Синкер :: Иккӗмӗш сыпӑк


1

Етĕрне уесĕнчи Уравăш вулăсне кĕрекен Утар ялĕ таврари ытти чăваш ялĕсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть темелле. Пысăках мар вăл, пулсан пулĕ хĕрĕх-аллă кил. Тĕпрен илсен, пĕр урам унта. Унăн çӳл енĕ кăшт сĕвекрех тӳпемре сарлакан та ярт тӳрĕ тăсăлса выртать, аяларах енĕ вара, çырмапа пысăках мар сăрт хĕррисене вырнаçнă май, кукăрăлса сапаланать. Ытти ялсенчи пекех, урам икĕ енĕпе йăмрасем ӳсеççĕ. Çырмана ял варринче пĕвеленĕ, хур-кăвакал унта мĕн пăр лариччен шампăлтатса ырă курать. Апла пулин те, темле майпа-çке, шывра пулă нумай ĕрченĕ. Ача-пăча кăна мар, çитĕннисем те тепĕр чухне, техĕмлĕ шӳрпе сыпса пăхас килнĕ самантсенче, пĕве хĕррине вăлтапа тухса лараççĕ, йăпăлт-япăлт пулла ăманпа улталама тăрăшаççĕ... Ялăн пĕртен-пĕр уйрăмлăхĕ вăл — аяларахра çырма хĕррипе тăршшĕпех ларса тухнă тимĕрçĕ лаççисем. Чăнкки-чанкки, чăн-чан! ăмăртмалла янăратма тытăнаççĕ вĕсем ир-ирех. Пиллĕкĕн харăс. Паллах, ун чухлĕ тимĕрçĕ ăсталанă япаласем, пĕринчен тепри лайăхрах пулин те, пĕчĕк ялта саланса пĕтеес çук. Ара, какăриччен тăраннă çыннăн пăшăхланă кăвакал тукмакки те анмасть тенешкел, пĕр-пĕр хресчене, калăпăр, ампар алăкне вунă тăпса çине ларттараймăн, хĕрарăма кăмакаран кăвар харăсах пилĕк-ултă турчăкапа турттараймăн. Тимĕрçĕсен ирĕксĕрех таврари пасарсене çӳреме тивет. Кĕçнерникунсемпе вырсарникунсенче тул çутăлнă тĕлеллех лаша кӳлеççĕ те вĕсем е Нурăса, е Ишеке, е Аччана, е ытти çĕре те туха-туха каяççĕ. Яра куна кĕр-кĕр пасарта ирттереççĕ вара. Чăн та, теприсем, вăхăт шеллесе, сутă тума ывăлĕсене яраççĕ, анчах кашниннех çук-çке-ха вĕсем. Пасара çӳренисĕр пуçне тимĕр тупассине, турттарса килессине шута илсен, мĕн чухлĕ нуша тиенет тимĕрçĕсем çине, мĕн чухлĕ ĕçлес вăхăт сая каять. Ун пек чухне пуйса ырлăхра какăрса кăна пурăнасси çинчен калаçса, паллах, çăвар тутине сая яма та кирлĕ мар...

Çавăнпа ĕнтĕ тимĕрçĕсенчен чи асли те чи ăстараххи — Калюк Йăванĕ — икĕ ывăлĕнчен пĕрне те хăйĕн ĕçне ĕмĕрлĕхех явăçтарма шутламарĕ. Çакна вăл 1925 çултах, аслă ывăлĕ Антун Хĕрлĕ Çартан таврăннă ятпа хăна-вĕрле пухсан, пĕтĕм халăх умĕнче пĕр пытармасăр каларĕ.

