Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк


1

«Чунĕнче, тен, хăйне тăшман тесе шутламасан та, ĕçĕпе пирĕн тăшман вăл, ăнланатăн-и? Мĕншĕн тесен Совет влаçне, халăха, Экеçри юлташлăха сиен кӳнĕ. Çавăнпа, шансах тăр, тупатпăр хурахсене йыхăрса çул кăтартакан çав путсĕре. Эпĕ ăна, Сăпани, хамăн чи хаяр тăшман вырăнне хурса шырăп, пурĕпĕр тытăп».

Хĕлимун ялтан ĕнерех кайнă пулин те, унăн çак сăмахĕсем халĕ те-ха хăлхаран туха пĕлмеççĕ. Епле хыттăн, хаяррăн каларĕ вăл! Чăн-чăнласа каларĕ. Калюк хурахĕсене çул кăтартакана та вăл чăн-чăнласах кураймасть. Эх, пĕлесчĕ унăн çав «тăшман» кам иккенне!..

Сăпани ĕнер ир кăна-ха çунатлăччĕ, кĕç-вĕç телейлĕ пулма пултарас çынччĕ, мĕншĕн тесен çавăн чухне ĕнтĕ кăнтăрла иртсен шкулта халăха района янă приговор пирки пухасси çинчен пĕлтерчĕç. Темшĕн-çке, вăл çав пухăва Крапивин килессех сунчĕ. Халăх приговорне района кăна янă-ха, Хĕлимун вара Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, эппин, Экеçе килмелле те мар пек. Тепĕр енчен, Калюкпа тусĕсем ялхуçалăх юлташлăхне çаратсан, каярах пулин те, пурĕпĕр килсе кайрĕ вăл. Ĕçлессе те çав енĕпе ĕçлет. Çитменнине, Калюковĕ Йĕпреç районне кăна мар, пĕтĕм республикăна тустарать, çакна халĕ кашни чăваш пĕлет. Эппин, мĕншĕн килес мар Хĕлимунăн Экеçе? Пĕтĕм ял халăхĕ йышăннă приговор такама хускатĕ. Сăпани иртнĕ пухура илтнĕ тăрăх, хутне милицие те яма йышăннăччĕ, апла-тăк унта мĕн çырнине Хĕлимун хăлхине çитерме тивĕç.

Кашкăр Мĕтрине юлташлăх укçи ăçта упраннине кайса пĕлтерсе, яла пирвай — милиционерсем, каярах — Крапивин килмелле тунă хыççăн, ăна ун чухне самантлăха кăна курчĕ пулин те, Сăпани тек ĕнтĕ Хĕлимунсăр пурăнма пултараймассăнах туйрĕ. Пĕлет-ха вăл, унăн, Крапивина пула упăшки перĕнсе вилнĕ хĕрарăмăн, пачах урăхла, ăна ĕмĕр кураймасăр пурăнмалла пек. Анчах сисмесĕрех ун çинчен шухăшлама тытăнать те, хайхи куç умне Веняпа Хĕлимун тытăçса кайни, вăл, лашана хăварса чупса пырса, иккĕшĕн хушшине кĕрсе тăни, Веня нимĕн тăвайман енне перĕнсе вилни мар, е унччен нумай çул маларах тин çеç-ха яппун вăрçинчен таврăннă Хĕлимун вăйăра ăна ташлама чĕнсе кăларни, кайран, уйăх çутинче юмахри Йăван-паттăр пек таса та хăватлă курăнаканскер, унпа шăнкăр валак умĕнче шăкăл татса калаçса тăни, е тата чылай çулсем иртсен, Веня ĕнтĕ тĕнче вăрçи фронтне кайсан, Хĕлимунăн, хăйĕн вăрттăн ĕçĕпе яла килнĕскерĕн, кĕтмен çĕртен ирĕксĕрех Сăпани килĕнче çĕр каçма тивни, çав çĕрле вара Сăпани, хăй мĕн хăтланни пирки пач шухăшламасăр, пуçне çухатсах, сасартăк унпа юнашар пырса выртса çылăха кĕни тухса тăрать...

