Кайăк тусĕ :: 8. Каçхи çапăçу


Каçхине çемçе утиялпа пуç çинчен пĕркенсе выртсан хĕрĕн шухăшĕсем урăх çулпа чупрĕç. Вăл хăйĕн пурнăçне ылханас вырăнне ăна юсаннă пек курма тăрăшрĕ. Вара унăн куçĕ умне пĕтĕмпех урăхла, калама çук илемлĕ тĕнче тухса тăчĕ. Çав тĕлĕнмелле тĕнчере çынсем те урăх, пĕр-пĕринпе нихçан та хирĕçмеççĕ, пĕрне-пĕри сăтăр туса тарăхтармаççĕ, кама та пулин йывăр килсен ăна пурте пулăшма васкаççĕ. Чĕкеç çав ырă çынсем хушшинче илемлĕ кайăк пек чĕвĕлтетсе çӳрет. Пурте ăна курса савăнаççĕ, унăн юррисене итлесе чуна кантараççĕ. «Епле хитре хĕр ку! Епле килĕшет ăна капăр тумланни! Ах, ăна хамăр кин тăвасчĕ!» — теççĕ инкесем. Çак вăхăтра таçтан Тараев сиксе тухрĕ. Вăл Чĕкеç патĕнчен пурне те тĕртсе сирет. «Памастăп! — кăшкăрать вăл хăйĕн хăватлă сассипе. — Чĕкеç манăн, илтетĕр-и, çынсем, Чĕкеçе эпĕ никама та памастăп!» Çак сăмахсене илтсен ялти каччăсем Тараева çавăрса илеççĕ. Пуçланса каять хаяр çапăçу. Ал-урисем хăрăк патаксем пек хуçăлаççĕ, тута-сăмсасем катăлаççĕ. Чĕкеç чĕри тапма чарăнать. Анчах Виктор пурне те çĕнтерет те Чĕкеçе хулĕнчен çепĕççĕн пырса тытса таçта инçете илсе каять...

Шăппăн пăшăлтатса выртакан хĕре каччă алли хăйĕн çара хулне сĕртĕннĕ пекех туйăнать. Сехĕрленнипе вăл утиялне пуç çинчен сирет, куçне чарса пăрахать. Анчах тĕттĕмре никам та курăнмасть. Кутник сакки çинче çывăракан ашшĕ харлаттарни тата кăмака çинче тĕлĕк курса выртакан амăшĕ хурлăхлăн анрашнипе пичурккари шăрчăк авăтни çеç хăлхана пырса кĕрет.

Вăрттăн сунара тухма палăртнă кун çывхарса çитсен те Чĕкеç ашшĕне Тараевпа Сĕреткассине кайнă чух калаçни çинчен шăпăрт та шарламарĕ. Хĕре ашшĕ умĕнче çав çын ятне асăнни аван мар пек туйăнчĕ. Сунара та каяс килмерĕ унăн. «Пуç ыратать тесе выртса юлатăп», — шухăшларĕ вăл. Шăмат кун ир унăн пуçне урăх шухăш пырса кĕчĕ. Темшĕн Тараев улталанă пек туйăнчĕ ăна. «Хула çынни ĕнтĕ, — терĕ вăл ăшĕн-че, — ăслă çын, чееленме аван пĕлет. Ялти тĕттĕм хĕре тĕлĕнтерес темерĕ-ши? Çавăнпа пурне те пĕленçи пулчĕ пулĕ, сăна ырласа ăса пăтратма тăрăшрĕ. Ухмах-ха ку терĕ пулĕ, ăшă сăмах илтсенех ирĕлсе кайĕ, хăй çине çӳлти турра курнă пек куçне чарса пăхĕ терĕ пулĕ. Çук, Тараев юлташ! Эпĕ çав териех айван мар, ман ăса пăтратасси те çăмăлах пулмĕ. Тăхта-ха, эпĕ сана улталама вĕрентем! Хир сыснисене персе вĕлерĕп те унăн асавĕсене кăларса сан сĕтелӳ çине вăрттăн пырса хурăп. Ун чух кам хытăрах тĕлĕнни курăнĕ-ха!»

Вара Тараева тĕлĕнтерес килни хĕре сунара кайма хавхалантарма пуçларĕ. «Имшер, хăравçă хĕр тесе ан калатăр, мана парăнтарма çăмăл тесе ан шутлатăр!» — мăкăртатрĕ вăл тарăхса.

