Хĕн-хур айĕнче :: Чакка тыткăнра
Каç. Тĕттĕм. Вĕçсĕр çам варри1!
Вăрман çийĕнче — хура пĕлĕтсем...
Çиçет тек çиçĕм, кĕрлет аслати.
Чĕтреççĕ тĕпрен капмар юмансем.
Тĕнче талккишпех явăнса килсе,
Хуплаççĕ çĕре пĕлĕт куписем.
Кĕç çумăр тăкса ярасса кĕтсе,
Шăпланчĕç сĕмри ӳхĕ хӳххисем.
Ак çак самантра мăн вар хĕрринче,
Лутра, лапсака чăрăш айĕнче
Вут-хĕм сирпĕтсе кăвайт ялкăшать,
Кăвайт тавралла ушкăн хӳш ларать.
Лăс çапă витнĕ хӳшсем умĕнче,
Малта, уйрăмах — пĕр пысăк шалаш;
Çурта чăлкăшать шалаш ăшĕнче...
Унта офицер. Вăл ырнă, йăваш, —
Ларать ак каска çинче усăнса;
Аллисенче ун — кăвак чечексем,
Ирет вĕсене вăл пĕрерĕн ватса.
Ури айĕнче ун — шаннă çеçкесем...
Сасартăк çиçĕм вут-хĕм сирпĕтет.
Хăвăрт çĕкленет яштак офицер,
Пăхать тулалла: кăвайт тĕлкĕшет...
Çил-тăвăл... тĕттĕм, — çӳçенчĕк, тискер!
Шавлаççĕ талккин юман тăррисем,
Вĕт-шак туратсем ӳкеççĕ çӳлтен.
Хӳшсен хӳттинче ларан салтаксем
Хĕрсех сăхсăхаççĕ хаяр çиçĕмрен.
— Амвросьев! — терĕ офицер хуллен, —
Тавай-ха кунта хайхи карăша...—
Пĕр ватă салтак, ку сасса илтсен,
Чаккана вăр-вар кĕртет шалаша.
Чакка кĕнĕ чух хаяр аслати
Чи пуç тӳпинчех çĕмĕрсе каять;
Хура пĕлĕтсен хуçăлать кашти,
Чĕресĕ тӳнет — çумăр тăкăнать.
Хаяр аслати патрах çапнипе
Мăнаç офицер те сăхсăхса илет.
Ăна вăл патша вăйĕпе виçсе,
Пăхать шăтарса Чакка çинелле.
Чакка та шутлать: «Ах, манăн пĕрре
Ак çак аслати пек пуласчĕ хăват!
Çĕмрĕттĕм вара... таптăттăм сире!..
Санах вăл ятлать, санах, — хăямат!
Эх... кайăк пулса, инçе, аякка
Вĕçĕттĕм санран!» — шухăшлать Чакка
Тек çиçĕм çиçсе аçа çапнипе —
Çанталăк маччи ишĕлнĕ пекех;
Штурмлă тăвăл çил тусса вĕрнипе
Вăрманĕ шавлать, çĕмĕрлет тĕппех.
Начар хӳшсенчи йĕпе салтаксем
Чĕркуççи çинче кĕлтăваç турра.
Асар-писер çил, çӳлти хăватсем
Çăтса яраслах вĕсене ютра!
Кĕç-вĕç ак Пахом, шайкипе çитсе,
Йĕри-тавраллах хуплассăн туйăнать,
Маттур офицер те чĕтрет çӳçенсе,
Анчах пуçлăха хавшак юрамасть.
— Хурах, терĕ вăл, — кала чăннипех:
Патрах-и ĕнтĕ Пахомка шайки?..
Мĕн шутлан эсĕ, ăна ушкăнпех
Ыран ир тытса илесси пирки?
Асту эс, ан суй: суйсан — пĕтереп,
Халех вут çине хурса вĕтелеп!
Чакка
Каларăм сире: ик-виç çухрăм çех...
Ыран ирхине çитетпĕр сисми,
Ытти чух хурал тăраççĕ текех.
Ирпе — пыр та тыт! — çывраççĕ туйми.
Офицер
Кала чăннипе: миçе çын вĕсен?
Чакка
Каланă сире — аллă çын ытла.
Офицер
Вăйлах-и вĕсем хĕç-пăшал енчен?
Чакка
Çителĕклĕ вăйлă, ман шухăшпала.
Офицер
Кала, ну, кала: мĕн-мĕн пур вĕсен?
Чакка
Пĕр вăтăр пăшал... хĕçсем, ухăсем...
Пăшал таврашне халь салтаксенчен
Вĕсем туртса илнĕ Чивиль патĕнче.
Офицер
Эппин, çăмăл мар унта çывхарма?
Çĕнеймĕп-и эп пур пек салтакпа?
Чакка
Пĕлместĕп, хĕн пуль... Çапма эп сире
Сĕнетĕп ирпе, çывăрнă çĕре...
— Ну, суйрăн... çитет! — терĕ офицер.—
Амвросьев! — тет вăл. Ват унтĕр кĕрет.
Хураллăр кăна!..— асту ан вĕçер,
Алли-урине çыхсах тĕвĕлет!
Черетлĕ хурал икшерĕн тăрат...
Ытти салтаксен выртсан та юрать,
Анчах хĕç-пăшал çумрах пулмалла! —
Маттур офицер, пăхать тулалла.
Тулта самайланнă: тăвăл тамалать...
Шавлать-ха çумăр, кĕрлет аслати;
Анчах кай енчен уяр курăнать,
Унтах ялтăрать пăнч çăлтăр çути.
Шĕвек кăвак çут тухать йăпшăнса,
Каçхи сĕм чаршав шăппăн уçăлать...
Кас-кас сулхăн çил килет вашлатса,
Юман айĕнче тумла шăпăркать.
Инçе, мал енче, тĕнче хĕрринчех,
Çиçет тек çиçĕм — сиксе, йăлтлатса.
Вăрман çийĕпе, ăмăртса пекех,
Çӳхе пĕлĕтсем чупаç унталла.
Нӳр сывлăш — уçă, ансат сывлама...
Шыв-шурлăх çинче тĕтре шуралать.
Ем-ешĕл курăк сыпать сывлăма;
Чечек-çеçкерен шăршă сарăлать.
Ĕнер кунĕпе ырнă салтаксем
Çывраççĕ вил пек. Çыврать офицер.
Анчах ик салтак — хурал çыннисем
Лараççĕ çаплах, сĕнкмеççĕ нимскер.
Çыврать-ши Чакка? Çук, вăл çывăрмасть.
Анчах хăй çавах, çывăран пек туса,
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...