Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
Пӳрте кĕрсен, Калюков Ехреме çумма ларма хушрĕ те:
— Итле, хаклă пултăрăм, лайăх тăнла, — терĕ. — Эсĕ мана кураймастăн пулсан та, хуçалăха тытса пыр. Манăн мар, аппун пурнăçĕ кунта. Санюк нумай тăмĕ, таврăнĕ, айăп çук унăн, малашне пушшех пулмĕ, мĕншĕн тесен паянтан чылайлăха çухалатăп. Машукпа Мишша пирки те, асту, асăрхаттарнă сана. Чылайлăха çухалсан та, эп пĕрех таврăнăп, ун чухне... Пĕр сăмахпа, йĕркеллĕ пул. Халиччен пулăшнăшăн та, ӳлĕм пулăшассишĕн те аванс парса хăварăп. Эппин, атя, ĕç тăвар та хăвăртрах уйрăлар. Эс тĕпсакайне ан та краççын çут, эпĕ сана ăçта чавмаллине кăтартăп. Пĕр япала илсе каймалла манăн.
— Мĕн япали тата? — кăсăкланчĕ Ехрем.
— Хăвах курăн, — каласшăн пулмарĕ Калюков. — Хăвăртрах йăшăлтат, вăхăт çук ман, ху пĕлен.
Ехрем пăртак иккĕленсе тăчĕ, пĕр-иккĕ кăххăмлатрĕ те тĕпсакай алăкĕ патнелле утрĕ. Сасартăк вăльт! çаврăнчĕ те Калюков çине сиксе ӳкрĕ. Анчах лешĕ ăна сăнасах ларнă çав, тытăçса тăмарĕ — пĕррех! пачĕ пултăрне пуçран револьвер аврипе, çак самантра кăмака хыçĕнчен такам: «Стой!» — тени илтĕнчĕ.
— А-э-э-э, эс мана сутма-и! — пĕр-икĕ чалтлаттарса сиксех алăк патне çитсе тăнăскер, хăрушшăн кăшкăрса ячĕ Калюков, çавăнтах пĕрре Ехрем еннелле, тепре кăмака хыçнелле тĕллемесĕрех пере-пере ячĕ те çенĕке сирпĕнсе тухрĕ, хăлăпран çакăнса тăракан çăрана илсе, алăка тул енчен çаклатса хучĕ. Шалтан такам алăка вăйпа пырса тĕкрĕ — уçаймарĕ, ним тăвайман енне персе ячĕ. Пуля, хама витĕр тухса, çăра çаклатакан Калюковăн аякне шăйăрса иртрĕ. Анчах лешĕ сурана пăхса тăмарĕ ĕнтĕ, картишне чупса тухрĕ, пахчаналла ыткăнчĕ.
— Стой! — илтĕнчĕ хыçалта каллех, хальхинче урăх çын сасси. — Стой!
Çавăнтах пирвай — сывлăшалла, унтан тĕллесе пени илтĕнчĕ. Калюков сулахай хул калакки айĕнчен тем пĕçертсе илнине, çав ăшă пĕтĕм шăмшака капланса сарăлнине, шалта ăшчик шĕвекпе («Юнпа!» — тавçăрса илчĕ самантрах) тулнине туйрĕ. Çапах чупма чарăнмарĕ-ха, айккинелле пăрăна-пăрăна, тĕттĕм уçăлсах çитейменнипе усă курса, тарса çухалма ĕмĕтленчĕ. Анчах тахăш самантра пуçа кĕске те шеллевсĕр шухăш çиçĕм пек касса кĕчĕ: «Пĕтрĕм! Яснă, пĕтрĕм». Калюков вĕрлĕк карта çине пырса çапăнчĕ, ун урлă тулли михĕ пек кусса каçрĕ те çĕре лаплатрĕ, тăнне çухатрĕ...