Пĕр шутласан, пач ăнланмалла мар пек, сакăр çул ытла пурăнчĕ-иç Сăпани Хĕлимунсăр, Венясăр, арçынсăр. Кăçал вара мĕн пулчĕ-ши — вилсе каясла курас килет Хĕлимуна. Пĕрре, хăюлăх çитерсе, пырса уртăнĕччĕ те мăйран, кăвакарнă мăйăхлă тачкарах тутинчен чуптăвĕччĕ ăш каниччен, унтан, пуçне унăн сарлака кăкăрĕ çине хурса, тăрĕччĕ те тăрĕччĕ пĕр чĕнмесĕр, лăпкăн... Пулать çав тепĕр чухне çапла: тулать те тулать шыв çырмара, тытса тăрать те тăрать ăна пĕве; анчах, акă, капланăвăн чикки çитет те, шар кăна çурса ярать пĕвене, ĕмĕрĕпе пĕчĕккĕн сăрхăнас юханшыв шавласа-кĕрлесе илет вара пĕр кана, унчченхи тытăнчăкшăн та, ӳлĕмришĕн те савăнса юлас тесе. Сăпани кăмăлĕнче те çапла пулса тухрĕ курăнать...

Хуняшшĕн, Çăпата Матвин, пурнăçне илсе кайнă çав синкерлĕ çарату хыççăнхи тĕлпулу вăхăтĕнче Хĕлимун та ун çине ăшшăн-ăшшăн пăхнине Сăпани сисрĕ. Тем тесен те, ĕмĕте çеç курни мар, чăн сисĕм пекех туйăнчĕ вăл. Апла пулин те, Хĕлимун шанăç кӳрекен пĕр çăмах та каламанни вара пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарчĕ. Мĕншĕн çапла пытарать-ха вăл Сăпание пурĕпĕр сисĕнекен туйăмне? Мĕн чăрмантарать ăна, ял çынни пек, уçă кăмăллă пулмашкăн? Хăй пысăк ĕçри çын пулни-и? Нумай ăс пухнăскерĕн хутла та путлĕн вĕренеймен çынпа тек çыхланас килменни-и? Е тахçанах хĕрарăм тупнă-ши вăл, сăмахпа кăна хусах пек курнăçланса çӳрет-ши? Çакăн пирки нумай шухăшларĕ хĕрарăм, вара сасартăк питех те ансат сăлтава тавçăрса илчĕ: çук, вăл та, ку та, тепри те мар Хĕлимуна уççăн калаçма чăрмантараканни! Ара, епле хăйтăр Хĕлимун Сăпанипе пуçласа çавнашкал сăмах тапратма, епле хăйтăр, вăл, ахăртнех, унăн умĕнче хăйне айăплă туять-çке.

