Çавраҫил :: Вунтӑваттӑмӗш сыпăк
Сахар таврăнать
Кĕркунне. Эрне каялла кăна-ха виçĕ талăк пĕр чарăнмасăр сивĕ çумăр чашлаттарса тăчĕ, пĕтĕм çĕр пичĕ нимĕр пек çăрăлма пуçларĕ. Уйрăмах тиевлĕ лавсем нумай çӳрекен аслă çулсем пăсăлчĕç, ланкашкаланса пĕтрĕç. Çумăрсем хыççăнах сивĕтсе пăрахрĕ те, çĕр çав хальлĕнех шăнса ларчĕ. Халь-халь юр çумалла.
Çутăлма енне кăна кайнă-ха. Тухăçра, пĕлĕт хĕрринче, малтанах хĕрлĕ кĕрен тĕс палăрчĕ. Кăшт çӳлерехре шупка сарă, çӳлерех çутă сарă, унтан тĕксĕм шурă йăрăмсем курăнаççĕ. Тата çӳлерех тĕксĕм сенкер чаршав карса илнĕ.
Çак вăхăтра Тури Яшми ялĕнчен çуранах пĕр çын тухрĕ. Вăл, аслă çул çинчи шăнса ларнă çĕр кӳмерккисем çинче такăнкаласа, Чăваш Яшми еннелле утать. Хăй çаплах тухăçри тĕссем мĕнле улшăнса пынине сăнать. Тĕксĕм сенкер чаршав ерипен сенкерленнĕçем йĕри-тавралăх çуталма тытăнчĕ. Инçетелле пăхса утакан çын хăй те сисмерĕ—пĕр пысăк муклашкаран такăнчĕ те çул çинелле тăрăнса кайрĕ, çилĕллĕн ятлаçса илчĕ. Унтан, алсине хывса, сăмсине тытса пăхрĕ— алă лăймакарах хĕрлĕ шĕвекпе хĕрелчĕ. Сăмсине ӳкнĕ чухне çапăннă шăн муклашка шăйăрнă иккен. Çын ура çине тăчĕ, шăлавар кĕсйинчен пĕчĕк тутăр кăларса, унпа суранне пускаларĕ, унтан костюмăн шалти кĕсйинчи блокнотран пĕр таса листине çурса илсе темиçе татăк турĕ, пĕрне сăмси шăйрăлнă вырăна çыпăçтарса хучĕ, ыттисене, кайран улăштарма тесе, кĕсйине чикрĕ. «Мĕншĕн вара çак тăнкăр-танкăр муклашкасем тăрăх утса пымалла? Аслă çул çумĕпе, уй хĕррипе, сукмак та пулмалла-çке». Вăл часах çав сукмак çине тухрĕ те хытăрах утма пуçларĕ. Çăлтăрсем пĕрин хыççăн тепри сӳнме тытăннă чухне çак çын Чăваш Яшмине пырса кĕчĕ, кĕçех Петр Петрович Озеров хапхинчен кĕрсе çухалчĕ. Ку çын инçе çултан таврăнакан Захар Петрович пулчĕ.
Пĕр-пĕрне чылайранпа курман тăвансем ыталашса, пĕр-пĕрне чуптуса илчĕç. Петĕр юратнă тетĕшне салтăнма пулăшрĕ, сăмса çинчи суранне ăшă шывпа çуса йод сĕрсе ячĕ те, чӳречине карнă кухньăри сĕтел хушшине ларчĕç. Пӳлĕмре ăшă, сĕтел çинче ĕçмелли-çимелли.
— Мĕнле, тете, çул хыççăн пĕрер черкке ĕçместĕн-и? — ыйтрĕ Петĕр.
— Пĕрре, тен, чармĕ, урăх кирлĕ мар. Луччĕ вĕри чей ĕçĕпĕр.
Пĕрер черкке коньяк тĕплерĕç. Çул çинче самаях выçнă Сахар хыпалансах вĕри яшка сыпма пуçларĕ.
— Ну, каласа пар, эп кайнăранпа мĕн-мĕн пулса иртрĕ кунта? — ыйтрĕ вăл, умĕнчи чашăк-тирĕке сĕтел варринерех шутарса лартса.
