Кĕпер :: Чăваш календарĕ


Кăçал, пĕлтĕр, виçĕмçул... Темиçе çул унчченрех пулнине пĕр сăмахпа калаймăн. Иртнĕ кунçула виçелеме пире календарь пулăшать. Тĕттĕм чăвашăн календарь тени пулман. Çут тĕнче хăçан пуçланса кайнине çĕнĕ заветпа та, киввипе те шутлама пĕлмен вăл. Çапах иртнĕ вăхăта картлама пулăшакан пĕр тĕрлĕ «календарь» пулнă-ха унăн та. Вăхăт паллисем пурнăçрах тупăннă: ĕне пăрулани, лаша туянни, хĕр качча пани, ывăл авлантарни. Хĕрарăм тесен, вăл хăй çĕнĕ çын пулнă куна асра тытнă, çав кунран пуçласа виçеленĕ кунçул юххине. Пĕтĕм ялшăн та асра юлакан паллăсем тупăннă: вут тухни, тырра пăр çапни — выçлăх çул, Тук шывĕ çӳллĕ çырантан тухни — тырпул тухăçлă пулнă çул...

Тепĕр чух пĕр-пĕр мыскара та ялйыша иртнĕ вăхăта картлама пулăшнă. Ун пек мыскара ытларах Шалтикасра çăварни эрнинче е хĕллехи туй вăхăтĕнче пулкаланă.

Çăварни хăнисем Чулçырмана таçтан та килеççĕ. Хитре ялта çăварни те хитре иртет, уйрăммăнах — çăварни эрнин юлашки виçĕ кунĕ. Ун чух пĕтĕм ял çăварни чупать, çичĕ эрнене типпе кĕрес умĕн асăнмалăх çуйăхса-савăнса юлать. Кам Чулçырмара çăварни чупса курман, вăл çăварни савăнăçне пĕлмест те. Ытти ялта пĕртен-пĕр вăрăм урам тăрăх вĕçрен вĕçе çăварни чупаççĕ. Ун пек чупма кансĕр. Майлă та, хирĕç те чупакансем пĕрне-пĕри чăрмантараççĕ. Çунасем çапăнаççĕ, тӳнсе каяççĕ, лашасем тăварăнаççĕ...

Чулçырмара апла мар. Çăварни лашисем пурте умлă-хыçлă пĕр еннелле — хĕвеле хирĕç — чупаççĕ. Çăварни çу-лĕн вĕçĕ çук: икĕ кĕпер урлă каçса, яла ункăласа чуп та чуп: Шалтикас — Анатри кĕпер — Çырмавăрри — Малти-кас — Тури кĕпер — Тăвайкки — Чалăшурам — Тӳрурам — Шалтикас.

Ют çын Чулçырмара çăварни чупиă чух, темиçе урам витĕр тухса, тăруках пĕтĕм ялпа паллашать. Тен, вăл кашни хапха умне тухса тăнă пикесене курма ĕметленет пуль. Çук, паян вĕсене хапха умĕнче кураймăн, пурте çăварни чупаççĕ вĕсем. Хĕрупраçа курас тесен, ху Шалти-касра çуна çинчен сиксе ан та кĕпер патĕнче пăхса тăр. Кĕпер ансăр пулнăран кунта пурте лашисене утăпа яраççĕ е савçимех чарăнса черет кĕтеççĕ. Тепĕр чух Шалтикас чышăнсах ларать. Çăварни чупакансем çуна çинчен анса юрлама-ташлама тытăнаççĕ. Çакăнта хĕр суйлама кил вара.

Мăрзабай Павăлĕ — ятлă çын, Шалтикасра, Хаяр Макарпа юнашар пурăнать. Юлашки вăхăтра старшинара çӳрет вăл. Ялта питех кураймăн ăна. Анчах пысăк праç-ник çитсен, Куçминккаран киле таврăнатех, кашни уява тăван ялта чăваш йăлипе ирттерме тăрăшать. Кăçал çăварни хăнисем таçтан та килнĕ ун патне: Лешеккинчен — ял старости Фальшинпа Анчиков тиечук, Куçминккаран — Белянкин мишавайпа вулăс писăрĕ Пахарев, Пасарлă ялтан — Тайман Сахарĕ...

Елĕк «йăваш чăваш» тенинчен урăх сăмах илтеймен Тайман халь хăюланса, вырăсланса кайнă. Тăван яла хăнана килсен, хурăнташсем патне мар, Шалтикас пуянĕсем патне кĕрет, Мăрзабайпа вара питех те туслă. Ытти чух белянкинсем, фальшинсем паллашмĕччĕç унпа, халĕ, чаплă хуçа патĕнче пĕрле хăна пулнипе, ирĕксĕрех йышăнаççĕ ăна. Анчах лешĕ паллă вырăссем хушшинче именсе-мĕскĕнленсе лармасть, хăй вырăса йĕкĕлтеме пăхать.

Акă вăл Фальшинпа юнашар ларчĕ. Ĕлĕкех юратмастчĕ Сахар çак чурăс вырăса. Халь, кăшт херĕнкĕленнĕскер, ăна сăмахпа чĕпĕтсе илесшĕн:

— Сан хушамату, Никон Иванч, калама çук тĕрĕс. Аттерен туянтăн-и эс ăна е ху шухăшласа тупрăн-и? Чăн та фальшивăй çын эсĕ.

