Синкер :: Улттӑмӗш сыпӑк


1

Çул çинче çав тери васкарĕ пулин те, Крапивин Шупашкара хĕвел ансан кăна çитрĕ. НКВДна кĕрсе, хĕçпăшала хурса хăварчĕ, кăшт-кашт çăвăнкаларĕ. Кăшт-кашт кăна мар, мунчана кайсах лайăх кăна тасалмаллаччĕ-ха, мăшăр милĕкпе эхлете-эхлете çапăнса, çак кунсенче ӳт çине пухăннă мĕнпур кирĕкпе тусана кăларса пĕтермеллеччĕ. Унтан, киле таврăнса, çăра кăна чей ĕçмеллеччĕ те ирчченех канмаллаччĕ ывăннă çинчен. Анчах ку тĕлĕшпе вăхăчĕ меллĕскер мар çав.

Йĕпреçре те, Вăрнарта та Крапивин район йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисен председателĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Лешсем пĕр-пĕринпе сăмах татнă тейĕн, иккĕшĕ те таврари хурахсене хăвăртрах тытса пĕтерме ыйтаççĕ.

— Пĕлетĕр-и, Филимон Петрович, уессемпе вулăссем вырăнне районсемпе ял Совечĕсене тĕпе хунине халăх питĕ ырласа йышăнать, — терĕç председательсем. — Ара, пур енĕпе те тивĕçтереççĕ вĕсем. Нумай-нумай ыйтăва малашне таçти инçете çӳремесĕрех, вырăнтах татса пама пулать-çке... Çав вăхăтрах хăшпĕрисем çапла калаканнисем те пур: «Совет влаçĕ капла çирĕпленĕ-ши? Пысăк уессем йĕрке тăвайманнине, вĕсенчен темиçе хут пĕчĕкрех районсем хурахсене тĕп тăвайĕç-ши?» Çак Калюк банди вырăнти халăха шутсăр хĕсĕрлесе çитерчĕ-çке. Çынсем халĕ кооперативсене кĕме пăрахрĕç. Хăраççĕ. Кассăна çаратса кайсан, пурте çука юласран та, кооператива кĕнĕшĕн вĕлересрен те хăраççĕ.

Çапла, мĕн курни-илтнине шута илсе, НКВДна килнĕ çĕнĕ хыпарсемпе паллашса, Калюк эшкерне епле майпа тытасси çинчен тĕплĕн те татăклăн шухăшлама вăхăт. Унашкал шухăшсем вара, темшĕн-çке, ĕçре чухне пуçа хăвăртрах пырса кĕреççĕ.

Киле кайма чараканни тепĕр япала та пур. Тĕрĕсрех каласан, япала мар вăл, чĕрĕ çын, Крапивиншăн, тен, тĕнчери чи çывăх, ăна тăван çĕрпе-шывпа, амăшĕ çуратса ӳстернĕ ялпа çыхăнтарса тăракан пĕртен-пĕр çын. Вăл — Урапа Ванькки, Крапивинăн хреснай ывăлĕ. Ванькка ашшĕне, Урапа Çтаппанне — Филимон Петровичăн ялта чухнехи пĕртен-пĕр чăн-чăн юлташне, тĕрĕссипе, ял кулакĕ Кашкăр Микули ăна пула вĕлерттернĕ-çке.

Вулакана ăнланма çăмăлрах пултăр тесе, кунта çакна каласа хăвармалла.

1906 çулта яппун вăрçинчен таврăннă салтак Хĕлимун Крапивин хăрушă хыпар пĕлет: унăн савнă хĕрне Альтюка Кашкăр Микулин кĕçĕн ывăлĕ Алюш вăйпах качча илнĕ иккен. Ку çеç мар, тепĕр çулхине, мăшкăлпа пусмăра тӳсеймесĕр, Альтюк шыва путса вилет... Çилли-тарăхăвĕ тулса çитнĕ Хĕлимун чăтаймасть, савнийĕ вилнĕ каçах, тавăрас шутпа, Кашкăрсен кил-çуртне те, шыв арманне те вут тĕртсе çунтарать, хăй ялтан тухса тарать. Куславккана, яппун вăрçинче пĕрле çапăçнă юлташĕ патне каять вăл. Юлташĕ ăна унтах ĕçе вырнаçтарать. Каярах Хĕлимун ун урлах большевиксемпе паллашать, Хусана куçать. Çавăнтанпа туса пырать те ĕнтĕ парти ĕçне...

