Синкер :: Вуннӑмӗш сыпӑк
1
Вăрнара çитсен, Крапивин тӳрех милици начальникĕ патне кĕчĕ, «Макçăм пичче» ячĕпе хыпар пурри-çуккине ыйтса пĕлчĕ.
— Шел, унашкал çыру çук-ха, — пĕлтерчĕ начальник айăплăн. Хыпар çитесси унран килет тейĕн.
«Çыру халлĕхе пулмалла та мар-тăр, — шухăшласа илчĕ Крапивин. — Кашни кун çырса тăраймĕ». Çапах «Макçăм пиччене» Ванькка ятлă шăллĕ мĕнле те пулин хыпар ярсанах хăйне кирек ăçта тупса пĕлтерме хушрĕ вăл милици начальникне. Чи кирли — унăн хреснай ывăлĕ Иван Телегин Калюков çывăхне чиперех лекме пултарни. Ачи ăна-кăна самаях тĕшмĕртекенскер, пĕр-пĕр ăнсăртлăх сиксе тухмасан, ĕç-пуç малашне те йĕркеллех пырĕ, унран çĕнĕ хыпарсем татах çитĕç. Халĕ ăна пур çĕрте те, пур майсемпе те пулăшмашкăн хатĕр тăмалла.
Çак шухăша асра тытса, Крапивин хăй суйласа илнĕ угрозыск агенчĕпе Варламовпа утлă резервăн кунта хăварнă кĕçĕн милиционерне Васильева чĕнтерчĕ, вĕсем хурахсен йĕрĕ çине ӳкес тĕлĕшпе еплерех ĕçлени çинчен ыйтса пĕлчĕ. Лешсем халлĕхе нимпех те савăнтараймарĕç-ха.
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, юлашки уйăхсенче Калюков Утар ялне сахалтан икĕ хут, е ытларах та пырса кайнă. Паллах, çемйипе курнăçнах вăл. Çавăнпа ун арăмне упăшки килне пырсанах пире систерме тивĕççи çинчен асăрхаттарса хăвартăм, — терĕ Варламов. Çавăнтах сарлака çамкине пĕркелентерчĕ те хушса хучĕ: — Анчах, тӳррипе каласан, Калюкова гражданка пире упăшки çинчен евитлессе хам эпĕ шанмастăп.
— Эпĕ вара, налук агенчĕ пек пулса, районти милици начальникĕ кăтартнă çынсемпе кая-кая калаçрăм, — пĕлтерчĕ Васильев. — Утар çывăхĕнчи ялсенче пире систерсе тăракансем тупма тăрăшрăм. Шел, милицие пулăшма килĕшекенсем сахалрах. Хурахсем тавăрасран хăраççĕ. Чăн та, комсомолецсем пулăшма пулчĕç, анчах нумайăнах мар...
Милиционерсем иккĕшĕ те ĕç-пуç ăнсах пыманшăн пăшăрханаççĕ. Мĕн тăвăн, çамрăксем ялан хыпаланаççĕ... Крапивин кăштах шухăшласа ларчĕ те кĕçĕн юлташĕсене лăплантарма тăрăшрĕ.
— Ĕç тӳрех ăнманнишĕн пăшăрханма кирлĕ мар, — терĕ иккĕшне те куçран пăха-пăха. — Эсир хыпарланă хыççăн ман пуçа акă мĕнле шухăш пырса кĕчĕ. Калюкова гражданка Совет влаçне хирĕç çын мар. Çапах хурахсен утаманне курсан та милицие пĕлтермĕ. Апла пулсан, хальхи вăхăтра вăл — халăх тăш манĕ. Эппин, эпир ăна вăхăтлăха та пулин арестлеме, следстви пуçарма пултаратпăр. Тивĕç те, мĕншĕн тесен ун урлă вăрă-хурахсен йĕрĕ çине ӳкме пулать. Çапла-и?
Варламовпа Васильев пĕр-пĕрне пăхса илчĕç те килĕшсе пуçĕсене сулчĕç.