Оглоблин Калюков килни çинчен краççын çутипе систерсен, Варламовпа Васильев тӳрех Утара тухса утрĕç. Тĕттĕмре тытма меллĕ мар, куçран вĕçертесси те пулĕ тесе, Калюкова килне кĕме ирĕк пачĕç. Кунашкал вариант пирки те операцие хутшăнакан ытти çынсемпе сăмах татнăччĕ. Пĕрремĕшĕнчен, Калюков хуçасăр юлнă килне кĕрсе тухатех терĕç. Иккĕмĕшĕнчен, унашкал кăмăл çук-тăк, Крюковăн ăна сăлтав тупса кĕртсе ямаллаччĕ... Пурте йĕркеллех пыратчĕ, анчах, малтан калаçса татăлнă пек, Ехрем ӳсĕркелесе илсен, Варламов хĕсĕк кăмака хыçĕнчен ниепле те хăвăрт тухаймарĕ. Çитменнине, Калюков Ехреме самантрах çапса ӳкерчĕ, лешĕ ăна темиçе çеккунтран ытла тытса чараймарĕ. Çапах Варламов, хăйне пенине, пуля катса кăларнă кирпĕч ванчăкĕсем питрен хытах çапăннине пăхмасăр, Калюков хыççăн ыткăнчĕ, алăка пырса çапăнчĕ. Алăкĕ уçăлмарĕ. Вара, револьверне тулаш енче пулма пултарнă Калюков кăкăрĕ çуллĕшне тытса, персе ячĕ, çавăнтах урайĕнче Ехрем йынăшнине илтрĕ, ун патне чупса пырса пĕшкĕнчĕ.
— Мĕн пулнă сана? — ыйтрĕ унран.
— Алăран лектерчĕ, эсремет, — терĕ лешĕ. — Темех мар, тӳсме пулать. Эс хăвала ăна, каллех тарма пултарать, çĕр çăтманскер...
— Me, вăхăтлăха çых суранна, — кĕсйинчен бинт тĕрки кăларса пачĕ ăна Варламов, вара сак çине тăрса чӳрече кантăкне рами-качкипе тапса ватрĕ те пахчана сикрĕ. Унччен картишĕнче те Васильев, те татах Калюков пенине илтрĕ ĕнтĕ вăл, çавăнпа пӳрт хыçĕпе пăшал сасси еннелле чупрĕ.
— Иван, Васильев, эс ăçта?! — кăшкăрчĕ хăй.
— Тарчĕ, мур илесшĕ, пахчаналла тарчĕ, — хуравлас вырăнне пĕлтерчĕ лешĕ. — Тĕттĕмре çухатрăм, эх! Калинккерен тухнă чухне лайăхах тĕллесе петĕм, лекмеллех пекчĕ...
— Тараймасть! — терĕ Варламов. — Ху пĕлен, Оглоблинăн Уравăш комсомолецĕсемпе актива пухса килмеллеччĕ. Утар пысăк ял мар, халиччен вĕсем ăна çавăрса та илнĕ ĕнтĕ. Акă мĕн, эсĕ халех Кăтра Машук патне чуп. Ахăртнех, Калюков юланутпа килнĕ, утне ун патĕнче хăварнă. Хăвăртрах илсе тух ăна, унсăрăн Калюков, чăнах та, хĕçпăшалсăр çамрăксенчен тарса ĕлкĕрме пултарать. Тата акă мĕн. Машук килĕ таврашĕнче те комсомолецсем пулма кирлĕ. Пĕрне Калюков утне утлантар та халех Уравăша хвершăл патне яр. Ехреме амантнă унта. Ачасене кала: Кудрявцевăна ниçта та ан кăларччăр... Эпĕ пахча хĕррипе çаврăнăп, тен, ăçталла тарнин йĕрне тупăп...
— Ахă! — килĕшрĕ Васильев. — Эп вĕçтертĕм...
Вăл самантрах куçран çухалчĕ. Варламов асăрханса, çапах васкаса карта хĕррипе кайрĕ...