Паллах, Крапивин ăçта тарса пурăннине Кашкăр Микули шутсăр пĕлесшĕн пулнă. Çав тĕллевпе унăн тусĕсем пĕррехинче Ванькка ашшĕне Урапа Çтаппанне вăрманта тытса чараççĕ. Анчах Хĕлимун ăçта пурăннине Çтаппан пĕлмен, пĕлсен те, ахăртнех, каласа парас çукчĕ. Çавăн чухне вĕлерес пек хĕнеççĕ те ĕнтĕ ăна Микула тусĕсем...

Эппин, Крапивин халĕ Ваньккашăн хреснай ашшĕ кăна мар, вăл уншăн халĕ чăн-чăн ашшĕ пекех. Çав вăхăтрах ăна, пач айăпсăр çынна, тĕрмене хуптарса, миçе кун асаплантарать ĕнтĕ. Ара, Телегина илсе килсенех унпа калаçасшăнччĕ Крапивин, мĕншĕн çапла пулса тухнине ăнлантарасшăнччĕ, ĕç-пуç урăхларах явкаланса пыни чăрмантарчĕ... Пĕр шутласан, Ваньккапа ыран ир тĕл пулсан та темех марччĕ темелле. Умра тăракан çавнашкал пысăк ĕçсем çумĕнче пĕр çын тепре кăна хăйне мĕншĕн хупнине пĕлмесĕр çĕр каçни нимех те мар-тăр. Анчах Крапивин пĕр çĕр куç хупмасăр ирттересси те мĕн тери йывăррине питĕ лайăх пĕлет. Çын тепĕр чух çав çĕр каçах кăлкан пек шуралса каять, вунă, çирĕм çул иртнĕ чухнехинчен ытларах ватăлать...

Çавăнпа НКВДран Крапивин килне мар, тӳрех тĕрмене çул тытрĕ.

— Телегин хăйне мĕнле тыткалать? — ыйтрĕ вăл аслă надзирательрен, Ванькка ларакан камера патне çывхарнă май.

Лешĕ, пысăк начальник ристан патне çапла кая юлса çӳренинчен тĕлĕннĕскер, хулпуççине сиктерсе илчĕ.

— Выртать, — терĕ нимĕн калама аптăраса. — Хăвăр хушнă пекех, эпир ăна тĕкĕнмерĕмĕр.

Крапивин унпа урăх калаçмарĕ. Темскер, тĕрмере ĕçлекенсем хушшинче те шанчăксăр çынсем пур пек туйăнать. Ахальтен-им кăçал кунтан Минин хушаматлă хăрушă преступник тухса тарнă. Хурахсен утаманĕ пулма пултаракан Калюков Етĕрне тĕрминчен тарнипе танлаштарсан, чылай кăткăсрах ĕç ку. Камерăран тухакан кăмака мăрйине салатса, мачча çине, унтан тĕрме тăррине улăхнă, вара аяла, картишне аннă. Урам енне анса тарма май çук — йĕри-тавра чул хӳме тытнă. Картишĕнче вара çын тăнч çухалнă, ăна çĕр çăтнă тейĕн. Мĕнле майпа, ăçта кайса кĕнĕ — нимĕн те паллă мар. Çакна кăна калама пулать: Минин тĕрмере ĕçлекенсем пулăшмасăр тарайман. Анчах айăплисене пĕрне те тупайман-ха. Эппин, çав çынсем халĕ те кунтах ĕçлеççĕ. Енчен Минин Калюкпа çыхăннă-тăк? Апла, тен, вăл — Шупашкарти, лешĕ — Етĕрнери тĕрмесенче мĕн-мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăраççĕ? Çавăнпа Телегина мĕншĕн илсе килнине тĕрмере ĕçлекенсене калама чарнăччĕ, лайăхрах пăхса усрама кăна хушнăччĕ. Ун кăмăлне çемçетмешкĕн тесе...