— Мĕн калас-ха ĕнтĕ. Хам пирки тесен, лавккана хупрăм эпĕ. Тĕрĕссипе, хуптарчĕç темелле. Ăйăра Хусана кайса„ сутасшăнччĕ те, ытла та юратнипе, пултараймарăм. Пĕлетĕн пулсан, уйăх каялла кунта артель йĕркелерĕç.
Унта хĕрĕхе яхăн хуçалăх пĕрлешнĕ. Ман çине шутсăр пысăк налук хучĕç. Ну, çавăн вырăнне тесе вара ăйăра илсе тухса кайрĕç. Артелĕн племенной ăйăрĕ пулать терĕç. Ана халĕ те Иванах пăхать.
— Иван кайрĕ-и сан патăнтан? — пӳлчĕ Сахар.
— Чылай пулать ĕнтĕ. Леш салтак арăмĕ Санюк патне киле кайса кĕчĕ. Колхоза чи малтан çырăнчĕç.
— Председательне кама лартрĕç-ха тата?
— Долотова. Леш çав алă ăсти Карачăм ывăлне.
— Ку пултармалласкер-ха. Хăюллă, тăнлă ача.
— Хветут та çемйипех кĕнĕ.
— А-а, ăна пĕлетĕп: çил ăçталла — вăл та унталла. Хăйĕн ăсĕ-пуçĕ çук. Хĕрĕ, чăнах та, маттурскер вара. Çапла çав, тепĕр чух ухмахсен те ăслă ача-пăча çуралать.
Сăмах хушшинче Петр Петрович Хрестука вăрласа кайни, Сергейпе Иван ăна мĕнле хăтарса таврăнни çинчен каласа пачĕ, унтан Захар Петрович ялтан тухса кайнă хыççăн килĕнче мĕн-мĕн пулса иртнĕ пирки те пĕлтерчĕ.
— Ай, турах, епле çавăрттарать-ха Тарье инке пурнăçа! — тетĕшĕ çинелле сăнарах пăхрĕ Петĕр. — Лавккана каллех уçрĕ вĕт. Сутă та хăех тăвать, таварсене те Пăваран хăех кайса илет. Эсĕ курман-ха, сан çурту умĕнче халĕ аллă пин кирпĕч купаланса выртать. Сергей Нĕркече кайса амăшĕ тунă договора прахăçлаттарнăччĕ те ĕç тухмарĕ. Инке тепре унта кайса килнĕ, йăлтах хăйне кирлĕ пек майлаштарнă. Вăт, çапларах сирĕн ĕçсем, тете. Сергей Мирун ĕçĕсене туса пырать, выльăхсем пăхать...
— Мирун килте мар-им тата?
— Вăл Çĕнĕ касри Якку арăмĕ патне киле кайса кĕчĕ.
— Ăс çитернĕ-ха...
— Вĕрентекенсем пулнă. Ах, мансах кайнă тата калама.
Сахара ку мар-ха, арăмĕ тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. «Апла, пытарнă ылтăна тупнă... Çавăнпа туяннă та кирпĕч», — чĕрине ыраттарса тавçăрчĕ вăл. Ăш вăркама пуçланипе Сахар шăллĕне сĕнмесĕрех тепĕр черкке коньяк тултарса ĕçрĕ. Кун пекки пулакан марччĕ-ха унăн.
— Пĕлетĕн-и, сан Сергей комсомола кĕнĕ вĕт-ха. Халь унта çавăрттарать.
— Апла, апла... —хăйĕншĕн ку пурпĕрех пулнă пек, нимĕн калама та аптăрарĕ Сахар.
Петр Петрович тетĕшĕ çине пăхса илчĕ.
— Ну, ху каласа пар тата, тете, ăçта-ăçта çитрĕн, мĕн курса мĕн илтрĕн? —сăмаха урăх еннелле пăрчĕ вăл.
— Çӳрерĕм, Çĕпĕрти таçти вырăнсене те çитсе куртăм.
