Кайăк тусĕ :: 32. Упа шăтăкĕ умĕнче
— Эх, апăршасем! — терĕ колхозниксенчен пĕри. — Хăйсене хăйсем сунарçăсем теççĕ, ялти карчăксенчен те ытларах тĕшмĕшленеççĕ.
— Пăшаллă мучи! — кăшкăрчĕ шкула кайма тухнă сумкăллă ача. — Пĕчĕк кушака тивертме хĕн. Авă урампа ĕне утса пырать, çавна персе пăхăр-ха, вăл кушакран пысăкрах, тен, ăна тивертĕр.
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
Хытă тарăхса çитнĕ Максим Максимович пурне те пăшалсене уçма хушрĕ. Хăй çуна çинчен анчĕ те кача пӳрнине хуçлатса пăшал кĕпçисене тĕрĕслесе тухрĕ. Парикмахер кăна мар, тата икĕ сунарçă авăрланă пăшалпа ларнине пĕлсен аслă егерь калама çук тарăхса кайрĕ.
— Роман Романович! — терĕ вăл. — Эсир пĕр-пĕрне персе вĕлерес тетĕр-им? Ушкăнпа сунара тухнă чух пăшала номер çине тăрсан тин авăрлама кирлине пĕлместĕр-им? Авăрламан пăшал та çулталăкра пĕрре перет теççĕ. Халех патронсене сумкăрсене чикнĕ пултăр!
Кипринский, хăй айăплине туйса, пĕрремĕш хут тавлашмарĕ...
Капитонов сунарçăсене йĕркене пăснăшăн ятланă чух та, уй урлă каçнă чух та, вăрмана пырса кĕрсен те Патмаров пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Çул тăршшĕпех вăл хăйне хăй ятласа пычĕ. «Хамах айăплă, — темиçе хут каларĕ вăл ăшра. — Упа йĕнни тупнипе Капитонов умĕнче мухтанса тăриччен лаша кӳлсе лармаллаччĕ те Тухатмăш вăрманне пырса пĕчченех мелкемесе тирпейлесе хумаллаччĕ. Вара çак çăмăлттайсемпе шăнса çӳрес хуйхă та пулас çукчĕ. Шăнни темех мар. Упи тарса хăтăлассине пĕлсе тăни чуна тăвăнтарать. Çирĕм утăмри кушака персе антарайманскерсем тискеррĕн мĕкĕрекен упана ăçтан тĕл тивертейĕç-ха? Э-эх, хамăр алăра пăшал çукки хуплать! Пăшалсене ялах хăварттарман пулсан тĕнче мăшкăлĕ курассинчен çăлăнăттамăр. Лайăх тăна кĕртрĕç пире, айвансене! Нихçан та манас çук».
Аслă егерь те çавăн майлах шухăшларĕ. «Тарса хатăлатех Упа мучи, — терĕ вăл. — Тем тесен те тарса хăтăлатех. Тараев килессе кĕтмеллеччĕ. Вăл кунта пулнă пулсан Кипринский çапла иртĕнме хăяс çукчĕ. Виктор Николаевич унашкал çынсене тăна кĕртме ăстаччĕ. Эпĕ вара ним тума та пултараймарăм. Тарнă упа йĕрĕпе йытăсене яма пулать ĕнтĕ. Лайкăсем пирĕн иитĕ чаплă, вĕсем ăна чарса тăратĕç. Анчах хамăр пăшалсăрри хуплать. Çак анра-сухрасене тарнă тискер кайăк хыççăн яма çук: вĕсем е çĕтсе кайса шăнса вилĕç, е упа вырăнне пĕр-пĕрне персе вĕлерĕç. Çук, пăшалсăр сунара тухма килĕшмелле марччĕ. Халĕ ĕнтĕ ыррине ан та кĕт».
Скворцовпа Тăрна Иванĕ те сунар ăнăçлă пуласса ĕненмен. Хуларан килнисем те вăрман ăшне шалтан шалалла кĕрсе пынă май ытларах шикленекен пулса пычĕç. Пĕр Кипринский кăна хаклă трофей туянассипе тĕлĕрсе пычĕ. Ун шучĕпе, егерьсен пуçлăхсем хушнине яланах пурнăçламалла. Вăл вĕсене хăй умне упа кăларса тăратма хушнă, лешсен çапла тумалла! «Упи çеç пултăр, ыттине пăшал хăех тăвать», — тенĕ вăл ăшĕнче.
