Çавраҫил :: Вунпĕрмĕш сыпăк
— Тĕрĕс. Ăçтан пĕлтĕр ман шухăша? — тĕлĕнчĕ хĕрарăм.
— Эпĕ çын мĕн шухăшланине куçран пăхса пĕлетĕп. Хăçан хушатăр, çав минутра хатĕр пулать. Çемçе хыçлă çуна та, ăна кӳлсе тăратнă урхамах та, ăсатма пыракан çап-çамрăк хитре ямшăк та.
— Эпĕ сире, Петр Петрович, мĕнле тав тумаллине те пĕлместĕп. Ыран мар, тепĕр кун ир-ирех, ял халăхĕ хускаличчен, кайсан аванччĕ те, темле çав, тем тăватăр.
— Нимĕнле темлесем те çук. Эсир мĕнле хушнă, çапла. Тепĕр кун, çутăлнă тĕле, ман урхамах сирĕн çурт умĕнче пулать. Çав вăхăта хăвăр та, илсе каймалли япалăрсем те хатĕр пулччăр, — татăклăн каларĕ хуçа.
— Çĕр çĕклейми тав сире, Петр Петрович. Эпĕ каям-ха эппин. Каланă вăхăтра кĕтетĕп вара, — тесе, Зоя Сергеевна каялла çаврăнма тăчĕ, анчах унăн çулне хăйĕн пысăк кĕлеткипе хуçа пӳлчĕ.
— Çук, Зоя Сергеевна, сире çĕр хута киле пĕр-пĕччен кăларса ямастăп. Çул çинче инкек-синкек пулсан, ответне камăн тытмалла пулать? Манăн. Пĕр минут çеç тăхтăр. Хам ăсатса яратăп. — Озеров пĕр алăкран кĕрсе кайрĕ, часах каялла тухрĕ. Çак хушăра вăл çине каракуль çухаллă пальто, пуçне çавăн йышшиех шĕвĕр çĕлĕк тăхăнма ĕлкĕрнĕ, кĕсйине мĕн чикмеллине те манман. — Кайрăмăр, матушка, — тесе, Петр Петрович алăкне уçрĕ, лампине сӳнтерсе, крыльцана тухрĕ, лавккине питĕрсе илчĕ.
Зоя Сергеевнăна сулахай аллинчен ачашшăн тытса, крыльца çинчен анма пулăшрĕ.
— Тавах, Петр Петрович, анчах урампа капла каймăпăр. Эсир хыçаларах пырăр, — асăрхаттарчĕ матушка.
— Ку та тĕрĕс. Çапла кирлĕ.
Петр Петрович матушкăран вунă-вун пилĕк метр хыçаларах утса пычĕ. Анчах та вăл çак вăхăтра хӳме çурăкĕнчен Анюк сăнаса тăнине те, çамрăк хĕрарăмăн чун-чĕри мĕнле хыпса çуннине те пĕлмерĕ.
Пуп çурчĕ патне çитеспе Озеров матушкăна хуса çитрĕ, ăна хулĕнчен тытса, юнашар утма пуçларĕ. Çитрĕç. Шала кĕчĕç. Зоя Сергеевна кухньăри çиччĕллĕ лампăна çутса ячĕ, каялла прихожие тухрĕ.
— Петр Петрович, тен, пире сума суса, чей ĕçсе каятăр? — сĕнчĕ пуп майри.
— Мĕнех, ятлă-сумлă çынсем патĕнче чей ĕçме эпĕ хирĕç мар, — килĕшрĕ лавккаç.
— Эппин, пальтăра хывса çакăр.
Петĕр çĕлĕкĕпе пальтине, чуссăнкки калушĕсене хыврĕ, вара хăй умĕнче анраса тăракан хуçа майри патне пычĕ.
— Ирĕк парсамăр, матушка, — тесе, лешĕ ним калама ĕлкĕричченех пустав пальтине хыврĕ. — Кăна кунта мар пуль-ха, шала çакмалла пуль? — тӳрех хăюланчĕ Озеров.
— Калăр-ха, Петр Петрович, кунашкал культурăна ăçта вĕреннĕ эсир? — тĕлĕнчĕ пуп майри.
— Пурнăç вĕрентнĕ мана. Хусана кайсан, эпир, тетепе, Захар Петровичпа, чи пуян та чи чаплă Хусан хуçисем патне чарăнатпăр, — суйрĕ Озеров. Хĕрарăмсем умĕнче хăйне мĕнле тытмаллине лайăх пĕлет вăл.