Ĕнер кăнтăрла, пухура, чăнах та, Крапивина курсан, Сăпани кирлĕ сăмаха хăй пуçласа ямашкăн тĕв туса хучĕ. Упăшкин вилĕмĕ куçа-куçăн пынă кĕрешӳре килни, çавăнпа Веняшăн ăна пĕртте айăпламанни çинчен те, хăй ăна вунçиччĕрех, вăйăра пĕрремĕш хут ташлама чĕнсе кăларнă хыççăнах савса пăрахса, унтанпа самантлăха та юратма чарăнманни çинчен те, ывăлĕ, Хĕлимун-кĕçĕнни, килте чухне унпа чуна пусарса пурăннă пулсан, вăл вĕренме кайнă хыççăн пĕччен юлсан, халь ĕнтĕ Крапивин çинчен шухăшламан, ăна аса илмен çĕр те сайра пулнă тата ытти, тата ытти çинчен те пĕтĕмпех каласа пама шут тытрĕ вăл, майлă самант тупăнтăрччĕ çех, вара чуна уçса паратăпах тесе шанса тăчĕ. Ан тив, Крапивин кулĕ-и унран, хăй юратнине арçынна пирвай калама хăйнă, тен, пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕнчен, е хăй унран тахçанах сивĕннĕ ĕнтĕ, çамрăк чухне те юратнипе мар, Альтюка тавăрас тĕллевпе кăна çӳренĕ тесе калĕ-и, е хăй ĕнтĕ сумлă çын, Сăпани вара, унчченхи пекех, ахаль хĕрарăм шутĕнчен тухайманнипе вĕсен ӳлĕм пĕрле пуласси пирки ĕмĕтленме те кирлĕ мар тейĕ-и — çыхăнса-чăлханса ларнă тĕвве пурĕпĕр салтмаллах-çке. Унсăрăн пĕтĕм пурăнăç çав тĕвве салтайманнипе усă курмасăрах çĕрсе пĕтнĕ вĕрен пек хăрса арканĕ.

Анчах пухура Крапивин ялти ялхуçалăх юлташлăхне çаратакансем чăн-чăн тăшмансем, вĕсене пулăшаканĕ те тăшманах терĕ те, Сăпани, хăюлăх тĕлĕшпе нумай арçынран ирттерекен хĕрарăм, унпа калаçма мар, кайран патне пыма та хевте çитереймерĕ. Çапах, ара, Калюкова кам çул кăтартнине вăл халлĕхе пĕлмест-çке-ха, шухăшласа илчĕ каярах, вара, кайран куç курĕ унта тесе хăйне хăй лăплантарса, тепĕртакран каллех хăюлăхне пухса çитерчĕ, мĕн пулать те мĕн килет тенешкел, Крапивинпа Никифоров пуху хыççăн ăçта кайнине курса юлнăскер, хуняшшĕ килне, Ольга Матвеевна патне уттарчĕ. Унта çитрĕ те... Эй, пӳлĕхçĕ, мĕн илтме тӳр килчĕ ăна! «Хамăн чи хаяр тăшман вырăнне хурса шырăп, пурĕпĕр тытăп». Кама тытĕ? Паллах, Сăпание. Каккуй Хĕлимунпа калаçма, ун умĕнче çĕр тĕпне анса кайма хатĕр тăчĕ вара вăл...

Çавăнтанпа хăйне ятлать, кăшлать, çиет, çав вăхăтрах ӳкĕнет, ӳпкелешет Сăпани. Çакăнта Хĕлимун халь пулас пулсан-и? «Ме, тыт! Эпĕ санăн тăшману! Хуть вĕлер мана, хуть питрен сур!» — тейĕччĕ вăл, чунра мĕн капланнине уçса парĕччĕ. Эй, Пӳлĕхçĕ, мĕн илтме тӳр килчĕ çут тĕнчери чи хаклă çынран. Çакăн çинчен ĕмĕтленнĕ-и вăл Кашкăр Мĕтри патне хыпаланса кайнă чухне. Кам шутланă хурахсем хуняшшĕне вĕлермеллех хĕнесе хăварасса. Çавăнпа, Мĕтри татах пулăшма ыйтсан, вăл тек шарт та март килĕшмерĕ, урăх курмастăп та, илтместĕп те, пĕлместĕп те сире терĕ ăшĕнче. Анчах ялйышпа Хĕлимун умĕнчи айăпа капла кăна каçарттарма çуках пулĕ çав.

