Çавраҫил :: Вунтӑваттӑмӗш сыпăк
Сергейпе Хрестук алăк еннелле çаврăнсан, Сахар, кăшт аяккарах пăрăнса, тĕттĕм кĕтесе пытанса тăчĕ. Ăна ывăлĕ те, хĕр те асăрхамарĕç, савăнăçлăн кулкаласа, коридортан тухса кайрĕç. Сахар пĕр хушă ывăлĕ хыççăн кайма та, шала кĕме те аптăраса тăчĕ, унтан тин, хăюлăх çитерсе, председатель алăкне шаккарĕ. «Кĕрĕр!» тенине илтсен, иӳлĕме кĕчĕ, çĕлĕкне хывса, сулахай хул хушшине хĕстерчĕ, тĕпеле иртсе, Казаковпа ыттисене алă тытса сывлăх сунчĕ.
— Ларăр, Захар Петрович. Паян шăпах сана, чĕнтерсе калаçасшăнччĕ-ха. Аван-ха, хăвах килтĕн. Чим, Герасим Михайловича чĕнсе килем-ха эпĕ, — тесе, Казаков пӳлĕмрен тухрĕ, кĕçех Долотовпа пĕрле кĕчĕ.
— Сывах пурăнатăн-и, Захар Петрович? Курманни нумай пулать сана, — алă тытрĕ артель председателĕ Озерова.
— Сывах-ха. Ху тата еплерех, Герасим Михайлович? Илтрĕм-ха, председателе суйланă терĕç, — кăмăллăн тавăрчĕ Озеров.
Вĕсем майлашăнса ларчĕç.
— Вăрах хушă ăçта çухалса пурăнтăн, Захар Петрович? Яла таврăнмасть те пулĕ ĕнтĕ тесе шутланăччĕ, —ун çинелле пăхса ыйтрĕ Казаков.
— Çӳрерĕм çапла тĕнче касса. Çĕпĕрте пайтах çĕре çитсе куртăм.
— Унти халăх мĕнле пурăнать?
— Кам мĕнле пĕлет. Çĕрĕ-шывĕ тулăх, вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман. Ĕçлеме ӳркенмесен, кунтинчен лайăхрах та пурăнма пулать. Ну, мĕнле калас-ха, хăш-пĕр çĕрте Раççейре революци пулнине пĕлменнисем те пур.
— Пыра-киле пĕлеççĕ. Çавăн чухлĕ курса çӳренĕ хыççăн малалла мĕнле пурăнма шутлатăн? — татах ыйтрĕ Казаков.
— йышăнас пулсан, ялти артеле çырăнмалла, унта çанă тавăрса ĕçлемелле пулĕ тетĕп. Çав шутпах ĕнер килти выльăхсене артель картине хăваласа килнĕччĕ. Эх! çав... — Озеров аллине сулчĕ.
— Мĕн «эх çавĕ-ха», Захар Петрович, каласа пĕтер пуçланă сăмахна.
— Пĕлесчĕ сирĕн ман килте мĕнле çавраçил çавăрăннине! Арăм тем те хăтланса пĕтнĕ хам ялтан кайсан! Пăваран таварсем илсе килнĕ, тепĕр хут лавккана уçса, сутă тума пуçланă... Аллă пин кирпĕч турттарса килнĕ..
— Укçине ăçтан тупнă-ха вăл? — пӳлчĕ Долотов. Сахар коридора тухрĕ те каялла чӳлмек çĕклесе кĕчĕ.
— Акă, çак чӳлмекри ылтăна хута янă, — ним суймасăр каларĕ Захар Петрович. — Халĕ çара çерçирен те çара эпĕ. Арăм киле те кĕртесшĕн мар. Çĕркаç выльăхсен пӳртĕнче çĕр каçрăм.
Ял пуçлăхĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Пĕлтĕр, хăвна кунта чĕнтерсен, ним пуянлăхĕ те çук манăн тенĕччĕ-и-ха эсĕ? Хăвăн ав ылтăн та пулнă, — аса илтерчĕ Казаков.
— Арăма итлесе пулчĕ... Çылăхлă...