— Эпĕ хам та Хусанти гимназире вĕреннĕ те, анчах хула хуçисем патĕнче пулса курман. Халĕ, акă, ниçта тухмасăр, никама курмасăр, çак шăтăкра пурăнатăп. Эпĕ пальтине кĕрсе çакам-ха. Эсир кухньăна тухăр, — тесе, матушка шап-шурă алăкран кĕрсе кайрĕ, часах каялла тухрĕ. — Эпĕ сăмавара чĕртем, эсир унччен, акă, журналсем пăхкалăр.
— Матушка, тен, чей таврашĕ кирлех те мар пулĕ. Манăн, акă, чейрен лайăхраххи пур кунта, — терĕ те Озеров, сĕтел çине коньяк кăларса лартрĕ. — Акă, ăна ĕçнĕ хыççăн çыртмалли те пур. — Лавккаç шалти кĕсйинчен кĕмĕл хутпа чĕркенĕ шоколадсем кăларчĕ. — Черккесем илĕр те ларăр, матушка.
Пĕр вăхăтлăха Зоя Сергеевна пач аптăраса ӳкрĕ, ним калама та пĕлмерĕ, анчах ерипен-ерипен хăйне алла илчĕ-илчех.
— Апла мар, Петр Петрович, эсир мана тӳрех хĕссе ан лартăр. Чĕнессе те «матушка» тесе мар, просто Зоя тесе чĕнĕр.
— Çапла пултăр эппин, Зоя-Зоечка, — килĕшрĕ Озеров.
— Кунта хăни эпĕ мар-ха, эсир. Çавăнпа мана эсир мар, манăн сире хăналамалла.
Урисене çемçе тапăчкăсем, çине чечеклĕ пурçăн халат тăхăннă хуçа майри хыпалансах ĕçлеме пуçларĕ. Пĕр самантрах сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрлерĕ. Юлашкинчен вăл пĕр кĕленче кагор килсе лартрĕ, малтан хăна умне çĕçĕпе вилка хучĕ.
— Зоя Сергеевна, каçарăр та, сирĕн чĕннĕ хăнасем татах пур-им? — ыйтрĕ лавккаç.
— Ман патăмра хăнасем пулман, Петр Петрович, пулмаççĕ те. Эпир кунта иксĕмĕр çеç, — тесе, кил хуçи Озерова хирĕç вырнаçса ларчĕ. —Хăни вырăнне те, хуçи вырăнне те эсирех пулăр.
— Апла, Зоя Сергеевна, ирĕк парсамăр.
— Тархасшăн.
Озеров коньяк кĕленчине уçрĕ.
— Малтан çакăнтан пуçлар. Ку пилĕк çăлтăрли, пуринчен те асли, — терĕ те вăл черккесене тултарчĕ, пĕрне кил хуçине тыттарчĕ.
— Петр Петрович, эпĕ халиччен коньяк ĕçмен. Кагор сыпкалатăп...
— Ĕçмен пулсан, Зоя Сергеевна, тутанса пăхăр. Эпĕ сирĕн сывлăхшăн ĕçетĕп. Тĕппипе. Эсир камшăн?
— Эсир ман сывлăхшăн пулсан, эпĕ сирĕн сывлăхшăн.
Вĕсем пилĕкĕсене ылтăн шывĕпе сăрланă черккесене чуптутарчĕç, вара иккĕшĕ те пĕр харăсах пушатрăç.
Озеров кил хуçине шоколад тыттарчĕ.
— Тавах, Петр Петрович, пирĕн вара çук кун пек япала.
— Эпир ăна Хусантан хамăр валли çеç илсе килетпĕр, сентресем çине кăлармастпăр. Кăларсан та ялти халăх илмест ăна — хаклă. Сирĕн пек ятуллă, шăратса тунă пек хитре те тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ çамрăк хĕрарăма эпĕ Хусанта та, Мускавра та, Питĕрте те курман. Вăл, тĕнче тĕлĕнтермĕш пирĕшти, хамăр ялтах пытанса пурăнать. Упрамалла сирĕн, Зоечка, ку кĕлеткене. Акă мĕншĕн çуллă апат çиме юрамасть сире. Халĕ хăшне ĕçер? Малтан çакнах пушатар пуль, э, Зоечка?