— Сирĕн шутпа мĕнле пек, арăмне хупса лартсан, Калюковăн яла пырса çӳремешкĕн сăлтав пулать-и? Е, пачах урăхла, вăл ун хыççăн Утар çывăхне те пырса тухмĕ? — Варламовпа Васильева хăйпе тан хурсах канаш ыйтрĕ Крапивин.
Милиционерсем каллех пĕр-пĕрне куçран пăхса илчĕç, нимĕн калама аптăраса, хулпуççисене сиктеркелерĕç.
— Эппин, сиртен хăшĕ пĕлет: Калюков арăмне юратсах качча илнĕ-и е ашшĕ-амăшĕ тупса панипе кăна?
Ку ыйтăва кунта чылайранпа пурăнакан Варламов кăна пăртак уçса пама пултарчĕ.
— Филимон Петрович, пĕлетĕр-и, Уравăшра Калюков арăмĕн ашшĕ-амăшĕпе шăллĕ Ефрем Крюков пурăнаççĕ. Ехремĕ активист. Ял Советĕнче исполнительре ĕçлет. Эпĕ унпа икĕ-виçĕ хут та тĕл пулкаланă. Паллах, йыснăшĕ Калюков çинчен те калаçкаланă. Калюкова вăл аппăшне нушалантарнăшăн тата хăйсен ятне те янăшăн чăнласах кураймасть, Санюк çавна мĕншĕн качча кайрĕ-ши тесе ӳпкелешет.
— Мĕншĕн качча кайрĕ-ши тет-ха эппин... — Крапивин каллех кăшт шухăшларĕ. — Апла тесен, Санюкне Калюкова качча тухмашкăн никам та хĕсĕрлемен, вăл ку ыйтăва хăех татса панă. Е, венчете ашшĕ-амăшĕ сĕннипе тăрсан та, чунĕнче çакна хирĕçлемен.
— Ара, ун чухне Калюков хураха тухман-çке, чип-чипер йĕркеллĕ çын, ялти ятлă çын ывăлĕ шутланнă, — сăмах хушрĕ Васильев. — Ун пек качча хĕрсем никам та тиркес çук.
— Çапла çав, эс калашле, чип-чипер йĕркеллĕ çын шутланнă, — хаш! сывларĕ Крапивин. — Анчах çав «чип-чипертен» кам пулса тăчĕ вăл, э? Мĕншĕн? Ну, юрĕ, кун пирки кайран, хăйне тытсан, тĕплĕнрех шухăшлăпăр. Эппин, туссем, пĕтĕмлетер. Крюковсен хĕрĕ Санюк Калюкова юратсах качча тухнă. Çапла вара вĕсем хушшинче çур юрату та пулин пурах. Мĕнле пек, сасартăк арăмĕ килĕнчен çухалсан, Калюков ăна шырама тытăнĕ-и?
Сăмах ăçталла çаврăнса кайнине Варламовпа Васильев тинех тавçăрса илчĕç.
— Шырамасăр, — хавхаланчĕ Васильев. — Çитменнине, икĕ çулхи ача пур унăн, ашшĕн ун пирки те шухăшламалла. Атьăр, тытар та каяр Калюкована.
— Эп пĕлнĕ тăрăх, Калюков хуçалăхшăн çав тери тăрăшнă, — хушса хучĕ Варламов. — Кил-çурчĕ хуçасăр юлсан, унта пырса курмасăр унăн чунĕ нумай чăтаяс çук. Ман шутпа та, унăн арăмне арестлемелле.
Кĕçĕн юлташĕсем çак шухăш патне çапла хăвăрт çитсе тухни Крапивина пăшăрхантарчĕ.
— Эсир пăртак шухăшласарах пуплешĕр, — хытарчĕ вăл милиционерсене. — Преступника илĕртессишĕн кăна çынна арестлеме юрать-и вара. Çинех, хăвăрах каларăр, Калюкова гражданкăн пĕчĕк ача пур...
Варламовпа Васильев иккĕшĕ те хĕрелсе кайрĕç, айăпа туйса, пуçĕсене усрĕç.
