Хĕн-хур айĕнче :: Пăлхавлă пуху


Ĕмет пурлăхна...

Тăван вăрманна та

Чараççĕ касма;

Сывлан сывлăша та

Ак памĕç сана!..

Чăваш ĕç хресченĕ,

Итле:

Çĕрӳ санăн хĕсĕк, —

Начар, шур тăпра.

Ану татăк-кĕсĕк —

Çырма-сăртламра...

Çак хĕсĕк çĕртен те

Чи лайăххине

Касать пур енчен те

Помещик хăйне...

Сана Атăлтан ав

Яраççĕ хуса;

Сăрпа Çавалтан та

Хăвалĕç часах...1

 

Хресчен!.. Хура халăх!

Татах-ши тӳсен?

Мĕскер саншăн лайăх?

Айта, ак, çĕклен!..

Пур тӳснĕ хĕнсемшĕн

Таврар тăшмана,

Манми Тевенешшĕн

Кисретĕпĕр ăна...

Йăтар хĕç-пăшал та

Каяр кантура:

Çĕмрер, салатар та

Çунтарăпăр ăна.

Пур халăх инкекĕ

Кĕллентĕр вутпа,

Пурмисĕ, тиекĕ

Тĕп пулĕç унтах...

Пире кура тăрĕç

Ытти ял-йышсем:

Хĕçпе пăшал тытĕç

Асап тӳснисем.

 

Хресчен, чухăн халăх, —

Эс çеç ман хаваллăх...

Çĕклен вут хӳме пек, —

Хăвна хĕçпе вит!

Ан пулччăр пирте тек

Сутник, Алапит...

Кам савăннă, кулнă

Кантур хӳттинче,

Ун пек çынсен пуçĕ —

Шалча тăрринче!

Ватар кантура та,

Унтан — малалла!..

Унта та, кунта та

Çĕклер халăха...

 

Кăвак утаман хĕрсе, талхăрса

Пуху çийĕнче çаврать çĕлĕкне,

Çӳçне-сухалне аркатса ярса,

Хĕрӳ сассипе чĕтретет пӳрте.

Пуху шарламасть,

Никам хускалмасть.

 

 

 

 

— Мĕскершĕн шăпах? Е çук-тăр сăмах?

Е ыр утаман сире улталать?!

Вăл халăхшăн çех чĕрипе çунать!

Тимлешĕр! — терĕ Чакка хыттăнах.

 

— Çук, ара, Чакка, — чăнни вăл чăнах,

Тĕрĕс пĕтĕмпех Пахом калани...

Анчах... ну... пăртак... хăрамалларах.

Хăруш çав... пăлхав! — тет Ериле мучи.

 

Чакка

Мĕнтен хăрама?.. Мĕн чĕтремелли?

Çитет пуççапса чуниллисене!

Мĕн чухлĕ йăваш — хĕнрех тӳсмелли...

Çăлатпăр, халăх, Тевенеш пуçне!

 

Пахом

Каятпăр çăлма! Пурте — ман хыçран!

Ан манăр — эп кам? Петĕр патшаран.

Нимле улпута, нимле пуçлăха

Пире ыр патша хĕрхенме хушман...

 

Ериле

Çынна çăлас-тăк пăлхав тумалла,

Анчах, утаман, мĕскер курмалла?!.

Аван астăвап пăлхавăр кунне:

Ай-вай çунтарчĕç кайран хамрăнне!

Малтан чăнахах, мĕнпур улпута —

Алла лекнине чĕррĕн вĕçертмен.

Кайран ун пирки шăварчĕç юнпа!

Çунтарчĕç — вилĕм!.. Тек кунçул кĕтмен...

Майра патша хăй салтаксем ярса

Тустарчĕ, вĕтрĕ пĕтĕм ялсене:

Хирте, ялсерен вуншар çын çакса,

Пур пек арçынна пĕтерчĕç хĕртсе...

Пăлхав тапратсан, каллех кĕт çавна:

Ырри курăнмасть, пĕтетпĕр кăна!

 

Чакка

Кун пек пурнăçра — куççуль кăна пух!

Капла тӳсиччен — хăватлăн вилес...

Ашра чĕрĕ вăй хĕрсе тăнă чух

Мĕскершĕн путек пек имшеррĕн пĕтес?!

Пурмис патакне пĕрре курнăскер,

Нихçан та урăх ахаль парнас çук,

Çук, çук, пурнăç мар, — асап та тискер!

Вăрçас та пĕтес луччĕ кун пек чух.

Ял-йышăм, шутла: мĕскершĕн мана,

Ман урлă — çынна тĕп турĕç капла?!

 

 
1 18 ĕмĕр вĕçнелле Чăваш çĕрне нумай помещик килсе вырнаçнă. Вĕсем Атăлпа Çавал тата Сăр тăрăхĕнчи лайăх çĕрсене каса-каса илнĕ. Атăл хĕрринче, Куславккаран пуçласа Ильинкăна çитиччен, пурĕ 20 помещик ытла вырнаçнă. Вĕсем хушшинче чи паллисем — Есипов, Арцыбашев, Мельгунов, Амачкин, Кушников таврашĕсем тата ыттисем те пулнă, кунта 30 имение яхăн шутланнă. Çавал тăрăхĕнче 10—12 имени таран шутланнă. Кунта — Апехтинсем, Аркатовсем, Ртищевсем, Рылеевсем, Арцыбашевсем тата ыт. те пулнă. Кушлавăш шывĕ улăхне Петр Кольцовпа Амачкин йышăнса илнĕ. Хăш-пĕр помещик Атăлпа Çавал тăрăхĕнчех виç-тăватă имени тытса тăнă. Çапла акă Есиповăн 5 ял, Кушниковăн — 4 ял, Арцыбашевăн —4, Амачкинсен —4 имени пулнă. Вĕсем хăйсен ялĕсене — именийĕсене час-часах сутнă, улăштарнă. Хăйсем тĕрлĕ вырăнта пурăннă. (Чăвашсен Наукăпа историйĕн тĕпчев институчĕ пухнă материалсем тăрăх. (Автор.)
■ Страницăсем: 1 2 3 4