Хĕн-хур айĕнче :: Пăкачав мĕлки — Пахомка


 

Чаккана тавпа ырă кун сунсан,

Йăлтрарĕ ăшшăн ватă утаман.

Унтан лашине хăвăрт çавăтса,

Яш çын пек вăшт çеç ларать утланса. —

— Ну, шăллăм, сыв пул!.. Пуçсем пĕтмесен,

Куратпăр каллех, — терĕ вăл хуллен.

— Ăçталла эсир халь? — тесе ыйтсан;

— Ăçта ирĕкрех — эпир те унта, —

Терĕç те вĕсем вĕçтерчĕç ялтан.

Лаша чупни çех кĕрлет вăрманта.

 

Хусахсем кайсан, ялти пур этем

Ватти-вĕттипех тухрĕ урама.

Пуçланчĕç тĕр-тĕр сăмах-юмахсем

Каç пулнă ĕçсем çинчен аврăнма.

Никама та мар, хусах-таркăнсем

Алапите çех шар тунă ытла:

Мĕнпур укçине, пур мулне вĕсем

Тустарнă унне... хур тунă хытах.

Виççĕр тенкĕ шăлт — кĕмĕл укçа ку! —

Тупса илсе кайнă каç ухтарнă чух.

«Çав ют çынсенчен ун пек тустару,

Ял-йыш тĕкмесен, чăн та пулас çук!»

Чакка патĕнче ĕçсе-çинĕрен

Алапит ăнах хурать юнава.

Çавах тĕп турĕ тесе, ун çинчен

Вăл шалăп пама чупать кантура.

■ Страницăсем: 1 2 3