— Ну, ывăлăм, тав сана, — терĕ вăл симпыл чăмп тултарнă йывăç куркана çĕклесе. — Чиперех таврăнтăн, турра шĕкĕр, вăрçă таврашне курмарăн, рехмет çакăншăн саманана. Ӳлĕм те курмашкăн турă ан хуштăр. Халь ĕнтĕ сан малашлăх пирки шухăшламалла. Кĕçех авлантарăпăр акă, эпир аннӳпе пулас кине куç хывса хунă ĕнтĕ. Санăн халь çемйӳне тăрантарса усрамашкăн май паракан тĕрĕс çул суйласа илмелле. Вăт, итле мана, ват çынна, ывăлăм. Ман пек ан пурăн, тимĕрпе мар, çĕрпе туслă пул. Çĕр вăл ĕçчен çынна нихăçан та пăрахмасть. Ну, эс ачаран йывăç каскалама юрататтăн тата. Кăна та ырлатăп. Хресченĕн çĕрĕçĕнчен пушаннă самантра алла пуртă-пăчкă тытмаллах. Тимĕрпе вара — ан çыхлан. Эсĕ хăвна вăйлă, хăватлă тесе шутлатăн, ĕмĕр тăршшĕпе хĕртетĕн те аватăн, хĕртетĕн те аватăн ăна, анчах тĕрĕссипе вăл хăй хуçать сана. Çавăнпах сывлăхăм йăшрĕ, ачам, çурăм курпунланчĕ. Тата акă мĕн, Антун. Пирĕн пеккисем кунта, Утарта, çур ял... Чухлатăн-и? Ялĕ пĕчĕкскер кăна, утар пекскер. Пĕр ĕне вара, сĕт çав тери нумай антарсан та, çĕр çын валли çитереймĕ. Пире те, çавăн чухлĕ тимĕрçе, Утар халăхĕ тăрантараймĕ... Халлĕхе мана лаçра шăллу, Çемен, пулăшĕ, каярах вăл та çĕрĕçне куçĕ... Эсир арçынсем, ял çыннисем. Сирĕн тĕп тивĕç çавă пулмалла. Хĕрĕм пирки эпĕ ун пек каламастăп. Аппу, Пăлаки, ав, нумай вĕренчĕ, тавах уншăн Совет влаçне, халĕ хăй Етĕрнере шкулта вĕрентет. Мĕнех, хĕрарăма хутпа аппаланни те юрать. Сире вара эпĕ хресчен пурнăçнех пиллетĕп. Вăт çапларах, аслă ывăлăм. Анăçу сунса, эсĕ таврăннă ятпа ĕçетĕп! Ăнлантăн-и?

Йăван симпыла курка тĕпне пурне те кăтартсах ĕçсе ячĕ, унтан ыттисене хăнала пуçларĕ.

Хăнасем, уйрăмах ялти ытти тимĕрçĕсем, унăн сăмахне ырласа йышăнчĕç. Антун, симпыл курки черечĕ хăйне çитсен, ашшĕне куçран чăрр! пăхрĕ.

— Яснă, атте, — терĕ те вăл, кил пуçĕ пекех, симпыла тĕппи ĕçсе ячĕ. Унтан каллех çирĕплетсе каларĕ: — Яснă!

Антун ашшĕ сăмахĕпе ăна хисепленĕрен, итленĕрен кăна килĕшрĕ тени тĕрĕс мар пулĕччĕ. Тимĕрçĕ ĕçне, темшĕн, хăй те ачаранах пит кăмăлламарĕ вăл. Тапса тăран хавалне ниçта чикме пĕлмен çамрăка таса мар лаçра пĕр евĕрлĕ йывăр ĕçпе вĕçĕмсĕр аппаланни йăлăхтаратчĕ. Пĕртен-пĕр усă та çав ĕçрен — алă сенкерлисем хăйсем авакан тимĕр пек хытса вăйланни кăна-и, тен. Вăтам пӳрен пăртак çеç çӳллĕрехскер, вăл вунулттă-вунçиччĕсенчех икĕ пăт пуканне вылянтаратчĕ кăна... Уйра, ирĕкре ĕçленĕ чухне вара ачан кăмăлĕ пач улшăнатчĕ. Унта та ĕнтĕ, калăпăр, лашапа пĕр ана çинче кăна суха тăватчĕ те-ха, çапах тĕнче анлăшне, хăватне, илемне чунпа, пĕтĕм ӳт-пӳпе туйса тăратчĕ пек. Лашапа ĕçлеме тесен вара Антун тем пама хатĕрччĕ. Ут кĕтĕвне кĕтме черет çитсен, кун каçа тимĕрçĕ лаççинче мăн мăлатук сула-сула ывăннине пăхмасăр, шăллĕне лашасем патне яхăнне ямастчĕ, выртмана ялан хăй тухса вĕçтеретчĕ.

Пĕр сăмахпа, ашшĕ ĕçкĕре пиллесе каланине вăл чунпа йышăнчĕ.

