Çавраҫил :: Вунпиллӗкмӗш сыпăк


Озеровсем рабфаковецсен колонни мĕн курăнми пуличченех пĕр-пĕрне пĕр сăмах чĕнмесĕр, куçĕсене сиктермесĕр пăхрĕç.

Вĕсем халăхран айккинелле пăрăнса кайрĕç те чарăнса тăчĕç.

— Хальлĕхе çакăнпа çитет пуль тетĕп, Петĕр. Çамрăк-ха вăл. Тĕрекленсе çитме те, тăн-пуçне çирĕплетме те ĕлкĕреймен. Пытарнă япаласене Совета пама хăюлăх çитернĕ пулсан, кам пĕлет, вăл, хăранипе, мана та сутма пултарĕ. Библире каланă-çке-ха, ачисем ашшĕсене сутĕç тенĕ. Шăпах çав вăхăтсем çитрĕç. Шупашкарта ку ĕçе тума ытла та ансат. Пирĕн кунта нимĕнле хӳтлĕх те çук, — хăйĕн юлашкинчен татнă шухăшне пĕлтерчĕ Сахар.

Озеровсем Атăл çыранĕпе тăвалла утрĕç. Самаях кайсан, çӳллĕ чул хӳме асăрхарĕç. Хӳмен тăватă кĕтесĕнче тăватă вышка. Кашни вышки çинче винтовкăллă салтак. Никамран та ыйтма! кирлĕ мар — ку ватă Шупашкарăн авалхи тĕрми. Мĕн чухлĕ çын асапланман-ши, мĕн чухлĕ çын чунĕ тухман-ши унта?! Часах Сахар хăй те çакăнта лексе мĕнле кăна нушасем курасси çинчен шухăшлама, тавçăрма та пултараймарĕ-ха.

Тăвансем хăвăрттăн çаврăнса каялла утрĕç, халиччен асăрхаман тепĕр чиркӳ патне пырса тухрĕç. Пурĕ миçе чиркӳ-ши кунта? Авă леререхре тата тепре, иккĕ, виççĕ курăнаççĕ...

Малтанах вĕсем пĕр лавккана кĕрсе пысăк чăматан туянчĕç, вара тӳрех пасара кайрĕç, киосксем умĕнче чарăна-чарăна тăчĕç, аш-какай, сĕт-çу тата тем-тепĕр сутакан ретсен умĕпе иртрĕç. Паян, уяв ячĕпе пулĕ-и, ĕçмелли те, çимелли те çителĕклех кăларса тултарнă кунта. Чăматана самаях тултарсан, каялла çаврăнчĕç те тепĕр хут Атăл хĕрринелле утрĕç.

— Атăл шывĕ ларман-ха. Затонсене кĕрсе ларма ĕлкĕреймен кивĕрех пĕчĕк прахутсем Хусана çити çӳреме кирлĕ. Пĕрремĕшĕ çинех ларăпăр та, Атăлпа анаталла, Хусана çул тытăпăр. Кайран, пуйăспа, Çĕпĕре, хам килĕшсе хăварнă çурта çитсе ӳкме тăрăшăпăр. Çапла пуль, Петĕр?

— Çапла, тете. Малалла курăнĕ унта.

— Апла, сывă пул, Шупашкар. Сывă пул, юратнă ывăлăм Сергей!

 

Пĕрремĕш кĕнеке вĕçĕ

■ Страницăсем: 1 2 3 4