Ӳркенмесен, кунти пек мар пурăнма пулать унта, — тере Захар Петрович, шухăша кайса. — Тайга тăрăхĕнче çурт-йĕр тума йывăç сутăн илес çук, кашни çемьеннех темелле — пĕр кĕтӳ выльăх-чĕрлĕх. Сунара çӳрекенсен кĕлет тулли тискер кайăк тирĕ. Калатăп-çке, юлхавланмасан, ой-ой мĕнле пурăнма пулать! Эпĕ çирĕпех унта куçса каяс шут турăм. Эсĕ пыратăн, паллах. — Вăл чӳрече каррине уçса пăхрĕ. Хĕвел урам вĕçĕнчи тирексенчен те çӳле хăпарнă. Çанталăк уяр.
— Тем тумалла, Петĕр. Кăнтăр кунĕнчех урампа киле анма аван мар пек темле, — шăллĕ куçĕсенчен пăхрĕ тетĕшĕ.
— Сан таçта васкамалли çук-ха. Выртса кан кунтах çул çинчен.
Икĕ черкке коньяк ĕçнипе çан-çурăмĕ лĕштĕр кайнă Захар Петрович диван çине выртнă-выртманах ыйхă пусса килнине туйрĕ, икĕ-виçĕ минутранах вăрăммăн сывла-сывла харлаттарма пуçларĕ.
Хăрушă хыпарсем
Ашшĕ вăранасса Сергей чылайччен пăшăрханса кĕтсе ларчĕ. Мĕнле юрататчĕ вăл ăна, мĕнле хисеплетчĕ. Ашшĕне вăл çĕр çинчи турă вырăннех хуратчĕ. Тĕнчере унран таса, унран ырă кăмăллă çын урăх çук та пуль тесе шутлатчĕ. Ашшĕн кашни сăмахĕ уншăн саккунччĕ, вăл мĕн хушнине яланах вăхăтра, чыслă, тирпейлĕ, пĕтĕм чун-чĕринчен тăрăшса пурнăçлатчĕ. Унран хăй мĕн шухăшланине, мĕн тунине нихçан та пытармастчĕ. Ашшĕ те ывăлĕнчен нимĕн те пытармастчĕ. Ларать Сергей, шухăшлать. Комсомол ретне кĕнĕшĕн ашшĕ ăна ятлама мар, мухтама çеç пултарĕ-ха.
Алкум алăкĕсене шăлтăр-шалтăр тутарса, пӳлĕм алăкне шап! хупса, Петĕр кĕрсе тăчĕ. Çак сасăпа Сахар шартах вăранчĕ, диван çине тăрса ларчĕ. Ун умне сăнĕ-пуçĕ юлман, пач шурса кайнă Петĕр пырса тăчĕ.
— Захар Петрович, хăрушă хыпарсем... Сахар ерипен тăчĕ те лăпкăн çапла ыйтрĕ:
— Мĕнле «хăрушă хыпарсем»?
— Эпĕ юлашки вăхăтра ниçта та тухманччĕ, ку хушăра ялта мĕн-мĕн пулса иртнине те пач пĕлменччĕ. Комсомола кĕнĕрен вара, акă, Сергей те килми пулчĕ ман пата. — Урай варринче шанк! хытса тăракан йĕкĕт çине аллине тăсса кăтартрĕ Петĕр.
Пĕр хушă пурте шăпăртах тăчĕç, чĕлхисене çăтнă пекех пулчĕç. Малтан Сахар хускалчĕ. Вăл, ывăлне асăрхасан, шăллĕ çинчен маннă пекех пулчĕ, Сергей патне пырса, ăна ыталаса илчĕ те:
— Эсĕ, ывăлăм, манран та пысăк ӳссе кайнă. Мĕнле-ха унта, килте? Мансăр пуçне мĕнле пурăнтăр? —терĕ.
— Килте, атте, пурнăç мар, чăн-чăн тамăк хуранĕ, — тавăрчĕ ывăлĕ.
— Юрĕ, юрĕ, ывăлăм. Петр Петрович кăштах пĕлтерчĕ-ха мана. Пĕтĕмĕшле илсен, Сергей, халĕ тамăк хуранĕ пирĕн килте кăна мар, тĕнчипех вĕрет. Çав тамăк хуранĕнчен никам пĕлмен таçти тайгана куçса кайсан çеç хăтăлма пулать.
— Анне унта кайма çапса вĕлереп тесен те килĕшмĕ.
