Çавраҫил :: Вуниккӗмӗш сыпăк


Лавкка пуш-пушах. Сентресем çинче пĕр япала та çук. Тарье, ним тума аптăранă енне, ахлатса илчĕ, пуçне чăмăртаса тытса, тăвăнчăклăн çӳç-пуçне лăскарĕ, ухмаха ернĕ пек çухăрса ячĕ:

— Мĕн пулса иртнĕ кунта?! — Вăл, тăпăл-тăпăл утса, ывăлĕ умне пырса тăчĕ. — Мĕншĕн çаплах çаратма ирĕк патăн эс ăна?! Мĕншĕн тетĕп, кала!

Сергей тап-таса сенкер куçĕсене мăч! мăч! тутарса илчĕ, амăшĕ çине тĕллесе пăхрĕ те:

— Эп ăçтан пĕлем? Хуçи атте. Аттерен мĕнле иртме пултарам? Хăв та ача-пăчан ашшĕ-амăш мĕн хушнине итлемелле тесе вĕрентетĕн-çке пире, — тесе хучĕ.

Тарье ку сăмахсем çине нимле хуравлама та аптăраса тăчĕ, вара асар-писер утăмсемпе сирпĕнсе тухрĕ те подвала анса кайрĕ.

Сергей, лавккана шалтан питĕрсе, картишне тухрĕ, подвалăн уçнă алăкĕ умне пырса тăчĕ. Лерен амăшĕ хăй тĕллĕн тарăхса кăшкăрашни илтĕнет. «Кунта та пулин пĕр япала хăварман, вĕри çĕлен! Усалсем ухмаха кăлараççĕ ăна... Ахаль урать-и? Çĕрĕ-çĕрĕпех антихристсен кĕнекисене вулать те... Çавсем, йăлтах çавсем тăнран суптараççĕ ăна...»

Пĕр хушă çапла хӳхлесе макăрнă хыççăн Тарье темиçе хутчен ассăн сывласа илчĕ, ахаль те тăртанса хĕрелнĕ куçĕсене кĕпе çаннипе шăлса типĕтрĕ те, хăйне лăпкăрах тытма тăрăшса, подвал алăкĕ патĕнче тăракан Сергей патне тухрĕ.

— Совета каймалла пулать, — терĕ вăл ывăлне. — Пыратăн-и пĕрле?

— Çук, пыраймастăп, анне. Атте: «Ниçта та ан çӳренĕ пултăр, пĕлсен, пуçна касатăп» тесе хăварчĕ, — суйрĕ ывăлĕ, çынсем умĕнче намăс курас мар тесе.

Тарье, эсĕ те аçу хăраххиех тенĕ пек, тутине пăрса ывăлĕ çине сиввĕн пăхса илчĕ те урăх нимĕн те шарламарĕ, лавккине тултан çăрапа питĕрчĕ, уççине хĕвне чикрĕ, крыльцаран васкамасăр анса, пĕчченех тăвалла утрĕ. Малтан вăл ял Советне мар, кооператив лавккине кĕчĕ, курчĕ те тĕлĕнсе тăчĕ: ара, Лариван, Левентейĕпе арăмĕ хулана куçса кайнă терĕç те, лавккинче унăн сутуçисемех ĕçлеççĕ-çке. Мĕнле ăнланмалла куна?

— Тимĕр, калаймăн-и, Нанайцева ăçта тупма пулать-ши? — ыйтрĕ вăл шурă халат тăхăннă сутуçăран.

— Хăй пӳлĕмĕнчехчĕ вăл. Авă, çав алăк, — аллипе тăсса кăтартрĕ сутуçă.

Тарье алăка шаккарĕ. «Кĕрĕр!» тенине илтсен, ерипен шала кĕчĕ, пуçне тайса сывлăх сунчĕ.

— А-а, Сахар Петровчă мăшăрĕ-çке. Иртех, иртсе лар, — сĕнчĕ Нанайцев, аллипе пукан еннелле кăтартса.

— Ларса тăрас мар пулĕ. Эпĕ наччаслăха çеç.

— Тем пиркиччĕ ĕнтĕ?