Нумай выртнă-и е самантлăха кăна тăн çухатнă — Калюков ăна пĕлмерĕ. Куç уçсан та, вăл тăна пĕтĕмпех кĕрсе çитеймерĕ ĕнтĕ. Çакна кăна тепĕр хут çивĕччĕн тавçăрса илчĕ: унăн çут тĕнчепе сывпуллашмалли самант çитнĕ. Çав вăхăтрах, темле-çке, такам каласа пани аса килчĕ: ăна амăшĕ ылханнă... Пурнăç панă амăшĕ ылханнă ăна! Калюковăн каллех пуçĕ çаврăнса кайрĕ. Вилет... «Çук, çук, кунта вилмелле мар манăн», — самантлăха пырса кĕчĕ уçăмлă шухăш. Ăçта вилмелле-ши тата? Хуть те ăçта та çавах мар-шим? «Çук, çук, кунта мар, кунта мар...» Калюков, юлашки пĕтĕм вăйне пухса, ăçталла кайнине хăй те ăнланмасăр, пĕр ӳксе те пĕр шуса малалла талпăнчĕ. Мĕн чухлĕ нушаланчĕ-ши çапла — минут-ши, сехет-ши, талăк-ши, уйăх-ши? — ăна-кăна вăл нимĕн те тавçăраймарĕ, каллех темле карта урлă каçса ӳксе, каллех тăрса, каллех шуса, шав малалла кайрĕ те кайрĕ. Юлашкинчен темле хуралтăсем патне çитсе тухрĕ, те хӳме, те лупасай юпинчен çапăнчĕ, ăна хыпашласа пăхрĕ. Темле çав тери палланă, кашни çурăк, кашни турат куçĕ таран пĕлнĕ юпа пек туйăнчĕ вăл. Калюков ăна ăшшăн-ăшшăн ыталаса илчĕ те, вăйĕ çуккипе, майĕпен-майĕпен сăтăрăнса анчĕ. «Тинех çитрĕм, тинех çитрĕм!» — пăшăлтатрĕ вăл, ĕнтĕ месерле çаврăнса выртнăскер, пушă куçĕпе çӳлелле, вĕçсĕр тӳпенелле тем ыйтнăн пăхса...
Шурăмпуç кăшт палăрсанах кун çуталса килме тытăнать. Ĕнтĕ вунпилĕк-çирĕм утăмран чиперех курăна пуçларĕ. Вăрнартан икĕ тăрантаспа, юланутпа сахалтан вунă милиционер килсе çитрĕç. Варламов, кӳршĕри пахчана пăхса çаврăнаканскер, вĕрлĕк çинче юн тумламĕсем асăрхарĕ. Кĕвелсе те çитеймен-ха. Айккинерех ура йĕрри пур, вырăн-вырăн çухалса, вăл пахчасем урлах каять... «Ара, ашшĕпе амăшĕн килне, хăй çуралнă киле кайнă вăл!» — тавçăрса илчĕ те Варламов йĕре-мĕне пăхмасăрах унталла чупрĕ. Чăнах та, лупасай юпи çумĕнче Калюков месерле выртать. Чĕрех-ха... Варламов унăн аллинчи револьверне, кĕсйинчи патронĕсене кăларса илчĕ те сывлăшалла виçĕ хут печĕ. Çавăнтах ытти милиционерсем килсе çитрĕç. Аллине шурă бинтпа çыхнă Ехремпе фельдшер та кунтах. Фельдшера Калюков суранĕсене çыхса яма хушрĕç. Лешĕ, ĕнтĕ çамрăках мар хĕрарăм, питĕ вăр-вар та меллĕ ĕçлет: Калюков тужуркине сирсе, кĕпине самантрах туртса çурчĕ, кăкăрти тата аяк пĕрчи патĕнчи сурансене йодпа сĕрсе тасатрĕ, çыха пуçларĕ.
— Пурăнас çын мар ку, юлташсем! — терĕ хăй. — Хăвăртрах пульницана леçĕр, тен, пăртак тăсĕç пурнăçне...