Крапивин камерăна кĕрсен, вырăн çинче выртакан Телегин тăрса ларчĕ, анчах ура çине çĕкленмерĕ. Тĕттĕмрех-чĕ ĕнтĕ, çавăнпа кам кĕнине пĕлмерĕ вăл, надзиратель пулĕ тесе шутларĕ.

— Эппин, хреснай аçуна çапла кĕтсе илен-ха, — терĕ Крапивин, кравать çине Ваньккапа юнашар ларса.

Телегин ăна куçран пăхрĕ, палласа илчĕ, ун патнелле туртăнчĕ, çавăнтах хăйне алла илчĕ.

— Эсех-и ку, хреснай атте? — терĕ ĕненмен пек.

— Эпĕ, тăванăм , эпĕ!

Крапивин тăчĕ, Ваньккана та аллинчен туртса тăратрĕ, унтан хытă-хытă ыталарĕ. Хирĕç ыталанине туймарĕ. Алăкри шăтăкран надзиратель те пăхма пултарать, çавăнпа тӳрех вĕçертрĕ ăна, сĕтел çумĕнчи пукан çине кайса ларчĕ.

— Эп вара, ав, кунта... — терĕ Телегин айăплăн.

— Пĕлетĕп, Ванькка, пĕлетĕп. Тӳрех калам: ним айăп та çук санăн, тĕрĕссипе, сана кунта илсе килсе, саккун умĕнче хамăр айăпа кĕтĕмĕр, çавăнпа эсĕ халь тесен халь тухса кайма пултаратăн...

Телегин вăл мĕн каланине тӳрех ăнланмарĕ курăнать, пĕр кана нимĕн шарламасăр ларчĕ. Унтан тăчĕ.

— Эппин, — терĕ хăрăлтăк сасăпа, пуçне алăк енне сĕлтсе, — эп... халех... Э?

— Кăмăлу пулсан, тепĕр хут калатăп , кайма пултаратăн, — шантарчĕ Крапивин. — Анчах ан васка. Пирвай пирĕн сăмахламалли пур. Çитменнине, çĕрле ĕнтĕ, халь эсĕ пĕрех яла тухса каяяс çук, ман пата тесен, хамсăр пыраймăн. Атя, лар...

— Эп вара... шалт аптрарăм, тупата, пĕтĕм пурнăçа аса илсе тухрăм çак кунсенче, Совет влаçне хирĕç тунă пĕр ĕç тупаймарăм, — тесе, Телегин каллех хăй вырăнне ларчĕ.

Крапивин ăна тĕсесе-тĕсесе пăхрĕ.

Çапла, Çтаппан ывăлĕ çак çулсенче чылай улшăннă. Халь ăна, çывăхрах курнă хыççăн, Ванькка тесе чĕнмешкĕн те аван мар. Иван темелле пулĕ малашне. Шăмшакĕ, ашшĕнни пекех, хытанкарах, анчах кашни хусканурах ку çыннăн вăй пурри сисĕнет. Тепĕр тесен, Ванькка сăнран та ашшĕ пекех: тĕксĕмрех ӳтлĕ кăшт тăрăхла пит çинче тӳрĕ сăмса, çӳхе тута, хура куç харши уççăн палăрса тăраççĕ. Çапах пичĕ унăн ашшĕнни пек йăвашскер мар, сăмса çунатти еплерех вылянинчен, çӳхе тута пĕрĕнсе-чăмăртанса тăнинчен, тĕксĕм камерăра хуран курăнакан куçĕ тăрсан-тăрсан йăлтăртатса илнинчен çынни ку хытти-хурине самаях тӳссе çирĕпленме ĕлкĕрнине туятăн. Ара, мĕн тăвăн, вăхăт шăвать. Халĕ çирĕм тăххăрта пулма кирлĕ Ванькка. Иван Степанович. Крапивин ăна, хăйĕн хреснай ывăлне, юлашки хут курнăранпа та сакăр çул çитрĕ ĕнтĕ.