— Арăм çине йăвантарма пулать-ха ăна. Тата ĕнер эс ялта саботаж тума хăтланнине мĕнле ăнланмалла? Малтан никампа калаçмасăрах выльăххусене кунта хуса килнĕ, кайран арăму вĕсене каялла хăваласа кайнă. Пирĕн шутпа, эсĕ уççăнах Совет влаçне хирĕç ĕç тунă, куншăн сана саккун йĕркипе ответ тыттармалла. Тата эпир кунта çапла канаш турăмăр. Сана çемйӳпех хăвăн мунчуна пурăнма куçарас тетпĕр. Лавккари таварсене те, аллă пин кирпĕчне те конфискаци тăватпăр. Малти пӳртĕрте ликпункт шкулĕ пулать. Ăнланмалла-и? — пĕлтерчĕ Казаков.
— Калăр-ха, Сергее ăçта ăсатрăр эсир? —теме çеç пултарчĕ Захар Петрович.
— Вăл Хрестукпа пĕрле Шупашкарти рабфакра вĕренме пуçлать. Вĕсем тĕрĕс çул çинче. Халĕ пиртен тепĕр ушкăнĕ Петр Петрович патне каять. Ун çуртĕнче ыран артель правленийĕ ĕçлеме пуçлать. Арăмĕпе амăшне мунчана хăваласа кăларатпăр, — татăклăн пĕлтерчĕ ял Совет председателĕ.
Казаковăн юлашки сăмахĕсене илтсен, Озеров чутах лаплатса ӳкмерĕ, сиксе чĕтрекен урисем çинче аран-аран тытăнса тăчĕ.
Сĕркĕчленĕ алăксем
Çăвăнса тасалнă хыççăн Тарье урăх çи-пуç тăхăнчĕ, çӳçне тураса майларĕ, хăйне йăлтах йĕркене! кĕртрĕ. Унтан тĕпелти чӳречерен пăхрĕ те, урампа хăйсен еннелле пилĕк çын килнине курах кайрĕ. Вăл вĕсене пурне те палласа илчĕ пулин те, тăруках ĕненесшĕн пулмарĕ-ха. Неушлĕ Сахар хăех ял пуçлăхĕсене ертсе килет? Тин çеç пăртак лăпланнă хĕрарăмăн чĕри каллех сиксе тапма, пĕтĕм ӳт-пĕвĕ тăрăх юнĕ пĕр вĕресе тĕ чашкăрса чупма, пуçĕнче темле тĕрлĕ шухăшсем пăтранма пуçларĕç. Мĕн тумалла? «Пĕр пуçларăм пулсан, вĕçнех çитерем — никама та киле кĕртместĕп!»— татăклă шут турĕ вăл.
Ачисене кайри пӳрте кайма хушрĕ. «Хамран ыйтмасăр ниçта та ан тухăр!»—хытарса хăварчĕ те Тарье, хăй çавăнтах крыльца алăкне шал енчен сăлăп ярса питĕрчĕ, картишне чупса анса, Чикана сăнчăртан вĕçертсе ячĕ, хапха питĕрĕнчĕк тăнине пырса тĕрĕслерĕ, хăй кĕлет кĕтессине кайрĕ. Кунта, хăмапа пĕрене пуçĕ хушшинче, пĕчĕк шăтăк пур. Тарье çавăнтан сăнама пуçларĕ.
Çынсем кирпĕч купи тавра пăхса çаврăнчĕç те крыльца умне çитсе чарăнчĕç.
«Артель валли çуртсем тăвас ĕçе çак кирпĕчсенчен пуçласа яма тивет сан, Герасим Михайлович. Пуçламăшĕ начар мар темелле. Чи малтанах мĕн туса лартмалла пуль тетĕн?»— илтрĕ Тарье Казаков сассине. Хĕрарăм çӳçĕсем, йăшăл-яшăл туса, вирелле çĕкленчĕç. «Малтан правленире канашласа пăхма тивет», — кĕскен тавăрчĕ Долотов. «Тĕрĕс, — килĕшрĕ Казаков. —Халĕ, Захар Петрович, хăв килне ертсе кĕр пире».