Тухатмăш вăрманĕ патне лавсем вунă сехет тĕлнелле çитсе чарăнчĕç. Сивĕ çил-тăман кăларас вырăнне тӳпери пĕлĕтсене хуса ячĕ. Çанталăк уяртрĕ. Çуса тасатнă пек тап-таса кăвак тӳперен тăкăнакан хĕвел шевлисем шап-шурă юр пĕрчисене çапăнса хуçăлаççĕ те куçа шартаççĕ. Роман Романович хура куçлăх тăхăнчĕ те хăйне хăй ытти çынсенчен ăслăрах пек туйма пуçларĕ. Шăннă вăрман, çил чарăнман пулин те, кашламасть. Кайăк-кĕшĕк те вĕçмест, чĕвĕлтетмест. Канăçа пĕлмен ула такка таккани те илтĕнмест. Шăп. Чупса ывăннă лашасем çеç сăмса шăтăкне шăннă пăра тасатасшăн çине-çинех тулхăраççĕ.
— Малалла йĕлтĕрпе кайăпăр, — терĕ Капитонов.
— Тата миçе çухрăм юлчĕ? — ыйтрĕ Кипринский.
— Виçĕ çухрăмран ытла мар.
— Çывăхарах ларса пыма юрамасть-и? Манăн ура ыратать, ĕнер машина çинчен аннă чух амантрăм пулмалла, — нăйкăшма пуçларĕ Залкинд.
— Упа хăйне çывăрма чăрмантарнине юратмасть. Авă лашасем епле тулхăраççĕ. Йытăсем те тискер кайăк çывăхра выртнине туйса вĕрме пуçлаççĕ. Утăпăр!
— Упа тухса тарман тесе шантарма пултаратăн-и? — чăркăшланса ыйтрĕ Роман Романович.
— Пултаратăп, — вăрттăн кулса каларĕ Патмаров. — Вăл эсир килессине пĕлмест, тата, тарас пулсан та сирĕн пек сунарçăсем пулăшмасăр тарса хăтăлаяс çук. Куратăр-и, малтанах сехĕрленсе тарма унăн сăлтавĕ çук. Вăл-ку юрĕ-ха, эсир пире сунара ирттермелли планпа паллаштарăр, шăтăк патне çитсен калаçма юраманнине пĕлетĕр ĕнтĕ.
Кипринский хăйĕнчен мăшкăлланине сисрĕ, анчах хирĕç калама вырăнлă сăмах тупайман пирки Патмарова ятласа тăкмарĕ.
— Сунарçăсен упа шăтăкне виçĕ енчен çавăрса илмелле. Номерсене вăтăр-хĕрĕх утăма тăрататăп. Капитонов йытăсемпе ик çĕр метрта кĕтсе тăтăр. Пурте пăшал пеме хатĕрленсе çитсен эпĕ какăрпа вăрăммăн кăшкăртатăп. Ку йытăсене ирĕке яма хушакан паллă пулать. Йытă вĕрни тискер кайăка ыйхăран вăратать. Вăл пуçне шăтăкран кăларсанах пĕрремĕш номерте тăракан сунарçă икĕ хутчен перет. Упа çĕре тĕшĕрĕлмесен ăна иккĕмĕш, виççĕмĕш номертисем черетпе переççĕ. Анчах, ман шутпа, мелкемес хăйĕн тирне вун тăватă пуля шăтарса кĕрессе кĕтес çук, малтанхи хут персенех сывлама чарăнмалла. Пăшалсем пирĕн пĕринчен тепри чаплăрах.