Телегин та хĕреснашшĕне тĕсесе ларчĕ, вăл та чылай улшăннине асăрхарĕ. Хĕсĕкрех хăмăр куçĕ унчченхинчен те витĕртерех пăхать. Куç тавра вĕтĕ-вĕтĕ пĕркеленчĕксем пайăркаланса тăнинчен çапла туйăнать пулас. Çӳçĕ унчченхи пекех çăра унăн, анчах тикĕт пек хура мар ĕнтĕ, ытларах кĕл тĕслĕ. Мăйăх ӳстернипе-ши, кĕске сăмсин каçăрĕ тата тута тачкăшĕ халĕ палăрсах каймасть, çавăнпа, пĕтĕмĕшпе илсен, Крапивин пичĕ çирĕппĕнрех курăнать. Милици тумĕпе вăл, анчах çав тум, ахаль милиционерсеннипе танлаштарсан, çутăрах та якарах. Ахăртнех, лайăхрах пуставран çĕленĕ ăна...

Çапла, пысăк çын пулас та хĕреснашшĕ, пурнăçĕ унăн пыл та çу мар курăнать. Тепĕр тесен, Ванькка салтакра чухнех çакна асăрханă: командир мĕн чухлĕ пысăкрах, çавăн чухлĕ унăн пурнăçĕ те канăçсăртарах.

— Ну, мĕнле пурăнан? — ĕç çинчен тӳрех калаçас темерĕ Крапивин. — Авланман-и-ха?

— Çук. Эс ху тата? — хăюлланса ыйтрĕ Ванькка.

— Эй, каларăн... Ман ĕнтĕ вăхăчĕ иртнĕ, — алă сулчĕ Крапивин. — Эс вара ахалех тăсан ку ĕçе. Ну, юрĕ, куратăп: кăмăла каякан сăмах мар ку саншăн... Ялта мĕнле?

— Пурăнатпăр майĕпен, — хаш! сывларĕ Ванькка. — Матви пиччене вĕлерчĕç, ав.

— Пĕлетĕп. Питĕ шел... Ыттисем мĕнле? Никифоров учитель епле пурăнать? Унăн Давичĕпе пулнă-çке-ха эсĕ шурă поляксем патĕнче.

— Çавăнпа, — хыпăнса ӳкрĕ Ванькка. — Анчах упраса хăвараймарăм ăна... Çавăншăн тытса хупрĕç пуль тесеттĕм. Ашшĕ вара ялта мар халь, уесра, çутĕç пайĕнче ĕçлет.

— Нивушлĕ унта çитнĕ? — тĕлĕнчĕ те, савăнчĕ те Крапивин. — Шел, кăна маларах пĕлмен. Пĕлес-тĕк-и, ку таранччен тĕл пулаттăмах унпа... Тата ыттисем çинчен те каласа пар эс, пĕтĕмпех, пĕтĕмпех каласа пар.

«Сăпани çинчен те», — тесшĕнччĕ вĕл, анчах чĕлхи çаврĕнмарĕ.

— Астăватăн-и, революциччен эпир, темиçе чухăн çемье, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма тытăннăччĕ. Чăваш йăлипе — нимелле. Матви пиччене тĕрмене хупнăччĕ уншăн, мана халăх умĕнчех хĕненĕччĕ... Вăт, çав ушкăнпа ялхуçалăх юлташлăхĕ йĕркелерĕмĕр. Каярах ытти чылай хресченсем те явăçса кайрĕç пирĕнпе. Самай пысăк ĕмĕтсем пурччĕ пирĕн. Анчах пĕтрĕ вĕсене пурнăçласси. Пурте эпир пĕр каçрах кĕлмĕçе тăрса юлтăмăр... Темле Калюкпа тусĕсем мĕнпур укçана илсе кайрĕç... Ольга Матвеевна, Матви пичче хĕрĕ, шкул заведующийĕ... Ман йăмăк та, Тарье, пĕлетĕн-и, интелĕкента тухрĕ: избач вăл халь. Пĕлтĕр качча кайрĕ. Упăшки салтакра, çавăнпа йăмăк халлĕхе ман патрах пурăнать-ха, — тĕплĕн каласа пачĕ Телегин.

— Ял пуянĕсем тата мĕн çĕмĕрттереççĕ?