Озеров васкамасăр крыльца çине хăпарчĕ, «чакак хӳри» çине пусса, алăка шалалла тĕртрĕ — лешĕ тапранмарĕ те. Захар! Петрович ыйтуллă куçĕсемпе пĕрле килнĕ çынсем çине çаврăнса пăхрĕ, хулпуççийĕсене сиктерсе илчĕ. Çав вăхăтрах, хапха тăрăх сике-сике картишĕнче йытă хаяррăн хамлатса вĕрме пуçларĕ.
Озеров крыльца çинчен анса хапха патне пычĕ, ăна та тĕртсе пăхрĕ — сăлăп ярсах питĕрнĕ иккен, уçăлмасть.
— Мĕн тăвăпăр? Кĕртмест ав, — пуçлăхсем çинелле пăхса илчĕ Захар Петрович.
— Куна ху çапла тума хушса хăварнă-ха эсĕ, — иккĕленмерĕ Казаков.
— Турă ячĕпе калатăп: хушман..
— Апла пулсан, эппин, хыçалти алăкран кĕрсе уç, — хушрĕ председатель.
Çав хушăра, ашшĕ сассине илтсе, Вова кайри пӳртрен чупса тухрĕ те хăпăл-хапăл крыльца алăкĕн сăлăпне туртса кăларчĕ.
Ашшĕ, ывăлне икĕ хулĕ айĕнчен тытса, çӳле çĕклерĕ, хăй кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ. Çавна асăрханă Тарье пĕр самант юпа пек хытса тăчĕ. Унтан крыльца çине чупса хăпарчĕ те, хăйне хирĕç власть çыннисем кĕнине асăрхасан, шăннă пăр пек хытса тăчĕ. Анчах пач çухалса каймарĕ вăл, кайри пӳртрен чупса тухма ĕлкĕрнĕ пĕчĕккисене иккĕшне икĕ аллине илчĕ те, темиçе утăм каялла чакса, ачисене хăй çине хурса, малти пӳрт алăкне картласа тăчĕ.
— Хама тата çак святуй ачасене вĕлерсен çеç кĕретĕр ман çурта! —тесе кăшкăрчĕ хуçа арăмĕ.
Пурте чарăнса тăчĕç. Çак самантра хура йытă алкумне вăркăнса кĕчĕ те, шурă шăлĕсене шатăртаттарса, çынсем çине сикме тăчĕ — ĕлкĕреймерĕ: Казаков, наганне туртса кăларса, ăна персе пăрахрĕ. Пăшал сассине илтнĕ Тарье çиçĕм пек хăвăрт сиксе тăчĕ, икĕ ачине çупăрласа: «Распуй! Вĕлереççĕ!»—тесе кăшкăрса, коридорпа кайри пӳртелле чупрĕ.
Пурте малти пӳрте кĕпĕрленсе кĕчĕç. Шалта никам та çук. Пӳрт ăш-чиккине те тирпейлемен. Пĕрре те ĕлĕкхи пек хăтлă мар кунта: вырăнне пуçтарман, тенкелсем ăçта килнĕ унта лараççĕ, урайне те шăлман.
Лавккана кĕмелли алăк патне пычĕç — каллех тĕлĕнчĕç: ăна пысăк çăрапа питĕрсе илнĕ иккен, анчах уççине çăри çумнех манса хăварнă. Хăраса-хыпаланса тунă ĕç çапла çав вăл — вĕçне те çитмест, картне те лармасть.
Çăрана уçса лавккана кĕчĕç. Кашни япаланах тытса пăхса тĕрĕслерĕç, васкамасăр опись çырчĕç, кайран вара алăкне ял Советĕнчен илсе килнĕ çăрапа питĕрчĕç те çыхнă çип çине, сăркăч шăратса, пичет лартрĕç. Лавккан урам енчен кĕмелли алăкне те çаплах турĕç. Унтан, сĕтелпе тенкелсемсĕр пуçне, малти пӳртри пĕтĕм япалана кайри пӳрте куçарчĕç. Кил хуçипе арăмне Казаков çапла асăрхаттарчĕ:
— Сире çемйипех мунчана куçарасшăнччĕ те, ачăрсем пĕчĕк пирки хĕрхентĕмĕр. Хальлĕхе ак çак кайри пӳртре пурăнатăр. Малтинче ликпункт уçатпăр. Ана та хамăр çăрапа питĕрсе илсе, сĕркĕчпе пичетлесе хăваратпăр. Çăрасене ан тĕкĕннĕ пулăр. Йăлтах саккун йĕркипе, саккуна пăхăнса тунă. Эпир хушнă пек пулмасан, астăвăр, кайран хăвăрăнах ӳкĕнмелле пулать. Суда паратпăр. Ăнлантăр-и? — ыйтрĕ юлашкинчен Казаков.