Фельдшер сурансене çыхнă май унтан-кунтан тыткаланипе Калюков самантлăха тăна кĕнĕ пек пулчĕ.
— Сăра, сăра ĕçес килет, — терĕ вăл.
— Кур-ха эс ăна, вилес умĕн те шыв мар, сăра кирлĕ, — тăрăхларĕ милиционерсенчен пĕри.
— Эс нумай калаçса ан тăр, — чарчĕ ăна Варламов. — Чупăр, Кăтра Машука тытса килĕр. Иккĕшне те илсе, халех Вăрнара тухса каятпăр.
Кăтра Машука тепĕр вунă минутранах тытса килчĕç. Унччен Калюкова тăрантас çине улăм сарса вырнаçтарнăччĕ ĕнтĕ.
— Варламов юлташ, гражданкăн сĕтелĕ çинче шăпах сăра пурччĕ. Акă, кăкшăмĕпех илсе килтĕм Калюков валли, — пĕлтерчĕ паçăр кăна-ха утаманран тăрăхлакан милиционер. — Ан тив, виличчен тепре ырă курса юлтăр.
Кĕçех хурахсен утаманĕпе Машука лартнă лав Вăрнаралла тапранса кайрĕ. Калюковсенчен Антуна никам та тухса пăхмарĕ, инçе çула ăсатмарĕ.
Тăрантас кисрентернипе ыратнăран-тăр, Калюков самантлăха тăна кĕчĕ. Ăна лаша чарсах пăртак сăра ĕçтерчĕç.
— Акă мĕн, — терĕ вара Калюков, — мана халĕ пурпĕрех, çапах виличчен каласа хăварам: пиртен кашни хăй ĕçĕпе ĕçленĕ. Сатретдин Хуснутдинов — ăна эпир Йысна тенĕ — тавар вырнаçтаратчĕ, Аттий Куччанов — Кучан — террористчĕ, Насретдин Курносов — Жумба...
Вăл каллех тăн çухатрĕ. Тек вăранаймарĕ те...
Милици отрячĕ Вăрнара таврăннă тĕле Крапивина, Йĕпреçрен тӳрех кунта килнĕскере, дежурнăй телефонограмма пырса пачĕ.
«Çакна пĕлтеретпĕр. Анатри Тĕрерпе Метикасси ялĕсем хушшинче çулран аллă метр айккинерех вилнĕ çын тупнă. Вăл кубанка çĕлĕкпе, хура тужуркăпа, атăпа; кĕпи те, шăлаварĕ те хăмăр. Мăйĕнчен турă сăнне ӳкернĕ тăваткал медальон çакнă. Пысăках мар, хăрпăк кĕлеткеллĕ; пичĕ ансăр, çӳçĕ те, сухалĕ те хура... Çывăхри ял çыннисем ăна пурте палласа илчĕç, вăл шăпах эпир шыракан Анатри Тĕрер гражданинĕ Минин Василий Егорович терĕç. Тĕрĕслесе пăхсан çакă курăнчĕ: Минина хыçалтан револьверпа персе вĕлернĕ...»
Крапивин телефонограммăна вуласа тухичченех пӳлĕме шаккарĕç те — Варламов кĕрсе тăчĕ.
— Калюкова тытса килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ вăл. Çавăнтах айăплăн хушса каларĕ: — Тарма хăтланчĕ те, пеме тиврĕ. Шел, чĕрĕлле илсе çитереймерĕмĕр.
Крапивин чӳрече патне пычĕ, картишĕнче тăрантассем тавра тĕрмĕшекен милиционерсене чылайччен пăхса тăчĕ.
— Эппин, Калюков хурахĕсене тĕппипех пĕтернĕ тесе шутлама юрать, — терĕ вара лăпкăн.
* * *
Яланхи пекех, Крапивин ир-ирех тăчĕ, хăнăхнă йăлапа пирвай картишĕнче хăлаçланкаласа шăмшакне çемçетрĕ, унтан пилĕк таран юрпа çăвăнчĕ, пӳрте кĕрсе хырăнчĕ, чей ĕçрĕ те тӳрех ĕçе тухса утрĕ. Çапла, яланхи пекех...