— Вĕсем-и? Вĕсен пурнăçĕ — пыл та çу. Кăтра Симун каллех сутă тăвать, патент илнĕ. Ун шăллĕ, Тиххăн, Мускавра тет... Пуянсем ыттисем те аптрамаççĕ халь, патшалăх ирĕк пачĕ вĕсене. Кашкăр Микулин аслă ывăлĕ Мĕтри Канашра хăна çурчĕ, чайнăй тытса пурăнать. Атте те ман Çĕпĕрте каллех пуйса кайнă тесе мухтанать тет экеçсене курсан. Шутласан, тĕлĕнмелле: каллех пуянсемех ырлăхра пурăнаççĕ. Революцие мĕншĕн тунă эппин, э?

Крапивин хреснай ывăлне куçран пăхрĕ те çирĕппĕн каларĕ:

— Эс, Иван, революци пирки пĕртте ан иккĕлен. Халь мул хуçисене панă ирĕк вăл вăхăтлăх япала кăна. Совет влаçĕ паян та, ыран та — яланах чухăнсене, ĕçлекен çынсене хӳтĕлĕ.

— Паллах, пĕтĕмĕшпе илсен, хӳтĕлĕ. Анчах пирĕн кооператива, ав, хӳтĕлеймерĕ. Халь мĕн тумалла ĕнтĕ пирĕн, э? Хĕлле ĕçлемешкĕн чăпта çапмалли станоксем туянасшăнччĕ эпир кăçал, курăс нумай хутса хăварнăччĕ — пĕтĕмпех харама кайрĕ, — куляннине пытармарĕ Телегин.

— Çапла çав, Калюк эшкерĕ хытă алхаса пуçларĕ. Ун пекки чăвашра халиччен пулман... Вăт, Иван, халь ĕнтĕ калам: шăпах çав хурахсене тытма пулăшмашкăн сĕнесшĕн эпĕ сана, — тĕп сăмахне хускатрĕ Крапивин.

— Мĕнле-ха капла? — тĕлĕнчĕ Телегин. — Милицисем тытайманнине, эпĕ мĕнех тăвайăп-ши? Тата... çак кунсенче тырă выра пуçларĕç. Пирĕн вара ахаль те юлташлăх саланса кайрĕ пулĕ.

Крапивин тӳрех хуравламарĕ, хреснай ывăлĕ сĕнĕве тарăнрах ăнланса илессе кĕтрĕ. Унтан малалла каларĕ:

— Кооператив пирки каярах пуплешĕпĕр. Халь унран та кирлĕреххи çинчен сăмах татар. Астăватăн пулĕ, вунтăххăрмĕш çулта эс пире хамăр ялтан тухнă утамансем ертсе пыракан хурахсен ушкăнне тытмашкăн пулăшрăн. Эпĕ вăл вăхăта ĕмĕрне манас çук... Сăмах май, кала-ха, Веня арăмĕ... э-э... Сăпани мĕнле пурăнать халь?

— Кам пĕлет, — хулпуççине сиктерчĕ Ванькка. — Халăх çине тухсах çӳремест вал. Кĕркуннесемпе хĕллесенче сунарпа аппаланать. Çавна май пасарсене çӳре пуçларĕ, Канашра час-часах кураççĕ ăна çынсем. Ольга Матвеевна калатчĕ, ун ачи питĕ ăслă, çав тери лайăх вĕренет тетчĕ. Халĕ Сĕнтĕрвăрринче, вăрман техникумĕнче тет-и çав...

— Апла иккен-ха, — шухăша кайрĕ Крапивин. — Ну, юрĕ, атя, ĕç пиркиех сăмахлар... Вăт, çавăн чухне эс пире пулăшнине аса илтĕм те санпа тепре калаçса пăхас терĕм. Пĕр шухăш пур манăн. Чăн та, хальхинче сана йывăр килĕ, мĕншĕн тесен хурахĕсем кусем, вунтăххăрмĕш çулта тытнисемпе танлаштарсан, чылай чеерех, асăрхануллăрах та путсĕртерех. Ку пĕрре. Иккĕмĕшĕнчен, санăн халăх умĕнче усал ят илтме тивет. Паллах, вăхăтлăха, хурахсене тытса пĕтериччен...

— Мĕнле усал ят тата? — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Телегин.

— «Путсĕр çын» пулса тăмалла санăн, çапла майпа хурахсем умĕнче шанăçа кĕрсе, вĕсене тытма пулăшмалла...

— Мĕнле... путсĕр çын пулам эп? — ăнланаймарĕ, тĕрĕсрех, ăнланасшăн пулмарĕ Телегин.