Ашшĕ ирхи апат çисе тухсанах пăшалсене тĕрĕслерĕ, жакан пульлипе авăрланă патронсене хатĕрлерĕ, унтан Çинукпа Чĕкеçе Сĕреткассине ăсатрĕ. Тĕттĕм пуличчен Чĕкеçпе Мишерĕн Атăр çырми патĕнче кĕтсе тăмалла ăна. Вăл унта пăшалсем илсе пырĕ. Сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем кино курса ларнă вăхăтра Шатра Михалапа Чĕкеç тата Мишер хир сыснисене çуна патне сĕтĕрсе пырĕç.

Кăнтăрла иртсен Баранов икĕ пăшала хуçлатса кĕрĕк айне çакрĕ те анкарти витĕр вăрмана тухса кайрĕ. Уя тухсан темиçе хутчен те тавралла пăхса çаврăнчĕ. Çук, вăл ялтан тухса кайнине никам та асăрхамарĕ. Ку браконьера хытă савăнтарчĕ. Вара вăл мăн çул çинчен пăрăнса вăрмана кĕрсе çухалчĕ.

Ял çыннисем Шатра Михала вăрмана кайнине, чăнах та, асăрхамарĕç, çапах та Тараевран пытанма май килмерĕ. Виктор тул çутăлсанах сунар станци чӳречинчен ал тупанĕ çинчи пек курăнакан Аслă Улкаш ялĕ çине пăхса ларчĕ. Ир Сĕреткасси енне икĕ çын тухса кайнине курсанах сакăр хут çывхартакан бинокль ярса тытрĕ те чӳрече уçса çав çынсем çине пăхрĕ. Вăтам пӳллине аванах палларĕ вăл. Ку Чĕкеç пулчĕ, тепри кăштах пĕкĕрĕлсерех утаканĕ, унăн амăшĕ ĕнтĕ. Вăрттăн сунарта тытнă пысăк тискер кайăксене Сĕреткассине илсе кайса тирпейлесси паллах, çав сăлтавпа тухса кайрĕç ĕнтĕ Çинукпа хĕрĕ Мишер патне. Кăнтăрла иртсен Аслă Улкашран тепĕр çын йĕлтĕрпе чупса тухрĕ. Ăна та бинокльпе пăхса палларĕ Виктор. Ку — Шатра Михала хăй пулчĕ. Вăрмана кĕрсе çухаличченех куçпа ăсатрĕ ăна Тараев.

Шăпах çак вăхăтра Улюн инке Капитонова чĕнсе килчĕ, Лена та Тевенешевпа пĕрле персе çитрĕ.

— Урнашкина эпĕ мĕн пама каланине патăн-и? — ыйтрĕ Виктор Капитоновран пĕр-пĕрне ал тытса сывлăх суннă хыççăн.

— Икĕ сехет кĕтсе лармалла пулчĕ. Эпĕ пынă чух вăл килĕнче пулмарĕ, — терĕ аслă егерь.

— Эпĕ те çаплах шухăшланăччĕ. Халĕ, юлташсем, пирĕн васкаса вăрмана тухса каймалла. Кĕçĕр эпир тăрантаракан хир сыснисене браконьерсем тапăнаççĕ. Вĕсене чăрмантармасан эпир сыснасене выçса вилессинчен хăтарма тăрăшни те кăлăх пулĕ. Тĕттĕмччен пирĕн çĕр улми кайса хунă çĕре çитмелле. Çавăнпа сире чĕнсе чăрмантартăм. Егерьсем пуçлăхĕ çине куçĕсене чарсах пăхрĕç. Браконьерсем кĕçĕр тапăнассине ăçтан пĕлетĕн? — ĕненмесĕр ыйтрĕ Максим Максимч.

— Тĕлĕкре куртăм тесен эсĕ манран кулма пуçламалла, урăхла каласан — ĕненес çук. Çавăнпа халĕ ун çинчен ан та ыйтăр. Браконьерсем мĕн пурĕ тăваттăн. Вĕсенчен пĕри яла юлать, виççĕшĕ хир сыснисене тăрантарнă çĕрте сыхласа лармалла. Пăшалсене чи вĕтĕ йĕтресемпе çеç авăрлăр, перкелешес пулсан та инçетрен кăна перĕр. Ытлашши суранлама кирлĕ мар, хытă хăратни те вăрăсене аванах тăна кĕртĕ. Паллах, май килсен, вĕсене тытма тăрăшăпăр, анчах çак ĕç ăнăçлă пуласса шансах çитерейместĕп.