— Анчах, паçăрах палăртрăр, вăл упăшки яла пырса çӳренине пиртен пытарать. Преступника пытарни вăл айăпах вĕт-ха, эппин, мĕншĕн тытса кайса ăна-кăна ыйтса пĕлмешкĕн юрамасть унран? — терĕ тепĕртакран Варламов, хăюлăх çитерсе.
— Енчен çак хыпар тĕрĕсех-тĕк, пирĕн Калюкова гражданина хирĕç следстви пуçарма, чăнах та, сăлтав пур, — килĕшрĕ Крапивин. — Астăвăр, хыпар тĕрĕс чухне кăна. Çавăнпа, Варламов юлташ, эпĕ сире çак ыйтăва тĕплĕнрех тĕпчесе тухмашкăн хушатăп. Участок милиционерне Оглоблина явăçтар ку ĕçе. Вăл Утар хыпарĕсене, паллах, сиртен лайăхрах пĕлет... Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, — килĕшсе пуçне сулчĕ Варламов.
— Эсир вара, кĕçĕн милиционер юлташ, Ефрем Крюков гражданинпа вăрттăн калаçса пăхăр. Астăвăр, кун пирки, сых енне, никам та, вăл шутра ял Совет председателĕпе участок милиционерĕ те ан пĕлччĕр. Тен, Крюков юлташ пире пулăшма килĕшĕ. Вара унăн аппăшĕ урлă Калюковпа çыхăнма тăрăшмалла пулать. Анчах пирвай эсир унăн шухăш-кăмăлне кăна тĕпчесе пĕлĕр. Ĕçĕ пирки каярах тĕплĕнрех калаçса татăлăпăр. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, пурнăçлама тăрăшăп! — сăмах пачĕ Васильев.
«Эх, çамрăк çав пирĕн кадрсем, ытла çамрăк, — пăшăрханарах шухăшларĕ Крапивин. — Анчах мĕн тăвăн, вĕсен ӳсмелле, пирĕн ĕçе малалла туса пымалла. Тепĕр енчен, ку çамрăксем революци хыççăнхи пирвайхи çулсенчисем мар ĕнтĕ, милици курсĕсемпе шкулĕсенчен вĕренсе тухнăскерсем, аптăрамĕç-ха...»
Тепĕр кун, çумăр, юлхавлăн пулин те, витĕр ислетмеллех çунине пăхмасăр, Крапивин ир-ирех Йĕпреçе тухса кайрĕ.
Тавралăхра хура кĕр хуçа ĕнтĕ. Уйсенче, кĕртырри лаптăкĕсемсĕр пуçне, пĕр ешĕл симĕс вырăн çук. Вăрманта та, çулçисене тăкса, пур йывăç тĕксĕмленсе пĕрпекленнĕ. Тĕллĕн-тĕллĕн курăнакан хурăнсем кăна, шывран тин тухса сасартăк çын куçĕ умне лекнĕ хĕрсем пек именчĕклĕн авăна-авăна илекенскерсем, шап-шурă вуллисемпе палăрса тăраççĕ, тата хыр-чăрăш, пире çулла-и е хĕлле, çуркунне-и е кĕркунне — пурте пĕрех тенешкел, симĕс тумне хура йывăçсем хушшинче пушшех кăтартма тăрăшса, пĕлĕтелле мăнаçлăн кармашать... Çурт-йĕрпе хуралтăсем, тавралăх тĕксĕмлĕхĕпе витерĕннĕскерсем, пусăрăнса лараççĕ. Вĕсем кĕç-вĕç килес хура кунсене, хыççăнхи шартлама сивĕсене кĕтсе илме хатĕр ĕнтĕ. Тепĕр тесен, чунсăррисем кăна мар, чĕрĕ чунлисем те халĕ пусăрăнса пурăнаççĕ: ялсемпе иртнĕ чухне урамсенче çынна мар, ахаль чух ялан хĕвĕшекен анчăксене те сайра куратăн. Çапла вăл кĕр кăмăлĕ...