Крапивин ăна хулпуççинчен туртса илчĕ, ăшшăн пăчăртарĕ.

— Калăпăр, эс граждан вăрçи вăхăтĕнче киревсĕр ĕç тунă. Ну... поляксем патĕнчен тарнă чухне Давида пăрахса хăварнă тейĕпĕр.

— Пăрахса хăварман эпĕ ăна! — сиксе тăчĕ Телегин. — Эс мĕн, хреснатте... Нивушлĕ мана çавнашкал путсĕр вырăнне хуратăн?

— Пĕлетĕп-ха эс айăпсăррине, лайăх пĕлетĕп, — лăплантарчĕ ăна Крапивин. — Анчах Калюковпа тусĕсем умĕнче шанăçа кĕрес тесен, сана пирвай тĕрмене хупмалла. Эппин, витĕмлĕ сăлтав кирлĕ. Вĕсен, пур çĕрте те мар та, çапах хăлха нумай. Тыткăнра çапла пулса иртнĕ тесе вара ĕнентерме май пур. Эс çырнă ăнлантару хутне, çар пайĕнче халĕ упранаканскере, туртса кăларăпăр, унта суйнă тесе айăплăпăр сана. Тĕрмене хупăпăр. Кайран эсĕ таратăн... Ăнланмалла-и?

— Çук, ăнланмалла мар, — терĕ Телегин пăртакран. — Ялйыш умĕнче, уйрăмах Ольга Матвеевна умĕнче эпĕ, вăхăтлăха кăна тесен те, Давида вилĕмрен çăлас вырăнне пăрахса хăпарнă çын пулаймастăп.

— Ара, ялйыш пĕлмĕ ун çинчен. Экеçсем сана тыткăнра чухнехи темле ĕçшĕн хупса лартнă тенине илтĕç. Мĕнле «ĕç» вăл — хурахсене кăна паллă пулĕ. Ху каланинчен. Тата, тен, хăйсем темле майпа тĕрĕслейсен...

Телегин унпа пурпĕр килĕшесшĕн пулмарĕ, хирĕçлесе пуçне сулкаларĕ.

— Ыттисем эпĕ мĕнле «ĕç» тунине чухлаймасан та, Ольга Матвеевна тавçăрса илме пултаратех. Эпĕ ăна Давидпа тыткăнран епле тарнине темиçе те каласа панă. Хĕреснатте, Ольга Матвеевна вăл... Улька вăл... маншăн, пĕлетĕн-и...

Крапивин вăл каласа пĕтермесĕрех пурне те тавçăрса илчĕ, çавăнпа ăна каллех хулпуççинчен ăшшăн пăчăртаса лăплантарчĕ. Çапла, лайăх ăнланать вăл хреснай ывăлне, ах, мĕн тери лайăх ăнланать-çке.

Каларăмăр ĕнтĕ, вунтăххăрмĕш çулта — ун чухне Крапивин чекистчĕ — Хуралам вăрманĕнчи хурахсен утаманне Веняна вăл Сăпани умĕнче тытрĕ. Упăшкине — арăмĕ умĕнче. Епле вĕçленетчĕ-ши ун чухне тытăçу — çакна татса калама йывăр. Веня та, Крапивин та нагансемпеччĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне хирĕç тăнăччĕ. Çак самантра вĕсен хушшине Сăпани вирхĕнсе кĕчĕ, иккĕшне те чарăнма чĕнсе кăшкăрчĕ. Нимĕн тăвайман енне Веня вара хăй перĕнсе вилчĕ. Арăмĕ каланине те итлемерĕ, ăна çав тери юратнăскер... Крапивин, паллах, Сăпани чĕннине пăхса тăмастчĕ, тытса каятчех Веняна. Анчах — халĕ çакна çирĕппĕнех калама пулать — Крапивин та Сăпание Венямин Лаптевран кая юратман-çке. Кашкăр Алюшĕ вăйпа качча илнĕ Альтюк вилĕмĕ унăн кунçулне пач урăх енне пăрса яман пулсан, кам пĕлет, тен, Сăпани ăна качча тухатчĕ, иккĕшĕ вара ку таранччен пĕрле мăшăр кăвакарчăн пек пурăнатчĕç...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6