— Пăшалĕсем чăнахах хитре ĕнтĕ, вĕсене нимĕçсем, акăлчансем, французсем тунă. Анчах упа çичĕ çын черетпе перессе кĕтсе тăрас тейĕ-ши? Ман шутпа, сунарçăсене упа шăтăкĕпе юнашарах, çӳл енне тăратмалла та вăл пуçне кăларсанах иккĕн-виççĕн харăс персе ямалла. Виç-тăватă утăмран персе Залкинд пеккисем те тĕл тивертме пултараççĕ. Инçетрен пени усăсăррине вăл паян ир ялтан тухичченех лайăх кăтартрĕ, — хура кушака пенине аса илтерсе каларĕ объездчик.
— Темиçе çын харăс персен упана кам тытнине пĕлме çук. Тирне кама парас вара? — ыйтрĕ Кипринский. — Çук, тусăм, мана вĕрентес тесен санăн вунă пăт тăвар çиес пулать.
— Эппин, хăвăр пĕлнĕ пек хăтланăр! — терĕ те тепĕр сехетрен Патмаров сунарçăсене пăсланса тăракан шăтăк патне илсе çитерчĕ. — Куратăр-и, кунтах выртать, — пăшăлтатса каларĕ вăл шăтăк енне кăтартса. — Ĕç ăнасси пĕтĕмпех сунарçăсем пăшал пеме пĕлнинчен килет. Эпир хамăр ĕçе турăмăр, халĕ эсир тытăнăр!
Роман Романович тавралла пăхкаласа илчĕ, унтан кăшт шухăшласа тăчĕ те сунарçăсене упа йĕнни тавра тăратса тухма пуçларĕ.
— Çемен, эсĕ çакă вырăна йышăн, — шăппăн каларĕ вăл ерчĕнне шăтăк анинчен вăтăр утăмри ватă хурăн енне аллипе тĕллесе. — Патмаров, упаран хăрамасть пулсан, сан хыçна вун-вун икĕ утăм чакса тăрĕ. Эпĕ сылтăмарах вырнаçса тăрăп. Залкинд тусăма сулахай еннерех, авă çав пĕчĕк уçланкă хĕрне кайса тăма хушатăп. Ытти юлташсем, ман хыççăн утăр! Пăшалсеие номер çине тăрсанах авăрлăр!
Çемен вун иккĕмĕш калибрлă «Бренеке» йĕтрипе авăрланă патронсене пăшал кĕпçи ăшне кĕртсе хучĕ те пăсланакан шăтăк çине пăхрĕ. Те упа шăтăкне хирĕç пĕччен тăрса юлнипе, те пысăк тискер кайăкпа нихçан та куçа-куçăн тăманнипе вăл çӳçенсе илчĕ. Чĕри унăн сиксе тухас пек тапма тытăнчĕ, аллисем чĕтреççĕ. Вăл çамки çине тапса тухнă сив тара кĕрĕк çаннипе шăлса илчĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ. Юмахри паттăр пек патвар объебздчик çĕр çулхи юман вулли çумне таяннă та, малашне мĕн пуласси хăйне пачах кăсăклантарман пек, упа шăтăкĕ енне çурăмĕпе çаврăнса тăнă. «Унран пулăшу кĕтме çук, — шухăшларĕ çамрăк сунарçă. — Пăшалсăр çынран мĕн пулăшăвĕ пултăр? Хăйне упа тапăнсан çав пысăк йывăç тавра тарса çаврăнас тет пулмалла, тарăн юра таптаса такăрлатнă. Аттене тăратмалла марччĕ-ши çав вырăна?»
Кĕçех çичĕ сунарçă упа шăтăкне виçĕ енчен çавăрса илчĕç. Роман Романович та хăйĕн вырăнне йышăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ какăрпа кашкăртса Капитонова йытăсене вĕçертсе яма паллă памалла кăна, анчах аслă охотовед васкамасть. Унăн сунара хăш вăхăтра пуçласси пĕтĕмпех хăйĕнчен килнине пурне те кăтартас килет. Çавăнпа вăл юриех тӳсĕмсĕррĕн кĕтсе тăракан сунарçăсем çине пăха-пăха илет. Çапла хаклă вăхăта ахаль сая ярса тăнă чух тахăшĕ чăтаймасăр пăшал персе ячĕ. Хăватлă сасă лăпкă вăрмана аçа çапнă пек янăратрĕ. Çав самантрах Капитонов енчен йытăсем хаяррăн вĕрни илтĕнчĕ.
