Хĕн-хур айĕнче :: Пăлхав


Паллашăр унпа ак, ăна курманни...

 

Пăлхав хĕмĕ хыпнă çынсем хушшипе

Пахом пырса кĕчĕ пуху варрине,

Кăвак сухалне кăшт шăлса аллипе,

Хуллен пуç таять вăл тăватă енне.

 

Шăпланнă пуху ак кĕрлерĕ каллех:

— Чакка та, Пахом та — маттур утаман.

Эсир мĕн хушатăр — тăватпăр халех...

Мĕнтен тытăнас халь? Вĕрентĕр малтан.

Пуху шавĕ ӳсрĕ... Йăслав вăхăтра

Чакка Пахомпа канашланчĕ хуллен.

Унтан кăшкăрать вăл:

— Тискер кантура

Халех кĕллентерĕр пĕр çӳп юлмиччен...

Вара ыткăнатпăр уес хулине.

Ăна йышăнатпăр влаçсем сисиччен.

Тытатпăр, хупатпăр выç пуçлăхсене.

Влаçа йĕркелетпĕр аван çынсенчен...

Пире курса тухĕç — ялсем, вулăссем,

Çĕкленĕç талккишпе ытти уессем...

Эпир, тăвансем, патшалăха мар, —

Эпир пĕтересшĕн улпут таврашне.

Улпут, пур чиновник — çавсем-çке начăр.

Патши хăй пĕлмест-тĕр вĕсен ирсĕрне.

 

Пахом

Кам ирĕкшĕн, — тухăр!

Халех ялсенчен

Пăшал, сăнă, ухă

Тукшан е кистен, —

Мĕн пур, йăлтах пухăр...

Систерĕр пурне те, —

Пулар йышлăнрах.

Мĕн кирлĕ — илер те

Каяр хăвăртрах!...

 

Тĕрме çурчĕ шăппăн пуçлать ялкăшма,

Çăра хура тĕтĕм палкать çӳлелле.

Ытти çуртсене те тĕртсе çунтарма

Ут-улăм йăтаççĕ çĕклемĕпеле.

Капмар кантур çурчĕн тулаш енĕпе

Сăр тĕтĕм капан пек ӳссе хăпарсан,

Çынсем çулăм хыинă вĕри чĕрепе

Унта-кунталла чупма пуçласан,

 

Пахом алă сулчĕ:

«Вĕç хĕрлĕ автан!..»

Ун кăмăлĕ тулчĕ —

Ĕçсем ăннăран.

 

Пушар асса кайрĕ. Ылханлă кантур

Хура тĕтĕмпе, çулăмпа хупланать.

Çуртсем çумĕнчи ирĕлен кĕрĕт-юр,

Сар шыв пулса, хăвăрт юхма тытăнать..

Картишĕнчи халăх тухать урама.

Йĕркесĕр кĕрленĕ эшкер умĕнче

Пахомка каларĕ хĕрӳллĕ сăмах.

Сăмахĕ янрать ун кĕрлев хушшинче

 

— ...Каятпăр... ан юлăр...

Туссем, малалла!..

Хула — ыран пултăр

Пирĕн алăра!

 

Вĕçлерĕ вăл хăйĕн хĕрӳ сăмахне.

Ун хулăм сассийĕ вĕри хăватпа

Хăюлăх, хастарлăх парать çынсене.

 

— Пыратпăр! — тет халăх хаяр сасăпа

Вĕсем тухса кайрĕç уес хулнне

Лавпа та, çуран та — ик-виç ушкăнпа.

Малта — хусахсем... Хавшак çынсене

Вĕсем ăшăтаççĕ ăшри кăварпа.

Пĕр ушкăнĕ пычĕ тӳртен çулпала.

Ик ушкăн — тавраллăн, ик айăк енчен.

Хула патне çитрĕç кăвак шуçăмла,

Хула çинчен ыйхă витти сирличчен.

 

Пахом та, Чакка та тăман шутласа —

Хула хапхинче çак сивĕ каçсем

Мĕн чул та пулсассăн хурал тăрасса.

«Çитетпĕр — кĕретпĕр», — шутланă вĕсем.

 

Умра ак хула... Малти евчĕсем

Хапха хӳми умĕ патне çитсенех,

Сасартăк кĕрлерĕç пăшал сассисем.

Кĕтмен çĕртен вăрçă пуçланчĕ хĕрсех.

Сутуç-алăстаçă, хĕсмст çыннисем,

Хула гарнизонĕн ват салтакĕсем

Пăлхавçăсен «çарĕ» пынине пĕлсе,

Кунта çĕрĕпех-мĕн сыхланă кĕтсе.

 

Хытах сехĕрленнĕ хурал çынниссм

Таттисĕр переççĕ хӳме хыçĕнчен;

Йĕрсе юрласа пек, тăхлан пульăсем

Вĕçсе шăхăраççĕ пуçсем çийĕнчен.

Улт çичĕ çын вилмĕ, е хыт аманса

Ура çинчен ӳкрĕç пăлхавçăсенчен.

Лавсем ыткăнаççĕ калла çаврăнса.

Ик-виç лаши ӳкрĕ унтах, çул çинче.

Хăюллă та çирĕп, пуçтах арçынсем

Çуран юлса выртрĕç пĕр айлăм тĕле.

Вĕсем хирĕç пенĕ пăшал пулисем

Çиллессĕн ишлерĕç хапха еннелле.

 

Кĕме май çукахчĕ кунти хапхаран, —

Тепрер сехетрен çапăçу улшăнать.

Хула хыçнелли пĕр улах урамран

Чакка кĕртсе ячĕ хастар ушкăна.

Часах ак Лавруш та, пĕр паттăр йышпа,

Таçтан кĕрсе кайрĕ хула хушшине.

Вĕсем чупса çитрĕç. Пĕрлешнĕ вăйпа

Хыçран пырса çапрĕç хула хуралне.

Сасартăк шуйхалнă хуралçă-отряд

Чăл-пар тарса пĕтрĕ çӳп-çап арпалла.

Çапах вĕсем печĕç пĕчченнĕн, çăт-çат, —

Пере-пере чупрĕç унта-кунталла...

■ Страницăсем: 1 2