Кайăк тусĕ :: 26. Хаклă хăнасем


— Ай-ай-ай! Ай-ай-ай! Ăрри-ий-ях! — вăрмана янратса ячĕ Капитонов сасси.

Хытă шуйханнă тискер кайăксем вăрман ухлĕмĕ ăшĕнчен пĕр харăсах сиксе тухрĕç те чăрăш айĕнче пытанса тăракан çынсем патне калама çук хăвăрт çывхара пуçларĕç. Малта хир качакисем, унтан пăшисем, хыçалтан хир сыснисем чупса пыраççĕ. Вĕсем чăрăш патне çитесси алă утăм юлсан Тараев хăнасене чăрăш айĕнчен тухма хушрĕ. Сехĕрленнĕ тискер кайăксемпе çынсем пĕр самант ним тума пĕлмесĕр пĕр-пĕрин çине пăхса тăчĕç. Виктор çак вăхăтра фотоаппарат затворне темиçе хут шачлаттарчĕ. Пăлханнă тискер кайăксем çынсем патне пыма хăранипе сăртăн икĕ енĕпе чупса тарчĕç.

— Мĕн турăр эсир? — Тараев патне пырса ыйтрĕ Вера.

— Сире ӳкерсе илтĕм, тискер кайăксем тапăннă пек пулса тухать ĕнтĕ. Хĕвел çути пур пирки питĕ аван ӳкрĕ, — ăнлантарчĕ каччă.

— Ах, маларахран ма пĕлтермерĕр? Эпĕ тĕлĕнсе хытнипе çăвара хупма та маннăччĕ пулас, куçа та чарсах пăрахнă ĕнтĕ, ӳкерчĕк çине хăравçă çын пек тухатăп, — ӳпкелешрĕ хĕр.

Пурте кулса ячĕç.

— Сăн ӳкерчĕксене асăнмалăх ярса парăр, — терĕ обком секретарĕ. — Халĕ вăрман ухлĕмне кăтартăр.

Хăнасем ремиза ăшне кĕчĕç. Сахалин утравĕнчен илсе килнĕ тĕлĕнмелле курăк, ăна çу каçичченех тискер кайăксем çинĕ пулсан та виçĕ метр çӳллĕш хунав вăрман пек кашласа ларать.

— Кинора кăтартакан джунгли пекех, — вăрман ухлĕмĕ ăшне кĕрсе каларĕ Вера. — Килти выльăхсем çиеççĕ-и ăна?

— Питĕ юратса çиеççĕ. Силос тăвас пулсан кукуруза çеç унтан аванрах. Вăрман ухлĕмĕ кашни гектар çинче пилĕк çĕр центнертан кая тухас çук. Ӳсессе те хăй тырă акас уйра мар, вăрманта ӳсет. Улкашри колхоз председателĕ Ершов юлташ ăна килес çул колхоз вăрманĕнче лартасшăн. Кунта килсе курчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ.

— Александр Алексеевич, ытти колхоз председателĕсене те илсе килсе кăтартас теместĕр-и çак тĕлĕнмелле курăка? — ыйтрĕ обком секретарĕ.

— Пĕр-пĕр канашлу хыççăн юриех илсе килес пулĕ, — хуравларĕ Яснов вĕсене. Вăрман ухлĕмĕ пирĕн чи шанчăклă резерв пулма пултарать.

— Тепĕр тема! — кăшкăрса ячĕ Вера. — Халех «Вăрман ухлĕмĕ — шанчăклă резерв» ятлă очерк çырма тытăнатăп. Виктор Николаевич, çак курăка та ӳкерсе памăр-ши мана?

Тараев хăнасене вăрман ухлĕмĕ тĕлне тăратса сăн ӳкерчĕ.

— Тата мĕн кăтартса тĕлĕнтерес тетĕр пире? — ыйтрĕ Яснов.