Вăйлă шăв-шав хăй ĕçне турĕ-турех. Малтан çĕр айĕнчен хаяррăн мĕкĕрни илтĕнчĕ, унтан шăтăк ани çумĕнчи пăрланнă юр арканчĕ те, упа пуçĕ курăнчĕ. Тарăн ыйхăран вăхăтсăр вăраннă тискер кайăк куçĕсене мăчлаттарса енчен енне хаяррăн пăхса илчĕ те татах çĕр айне пытанчĕ. Сехĕрленсе ӳкнĕ Çемен йăмăх хĕрлĕ çăварти шап-шурă шултра шăлсене курсан хытсах кайрĕ.
— Пăшална çĕкле! — ерчĕнне хаваслантарас тесе кăшкăрчĕ Кипринский. — Тепре курăнсанах персе яр!
Упа чăнахах нумай кĕттермерĕ, çӳлелле хытăрах сикме çеç кукленнĕ пулас, темиçе секундран шăтăкĕнчен вăркăнса тухрĕ те тӳрех анаталла чупма пикенчĕ. Çак вăхăтра пăшал кĕрслетрĕ. Сулмаклă хура тăхлан тискер кайăкăн малти урине пырса тиврĕ. Аманнă ури лаппи хытă ыратнйне чăтаймасăр вăл чупма чарăнчĕ, кайри урисем çине тăсăлса тăчĕ те тăшманне шырама пуçларĕ. Çемен пăшалне тĕллесе спусковой крючок çине шĕвĕр пӳрнине пусрĕ. Пăшал автанĕ шалчлатса хупăнчĕ, анчах персе ямарĕ.
«Осечка!» — çиçĕм пек çиçсе иртрĕ çамрăк çын пуçĕнче.
Вăл пăшал автанне уçса тепре персе пăхрĕ, анчах каллех хăватлă сасă янрамарĕ. Этем хускалнине упа асăрхарĕ пулас, хаяррăн харлатса тӳрех ун патнелле сиксе ӳкрĕ.
— Атте, çăл! — чĕтрекен сасăпа имшеррĕн кăшкăрчĕ Çемен. Унтан шăлне йĕрнĕ тискер кайăк калама çук хăвăрт çывхарса килнине курса каялла çаврăнчĕ те мĕнпур вăйне пухса тарма пуçларĕ. Анчах упа, виçĕ уран кăна сике-сике пынă пулин те, этемрен нумай хăвăртрах чупать-мĕн.
Кипринский çакна лайăх курса тăчĕ. Тискер кайăка персе антармасан вăл Çемене туртса çурасси паллах. Ним тума та çук, хăвăртрах пулăшмалла. Çак шухăшпа вăл пăшалне çĕклесе тĕлленĕ-тĕллемен ик хутчен персе ячĕ. Çав самантра Çемен юр ăшне чыхăнчĕ, çăварне тискеррĕн карса пыракан упа ун çине сиксе ларчĕ.
Роман Романович урăх ним те курмарĕ. «Йĕтресем тĕл тивмерĕç пулас, — сехĕрленсе шухăшларĕ вăл. — Аманнă упа хăйне перекен сунарçа туртса çурмасăр çырлахмасть теççĕ. Çемене вĕлерсен мана тапăнасси паллах. Пăшал авăрлама вăхăт памĕ, тӳрех шырама тытăнĕ. Хăвăртрах тарса пытанас, тен, ытти çынсем тăнă çĕрелле кайĕ».
Çак шухăшпа Кипринский йĕлтĕрне туртса çавăрчĕ те малтан такăрланă йĕрпе Капитонов тăрса юлнă çĕрелле вĕçтерчĕ.
«Упи-качки! — шухăшларĕ Залкинд пуçлăх тарнине курсан. — Хам çăлăнса юлам!»
Вăл та аслă охотовед хыççăнах чупрĕ.