Часах, çимĕкре, Калюксен килĕнче туй кĕрлесе иртрĕ. Кӳршĕ ялти Çекĕл Павăлăн хĕрĕ Санюк йăван кинĕ пулса тăчĕ. Аптрамасть пек арăм, килĕшет Антуна: сăнран та чиперскер — вăтам пӳллĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, кăшт тăрăхларах питлĕ, куç харши — чĕкеç çунатти пек, куçĕ вара, пысăк та чакăрскер, пĕрре пăхсанах çунтарса илет; ĕçре-мĕнре те акăш-макăш правурскер — мĕне пуçлать, çавă ăнать ун аллинче; кăмăл тĕлĕшпе вара чăн-чăн кăвакарчăн, унăн çăварĕнчен хăçан та пулин сивĕ сăмах тухма пултарать тесен, тупата, никам ĕненес çук.

Антунăн пурнăçĕ çапла йĕркеленсе кайнăччĕ, чип-чиперех хăй еккипе пыратчĕ. Авлансанах вăл салтакран таврăннă хыççăн ĕçлесе пухнă тата хуньăшĕ панă укçапа пӳрт лартрĕ, ашшĕнчен уйрăлса тухрĕ. Çапах кăмăла пуринчен ытларах çырлахтараканни уншăн ку мар, урăххи пулчĕ. Хĕле кĕрсен, çĕнĕ çул умĕн, выльăх йӳнелме тытăннă вăхăтра, вăл, ашшĕпе хуньăшĕнчен укçа кивçен илсех, çĕр вăтăр тенкĕ парса ăйăр туянчĕ. Чăн та, лешĕн ăйăр ячĕ кăначчĕ, çавăнпа хуçи йӳне сутрĕ те ăна. Антун пурпĕр кулянмарĕ. Лаша хаклама чиканран пĕртте кая мар вĕренсе çитнĕскер, вăл унран чăн-чăн урхамах пуласса шанчĕ. Мĕскĕн янавар халлĕхе тин çеçкерен тухнă пăрçа хутаççи пек ырханни, хăвăрăлса çитни вăл — хуçи тулăксăртан. Те чухăннипе, те кахаллипе, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеймен курăнать, нушалантарнă вара чип-чипер выльăха...

Антун, ĕнтĕ юлашки укçипе темелле, сĕлĕ туянчĕ. Утă-улăма, мал ĕмĕтпе пурăнаканскер, запас кутран тапмасть тенешкел, ашшĕ килĕнче чухнех хăй валли те çителĕклĕ хатĕрленĕччĕ. Ара, вăрман çумрах-иç, хирĕçре пурăнакансен анкартийĕсем хыçĕнчех. Ан ӳркен кăна, тата стрелукран ан хăра — хайхи санăн утă пулать те... Тăрантарчĕ вара Антун утне, киввине пăрахăçласа, çĕнĕрен Тăвăл ят хунăскере. Çитерчĕ, шăварчĕ, тасатрĕ, картишне кăлара-кăлара чуптарчĕ... Нумай иртрĕ-и вăхăт, сахал-и — Тăвăлран, чăнах та, чип-чипер урхамах пулса тăчĕ. Кăвак тĕслĕскер, хуçине курсан, малти урипе çĕре кукалесе, пуçне мăнаçлăн ухса кăна тăрать, ача. Çавăнпа-ши, тĕсне кура мар çуталса каять, ăна темле йăлтăр ункă явакласа илет тейĕн. Утне кура лавĕ пулмалла, паллах. Тăвăла ĕнтĕ пули-пулми çуна-урапа турти хушшине тăратма та аван мар пек. Ашшĕ пулăшнипе Антун хайхи шинласах, эрешлетсех чаплă кăна хыçлă çуна ăсталарĕ. Тупата, ĕлĕкхи пек, улпут пулас-тăк, ăна та ларса пыма намăс мар-тăр. Ывăлĕпе ашшĕ çуркуннеччен тата чаплă çатан урапа тума та шут тытрĕç.

Антун Тăвăла халăх умне ытахаль кун мар, çăварнире кăларма шут тытрĕ. Тем тесен те, пысăк уяв-çке, этемшĕн кăна мар, выльăхшăн та хаваслă самант. Тата, тунма кирлĕ мар, Антунăн кăштах мухтанас та килчĕ. Ан тив, пурте курччăр вăл çынна епле хăвăрт тухса пынине. Курччăр та ăмсанччăр. Антун вара халăха малашне татах тĕлĕнтермĕшсем кăтартĕ-ха. Ия, вĕçĕмсĕр тĕлĕнтерĕ мĕнпе те пулин.