Çапла, октябрь уйăхĕ пуçланчĕ, Крапивин хăйне хушнă ĕçе çав-çавах пурнăçлаймарĕ-ха. Калюков эшкерĕ вара иртĕхме пăрахмасть. Пăрахма тет-ха, халĕ çав путсĕрсем, темшĕн-çке, уйрăм пуян çынсене пач тĕкĕнмеççĕ тесен те юрать, ытларах ялсенчи юлташлăхсене, тĕрлĕ кантурсене тапăнаççĕ; активистсене хĕсĕрлеççĕ. Авă, Вăрнарти милици начальникĕ каласа панă тăрăх, нумай пулмасть-ха Минин, ахăртнех, Калюковăн çав тери çывăх тусĕ, Çĕрпӳ районĕнчи пĕр яла çитсе, комсомол ячейкин секретарьне вĕлерме хăтланнă. Юрать-ха лешĕ тарса хăтăлнă, çапах та хурах ăна персе амантма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрнех. Ячейка секретарĕ халĕ пульницара выртать-мĕн. Тепĕр каç кӳршĕ ялта вулав çуртне вут тĕртсе çунтарса янă. Çак тискер ĕçе те Мининпа юлташĕсемех тунă, тен. Ку ĕнтĕ ытахаль хурахла ĕç мар, ку вал — Совет влаçне хирĕç ятарласа тунă провокаци... Васкамалла, васкамалла Крапивинăн, хăвăртрах тĕп тумалла Калюков бандине. Чăн та, Телегин унта çакланма пултарчĕ-ха, маттур. Унпа хăвăртрах çыхăнмалла халĕ, вара куç курĕ...
Йĕпреçе çитеспе çанталăк сасартăк улшăнчĕ. Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрме тытăнчĕ те, Хура çырма патнелле çывхарнă тĕлелле тӳпе тĕксĕм пĕлĕтсенчен тасалса та çитрĕ. Сасартăк хĕвел пăхса ячĕ, пĕтĕм таврана ылтăн тĕс кĕртсе çутатрĕ. Вырăссем «хĕрарăм çăвĕ» текен ăшă кунсем çитрĕç пулинех. Крапивинпа пĕрле пыракан милиционерсем кăна мар, лашасем те савăнăçлăрах пулса кайрĕç, çăмăлрах утаççĕ, пуçĕсене хаваслăн уха-уха илеççĕ. Çавă ĕнтĕ, çанталăк лайăх чухне, таврара ытти нимĕн улшăнмасан та, пурпĕр савăнăçлăрах. Общество пурнăçĕнче те çавăн майлах мар-и: вăл вăрă-хурахран, ултавçăсенчен, бюрократсенчен, ытти йăх-яхран тасалтăр кăна, ытти енчен тӳрех нимех те улшăнмасан та, пурăнма савăкрах, нумай çăмăлрах. Октябрьти революци хыççăн граждан вăрçи пуçланса кайсан, Крапивин çапла шутлатчĕ: «Акă, хура халăх тăшманĕсене çĕнтерĕпĕр те нихçанхинчен таса, телейлĕ пурăнма тытăнăпăр». «Çук-ха, темскер, тасалса çитеймерĕмĕр, — хăйĕн йăнăшне йышăнма тиврĕ унăн халĕ. — Революци пулнăранпа кĕçех вунă çул тулать, эпир, шурă гвардеецсене, нумай-нумай патшалăх интервенчĕсене çĕнтерсе, тăван çĕршывран кăларса сирпĕтнĕскерсем, авă, темле Калюков хурахĕсене тытса пĕтерейместпĕр. Тĕлĕнмелле, пĕр шутласан. Класс тăшманĕсене мĕн чухлĕ кăкларăмăр ĕнтĕ, вĕсем пур — татах таçтан тупăнса пыраççĕ, çĕнĕрен шăтса ӳсеççĕ. Ĕç-пуç каплах пырсан, обществăра халăх майлă çирĕп йĕркелĕх туса хуриччен тата тепĕр вунă çул та кирлĕ пулĕ-ха...»