Аптăранă енне, кăнтăрла иртсен Сăпани, пăшал йăтса, Асакасси вăрманне тухса утрĕ. Пĕр шутласан, октябрь вĕçнелле мĕн сунарĕ темелле. Чăн-чăн сунарçă вара хĕл варринче кайăк кăвакал тытса таврăнĕ. Пур пĕр тĕлте йăва, Сăпани çуркуннех асра картса хунă ăна, анчах тĕкĕнмен, каярах та, çулла сайра хутра çырлана е кăмпана çӳрекеленĕ чухне, сăнасах тăнă. Кашкăр йăви вăл. Тепри пулсан, каламасăрах паллă, пултарайсан, амине çуркуннех тĕп тăвĕччĕ, çурисене, тин куç уçнăскерсене, тыта-тыта юнашарти юман çумне шанлаттарĕччĕ. Сăпани амăшне те, çурисене те тĕкĕнмерĕ. Хирĕç тăрайман чĕрчуна вĕлермешкĕн алă çĕклеме, вăл сиенлĕ тискер кайăк пулсан та, епле хăйăн. Халь тесен, кашкăр çемйи, ахăртнех, вăй илнĕ ĕнтĕ, тискерленсе çитнĕ, пĕччен сунарçăпа ним мар тупăшма пултарать.

Тинтерех йăлана кĕрсе пыракан вырăс фуфайки, хура тĕслĕскер, хăмăр аркăллă сатин кĕпе айне арçын шăлаварĕ, урана кирза атă тăхăннă, пуçа, хăлха лайăх илттĕр тесе каялла çавăрса, пысăках мар çăм тутăр çыхнă Сăпани, тепĕр тесен, кашкăр çемйи вырăнта пулмасан та çырлахатчĕ-и, тен. Çак самантра тăвăнса çитнĕ чунне кăна лăплантармаллаччĕ унăн. Анчах вăрмана кĕрсен, хăнăхнă йăлапа, атă йывăррине пăхмасăр кушак пек çăмăллăн, пĕр сас-чӳ кăлармасăр утрĕ Сăпани, кирлĕ çĕре çав тери шăппăн çитрĕ. Çапла çитме ăна вĕттĕн-вĕттĕн пĕрĕхекен йĕпхӳ те пулăшрĕ пулас. Унăн пĕчĕкçĕ тумламĕсем йывăçсен тăкăнса пĕтмен çулçисем çине пухăнаççĕ те, çĕре пăт-пат! шăпăр-шапăр! тăкăнса, ытти сасăсене хупласа пытараççĕ. Çак йĕпхӳ çумăрах кашкăр çемйине те йăвара тытса тăнă пулас, çывăхра выртакан шăмăсене кура, çĕрле кăна пĕр пăши пăрушне çурса тăкнăскерсен, тутă хырăмпа нӳрĕ вăрмана тухса янккас килмен курăнать.