— Хăвăра, Петр Петрович, çавнах ярăр, мана çитет пуль...
— Ман шутпа, çитмест пуль. Ку вăл кăштах калаçмалăх, чĕлхене çемçетмелĕх кăна. — Озеров черккесене тултарчĕ. — Килĕр-ха, Зоечка. Кăна эпĕ иксĕмĕр паллашнă ятпа ĕçетĕп. Эсир вара?
— Эсир мĕншĕн, эпĕ те çавăншăнах.
Вĕсем черккисене шаккаса ĕçрĕç. Озеров хĕрарăма тепĕр шоколад тыттарчĕ.
— Тĕрĕссипе, Зоечка, сирĕнпе тахçанах паллашасшăн хыпса çуннă эпĕ. Пĕлетĕр-и, хăçан çуралнă çав туйăм ман?
— Çук, пĕлместĕп. Кăна эсир, Петр Петрович, ахаль калатăр пуль. Мана, тăлăха юлнă çамрăк хĕрарăма, астарасшăн. Эсир такама та астарса курнă пуль, э, Петр Петрович? — йĕхĕлтетме пикенчĕ хĕрарăм, хаяр коньяк пуçне кайса пынă май.
Озеров ку сăмахсене илтмĕш пулчĕ.
— Пĕлтĕр, халăх уявĕнче курнăччĕ эпĕ сире. Куртăм та, хăть ĕненĕр, хăть ан ĕненĕр, юратса пăрахрăм. Сирĕнпе тĕл пулса калаçма яланах меллĕ самант шырарăм. Акă эпир тинех иксĕмĕр пĕрле. — Петр Петрович тăчĕ, тепрер черкке тултарчĕ, хуçапа тепре шаккаса ĕçрĕ, вара ун хыçне пырса тăчĕ, икĕ аллине те хĕрарăм хулпуççисем çине хучĕ. Зоя Сергеевна яштах сиксе тăчĕ, тайкаланса кайрĕ. Кăна чее хĕрарăм юриех çапла тунине Петр Петрович çийĕнчех тавçăрса илчĕ. Вăл ăна çупăрласа тытрĕ. — Зоечка, мана горницăна кăтартса çӳре-ха. Унта сирĕн манăннинчен чаплă пуль?
— Сирĕннех çитес çук та, айтăр, кăтартам эппин, — тесе, хуçа малалла утрĕ. Петĕр ăна хăй çумне хытăрах та хытăрах чăмăртаса пычĕ. Çак çамрăк матушкăна килĕшрĕ пулас: вăл хирĕçмерĕ, вут пек çунакан кĕлеткипе вăйлă та кĕрнеклĕ арçын çумне тата хытăрах пăчăртанма тăрăшрĕ. — Лампи çӳлте çав... Вăтăрли унта... Пукан лартса çутмалла... — мăкăртатрĕ хĕрарăм.
— Юрĕ, эппин, Зоечка, халĕ çутса тăрар мар. Çынсем курсан тем шутлама пултарĕç, — терĕ те Петĕр, ытамĕнчи хĕрарăма тата хытăрах пăчăртарĕ, часах çывăрмалли пӳлĕмри вырăн çине вырттарчĕ...
Иван матушкăна вулăс пульницине икĕ хутчен илсе кайса килчĕ. Арăмĕ упăшки валли кашнинчех тутлă апат-çимĕç илсе кайрĕ. Вуншар минутлăха уйрăм пӳлĕмре упăшкипе ларма ирĕк пачĕç ăна. Анчах вĕсемпе пĕрле пĕр сестра та пулчĕ. Пульницăри йĕрке çапла иккен. Вăл сехечĕ çине пăхсах ларать. Вунă минут иртсен: «Вăхăт тухрĕ», — тет те сестра, уйрăлма хушать.
Виççĕмĕш хут кайсан, Зоя Сергеевнăн чĕри чутах çурăлмарĕ. йĕркеллĕ калаçса ларнă хушăрах Якку атте пуканĕ çинчен пăнкăлт! туса урайне ӳкрĕ те, алли-урипе турткаланма пуçларĕ, çăварĕнчен юн юхса тухрĕ. Матушка ун патне ыткăнчĕ, анчах сестра ăна çавăнтах ярса тытрĕ: «Юрамасть, юрамасть, сирĕн тухмалла», — тесе, Зоя Сергеевнăна тепĕр пӳлĕме çавăтса кайрĕ, пукан çине лартрĕ.
