сăмаха кĕтетĕп, — Петĕр умне пырса тăчĕ хуçа.
— Эпĕ те хам сăмаха тытатăп. Пĕл эппин: ыран сана арестлеме килеççĕ. Ирĕкре пурăнас, пуçу хулпуççи çинче чипер сывă çӳретĕр тесен, пĕтĕм ылтăн-кĕмĕлне, хаклă япалусене пух та кĕçĕрех Урала, Çĕпĕре е ăçта та пулин урăх çĕре тухса вĕçтер. Атту секим башка пулать. Ăнлантăн-и? Сывă пулса çӳре эппин. — Петĕр пĕр самант хушшинчех шурса кайнă Шаккур еннелле аллине тăсрĕ.
— Чим, тăхта, кам пултăн вара эс? — аранах хăйне алла илчĕ Шаккур.
— Хамăр çын. Сан вĕçне çитнĕ, кĕçех пирĕн те çитет. Çапла, вăт.
— Мĕншĕн тӳрех каламарăн?
— Тӳрех каланă пулсан, ĕненместĕнччĕ. Васка. — Петр Петрович тухса кайма хатĕрленчĕ.
— Чим, тăхта, пĕр минут. — Шаккур çавăнтах тепĕр пӳлĕмне кĕрсе, упа тирĕнчен çĕлетнĕ тăлăп илсе тухрĕ. — Ил. Рехмет килсе пĕлтернĕшĕн.
— Рехметне мана мар, тетене каламалла. Çавă пĕлтерме хушса ячĕ. Шаккур хăй вăхăтĕнче мана тĕкĕнмерĕ, çавăншăн ку хыпара çитсе пĕлтер терĕ.
— Кам вăл сан тетӳ?
— Лавккаç. Захар Петрович.
— А-а, Захар. Лавккаç. Аван пĕлетĕп. Вăл каларĕ пулсан, тĕрĕс сăмах. Акă Захар валли. Пĕрех юлаççĕ, — терĕ вăл тăлăпне Петĕр еннелле тăсса.
— Асту эппин, кĕçĕр тухса каймасан, кая юлатăн. Вара пире ан ӳпкеле. Пар аллуна. Тен, Çĕпĕрте тĕл пулăпăр.
Темиçе минут çеç хăйне урса кайнă арăслан пек тытнă çын тăруках мĕскĕн кушак çури пек чупкалама пуçларĕ. «Каятăп. Кĕçĕрех тухса каятăп. Рехмет, рехмет, ĕмĕр манмăп», — çине-çинех тав тума тытăнчĕ Шаккур.
Вĕсем алă парса уйрăлчĕç.
Каçпа, хĕвел анаспа, Чăваш Яшмин Çĕнĕ кас урамне хĕвелтухăç енчен улма чăпар ăйăр ташласа килсе кĕчĕ. Тăрантасран кăкарнă икĕ тимĕр кăвак, пичевринчен юлас мар тенĕ пек, çăмăллăн ярăнса утаççĕ.
Иван ăйăра Паласкас енне тытрĕ. Хальхинче темĕн чухлĕ çын урама чупса тухрĕ. Петĕрпе лашасем çине пăхаççĕ те, пĕççисене шарт! çапаççĕ.
Петĕр ямшăкне Ваçлей тетĕшĕ патĕнче мар, Захар Петрович тĕлĕнче чарăнма хушрĕ.
Улма чăпар, пуçне ухса, Сахар хапхи умне çитсе чарăнчĕ. Тăрантас хыçĕнчен кăкарнă тимĕр кăваксем, урампа хăйсен хуçи лĕпĕстетсе чупса аннине асăрхасан, хăлхисене чанк! тăратрĕç, пуçĕсене сĕлтрĕç.
Кĕçех крыльца çине Сахар хăй тухрĕ. Хыçĕнче — ачисем. Петĕр, туйипе шаклаттарса, ун патне хăпарчĕ.
— Тавах, тăванăм. Хамăр ратне-хурăнташ ятне çеç мар, ял-йыш ятне те тепĕр картлашка хăпартрăн. Тавах. Атя, кĕрер эппин. йăлтах йĕркипе каласа пар. — терĕ вăл, унтан çынсен умĕнчех ăна ăшшăн лăпкаса илчĕ.
— Тăхта-ха, Захар Петрович. — Петĕр, кутăн çаврăнса, туйине тăрантас еннелле тăсса кăтартрĕ, Ивана упа тирĕнчен çĕлетнĕ тăлăпсене илсе кĕме хушрĕ.
— Ку тата мĕне пĕлтерет? — тĕлĕнчĕ хуçа.
— Шаккур парни. Иксĕмĕре икĕ тăлăп. Ун пеккисем иксĕмĕрĕн те çукчĕ-ха.
Вĕсем пӳрте кĕрсе кайрĕç.
Ваçлей, чупса çитсе, лаши мăйĕнчен çакăнчĕ, ĕсĕклеме пуçларĕ. Тепĕр лаши, тулхăркаласа илсе, хуçине лăплантарасшăн пулнă пек, ун çумне тутипе сĕртĕнкелерĕ.
Маларах кайса, вулакана кунта çакна та пĕлтерсе хавармалла. Следстви вăрахчен пынă хыççăн 1927 çулта суд йышăннă приговор тăрăх, Шаккура вăрă-хурахла тискер ĕçĕсемшĕн Хусанта персе пăрахнă.