Хирĕç никам та нимĕн те шарламарĕ. Вова кăна йытта ыталаса илчĕ: «Эх, Чикан, сана вĕлерчĕç-и?! Мĕншĕн?!»—тесе çухăрса йĕчĕ.
Захар Петрович килнĕ çынсене крыльцаран кăларса ячĕ, вĕсем курăнми пулсан, хыçалти алăкĕнчен тухса, пахчасем хыçĕпе Петĕр шăллĕ патне васкарĕ.
Шăнкăрч вĕлли
Автансем пĕрремĕш хут авăтса лăплансан, картишĕнчи пĕчĕк пӳрт алăкĕ уçăлчĕ те, унтан хура мĕлке шăвăнса тухрĕ, йĕри-тавралла пăхкаласа илчĕ. Шăп. Ниçта ним сас-чĕвĕ çук, Тĕттĕм. Мĕлке, ерипен кăштăртатса, малалла утса кайрĕ, алăка асăрханса уçса пахчана тухрĕ, ăна тул енчен питĕрсе илчĕ те аслăк хыçĕпе кайрĕ. Унтан вăл çӳмăр тивесрен аслăк çумне икĕ вăрăм пăта çине çакнă чикмеке антарчĕ, çурăмĕ çине хурса, пахчари ватă хурама еннелле сĕнкĕлтетрĕ.
Мĕлке чикмеке хурама çумне таянтарса тăратрĕ, карчĕсем тăрăх çӳлелле! улăхма пуçларĕ. Мĕн шухăш пырса кĕнĕ-ши унăн пуçне? Çав хурама туратĕнчен çакăнса вилесшĕн мар-и вăл? Ахаллĕн мĕншĕн-ха унăн çĕр варринче унта хăпармалла пулнă? Аллинче тата... вĕрен татăкĕ те пур. Тем тесен те ку ырă япалах мар.
Акă вăл чикмек вĕçнех мĕшĕлтеткелесе çитрĕ, унтан хураман хулăн вуллипе пысăк турачĕ хушшине ларчĕ. Ахăртнех, усал шухăшне пурнăçа кĕртиччен сывлăшне çапăрса ярас терĕ пулмалла. Часах йăшаланса илчĕ, аллисемпе çӳлерех туратран уртăнчĕ, урисемпе хăй ларнă турат çине тĕревлесе тăчĕ. Вăйĕ çитет-ха унăн: туратран турата куçать, çӳлерех те çӳлерех хăпарать. Хурама тăрри те инçех юлмарĕ ĕнтĕ. Тен, тăрринерех улăхса, унтан сиксе вилесшĕн мар-ши вăл?..
Мĕлке пăралукпа хурама вулли çумне çавăра-çавăра çыхнă шăнкăрчă вĕлли патне хăпарса çитрĕ, аллипе çупăрласа пăхрĕ, хăлхине хурса та итлерĕ. Хăвăл юман купташкинчен майлаштарса тунă çак вĕлле ĕмĕртен варах çакăнта çакăнса тăрать. Унта нихçан та шăнкăрч йăва çавăрса çепĕç юрă шăратман, чĕп кăларса савăнман. Вăл тахçанах пурин асĕнчен те тухса ӳкнĕ ĕнтĕ. Çулла, лапсăркка туратлă! ватă хурама çулçă сарсан, çав вĕллене пĕр никам та курмасть-асăрхамасть. Эппин тата халĕ, сивĕ кĕркунне, сĕм-çĕрлехи вăхăтра, мĕне кирлĕ пулчĕ-ши çак хурама вулли тĕслех кивелсе-тĕссĕрленсе кайнă шăнкăрч вĕлли ку мĕлкене?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...