— Вăл килĕшмесен, иксĕмĕр кайăпăр. Вовăна та пĕрле илĕпĕр.
Сергей кăштах шухăшласа тăчĕ.
— Атте, каçар та, санпа пĕрле эпĕ те пыма пултараймастăп пуль. Мĕншĕн тесен эпĕ халь комсомолец. Комсомол организаципе калаçса татăлмасăр мана хам тĕллĕн тухса кайма юрамасть, — терĕ ывăлĕ.
— Ку тата лайăх. Çĕнĕ çĕре комсомол организацийĕ йĕркелеме каятăп тесен, сана хапăлласах яраççĕ, — хавхаланнă пек пулчĕ ашшĕ.
Сергей нимĕн те чĕнмерĕ, чӳрече патнелле утса кайрĕ. Захар Петрович ывăлĕ хыççăн утмарĕ, шăллĕ патне пычĕ.
— Кала, мĕнле «хăрушă хыпарсем» пĕлтересшĕн эс мана?
— Тете, санăн çĕр айне пытарнă япалусене эрне каяллах Совета турттарса пынă. йăлтах мар-ха. Арпалăх айĕнчи ырашна колхоз амбарне хывнă. Хурама айĕнчи супăньпе тăварна тата пылна кооператива панă терĕç Советра. Мĕнле-ха капла, Захар Петрович? Вĕсем çинчен эсĕ мана пĕр сăмах та пĕлтермен-çке?
— Ана Тарьепе Сергейсĕр пуçне никам та пĕлмен. Сана та пĕлтермен. Мĕншĕн тесен сан пытармалăх япалу пулман, — тавăрчĕ Сахар.
Петĕр тетĕшĕ çине çӳлтен аялалла пăхрĕ те, пуçне кăштах пăрса, çапла пĕлтерчĕ:
— Захар Петрович, вăт вĕт мĕнле япала. Советра манăн пуррипе çуккине пĕлмеççĕ. Эсĕ тетӳпе ĕмĕрех пĕр чĕлхепе, пĕр шухăшпа пурăннă, Захар Петрович çавăн чухлĕ япала пытарма пултарнă пулсан, эсĕ те унран сахал пытарман теççĕ. Виçĕ кун хушшинче хăв ирĕкӳпе илсе килсе памасан, урăх мерăсем йышăнатпăр терĕç. Мĕн тумалла, тете? Манăн пĕр пытарнă япала та çук. — Аптăраса ӳкнĕ Петĕр зала тухрĕ, ун хыççăн Сахар та юлмарĕ. Сергей çаплах чӳрече умĕнче тăрать. Черет хăй патне çитессе пĕлет вăл, ăна чĕрипе те, чунĕпе те туять. Çав пытарнă япаласем çинчен Совета пĕлтернине йышăнсан, ашшĕ ăна çакăнтах пĕтерессе аван чухлать вăл. Çук, тем тесен те, тем тусан та калама юрамасть. Казаковпа Степанов коммунистсем ăна, таса чĕреллĕ Сергее, нихçан та сутас çук.
Сахар ывăлĕ патне ерипен утса пычĕ, лăпкăн кăна çапла ыйтрĕ:
— Кала-ха, Сергей, çав япаласем çинчен Советра мĕнле пĕлме пултарнă?
— Пĕлместĕп.
— Урса кайнă вăхăтра аннӳ хăй кайса каламан-и?
— Пĕлместĕп. Ана хăйĕнчен ыйтмалла.
— Эсĕ ăна хăв каламан-и? — Каламан.
— Апла, пĕр свидетель çеç юлать. Вăл — эсĕ.
— Мĕншĕн эпĕ? Пирĕн килте яланах мĕн чухлĕ çын. Чи малтанах Мирун курма, вăл Энтрей мучие пĕлтерме пултарнă. Унăн хĕрĕ те яланах пирĕн патăрта.
— Апла, эсĕ мĕн, Совета Энтрей пĕлтерме пултарнă тесшĕн-и?
— Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп.
— Çук, Сергей, кăна эсĕ йăлтах айăпа хăв çинчен сиресшĕн калатăн. Тӳрех кала. Совета эсĕ пĕлтернĕ вĕт? — ывăлĕ çине шăтарасла пăхса ыйтрĕ ашшĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...