Кĕрхи вăрман шăпăр пек çарине асра тытса, Сăпани çырма çыранĕнчи, тăвăл лăсканипе тӳнсе кайнă хыр тымарĕ айĕнчи çĕр хăвăлĕнче выртакан кашкăрсем патне çӳл енчен пычĕ. Телее, çил те питрен çапатчĕ, эппин, кашаманпа çурисем этем шăршине туйма пултараймаççĕ... Йăва çывăхне çитсен, вăл çав тери асăрханса, нумай-нумай çеккунт иртсен кăна пĕрер утăм туса утрĕ. Çапах кашкăр ами тем ырă маррине сисрĕ-сисрех курăнать, таçта аялта, ура айĕнче, вăл кăмăлсăррăн харлатни илтĕнчĕ. Эппин, çемье, чăнах та, килĕнчех-ха... Анчах Сăпани çыран хĕррине, хыр вулли çумне пырса тăчĕ те, авăрланă икĕ кĕпçеллĕ пăшалне хатĕр тытса, хăйпе юнашар тата темиçе патрон кăларса хучĕ, унтан сасартăк, сулахай алăри вăтапа пуç пӳрнесене ункăласа çăвара чикрĕ те, арçурилле ши-и-и! шăхăрса ячĕ, пăшалне хатĕр тытса, пуçне аялалла усса, кашкăрсем йăваран тухасса кĕтрĕ. Çĕр хăвăлĕнче халĕ ĕнтĕ кашкăр ами тарăхсах хаяррăн хăрлатрĕ, тепĕртакран вăл йăваран сăмсине кăларчĕ. Ахăртнех, курăннă таран таврана сăнарĕ пулас, çӳлте тăракан сунарçа вара асăрхаймарĕ-ха. Сăпани, тăпра муклашки илсе, йĕрĕлчĕк çăвар патнелле вăркăнтарчĕ. Сăмса çавăнтах шăтăка вăшт! кĕрсе çухалчĕ. Ак ĕнтĕ шалта çинçерех сасăпа хăрлатнисем те илтĕнме тытăнчĕç. Ахăртнех, каварлашать çемье. Эппин, пурте пĕрле тапăнма хатĕрленеççĕ. «Ну, епле персе ĕлкĕрĕп», — шухăшларĕ Сăпани, анчах унăн чунĕнче хăрани-мĕнĕ сисĕнмерĕ, пачах урăхла, çак самантра вăл темле хавхаланса, хăюлланса, çăмăлланса кайрĕ. Кĕçех кашкăр ами йăваран сăмсине кăна мар, пуçне кăларчĕ те хальхинче çӳлелле вĕлт пăхса илчĕ. Вăрăм пурнăçĕнче хура-шура пайтах курнăскер, пăшаллă сунарçа асăрхасан, вăл, паллах, кил умне хăрушă инкек çитсе тухнине тӳрех ăнланчĕ те каялла кĕрсе тарчĕ. Анчах, инкек пуç тăрринех килсе тăнă чухне, йăвана кĕрсе пытаннипех çемьене çăлаймăн, мĕншĕн тесен хăрушлăхĕ ку хăй тĕллĕн иртекенскер мар, ăна тапăнса çех çĕнтерĕн. Кашкăр ами, ачисене тем ăнлантарса, уласа-нăйкăшса илчĕ, унтан каллех пурте харăссăн хăрлатма-хăрăлтатма тытăнчĕç. Эппин, татăклă тытăçăва хатĕрленеççĕ... Унччен те пулмарĕ — кашкăр ами йăваран вĕлт! сиксе тухрĕ те, хăй ĕмĕрĕнче вуншар, çĕршер чĕрчуна туртса çурнă асав шăлĕсем кăнтарса тăракан çăварне хăрушшăн карса, тарăху капланса-тулса çитнĕрен хăрăлтăкпа чыхăна-чыхăна, тăвалла, хыр вулли хыçĕнче тăракан Сăпани патнелле хăватлăн тапса ыткăнчĕ. Ун хыççăнах çуи, çу каçа самай ӳссе тĕрекленнĕскер, вĕçтерсе хăпарать, йăваран ыттисем те сиксе тухрĕç... Сăпани кашкăр амине кăкăр тан тĕллерĕ те пĕррех кĕрслеттерчĕ сылтăм кĕпçерен. Ăна лектернине, лешĕ самантрах ӳкмерĕ пулин те, çавăнтах туйрĕ вăл, анчах ăна-кăна пăхса тăмарĕ, мĕншĕн тесен хыçалта вирхĕнсе пыракан çури сасартăк хăвăртлăха чакарнă амăшĕнчен вăшлаттарса иртсе кайрĕ те сунарçă çине ыткăнчĕ. Сăпани ăна, хăй çине кĕç-вĕç сиксе ӳкесскере, тĕллесе те тăраймарĕ — сулахай кĕпçерен пăшалне ун еннелле кăнтарнă-кăнтарман кĕрслеттерчĕ. Çура пуçĕпе хыр вуллине пырса çапăнчĕ те, мĕскĕннĕн нăйкăшса, йăванса кайрĕ, те ятарласа, те çыран чăнкăран, халĕ ĕнтĕ тӳнсе кайнă амăшĕ патнелле хуллен шуса анчĕ. Сăпани вĕсене пăхса тăмарĕ, хăвăртрах пăшалне авăрларĕ. Анчах мĕн ку? Тепĕр икĕ çури çапăçма шутламарĕç, амăшĕпе пиччĕшĕ пуç хунине курнăскерсем, чăтлăхалла чавтарчĕç. Эй, ăссăрсем, Сăпанирен ăçтан тарайăн! Вăл, самантрах тĕлле-тĕлле, иккĕшне те умлăн-хыçлăн тӳнтерчĕ. «Ухмахсем, — шухăшларĕ хăй шеллесе, — аннӳпе пиччӳпе пĕрлех мана тапăннă пулсан, ним мар тавăраттăрччĕ вĕсен пуçĕсене çинĕ сунарçа, хăвăр та чĕрĕ юлаттăрччĕ, пăшала авăрласа ниепле те ĕлкĕреес çукчĕ эпĕ...» Хăйĕнчен икĕ утăмра выртакан кашкăрсене пăхса илсен, вăл халь çав тери ывăннă кăна мар, халран кайнине туйса илчĕ, сухăрлă йывăç вулли çине вăйсăррăн лак! ларчĕ. Çапла, вилĕм патĕнчен икĕ утăмра кăна тăчĕ вăл паян, çапах çĕнтерчĕ, мĕншĕн тесен хăрамарĕ, кашкăр амипе çурисенчен ăслăрах пулчĕ. Лешсем вара, çутçанталăк хăйсене çапла çуратса янипе, этемрен ăссăртарах çав, сунарçă хăйсене инкек патне юри илĕртсе кăларнине сисмерĕç; çитменнине, çемьере иккĕшĕ хăравçă пулчĕç тата...