Аслисем тарнине курсан çамрăк сунарçăсем урнă упа хăйсене хăçан туртса çурасса кĕтмерĕç, кашни хййĕн çулĕпе вăрман ăшнелле тарчĕç. Çынсем мĕн хăтланнине юман вулли хыçĕнчен пăхса тăракан Патмаров кăна лăпкă юлчĕ. Юр сирпĕтсе пыракан упа Çемен çине сиксенех вăл хыçалтан чупса пычĕ те вăрăм çĕççипе тискер кайăкăн сулахай айăкне самантрах яшлаттарчĕ.
Иккĕмĕш хут аманнă упа малтан мĕкĕрсе ячĕ, унтан, кайри урисем çине тăрса пăтранчăк куçĕсемпе тăшманне шырама тытăнчĕ. Анчах юнлă çĕçĕ тытса тăракан çын ăна каялла çаврăнма памарĕ, мĕнпур вăйĕпе çĕççине сулса ячĕ. Вичкĕн хурçă упан типĕ пырне касса татрĕ пулас, мăйран юн шăхăрса пĕрхĕнме тытăнчĕ.
Çакăн хыççăн хăватлă тискер кайăк тăшманне çĕнтерес çуккине туйса аяккалла ик-виçĕ утăм турĕ те çĕре персе анса тапкаланма пуçларĕ.
Унччен те пулмарĕ, йывăç тĕмĕсем хушшинчен малтан хаяррăн вĕрекен виçĕ лайка, унтан пашкаса чупакан Капитонов сиксе тухрĕç. Йытăсем тӳрех пыртан юн лăкăртаттарса выртакан упана тулама тытăнчĕç. Аслă егерь Патмаров патне васкарĕ.
— Йывăр суранлатмарĕ пулĕ те вăл сана? — сехĕрленсе ыйтрĕ Максим Максимович юлташĕн кĕрĕкĕ чĕпчĕрĕ юн пулнине курса.
— Упа ман çума сĕртĕнмерĕ те. Çемене самаях лекрĕ пулмалла, пĕр минута яхăн ăна чуста çăрнă пек çăрса тăчĕ.
— Шеремет ачи, ашшĕ ухмаххишĕн асап тӳсет. Ăçта халĕ вăл?
— Çак вырăнта пулма кирлĕ. Упана çĕçĕпе малтан çакăнта чикнĕччĕ, — терĕ те, çамрăк çын ӳкнĕ тĕле çитсе, Патмаров тарăн юра сирме тытăнчĕ.
Телее, Çемен юр айне пулнă ланкашкана ӳкнĕ. Егерьсем ăна часах çемçе юр ăшĕнчен туртса кăларчĕç. Упа ăна нумаях лутăркаман, кĕрĕк çаннине çеç тăпăлтарса кăларнă. Анчах сылтăм ури айĕнчи юр ăшă юнпа хĕрелнине курсан Капитонов сумкинчен бинтпа вата туртса кăларчĕ. Çак вăхăтра аманнă çын ахлатса ячĕ те куçне уçрĕ.
— Ну, ачам, мĕн ыратать? — ун патне кукленсе ыйтрĕ Патмаров.
— Сылтăм ура пĕтрĕ пулмалла. Пуля пырса тивсенех хускалми пулчĕ.
— Чипер калаç, сана пăшалпа персе мар, упа тăрмаласа амантнă-çке! — тĕлĕнчĕ Капитонов.
— Упа мар, атте, — кĕскен хуравларĕ Çемен. — Вăл пăшал кĕрслеттерсенех чĕркуççи пĕçерсе кайрĕ те, эпĕ çĕре ӳкрĕм...
Петр Ефимович çĕçĕпе йĕм пĕççине касса çурчĕ те куçне чарсах пăрахрĕ. Жакан пули чĕркуççи шăммине çапăнса саланнă та çын урине пĕтĕмпех аркатса тăкнă. Юн нумай çухатнипе хавшаса çитнĕ Çемен суранне курсанах тăн пĕлми пулчĕ.
— Ĕçĕмĕрсем питĕ япăх, — терĕ объездчик. — Ăна ура çине тăратаймăн. Вăрçă вăхăтĕнче ун пек аманнă урана врачсем пĕр сăмахсăрах касса татаççĕ. Пирĕн хăвăртрах юн кайма чарас пулать. Эпĕ шарфпа пĕççине туртса пăвам, эсĕ суранне бинтпа чĕркесе çых...