— Ара, таварсем пирки-ха. Аттене пытарма кайсан, тем ухмаххи пулнă ман старике, манпа калаçмасăрах лавккари пĕтĕм тавара Совета килсе панă. Хăй килте çук, пĕлместĕп, таçта мурне кайса çухалнă. Эпĕ çав япаласене каялла илсе каяс тесе килтĕм. .

Нанайцев — вăтам пӳллĕ, сарлака хул-çурăмлă, вăтăртан иртнĕ тĕреклĕ çын. Тарье çине куç хĕррипе пăхса илсе, ăна çапла каларĕ:

— Сахар Петровчă килсе панă таварсене уйрăм склада хунă. Ан çиллен те, Тарье инке, эпĕр вĕсене каялла парса яраймастпăр сана. Право çук пирĕн. Вăл таварсене комиссипе йышăннă, акт çырса, Казаков юлташа пичет те пустарнă. Унăн пĕр экземплярĕ ял Советĕнче, теприне Сахар Петровчăна хăйне панă. Çавăнпа эпĕ халĕ ку таварсем пирки нимĕн те калаймастăп, пулăшаймастăп та.

— Апла ман мĕн тумалла-ши? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Тарье. Нанайцев тăруках хуравламаннине курса, хĕрарăм малалла çатăртатса кайрĕ. — Мĕн тумалла ĕнтĕ манăн? Ăçта кайса пуçа чикмелле? Ултă ачапа нимсĕр тăратса хăварнă. Йăлтах, пĕтĕмпех, пĕр япала та хăварман...

— Аплах мар пулĕ те, — иккĕленчĕ Нанайцев.

— Мĕн аплах марри пултăр?! Ма мăшкăллатăн ахаль? —сасартăках тарăхса кайрĕ Тарье. — Эпĕ санран пулăшу ыйтма килтĕм. Эсĕ вара, Çтаппан Çтаппанчă, манран кулма пуçларăн. — Унтан, лăпланнă пек пулса, хăйне хăй алла илчĕ. — Пур-ши пăрччататлĕ Советра?

— Казаков юлташа Шупашкара чĕнтернĕ. Вăл эрнесĕр те пулмасть, — кĕскен тавăрчĕ Нанайцев. — Секретарĕ кунтах пулма кирлĕ.

— Юрĕ, эппин, хăйнех кĕтме тивет. Тен, унччен ман ухмаххи хăй те таврăнĕ, — тесе, Тарье председатель пӳлĕмĕнчен тухрĕ, ял Советне кĕмесĕрех каялла кайрĕ.

Килне çитсен, вăл ним тăвиччен малтан сарлака крыльца çине хăпарчĕ, çăрине уçса, лавккана кĕчĕ, нӳрлĕ çĕтĕкпе сентресене сăтăрса тасатрĕ, урайне шăлса кайрĕ. Вовăпа Оля пулăшнипе пружина матраслă кравате кайри пӳртрен малтине куçарчĕ, мамăк тӳшек сарса, малтан чăлт-шурă çитĕ, ун çинчен чечеклĕ утиял витрĕ, пĕр-пĕрин çине пилĕк-ултă кăпăшка минтер купаларĕ. Халĕ ĕнтĕ пӳрт ăшчиккине унчченхи сăн кĕчĕ те темелле. Тарьен ăш-чикĕ те кăштах хăй вырăнне ларчĕ пулас-ха, ачи-пăчине ятламарĕ, апат та пĕçерсе çитерчĕ, вырăн сарса парса çывăрма вырттарчĕ, килте Сергей курăнманни çеç пăшăрхантарчĕ ăна. «Ăçта кайса çухалнă-ха вăл? Тен, çав леш кĕрт ами Хрестукпах таçта пăшăл пăтти пĕçерсе ларать пулĕ? Ах, тупнă та хĕр, куçпа курмăттăмччĕ пĕрех хут...»— хăй ăшĕнче тарăхрĕ вăл.

 

Тетĕше патĕнче

Çак вăхăтра Сергей тĕп çуртра Петр Озеров тетĕшĕпе калаçса ларчĕ.

— Петĕр тете, ман шутпа, атте сирĕн пата кĕмесĕрех тухса каймалла мар пек. Эсир пур ыйтăва та иксĕр пĕрле канашласа тататăр. Кăна эпĕ лайăх пĕлетĕп, — терĕ Сергей, тетĕшĕ çине çивĕч пăхса.