Уйра
Сахар лаши çурăмĕ çине хăмăр сăранран çĕленĕ йĕнер хучĕ те ăна хырăмĕ тавра туртса çыхрĕ, вара çăмăллăнах утланса ларчĕ те хире тухса кайрĕ. Чăваш Яшмин уйĕ ялăн кăнтăр енче сарăлса выртать. Вăл, хăйне шăп çурмалла касса ял витĕр Паласа юхса кĕрекен Сĕре çырмине шутламасан, кăштах ял еннелле пăхтарса сарнă акăш-макăш пысăк урай майлă курăнать. Çакă вăл çынсемшĕн те, янаварсемшĕн те лайăх. Сурат пек шаршанласа купаланă кĕлтесем тиенĕ йывăр ритвана лаша ана çинчен аран-аран çул хĕррине туртса тухнă хыççăн хуçи лав çине хăпарса ларать. Малалла тиевлĕ лава туртса пыма вăй нумаях та кирлĕ мар: анаталла ритван хыçалтан такам тĕртсе пынă пекех çăмăллăн ял еннелле кусать.
Уйра виçĕ пусă. Кукшă уйĕпе чикĕленекеннине кăçал çуртрисем акнă. Унта тулă, пăри, сĕлĕ, ясмăк, пăрçа, хуратул, вир ашкăрса çитĕнеççĕ. Юнашарри — хытта хăварнă пусă. Ун çийĕн ĕне, пăру, сурăхпа качака тата сысна кĕтĕвĕсем çӳреççĕ, пуçĕсене çĕклемесĕр тĕрлĕрен курăка çисе пынă майăнах хăйсен тислĕкĕпе тата шĕвекĕпе çĕре те апатлантарса пыраççĕ. Юланут çинчен пăхсан, çав кĕтӳсем Сахара ешĕл тинĕс çийĕн тĕлсĕр-йĕрсĕр çуртсем лартса тухнă ерипен шăвăнакан утравсем пек курăнаççĕ. Сылтăмри пусăра — ыраш. Халĕ вăл аякран вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлакан сарă пусма тăрăхĕ пекех туйăнать. Сахар лашине çав енне çавăрчĕ те пусă хĕррипе ерипен малалла уттарса кайрĕ. Мĕнле кăна юрă-кĕвĕ шăранмасть-ши таврара. Озеров тӳсеймерĕ, лашине чарсах итлеме пуçларĕ. Малтанах ăна хăйĕн пуçĕ тăрринче тăри тăрăлтатса юрлани кăсăклантарчĕ. Пуçне унталла-кунталла пăркаласа, кăн-кăвак та сеп-сенкер тĕпсĕр тӳпери хĕвел еннелле каçăртса, чылай шырарĕ вăл юрă ăстине. Юлашкинчен тупрĕ-тупрех. Чăх çăмарти пысăкăш хăмăр тĕслĕ кайăк икĕ çунатне икĕ енне сарнă та сывлăшра пĕр вырăнтах чĕтренсе тăрать, юррине вара пĕр чарăнмасăр шăрантарать. Унччен те пулмарĕ, юрăçа тĕпсĕр тӳперен çакса янă куçа курăнман çип сасартăк пач татăлса кайнă пекех пулчĕ — вăл сывлăшри муклашка пек çул çине ярăнса анчĕ те ыраш хăмăлĕ хушшине шăши пек чупса кĕрсе çухалчĕ. Ун хыççăнах Сахар хăлхине путене уçă та янравлă сассипе пĕт-пĕлтик, пĕт-пĕлтик тесе юрлани пырса кĕчĕ. Вăл сывлăшра мар, таçта, маларахри çурпилĕк çинче, çулран инçерех те мар юрлать. Сисмен-туман çĕртенех мал енчен килнĕ ăшă сывлăш хумĕ юхса иртрĕ. Сахар малалла уттарчĕ, йĕри-тавра пăхкаласа пычĕ. Нумаях та каймарĕ—лаша тăп! чарăнчĕ, пуçне ыраш уйĕ еннелле пăрчĕ, унтан хăй çинче ларса пыракан хуçи çине пăхрĕ. Озеров яштах сиксе анчĕ, лашине мăйĕнчен сăтăркаласа, çамкинчен ачашларĕ, вара пĕр виçĕ утăм шаларах кĕрсе, ана паллине шырарĕ. Акă вăл. Çап-çаврака ункă. Ку — хушаматăн пуçламăш сас паллийĕ. Озеровăн лаши тĕлĕнмелле ăслă иккен: вăл иртнĕ кĕркунне ыраша ăçта акса хăварнине астуса юлнă та халĕ шăп та лăп хăйсен çурпилĕкĕ умне çитсе чарăннă. Сахар ана çинчен тухса лашине тепĕр хут ачашларĕ, «маттур, маттур» тесе, кĕсйине чикнĕ çăкăр чĕллине çитерсе ячĕ. Хуçа тепĕр хут ана пуçне пырса тăчĕ, пĕр пучахне татса ăна ывăçĕ çинче шĕкĕлчерĕ. Унтан ывăçĕнчен пĕр пĕрчине илсе авса пăхма тăчĕ — вăл патах хуçăлчĕ. Вара темиçе пĕрчине чĕлхи çине хурса чăмласа пăхрĕ те хăй тĕллĕнех: «Пиçнĕ, ыранах вырма тухмалла», —терĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...