Йĕпреçри милици начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Демин Шупашкар хăнисене çав тери савăнса кĕтсе илчĕ. Хăй ырă кăмăллă пулнăран кăна мар-мĕн, урăх сăлтавпа та хĕпĕртенĕ Крапивин килсе çитнĕшĕн. Çав сăлтава вăл пытарса тăмарĕ, хăнасене çул çинчен канма памасăрах каласа кăтартрĕ.
Ĕнер кăна парти райкомĕпе райĕçтăвком ячĕпе Экеç ял халăх пухăвĕн приговорĕ килнĕ-мĕн. Çав приговор тин йĕркеленнĕ район пуçлăхĕсене самаях шухăшлаттарнă. Крапивин çитиччен кăна Демин райĕçтăвкомран таврăннă-мĕн. Ĕçтăвком ларăвĕнче ăна лайăх пĕçерккĕ парса янă, районти милици япăх ĕçлет тесе, хăртса пĕтернĕ.
— Ку ĕç пĕтĕм республикăри Шалти ĕçсен комиссариачĕн ĕçĕпе çыхăннă, пиртен кăна килмест тесе тем пекех ăнлантартăм, — каласа пачĕ Демин, тимĕр ещĕкрен Экеç ял халăх приговорĕн копине кăларнă май. — Итлесшĕн те мар мана. Хамăр районти лару-тăрушăн республика комиссариачĕ мар, пирĕн шалти ĕçсен пайĕ явап тытать теççĕ.
Филимон Петрович, эсир те пулин ăнлантарса парăр-ха пирĕн пуçлăхсене Калюков хурахĕсене тытма çăмăлах марри çинчен.
Крапивин начальнике тĕсесе пăхрĕ. Çук, алă уснă çын пек курăнмасть вăл, таса кăвак куçне тартмасть.
— Пирвай экеçсен хучĕпе паллашам-ха, — терĕ те Крапивин приговор копине тимлĕн вуласа тухрĕ. Унта çапла çырнă:
«Экеç ял халăхĕн приговорĕ.
1927 çулхи сентябрь уйăхĕн 30-мĕш кунĕнче пĕтĕм ял халăхĕн пĕрлехи пухăвĕнче пĕр саслă пулса йышăннă.
Кăçалхи август пуçламăшĕнче, çĕр варринчех, темле хурахсем ялти ялхуçалăх юлташлăхĕн кассине çаратнă, ултçĕр тенкĕ укçана пĕтĕмпех илсе кайнă. Унсăр пуçне юлташлăх казначейне Лаптев Матвей юлташа вĕлересле хĕнесе хăварнă, лешĕ кайран пульницарах вилсе кайнă. Çапла вара пирĕн ялти юлташлăх чăннипе арканса каяс вĕçне çитрĕ, мĕншĕн тесен эпир халĕ нимĕнле станок та, нимĕнле машин та туянаймастпăр, апла-тăк ĕçе те социализмла меслетпе йĕркелесе яраймастпăр. Хушма промысла енĕпе те ĕçлейместпĕр. Эпир Совет влаçĕ юлташлăха хирĕç тăшманла ĕç тунă хурахсене тытса хупĕ, пĕтĕм укçана кассăна тавăрса партарĕ тесеччĕ. Анчах уес чухне те, халĕ, район туса хурсан та, вырăнти милици ку енĕпе нимĕн те тумасть иккен. Пирĕн ялта ял хуçайствине коллективизацилесси чарăнса ларни ăна нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармасть.
Эпир, Экеç ял халăхĕ, парти райкомĕпе райĕçтăвкомран халех районти милицири пюрократсене кăларса сирпĕтме, пире хур кăтартнă хурахсене çывăх вăхăтрах тытмашкăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтатпăр.
Юлашкпнчен çакна ыйтас килет сиртен, районти пуçлăх юлташсем: нивушлĕ Совет влаçĕ хурахсене тĕп тăваймĕ? Нивушлĕ вăл пире, хресченсене, хӳтĕлеймĕ? Апла пулсан, мĕн усси парать вăл пире, хура халăха?