— Йăнăшатăн, Сергей. Тепĕр чухне эпĕ ăна хам та ăнланаймастăп. Шухăшĕпе пĕр тĕрлĕ вăл, ĕçĕпе пач урăхла.

— Кăна эсир ахаль калатăр. Атте сирĕнтен нимĕн те пытармасть. Ĕçре эсир пĕр шухăшлă çынсем, —çине тăчĕ Сахар ывăлĕ. — Тата акă мĕн иккĕлентерет мана. Атте килте чух эсир пирĕн пата кашни кун пыраттăр. Халĕ, атте çухалнăранпа, ура та ярса пусмастăр. Тем тесен те, кайнă чух вăл сире мĕн те пулин асăрхаттарса хăварнă. Тархасшăн, тĕрĕсне калăр. Атту эпĕ аннепе мĕн тумаллине, ăна мĕн каласа ĕнентермеллине пĕлместĕп.

Петĕр пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ. «Ăслă йĕкĕт. Пурне те тĕрĕс чухлать... Анчах ăна тĕрĕсне калама юрамасть. Тете сăмахĕ — маншăн саккун», —терĕ вăл ăшĕнче.

— Инке таврăнчĕ-им-ха?

— Таврăнчĕ. Аттене тем тĕрлĕ ятласа пĕтерчĕ. Лавкка чӳречисене те, алăкне те уçрĕ...

— Çăра уççи пулнă-и вара унăн? — тĕлĕнчĕ Петĕр.

— Пулнă. Мана хăйпе Совета пыма чĕнчĕ те, эпĕ каймарăм. Атте ниçта та тухма хушман терĕм.

Петĕр сылтăм аллине тетĕш ывăлĕн хулпуççийĕ çине хучĕ.

— Кăна эсĕ тĕрĕс тунă. Инке пĕчченех кайрĕ-и?

— Пĕчченех.

— Вăт пулать хĕрарăм. Тем тесен те — таварсем пирки кайнă вăл. Лавккана тепĕр хут уçас пирки калаçмарĕ-и? — ыйтрĕ Петĕр.

— Хальлĕхе ун пирки шарламарĕ-ха. Анчах кам пĕлет ăна? Юлашки вăхăтра аттене ним вырăнне хуми пулчĕ. — Сергей ура çине тăчĕ.

— Вăл мана та ятламасть-и?

— Сирĕн пирки илтмен.

— Асту, Сергей, инке лавккана çĕнĕрен уçма хăтлансан, яхăнне те ан яр. Ун пек-кун пек сиксе тухсан, хам пата чупса кил.

Сергей килне пахчасем урлă таврăнчĕ.

 

Философсем

— Тăр, Сергей, тăр!

— Кам унта? Мĕн пулнă? —шартах сиксе тăрса ларчĕ хуçа ывăлĕ.

— Ывăлăм, питне-куçне çукала та, çула васкар. Апатне илтĕм эпĕ. Çул çинче çийĕпĕр, — терĕ амăшĕ.

Сергей çаплах нимен те ăнланмарĕ-ха. «Мĕнле апат, мĕнле çула?» Тăн кĕрсен тин:

— Анне, мĕн шутланă эсĕ? Эпĕ нимĕн те ăнланмастăп, — терĕ ывăлĕ, амăшĕ çине пăхса.

— Пăва хулине кайăпăр. Совета леçсе панă тавар вырăнне çĕннине илсе килĕпĕр. Вара лавкка çĕнĕрен уçăпăр. Вăр-вартарах пул, — васкатрĕ амăшĕ.

Сергей кăштах шухăша кайса тăчĕ.

— Çук, анне. Эпĕ санпа Пăвана та, ниçта та каймастăп. Атте хушман. Кун пирки ĕнерех каланăччĕ сана, — татса хучĕ вăл.

Тарье ывăлĕ умнех пырса тăчĕ. Темиçе çул каярах пулсан, вăл ăна çакăнтах лăскаса тăкнă пулĕччĕ, анчах халĕ ĕнтĕ Сергей хăйĕнчен те пысăк ӳссе кайнă. Ун çине текех алă çĕклеймĕн.