Çăварни кунĕ, арăмĕ сĕтел çине пĕр ывăс икерчĕ пырса хурсан, Антун ăна пилĕкĕнчен ачашшăн ыталаса тытрĕ те:

— Атя, Санюк, пĕрле ларса çиер, праçник ячĕпе çуршар стакан эрех те ĕçер, вара катаччи чупма тухăпăр, тĕнчене тĕлĕнтерĕпĕр. Яснă? — терĕ кăмăллăн.

— Кай, тем ан аташ, тĕлĕнтерĕн халь тĕнчене. Ав, йăраплансем вĕçеççĕ пулать те... — хирĕçленĕ пек туса хуравларĕ те Санюк, пĕвне йăрст пăрса, вăшт çеç хăтăлчĕ ытамран. Çапах хăй мăшăрĕ çумĕнчен каймарĕ, ăна куçран ăшшăн-ăшшăн вĕлт те вĕлт пăха-пăха илчĕ.

— Эй, йăраплан тен. Мĕнех вара вăл, тимĕр купи кăна. Тем пек ава-ава, тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш тусан та, чунĕ çук унăн. Лаша вара вăл чунлă, çав тери сисĕмлĕ чунлă. Эпĕ ак çилçунатăма кӳлĕп, çуна çине пике-арăма лартăп... Вăл та, ку та харăс камăн пур ялта чи чапли, э? Атя, ларсам, Санюк, юнашар... — мăшăрне каллех пилĕкĕнчен ыталарĕ Антун.

— Тархасшăн, тем ан аташ, Антун, çын курсан, мĕн калĕ, — вăтанчĕ Санюк. Çакна пула унăн кăм ака умĕнче хĕрелнĕ пичĕ кĕренленсех кайрĕ. Эх, епле чипер-çке Санюк! Пиçсе çитнĕ çырла вăл халĕ, çеçкине тин çурнă мăкăнь. Утарта унашкал арăм, тупата, урăх никамăн та çук!

— Кам куртăр пире, иксĕмĕр кăна-иç килте, — каллех ăшшăн та юратса кулчĕ Антун. — Атя, лар, икерчĕ сивĕнĕ. Çиме тытăниччен, апат анмалăх пăртак ĕçсе пăхар. Ĕнер кооператив лавккинчен ятарласа каçунккă туянса килнĕччĕ. «Красный восток» ятлăскер. Кукăль-пӳремеч кăмакана лартма ĕлкĕрĕн, кăвар туртмалла та пулайман-ха...

Санюк ытти кирек хăш арçынна та çунтарса яма пултаракан, упăшки çине пăхсан вара сасартăк йăвашланакан пысăк куçне мăч-мăч тутарчĕ те, мăшăрне хирĕçлеме хăяймасăр, стакана тытрĕ, чăпăрт сыпса пăхрĕ, хаяр эрехе хăнăхманскер, çавăнтах чыхăнса кайрĕ, ал лаппине çăварĕ умĕнче сулла-сулла, аран-аран сывлăш çавăрса ячĕ. Çакна пăхса ларакан Антун, хăйĕн стаканне пĕр-иккĕ сыпсах пушатнăскер, телейне ниçта шăнăçтараймасăр савăнса кулчĕ, машăрне хулпуççинчен çатăр çупăрласа хай çумне пăчăртарĕ те:

— Эх, Санюк, пăрчăканăм, пурăнатпăр пурнăçа! — терĕ саванăçлăн. — Курăн акă, пиртен телейли ялта урăх никам пулмĕ. Яснă?

Вут хутса пĕтерсе кăмакаран кукăль-пӳремеч кăларнă тĕле тултан хаваслă шăв-шав самаях илтĕне пуçланăччĕ. Çамрăк Калюковсем те урама тухма пуçтарăнчĕç. Санюк шурă кĕрĕк, тарăн калушлă шурă чуссăнкки тăхăнчĕ, пуçне хĕрлĕ чечеклĕ хура шаль тутăр çавăрса çыхрĕ. Вăл кăмака карнисĕ çине чалăштарса тăратнă куçкĕски умĕнче тăрмашнă вăхăтра Антун картишне тухрĕ, Тăвăла васкамасăр, киленсе кӳлчĕ, пĕкке тахçан çак ĕмĕтпех Нурăс пасарĕнчен туянса килнĕ хĕрлĕ те кăвак пурçăн хăюсемпе эрешлетрĕ, ункăран йĕс шăнкăрав çакса ячĕ, унтан, хапха уçса, ăйăра урама кăларса тăратрĕ. Санюк калинккерен йăпăрт тухрĕ çеç, Антун ăна тытрĕ те утă тултарнă çуна çине вăшт кăна йăтса лартрĕ. Çамрăк хĕрарăм, хăранçи туса, кăшкăрса илме те ĕлкĕреймерĕ.