Çанталăк ăшăтас енне кайнă. Чăн та, çак саманта илсен, сивĕ хăлхана чĕпĕтме пăхать-ха. Анчах ĕнер каç пӳрт тăррисенчен усăна-усăна аннă пăр хӳрешкисем, çутă пăрпа витĕннĕ шыв кӳлленчĕкĕсем ку сивĕ хĕвел çӳлерех хăпариччен кăна тытăнса тăрассине систереççĕ. Мĕн тăвăн, март — çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ пуçланчĕ.
Ĕçе çитсен, Крапивин пирвай ирхи почтăпа пăхса тухас терĕ. Хĕсмет енĕпе угрозыск пайне килнĕ çырусенче паян нимĕнле хыпарах та курăнмарĕ. Ку аван-ха... Акă, пĕр çырăвне Крапивин ячĕпех янă. Экеçрен иккен. Телегин çырать.
«Сывă-и, хреснай атте, Филимон Петрович!
Хамран та, Тарьерен те питĕ пысăк салам сана. Çирĕп сывлăх, сĕтел тулли апат-çимĕç, пурнăçунта ырлăх та ăнăçу сунатнăр.
Эпир чиперех пурăнатпăр. Ялхуçалăх юлташлăхĕ вăй илсех пырать. Хĕлĕпе чăпта çапрăмăр, укçа чылай пухăнчĕ. Эсĕ каланине шута илсе, Сăпани ывăлне Хĕлимуна амăшĕнчен юлнă çурт-йĕрне сутма пулăшрăмăр. Хăй вăл кăçал вĕренсе тухать, яла таврăнмастăп, ăçта яраççĕ — çавăнта ĕçлеме каятăп терĕ. Тĕрĕссипе, çурт-йĕрне юлташлăх валли туянтăмăр. Пӳртĕнче — правлени; ампарĕпе кĕлетĕнчен вăрлăх склачĕ турăмăр, витисем те хăйсем халлĕнех юлчĕç. Çапла вара Хĕлимуншăн ан пăшăрхан, вĕренсе тухиччен пурăнмалăх та, кайран валли те укçи пур унăн.
Хреснай атте! Пире Улькапа каллех туслашма пулăшнăшăн çав тери пысăк тав сана. Эпир унпа çемье чăмăртамашкăн сăмах татрăмăр. Туйне эпĕ мăнкунра тăвасшăнччĕ, Улька калать, Майăн 1-мĕшĕнче ирттермелле тет. Ялта хĕрлĕ уявра ирттерекен пĕрремĕш туй пулĕ вăл. Çавăнпа, вăхăчĕ унччен нумай пулин те, сана халех пĕлтерсе хурас терĕмĕр. Кайран ăнсăрт хыпар ан пултăр тетпĕр-çке. Кĕтетпĕр вара, хытă кĕтетпĕр.
Çакăнпа çырăва вĕçлетĕп. Ял Совет председателĕ Шикки Ваççи те сана хĕрӳллĕ салам калама хушрĕ.
Ванькка».
Ахаль çыру кăна темелле, çапах ăна вуласа тухнă хыççăн Крапивина темле ырă-ырă пулса кайрĕ. Тăван яла кайса килнĕ, Кутьуккассипе утса, унăн сипетлĕ сывлăшĕпе сывласа пăхнă пекех туйăнчĕ. Çавăнтах тата чĕре тунсăхлăн йăшăл! турĕ те хытăраххăн тапма тытăнчĕ. Ара, Сăпани çуртне те сутса янă ĕнтĕ, тек унта унăн ывăлĕ те таврăнмĕ... Çапла ним йĕрсĕр, ним паллăсăр çухалать-шим этем çĕр çинче?.. Тепĕр тесен, Хĕлимунĕ сывах-çке, ăна куçран вĕçертмелле мар, амăшне сăмах панă япала, пурнăçра пулăшса пымалла.