Йĕри-тавра вăрман пулсан та, кунта, тӳпемрех вырăнта, çил самаях вăйланни сисĕнет. Йĕпхӳ те пĕрĕхме чарăннă иккен, тӳпе пĕлĕтсенчен тасалса пырать. Уяртать. Çил çурçĕр енчен вĕрнине шута илсен, ку вăл — сивĕтессе. Эппин, кĕçĕр шăнтать. Кирлĕччĕ-ха, кирлĕччĕ, кĕр нӳрри йăлăхтарсах çитерчĕ...

Ĕнтĕ тӳпе пĕлĕтрен тасалсах çитрĕ темелле, анчах хĕвел нихăш енче те курăнмарĕ, ахăртнех, анăçалла анса пырать вăл. Апла-тăк Сăпани хăватлă пулин те тăвăла тӳсеймен хыр вулли çинче самаях нумай ларать... Вăл тăчĕ те халĕ ĕнтĕ мĕскĕннĕн курăнакан кашкăр виллисене пăхса илчĕ, унтан пиçиххирен патрон сумкипе юнашар çакăнса тăракан сунар çĕççине салтса вĕçертрĕ те юнашарах çĕр алтма тытăнчĕ. Çĕçĕ вăл кĕреçе мар, тăпрана та алăпах авăсмалла тата, çавăнпа самаях тăрмашма тиврĕ пĕç кăкĕ таран шăтăк чавиччен. Унтан Сăпани кашкăр амипе ывăлне, черетпе сĕтĕре-сĕтĕре, шăтăка юнашар вырттарчĕ, çиелтен тăпрапа витсе хучĕ. Çапла пытарчĕ паттăррăн çапăçса пуç хунă тискер кайăксене. Аялти чăтлăхри çурасен виллисем енне вăл пăхмарĕ те. Ан тив, шăршланса выртчăр хăравçă сутăнчăксем, ула кураксем, ытти кайăксемпе чĕрчунсем татса-касса çурччăр вĕсене. Йытта йытă вилĕмĕ, тĕсси...

Сăпани вăрмантан тĕттĕмленсен çех тухрĕ. Кăнтăрла кăна-ха йăр-яр шутаракан çул кăчăрланнă. Чăнах та, шăнтать иккен. Шăнтмасăр. Вăхăт кĕçех ноябре çитсе çапăнать...