— А ну, Тăвăл тусăм, яра пар! — мăшăрĕпе юнашар ларса ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрмен ăйăра пушăпа хăмсарчĕ Антун.

Лешĕ çакна кăна кĕтнĕ тейĕн, вырăнтанах сиккипе яра пачĕ. Унăн кайри ури айĕнчен сирпĕнсе тухнă юр муклашки Антуна питĕнчен самай вирлĕ пырса лекрĕ. Анчах лавçă ыратнине туймарĕ, савăнăçлăн кулса ячĕ те, кубанка çĕлĕкне хывса, питне кăмăллăн шăлкаларĕ. Санюк çавракарах питлĕ, сарă çӳçне пула темле çуттăн курăнакан упăшки çине куç хĕррипе кă-ăшт пăхрĕ те, тӳсеймерĕ, пĕкĕ айĕнчи йĕс шăнкăравпа ăмăртмалла кулса ячĕ.

Умра ялти чи пуян çынсенчен пĕрин Апликан Хĕлипĕн лавĕ пыни курăнчĕ. Хĕлип Антунран пилĕк-ултă çул кăна аслăрах, çапах, пуян ывăлĕ пулнăран, хăвăрт вăй илчĕ. Çынна вăл ним вырăнне хумасть, хăйне çав тери мăнаçлă тыткалать, тĕнчене ӳпĕнесрен хĕрринчен тытса тăрать тейĕн.

— Атя, иртсе каяр çав каппайчăкран, — сĕнчĕ Антун, савнă мăшăрĕ килĕшессе кĕтмесĕрех тилхепене хĕреслетсе, ăйăра купарчаран çатлаттарчĕ. Тепĕр тесен, Санюк ăна пурĕпĕр хирĕçлес çукчĕ. Унăн халь хăйĕн те çунат хушăннă тейĕн, вĕçес килет тĕнче çийĕн, хăйĕн телейне кашни çынна кăтартас килет.

Ахаль те тăрăшса чупакан Тăвăл карт! туртрĕ те малалла çил пек ыткăнчĕ. Урисем асăрхаса ĕлкĕрмелле мар вĕлтлетсе пынипе, тупата, вĕсен шучĕ те çук пек туйăнать. Хĕлип хăйне хыçалтан ятарласа хăваланине асăрхарĕ пулас. Çуна çине арăмĕпе хĕр пултăрне лартнăскер, намăс курас темерĕ, лашине пушăпа пĕррех туртса илчĕ. Акă пуçланчĕ ăмăрту! Лавçăсем утсене эхэхейлетсе хăвалани, йĕс шăнкăравсем пикенсех тинкĕлтетни, хуçисен кăмăлне сиснĕ лашасем хастаррăн тулхăра-тулхăра илни, вĕсен такан çапнă урисем çул хыттине тăпăртăк-тăпăртăк кӳплеттерни, çуна сулнăка çапăннă самантсенче хĕрарăмсем сехĕрленсе кăшкăра-кăшкăра яни кăна илтĕнсе тăрать. Укăлча хапхи те вĕлтлетсе юлчĕ ĕнтĕ, Уравăшалла каякан мăн çул хĕрринчи сайра маяксем — хыр-чăрăш лăссисем — мĕлтлетме тытăнчĕç. Тăвăл, курăр-ха, çĕрме пуян ăйăрне хăваласа çите пуçларĕ. Çакна куран Хĕлип утне çине-çинех пушăпа ислетсе пычĕ. Сасартăк вĕсен çуни черетлĕ сулнăка хăяккăн хытах çапăнчĕ те тӳнчĕ кайрĕ. Çунари çынсем кĕптĕрт-кептĕрт тухса ӳксе юлчĕç. Антун ăйăрĕ вĕсене таптас мар тесе хăех çулран пăрăнчĕ, юра-мĕне пăхмасăр вăшлаттарса иртсе кайрĕ. Чăн-чăн тăвăлах çав ĕнтĕ.