— Пирĕн аслă егерь кăçал кăвакал пĕвинче тĕкĕр пулă ĕрчетрĕ. Тепĕр икĕ эрнерен тытма шухăшлатпăр. Пуллине кама сутасси пирки çеç калаçса татăлман-ха. Район центрĕнче пурăнакансене кирлĕ мар-ши?

— Пулли миçе килограмм пулĕ?

— Вунă тоннăран кая мар. Çуркунне пĕвене çирĕм пин пулă лăкĕ ятăмăр. Халĕ кашни пулли пилĕк çĕр-улт çĕр грамм таять. Вилнитунине асăрхаман.

Яснов Тараев çине тĕлĕнсе пăхрĕ.

— Йăнăшмастăр-и? — ыйтрĕ Николай Николаевич.

— Паян апат çинĕ чух хăвăрах курăр. Эпĕ тĕкĕр пулă ăшалама хушрăм.

— Райпотребсоюз председательне калăп. Халех договор тутăр. Район центрне чĕрĕ пулă тăратсан сире пирĕн инкесем алă вĕççĕн çĕклесе çӳреме пуçлĕç. Тĕрĕссипех каламалла, тăварланă трескапа хексăр пуçне урăх нимĕнле пулă та сутмаççĕ пирĕн магазинта, — терĕ Яснов.

Лесник пӳрчĕ патне кайнă чух Вера ямшăк вырăнне йышăнчĕ. Ун урапи çине ашшĕпе Яснов вырнаçрĕç. Сунар хуçалăхĕнче ĕçлекен çынсем тепĕр урапа çине ларчĕç.

— Тараев дельный работник, — вырăсла каларĕ обком секретарĕ. — Такие инициативные кадры намнужны, откуда он у вас?

Яснов Тараев çинчен хăй мĕн пĕлнине йăлтах каласа пачĕ.

— Пирĕн институтсем лайăх кадрсем хатĕрлекен пулчĕç. Тараев пеккисем районта тата пур. Вĕсем пурте тĕрлĕ аслă шкулсенчен юлашки çулсенче вĕренсе тухнă. Анчах, шел, хăшĕсем ик-виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн хулана куçма тăрăшаççĕ, — ассăн сывласа каларĕрайком секретарĕ.

— Чăнахах маттур çын ку сунар хуçи. Хуларан килнĕ çын — ялти çынсенчен ял ĕçĕпе ирттерет. Унăн кăвакал та йышлă, пулă та темĕн чухлех, ирĕкри чĕр чунсем те тутă. Пĕр сăмахпа каласан, Тараева хăвăр района юраттарма тăрăшăр, кирлĕ чух ăна вăхăтра пулăшса пымалла. Леш Сутягина текеннине йĕркене кĕртес пулать. Ытлашши иртĕхмен-и вăл? Патшалăх интересĕсене сыхлакана штраф тӳлеттерет, патшалăх пурлăхне çаратакана тӳрре кăларать, — тарăхса каларĕ обком секретарĕ.

— Фельетон хаçатра тухсанах бюрона чĕнес. Сунар хуçалăхĕ пуçарнă ĕçсене колхозсенче сармалла. Пулă тытнă кун пĕве патне председательсене пухăнма хушас мар-ши?

— Лайăх шухăш. Семинар пекки туса ирттерсен тата аванрах пулĕ. Тараев унта пулă епле ĕрчетни çинчен каласа патăр. Шухăшлатăп та — тĕлĕнетĕп. Чăваш çĕршывĕ вăл пуян çĕршыв. Çак сунар хуçалăхĕнчи пĕчĕк коллектив кĕске вăхăтрах мĕн чухлĕ аш-какай, тир, пулă хатĕрлесе хунă халăх валли. Хамăр вăрмансенче пур çĕрте те çакăнти пекех пăшисемпе хир сыснисем йышлă пулсан республика тата миçе çĕр тонна аш панă пулĕччĕ патшалăха. Вера, çак шухăша хăвăн очеркунта палăртма ан ман. Пулла та асăн. Отпуск питĕ ăнăçлă пуçланчĕ пирĕн, — терĕ Николай Николаевич.

■ Страницăсем: 1 2