Хăйсем хыççăн упа чупманнине сиссен сунарçăсем чарăнчĕç.
— Йытăсем пĕр вырăнтах вĕрсе тăраççĕ мар-и? — ыйтрĕ Залкинд нумайччен итлесе тăнă хыççăн.
— Эпĕ пенĕ икĕ пульăран пĕри те пулин упа чĕрине пырса тиврĕ пулмалла. Вилнĕ упа патĕнче вĕреççĕ ĕнтĕ вĕсем, — тавçăрса илчĕ Кипринский. — Каяр хăвăртрах!
Вĕсем йĕлтĕрсене çавăрчĕç те каялла васкарĕç. Кĕçех сунарçăсем вилнĕ упа патне пухăнчĕç.
Çĕпĕр лайккисем хускалмасăр выртакан упана туланине курсан Роман Романович чунтан тарăхса кайрĕ.
— Капитонов! — сиввĕн кăшкăрчĕ вăл. — Халех йыттусене ман трофея пăсма чар! Вĕсем çурса пĕтернĕ тире илесшĕн персе вĕлермен эпĕ ăна! Унăн тирĕ пĕрремĕш сорт пулмалла. Илтетĕн-и?
— Хăлхасăр мар, илтетĕп. Йытăсем килениччен тулаччăр ăна. Çапла туса вĕсем упаран хăрами пулаççĕ. Трофей пăсăласран та ан хăра, упан çăмĕ çăра, йытă шăлĕ тир патне çитеймест. Тискер кайăка кам вĕлерни пирки вара йăнăшатăн. Эсĕ упана мар, хăвăн ывăлне çеç персе ӳкернĕ.
Çак самантра тин Роман Романович Патмаров кĕрĕкĕ айĕнче такам анрашса выртнине курчĕ.
«Çеменех-ши ку? — çиçĕм пек çиçсе иртрĕ шухăш унăн пуçĕнче. — Çук, пулма пултараймасть! Эпĕ амантман ăна, упа амантнă пулĕ. Вăл ун çине сиксе ларнине хам куçпах куртăм-çке».
— Намăса пĕлмесĕр ашкăнатăн!.. Çакăн пек ирсĕр ĕç тунăшăн тăна кĕртмеллеччĕ те сана... аллăма варалас килмест. Пар какăрна, лавсене хăвăртрах кунта илсе килме хушас. Больницăна васкамалла, унсăрăн ывăлу вилме те пултарать, — терĕ Петр Ефимович, вара Кипринский мăйĕнчен кĕмĕлпе тĕрлесе капăрлатнă ĕне мăйракине хывса илчĕ.
Ту-ту-тут-тут! Виçĕ хутчен вăрăммăн янăраса кайрĕ хĕллехи вăрманта какăр сасси.
Ку Скворцовпа Тăрна Иванне упа шăтăкĕ патне лашасемпе килме хушни пулчĕ...
Упа тытма тухнă кун Роман Романович пурнăçне пĕтĕмпех улăштарчĕ. Çав кун вăл хăй ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут сунарçă пулас тесен, трофейшăн çунни мар, хаклă йышши пăшал туянни те мар, ĕçе лайăх пĕлсе туни кирлине тавçăрса илчĕ. Ывăлне мирлĕ саманарах ĕмĕр уксахласа çӳремелле туса хуни унăн кăмăлне хуçсах хучĕ. Çитменнине, унран кил-йышĕ те, пĕлĕш-тантăшĕ те сивĕнчĕ. Пĕрле ĕçлекенсем хăйне ним вырăнне те хуми пулнине вăл чăтса тăма пултараймарĕ. Çемен больницăран хул ай туйисемпе танкăшса тухсанах ĕçрен кăларма ыйтса хут çырса пачĕ. Правлени членĕсем ăна ӳкĕтлесе тăмарĕç. Çапла вара çирĕм çул ытла хăйне хăй чаплă кайăкçă тесе шутланă çын ĕмĕрлĕхех сунарçăсен ретĕнчен тухса ӳкрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...