Пăртак хытнă çулпа тăнк-танкрах утнă май, Сăпани паянхи сунар çинчен шухăшласа пычĕ. Иртенпех туллашса тăнă чунне лăплантарчĕ ĕнтĕ вăл, кăмăлне çырлахтарчĕ, çавна май тăватă чĕрчуна так ахаль тĕп тунăшăн ӳкĕнсе те илчĕ. «Эх, ăссăрсем, ăссăрсем! Хăвăра улталанине те сисместĕр-çке... — шухăшларĕ Сăпани. Çавăнтах унăн пуçне урăххи пырса кĕчĕ: — Ара, мана хама та Кашкăр çапла улталарĕ-иç. Чисти çаплах! Инкек патне йыхăрса пычĕ те мана вĕлерсе пăрахрĕ. Чăнах, халь, мана Хĕлимун хăйĕн тăшманĕ вырăнне хунă чухне, мĕн усси çĕр çинче пурăнни».

Те çулпах утрĕ вăл, те ана çине кĕрсе кайрĕ — хăй те пĕлмерĕ, ура айне пăхмасăр тăнкки-танкки пускаласа талпăнчĕ малалла, ялалла.

«Çу-ук, Мĕтри, эпĕ кашкăр пек ухмах мар, кашкăрĕ — эсĕ, — тахăш самантра шухăшласа илчĕ Сăпани. — Каярах пулин те, хама чике тăршшĕ лартнине тавçăрса илтĕм эпĕ. Эппин, улталаттармăп, култармăп хамран. Мĕнех, чăнах та, Хĕлимун умĕнче пысăк айăпа кĕтĕм. Апла-тăк, çылăха каçарттармалла. Тытатăп та тупса паратăп, акă, ăна Калюкне те, ытти хурахĕсене те. Сана хăвна та, Мĕтри, Кашкйр Мĕтри, кашкăр...»

Çак шухăш пуçра йăшăл турĕ кăна, самантрах чун, юлашки вăхăтра пусахласа пурăннă йывăрлăхран çăлăнăç тупнă пек, лăшах пулчĕ. Сăпани ĕнтĕ çĕнĕ шухăша пурнăçа еплерех кĕртмелли майсемпе меслетсем шырама тытăнчĕ. Экеçе çитнĕ тĕле вĕсен тĕп йĕрне палăртса та хучĕ. Киле таврăнсан, вăл чи пирвай выльăхсене лупасайĕнчен апат антарса пачĕ, ĕнине сурĕ, унтан, сивĕ пуссах килнипе, çĕрлене пăхмасăр вут хутса кăларчĕ, нимĕнле апат пĕçерес килменрен, кăмакана çунă çĕрулми пăрахрĕ, кайран ăна тин сунă сĕтпе кăп-кап хыпкаларĕ те ăшă пӳртре тимĕр кравать çине вырăн сармасăрах выртрĕ. «Эй, хĕрарăм, — хăйне хăй ятларĕ вăл, — упăшка çинчен ĕмĕтленен ху çаплах, анчах хăш арçын пурăнтăр санпа, тулăксăрскерпе. Ăна кунашкал сивĕ каç шаркку, тин сĕрнĕ сăра кирлĕ. Çывăрма та таса çивиттипе витнĕ вырăн хатĕрлемелле. Эс вара чисти тискер çын пек пурăнан, тьху». Çавăнтах йăл кулса илчĕ: ара, пустуй айăплать-иç хăйне, ĕмĕтленнĕ упăшка е еркĕн арçын кăна тейĕпĕр çумра пулас-тăк, пач урăхла пурăнмалла вăл, тупата, апатне те чи тутлине пĕçермелле, тумтирне те чи чаплине тăхăнмалла... Çак йăл кулăпах çывăрса кайрĕ вара, вăл унăн питĕнчен мĕн ирчченех каймарĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 11