Çыру вуласа тухнă хыççăн çапла кăшт тунсăхлăн шухăшласа ларсан-ларсан Крапивин хаçатсем пăхкала пуçларĕ. Ырă хыпарсем пĕлтереççĕ вĕсем. ВКП(б) XV съезчĕн директивисене пурнăçласа, çĕршывра хĕрсех пĕрремĕш пилĕк çуллăх планне хатĕрлеççĕ. Йывăр индустрие аталантармалли, çĕршыва электрификацилемелли, ялхуçалăхне кооперацилемелли çул-йĕрсене палăртаççĕ унта. Кама мĕнле те, Крапивина ку тĕлĕшпе партипе халăх епле ĕçлени çинчен çырса кăтартнă хыпарсем çав тери хавхалантараççĕ, çунат хушаççĕ тейĕн. Ара, тинех социализм обществине чăнласах пысăк хăватпа тумашкăн майсем тупăнаççĕ-çке. Çав ырă майсем хăйсем тĕллĕн килмен, вĕсен никĕсĕ — çĕршывра тăнăçлă лару-тăру пулса тăни. Çакă Крапивина уйрăмах рехетлентерет, ма тесессĕн ку ĕçре унăн та тӳпи пурах.
«Канаш » хаçата уçкаланă май, куçа пысăк саспаллисемпе çырни курăнса кайрĕ: «Суд пайĕ. Калюков шайккин ĕçĕсем. Вăл ĕçпе 23 çын айăпланать, 132 çынна кӳнтелене чĕннĕ...» Ку ĕçре пĕлменни çук пулин те, Крапивин хаçатра çырнине пикенсех вулама тытăнчĕ. Анчах вăл суд залĕнчен панă отчет вĕçне çитеймерĕ — сĕтел çинчи телефон шăнкăравĕ янăраса кайрĕ. Крапивин трубкăна тытрĕ те яланхи пекех:
— Угрозыск пайĕ. Крапивин итлет, — терĕ.
— Итлени аван, эппин, ниçта та усал ĕç пулман, угрозыск начальникĕ васкавлăн тухса кайман, — илтĕнчĕ трубкăра палланă сасă. — Ну, салам сана, Хĕлимун.
— Сывлăх сунатăп, Константин Дмитрич! — хуравларĕ Крапивин парти обкомĕн секретарьне.
— «Канаш» хаçата вуласа ларатăн пуль-ха, — пĕлнĕ пекех каларĕ Кузюков. — Юрĕ. Вуласа тух та ман пата кил.
— Мĕн ĕçпеччĕ-ши? — тӳрех пĕлесшĕн пулчĕ Крапивин. — Ара, кирлĕ сведенисем хатĕрлемелле пулĕ тетĕп.
— Сведенисем мар, чăматан хатĕрлемелле пулать санăн, Хĕлимун тусăм, хе-хе, — ăшшăн кулса илчĕ Кузюков. — Е эсĕ марччĕ-и вăл мана хуçалăх е парти ĕçне ярăр-ха тесе анратаканни?
Крапивин, кĕç-вĕç ырă хыпар илтессе кĕтсе, нимĕн хуравлама аптăрарĕ.
— Пĕр сăмахпа, сана района, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне яма шухăш пур пирĕн. Республикăра йĕркелĕх çирĕп ĕнтĕ, милици кадрĕсем те ӳссе çитĕнчĕç. Тин йĕркеленĕ районсенче вара ĕç мăй таран...
Крапивин урама тухрĕ.
Хĕвел самай çӳле хăпарнă ĕнтĕ, тумтир витĕрех хĕртет. Пӳрт тăррисенчен çакăнса тăракан пăр хӳрешкисем ирĕлсе кĕскеле пуçланă, пăт-пат! чăнк-чанк! шĕп-шеп! туса, пиншер тумлам çĕре тăкăнать...
Çуркунне пуçланать! Тĕнче чĕрĕлет! Пурнăç çĕнелет!
1984–1986 çç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...