Аш-чикки тулса çитнĕ хĕрарăм кӳлнĕ лав тавра çаврăнчĕ, каллех ывăлĕ умне пырса тăчĕ.

— Çав хирĕçри кĕрт йытти вĕрентет сана. Аçу мар, вăл апла хушма пултарайман! —тарăхрĕ Тарье.

— Анне, таса хĕртен мĕншĕн апла мăшкăллатăн?! — хăтăрса тăкрĕ ывăлĕ те.

— Манпа пымастăн апла?!

— Пымастăп. Сана та кайма сĕнместĕп. Лавккана çĕнĕрен уçас шухăша та пуçăнтан кăларса пăрах!

— Эс, анчăк çури, мана ăс пама пуçларăн-и? Уç хапхана! —терĕ те Тарье, урапа çине хăпарса ларчĕ.

Сергей çаплах ним чĕнмесĕр пуçне усса тăчĕ. Тарье урапа çинчен вăшăл-вашăл сиксе анчĕ те пысăк хапхана яриех уçса ячĕ — лаша малалла утса та кайрĕ. Хуçа арăмĕ урапа çине ваштах сиксе ларчĕ. Хăй патнелле чупса килекен Сергее асăрхасан, амăшĕ ăна вĕçне хĕлĕх хунă чăпăрккапа питрен туртса çапрĕ — лаши шарт сиккипе Паласкас урамĕпе тăвалла вĕçтерчĕ, ывăлĕ, ал лаппипе питне чăмăртаса, картишне тăрса юлчĕ.

Кăнтăрлапа, ĕнерхи пекех пахчасем урлă, Сергей Петĕр тетĕшĕ патне кайрĕ, ăна паян ирпе килте мĕн-мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.

— Чим, питӳ çинче мĕнле йĕр санăн? — асăрхарĕ Петĕр.

— Анне чĕн чăпăрккапа сӳсе хăварчĕ. Юрать-ха, куçа тивмерĕ.

Петĕр, икĕ аллине те шăлавар кĕсйине чиксе, каллĕ-маллĕ утрĕ, лăпсăркка куç харшийĕсене выляткаларĕ.

— Çапах та кăларса ямалла пулман ăна, — Сергей çине пăхмасăрах утрĕ кил хуçи.

— Анне-çке-ха, Петĕр тете. Ун çине мĕнле алă çĕклес? Ют хĕрарăм пулсан, çавăнтах пĕтĕрсе лартмалла та, ĕçĕ те пĕтнĕ, —тетĕшĕнчен каçару ыйтнă пек каларĕ Сергей.

— Кăна эсĕ, Сергей, тĕрĕсех калатăн. Эпĕ анне çине алă çĕклеме мар, ун умĕнче арăма ятлама та хăратăп. Куратăн-и, эпĕ ăна, тăхăр вуннăран иртнĕ аннене, уйрăм пӳлĕмре усратăп. Апатне, хамăрпа юнашар лартса, чи лайăххине çитеретпĕр. Эпĕ, авă, Чутей Шаккурĕнчен те хăрамарăм, хам ун сехрине хăпартса хăвартăм, аннерен вара çаплах, ача чухнехи пекех, хăратăп, тата Сахар тете сăмахĕнчен иртейместĕп эпĕ, — терĕ те Петĕр, Сергей умнех пырса тăчĕ. — Çапах та, Сергей, лавккана уçма ирĕк памалла мар ăна. Унсăрăн пĕтермеллипех пĕтерет вăл пире.

— Апла мĕн тумалла, Петĕр тете? Кала. Вĕрент. Тен, хăв пырса ӳкĕтлĕн ăна. Вăл сана шутсăр хисеплет.

Петĕр каллех пӳлĕм тăрăх утма пуçларĕ.

—Хисеплет тетĕн. Ĕçкĕ-çикĕ мыскари хыççăн вăл мана пĕтĕм чун-чĕрипе кураймасть. Эс çавна та чухламастăн-и вара?

— Кăштах чухлатăп пулмалла. Çапах та кала-ха, Петĕр тете, анне таварпа килсен, лавккана уçас тесен, мĕн тумалла-ха манăн?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5