— Яснă?! — арăмĕ енне пуçне пăрса, мăнкăмăллăн кăшкăрчĕ Антун. — Ӳлĕм пурнăçра ялан çапла пулĕ. Хамран никама ирттерместĕп!

Яла таврăнсан, вĕсем ытти çамрăксемпе пĕрле тăвайккинчен шăн тенкелпе ярăнакан Çемене курчĕç.

— Шăллăм, пăрах ачапчалла аппаланма, атя пирĕнпе! — лаша чарсах чĕнчĕ ăна Антун.

Лешĕ хаваспах килĕшрĕ, тенкелне кӳршĕ ачине парса, çуна çине чупса пырса ларчĕ. Çапла виççĕн пĕр-икĕ сехет те пулĕ катаччи чупрĕç. Ял урамĕ кĕскипе, каллех уя та, мăн çул çине те тухрĕç, юлашкинчен кӳршĕ яла та çитсе пăхма шут тытрĕç.

— Килнĕ-килнех, атте-анне патне кĕрсе тухар мар-и? — сĕнчĕ Санюк, Уравăш укăлчи хапхинчен иртсен.

Антун ĕç-пуç çапла çаврăнса килессе малтанах шутласа хунă пулас, хайхи кĕрĕк кĕсйинчен пĕр кĕленче «Красный восток» туртса кăларчĕ те:

— Ма кĕрес мар, кĕрес, ахальтен ăшăтса çӳрерĕм-им çак эрехе, — терĕ, çавăнтах тилхепене сулахай енчен туртрĕ те ывăнма пĕлмен Тăвăл сарлака урама чуппине чакармасăр вĕçтерсе кĕчĕ.

Çекĕл Павăлĕпе мăшăрĕ çамрăк хăнасене çав тери тарават кĕтсе илчĕç. Кĕрӳ кăмăла кайнă чухне çапла ĕнтĕ вăл. Сĕтел çине самантрах кукăль-пӳремеч, кăмакара пăшăхласа пĕçернĕ хур тушки, тăварланă хăяр, йӳçĕтнĕ купăста, карас пылĕ, сăра кăларса лартрĕç. Мĕн калăн, çĕрме пуян темех çук та, тулăх пурăнаççĕ Крюковсем. Ара, халь ĕлĕкхи мар, ĕçчен çыннăн тулăх пурăнмалла та.

— Кĕрӳ, Çемен, Санюк хĕрĕм, эсир хăвăр çитрĕр-ха, тавах пире, ватăсене, манманшăн. Тулĕк сирĕн хăтасене те илсе килмеллеччĕ, — çав хушăрах пăшăрханчĕ Антун хунямăшĕ. — Уяв уявах, ара, пăртак шăкăл-шăкăл калаçса лараттăмăр, курманни нумай пулать-иç.

— Ара, вĕсене илсе килмешкĕн халĕ те кая юлман, — сиксе тăчĕ Антун. — Лашана тăварманччĕ-ха, ман Тăвăлпа Утара кайса килесси мĕн вăл. Çиçĕм çиçсе ĕлкĕреймĕ, эпир каялла персе те çитĕпĕр. Атя, Çемен, кунта уни-куни хатĕрленнĕ самантра, чăнах та, иксĕмĕр аттепе аннене кайса илер.

Пиччĕшĕпе шăллĕ хăпăл-хапăл тумланчĕç те картишне тухрĕç. Часах хапха нăтăртатса уçăлни, çуна тупанĕ юра çухăрттарни — кун каç енне кайнă çав ĕнтĕ, çанталăк сивĕтнĕ — илтĕнчĕ те самантрах шăп пулчĕ.

Çĕкленӳллĕ кăмăлпа, Тăвăла çăмăл юртăпа чуптарса кĕрсе кайрĕç тăван Утар ялне Антунпа Çемен. Калюковсен тĕп килне çитесси инçе юлманччĕ, çырма хĕрринчи тимĕрçĕ лаççисем патнелле çывхарса пыратчĕç ĕнтĕ, çак самантра Апликан Хĕлипĕн килĕнчен тухнă пĕр ушкăн хĕрĕнкĕ çынсене тĕл пулчĕç. Урам сарлакăшĕпе саркалансах ташласа-юрласа пыраççĕ вĕсем.

■ Страницăсем: 1 2 3 4