Çук, эпир кунашкал йăшăк влаçпа килĕшме пултараймастпăр. Çавăнпа, пирĕн ыйтăва çывăх вăхăтрах тивĕçтермесен, ял халăхĕ Мускава, М. И. Калинин юлташ патне хутуксем ярĕ. Вăл пире пулăшасса эпир çирĕп шанатпăр, çав шанăçа мала хурса, хамăр юлташлăха паянтан унăн ятне паратпăр».
— Хаяр каланă, — терĕ Крапивин, приговор хутне Демина тавăрса панă май. Сассинчен тата хăй ку хутпа питĕ кăмăллă пулни палăрать. — Хаяр, анчах тĕрĕс. Чăн та, Тарас Дементьевич, сана мар, мана ĕçрен кăларма ыйтмалла пулнă вĕсен. Çавăнпа ан кулян, приговор ыйтăвне те хамах татса пама тăрăшăп. Кун пирки иксĕмĕр апат хыççăн тĕплĕнрех калаçса татăлăпăр, юрать-и? Халĕ пĕр япала кала-ха мана: «Макçăм пичче» ячĕпе сан пата нимĕнле хыпар та çитмерĕ-и?
Крапивин айăпа хăй çине илни Демина кăштах чун кĕртрĕ курăнать, вăл лăпкăнрах, шухăшларах калаçа пуçларĕ.
— Халлĕхе нимĕнле хыпар та çук-ха, — терĕ. — Анчах эпир Телегинпа е вăл янă çынпа тĕл пулмашкăн яланах хатĕр. Хамăр çынсене кашни пасарах кăларатпăр. Хуралам пасарне те яратпăр; чугун çул станцийĕнче вара кашни кунах ир пуçласа каçчен хамăр çын çӳрет. Пирĕн пай сотрудникĕсене кунти граждансем пурте пĕлеççĕ, çавăнпа эсир Шупашкартан илсе килнĕ утлă резерв милиционерĕсене явăçтартăмăр ку ĕçе.
— Тĕрĕс тунă, — ырларĕ Крапивин. — Кала вĕсене: çак кунсенче уйрăмах тимлĕ пулччăр. Телегинран эпĕ хыпар илтĕм. Калюков ушкăнне чиперех вырнаçнă иккен вăл. Чăн та, ăна халлĕхе шансах каймаççĕ курăнать. Йĕпреçрен кайнă хыççăн чылай вăхăтран кăна çыру яма пултарчĕ. Çапах ĕмĕрĕпе тĕрĕслемĕç ăна. Эпир Телегин хушаматлă çынна темиçе тĕрлĕ преступленишĕн «айăпласшăн» пулнине, ăна пикенсех «шыранине» таçта та пĕлтернĕ. Эппин, вăл хыпар Калюков хăлхине те кĕретех... Ун хыççăн, ман шутпа, Телегинăн пурнăçĕ ирĕклĕрех пулма кирлĕ...
Кăнтăрлахи апат хыççăн Крапивпн райĕçтăвком председателĕ патне кĕчĕ. Тин кăна йĕркеленĕ май, ку районта халлĕхе парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне — çын тупайман теççĕ-и — суйламан иккен те, тĕп пуçлăх вăлах-мĕн кунта. Крапивинпа председатель чылай сăмахласа ларчĕç. Председатель çĕнĕ районта ĕçлеме йывăрри çинчен ытларах калаçрĕ. Крапивин ăна Калюков вăрă-хурахĕсене мĕншĕн час тытса пĕтерме май килменнине ăнлантарчĕ. Ку ĕç кăткăслăхне район пуçлăхĕ хăй те лайăх чухлать-мĕн.
— Эсир кун пирки Экеçе кайса ял халăхĕпе калаçасшăн пулни тĕрĕс, — терĕ вăл. — Унта манăн заместителе Петр Никифоровича пĕрле илсе кайсан та аван. Вăл тахçан унта пурăннă çын, ял халăхĕ халĕ те хисеплет ăна...
— Кам терĕр сирен заместитель? — хăй илтнине ĕненмерĕ Крапивин. — Хушамачĕ унăн Никифоров мар-и?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...