— Йывăра ан илĕр те, Зоя Сергеевна, эсир текех кунта килсе ан çӳрĕр. Сирĕн упăшкăра талăкне тăват-пилĕк хутчен тытамак тытса пăрахма пуçларĕ. Ыран ăна Хусан пульницине илсе каяççĕ. Унта сире кĕртмессе те пултараççĕ. Малтанласа, пĕр-икĕ çуллăха. Кайран курăнать унта, — пĕр пытармасăр пĕлтерчĕ сестра.
Киле таврăнсан, Зоя Сергеевна пĕр эрне хушши ниçта тухмасăр пурăнчĕ. Озеров килсе лăплантарасса кĕтрĕ, анчах лешĕ çук та çук.
Эй, Хветут, Хветут
Сахар Пăваран тавар тиесе килнине курса юлнă Хветут нумай тытăнса тăмарĕ, хул хушшине пушă михĕ хĕстерчĕ те ерипен тĕнкĕртетсе ун патне каçрĕ. Карташне кĕрсе тăнă кӳрше хуçа çийĕнчех асăрхарĕ.
— Кил-ха, Хветут, кил, — тесе, Сахар, шĕвĕр пӳрнипе кăчăк туртса, ăна хăй патне чĕнчĕ. Кӳршĕ пырса та тăчĕ. — Эпĕ ĕнер каланă ыйтупа килнĕ пулас-ха эсĕ. Тĕрĕс калатăп-и? —ыйтрĕ Озеров.
— Тĕрĕсех, Сахар Петровчă. Çăнăх патне тесе каçрăм çав... — Хветут хăйĕн мăкăрти сăмахне каласа пĕтереймерĕ, яланах ĕçлĕ те канăçсăр хуçа ăна çавăнтах пӳлчĕ:
— Юрĕ. Эпĕ хам панă сăмаха нихçан та çилпе вĕçтермен, — терĕ, çавăнтах подвалран тухакан ывăлне асăрхарĕ. — Сергей, çак Хветута çăнăх парса яр-ха. Виçсе-туса ан тăр, хăйне мĕн чул кирлĕ, çавăн чухлĕ илтĕр, — кăтарту пачĕ вăл. Унтан çапла хушса хучĕ:— Асту вара, Хветут, ĕçĕ ĕç пултăр тесен, ăна çапла йĕркелесе пыр. Сăмакунне çителĕклĕ таранах хатĕрле. Кĕленчисене эпĕ сана хамах парăп. Пĕренесем турттарса килсен ĕçтерме пĕр виçĕ, четвĕрт пултăр. Пура пуракансемпе хăма çуракансене каçсерен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн парса пыма расна юхтар. Мăкласа лартнă чухне ĕçтерме вара ытларах та кирлĕ пулать. Ун чух пысăк ĕçкĕ тума та юрать. Анчах астăвăр, ĕç тумалла чухне хăвăр пĕр тумлам та ан сыпăр. Эсир карчăкупа иксĕр те ĕçме юратнине пĕлетĕп эпĕ. Кун пек ответлă вăхăтра хăвăра хăвăр тытăнса тăма пĕлмелле.
— Ăнлантăм, Сахар Петровчă, çĕр çĕклейми тав сана. Турă кăна пулăштăрччĕ, — мăкăртатрĕ Хветут.
Кĕлете кĕрсен, Сергей хăйпе юнашар тăракан мĕскĕнрен те мĕскĕн кӳршĕ çине пăхрĕ. Мĕнле çавнашкал çынсем пирĕшти пек Хрестука çуратма пултарнă? Эхер те турă чăнах та çав Хрестукпа пĕрлешме çырнă пулсан, епле-ха çак çынпа юнашар ларса çăкăр-тăвар çимелле, ĕçкĕ-çикĕ ĕçмелле? Анчах кунашкал шухăш йĕкĕт пуçĕнче вăрах тытăнса тăмарĕ — вăл Хветут пĕр- çĕртен шăлĕпе çыртнă, икĕ тĕлтен аллипе тытнă виç кĕтеслĕ миххе пысăк ывăспа ыраш çăнăхĕ тултарма пуçларĕ. Çăнăхĕ çур михĕрен иртсен, Хветут шăлне вĕçертрĕ те:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...