— Урнашкина та чĕнес, — шухăш пачĕ Тевенешев.

— Лашана шеллетĕп, тăватă çынна турттарса пыма йывăр пулĕ. Çавăнпа Осип Осипча чăрмантарас мар, пире килте кĕтсе ларни вырăнлăрах пулĕ, вăрмантан таврăннă чух çул май тӳрех ун патне ăшăнма кĕрĕпĕр, — кулса каларĕ Виктор.

Малалла Тараев шухăшланă пекех пулчĕ. Вĕсем хир сыснисем валли пырса тăкнă çĕр улми куписем патне çитсе ларсан çур сехет те иртмерĕ, Атăр çырми енчен малтан йĕлтĕр сасси илтĕнчĕ, унтан виçĕ çын мĕлки çывхарса килни курăнчĕ. Егерьсем пĕр-пĕрне айăкран чавсисемпе тĕккелесе илчĕç. Çак вăхăтра хыçалта лапсăркка юман айне кăкарнă лаша тĕлĕкре хăйĕн тăванĕсене курчĕ пулмалла, тăрук хытă кĕçенсе ячĕ. Унтан Ăтăр çырми енче тепĕр лаша кĕçенни илтĕнчĕ. Ана илтсен, çывхарса килекен çын мĕлкисем каялла çаврăнчĕç те тарма пуçларĕç.

— Тăхтăр-ха, ан васкăр! — хытă кăшкăрчĕ Капитонов.

Таракансем тата хытăрах чупма тапратрĕç.

— Мĕн кĕтсе тăратпăр, хăваласа çитес вĕсене, — терĕ те Тевенешев уйăх çути ӳкнĕ уçланкă тăрăх браконьерсем хыççăн вĕçтерчĕ. Тараевпа Капитонов та чупма тытăнчĕç. Таракансемпе хăвалакансен хушши кĕскелме пуçларĕ. Унччен те пулмарĕ, таракансенчен пĕри каялла çаврăнчĕ те егерьсем еннелле икĕ хутчен пăшал печĕ. Пуля Виктор патĕнчи ăвăс туратнеçапăнса хуçрĕ. Тараев та тек чăтса тăраймарĕ, хăйĕнчен утмăл утăмра чупса пыракан çынна урисенчен тĕллесе печĕ.

— Тытăр вăрăсене! Хăвалăр! Сылтăм енчен çавăрса илĕр! — кăшкăрчĕ аслă егерь.

Таракансем умлăн-хыçлăн çаврăна-çаврăна пăшал пере пуçларĕç.

— Юлташсем, йывăç тĕлне тăрса перĕр! — команда панă пек каларĕ Тараев.

Темиçе минут хушши пăшалсем икĕ енчен те шатăртатрĕç. Юлашкинчен браконьерсем чăрăшлăха кĕрсе çухалчĕç.

— Малалла хăвалани усăсăр, — терĕ Виктор. — Кĕçĕр кунта хир сыснисем те, браконьерсем те килес çук. Хытă шуйхатрăмăр вĕсене. Халĕ киле васкăпăр.

Кил еннелле лаша уçăмлă чупать. Егерьсенчен кашни хăй шухăшне шухăшлать. Улăм çине тăсăлса выртнă Тевенешев анасла пуçларĕ. Уя тухсан тин Капитонов шăппăн ларма чăтаймарĕ.

— Çак хурахсен ятне пĕлтерекене мĕн ыйтнă, çавна пама килĕшмелле, — мăкăртатрĕ вăл.

— Ăна пĕлес тесен Аслă Улкаша Сĕреткасси енчен пырса кĕрекен çул çине çеç тухса тăмалла. Пĕр сехет те иртмĕ, вĕсем виççĕшĕ пĕр çунапа пырса çитĕç.

— Апла пулсан, эпĕ çавăнта кайса тăратăп, — çуна çинчен анса каларĕ аслă егерь.

— Санăн ирĕк. Эпир сана Урнашкин патĕнче кĕтсе ларăпăр. Яла шăпах кино пĕтнĕ çĕре çитетпĕр пулĕ-ха.

Капитонов уй урлах Аслă Улкаш еннелле вĕçтерчĕ, Тараевпа Тевенешев Кӳлхĕрри çырми çумĕпе авкаланса выртакан вăрман çулĕпе Кӳлхĕрри Улкаш еннелле çул тытрĕç.

■ Страницăсем: 1 2