Хĕн-хур айĕнче :: Чакка тыткăнра


Ват чăрăш кутне хутланнă, выртать, —

Выртать шухăшпа вăл пуçне çавăрса.

«...Мĕнле вĕçернес?! Епле хăтăлас?!

Çук, çук — пулаймасть! Ан та ĕмĕтлен!..

Хурал-салтаксен куçĕ хупăнмасть...

Ав, тул çутăлать... Эх, Чакка, пĕтен!..

Вут-хĕмлĕ, хĕрӳ, хаяр шухăшсем

Памаççĕ канма Чакка чĕрине,

Пăрсах çыхса лартнă пăяв çыххисем

Пăваççĕ тӳсми ал-урисене.

Аптрать вăл: хыçа çыхнă алсене,

Çыххи каснăран, текех турткалать.

 

Ак, хăй те кĕтмен мĕн пулассине,

Çапла туртăшса çыхха пушатать.

Пушаннă алсем шухăш хĕртнипе

Ĕçлеççĕ текех, хурал сисмен чух;

Алсем ун хыçра — ĕçле майĕпе! —

Вĕсем тем тусан та салтак курас çук.

Мăшт та мăш! сывлать çывран пек Чакка,

Анчах хăй сăнать хуралçăсене:

Тавра — мĕн çăт-çат, мĕн пурра-çукка —

Итлет вăл йăлтах, — манмасть ĕмĕтне...

Шăпах пулчĕ ак пĕр самант хушши.

Чакка чăлт уçать чĕрĕ куçсене,

Курать: кăвайтра палкать вутпуççи;

Унти ик салтак тӳннĕ ик енне...

Лăстăр чĕтренет юманлăх тăрри;

Пĕр шăпчăк патрах юрра шăратать...

Аван-çке ирпе ку шăпчăк юрри, —

Епле вăл çынна чунтан ачашлать!

Те шăпчăк юрри ачашланăран,

Те ĕнер ытла утса ырнăран —

Хура-салтаксем шăпах ак, тăпах;

Сикмеççĕ вĕсем — куçсем те хупах!

 

Чакка чĕрĕлет. Часрах, пур вăйпа,

Кăрт-карт! вăл туртать хыçри алсене, —

Алсем — ирĕкре!.. Хĕрӳ хавалпа

Салтать те ярать ура çыххине,

«Эй, турă, хăтар... Пĕр çурă самант...

Сиссессĕн — пĕтеп, айван шăшилле».

Ак чунсăр Чакка çĕкленчĕ вăшт-вашт,

Кушак пек шăвать хӳшсем хыçнелле.

Пĕр хӳшĕ хыçне йăпшăнса çитсен,

Сывларĕ вăл — хаш! Вĕçет ак хăвăрт.

Васканă енне, инкек-çке пĕтмен,

Ури айĕнче пĕр турат — шăтăрт!

Тăвать те, хайхи хурал-салтаксем:

— Сто-о-ой!..— тесе ячĕç вăрмана çурса.

Йăлт! пăхрĕ Чакка, — хăваççĕ вĕсем...

Пĕррех вăл сикет луç пек ярăнса.

Сикет вăл, чупать вăрман хушшипе,

Кĕç пуля çитсе çапасса кĕтсе.

Чупать те хашкать чĕри сикнипе.

Ак, аран чăмать вĕтлĕхе çитсе.

Ик-виç хут пăшал кĕрслетрĕ хыçра,

Унтах хаяр сас, офицер сасси,

Тем-тем ятлаçса янратрĕ тавра.

Чакка хăтăлать, — пулмасть тытасси!

■ Страницăсем: 1 2