— Ан çыхлан! — чашкăрать Фальшинĕ. — Ӳсĕр эс, ухмах. Мĕн лапăртатнине ху та пĕлместĕн.

— Пĕлетĕп! — тет Сахар, куçне вылятса. — Хушамату тĕрĕс тетĕп-çке. Суя çын эсĕ...

— Çапах та çын, этем! — çилĕпех кăшкăрать вырăс — Паллă çын. Ял пуçĕ!.. Эсĕ ху вара çын пулса та çитеймен-ха. Лаша сутса граммофон илекен çын çын-и вăл! Хуçана кӳрентерес килмест. Атту пулсан...

— Ан чăркăшăр, хаклă хăнасем, — хутшăнать яланах сăпайлă калаçакан Мăрзабай. — Кунта пурте ман хăнасем, тивĕçлĕ те хисеплĕ çынсем. Захар Матвейч шӳт туса калать вăл. Эс, Никон Иваныч, шӳтле сăмахшăнах ан çиллен ĕнтĕ. Тĕрĕс калатăп-и, Фадей Панфилч?

Белянкин кулам пекки тăвать, анчах чăркăшакан чăваш çине мăнкăмăллăн куçне хĕссе пăхса илет.

Фальшинĕ кăркка пек хĕрелсе-кăвакарса кайнă, хирĕçме мар, тытăçма та хатĕр.

Хуçи вара ура çине тăрать.

— Тепĕр тĕрлĕ сăйпа сăйласшăн эп сире, хаклă çыннăмсем. Атьăр-ха, чăваш тĕнчи тавра çаврăнса килер, çынсемпе пĕрле çăварни чупар. Кам Китай-городра çăварни чупса курман, çав çăварни савăнăçне тутанса та пăхман.

Хĕрĕнкĕ хăнасем картишне тухаççĕ. Çимун йĕкĕт лаша кӳлет. Мăрзабай мучăш ăна мĕн пĕчĕкрен пăхса ӳстернĕ. Çамрăкла вăхăтсăр вилсе кайнă ун ашшĕ, Мăрзабай Павăлĕн шăллĕ.

Тайман Сахарĕ Фальшйнпа çыхланмасть урăх. Халĕ вăл Анчиков тиечука хăрах алăпа ыталаса илчĕ.

— Эпĕр санпа, Петр Федотăч, чиркӳре пайтах юрланă. Атя-ха мăн сасăпа юрă пуçласа яр.

— Ан аташ, Захар Матвейч. Ял çинче çăвар карни килĕшмест мана. Хăвах пĕлен, эп чиркӳ çынни.

— Çăва патне, апла пулсан! Сансăр та юрлама чухлатпăр.

Савăк кăмăллă Сахар, тӳмелемен кĕске кĕрĕк аркине сирсе, аллисене хыçала тытать те пуçне ухса юрласа ярать:

 

Наверх вы, товарищи, все по местам!

Последний парад наступает.

Врагу не сдается наш гордый «Варяг»,

Пощады никто не желает.

 

Белянкин чăваш юрланине тĕлĕнсе кайса итлет, унтан хуçана кăлт тĕртсе калать:

— Пăх-ха эс ăна! Пасарлăялта якалкаланă сан Тайманкку, вырăсран ирттересшĕн. Çĕнĕ юрă юрлать. Вырăс халăхĕн хальтерех сарăлнă патриотизмлă юрри!

— Тайманкка мар ĕнтĕ вăл халь. Тайман! Асту: тайман. Никам умĕнче пуç тайман тени пулать вăл. Анлантăн-и? — тет хуçа, чăваш хăнипе мухтанса.

— Анлантăм та... питех мар, — мăкăртатать халь вырăс. Хăй каллех Сахар еннелле темшĕн куçне хĕссе пăхать.

Анлă та тарăн хуçан çуни. Çапах Мăрзабай хăнисем пуртех шăнăçаяс çук ун çине. Мучăшне Çимун çавăн пирки асăрхаттарать.

— Шăнăçатпăр. Ура çине тăрса çăварни чупатпăр: алла-аллăн çыхланса, пĕрне-пĕри ыталаса. Чăвашпа вырăс туслă пулнине пурте курччăр, — тет уçă кăмăллă хуçа.

Хăнасем, виçшерĕн икĕ ĕрет пулса, çуна çине тăраççĕ. Ларкăч çине, кучер вырăнне, Çимун йĕкĕт ларнă. Яр-уçă хапхаран çӳрен урхамах ташласа тухать.

— Малтисенчен ан ирт, çăварии туйне пăсас мар, — хушать хуçа Çимуна. Унтан Сахарпа тиечука хистет: — Атя, Сахар, чăвашлине юрласа яр. Эсĕ те, Петр Федотыч, юрла. Ан пăшăрхан. Çăварни кун юрланăшăн çылăх пулас çук.

Çимуна та шутласан, çиччĕн пулчĕç вĕсем. Вырăспа чăваш шăп çурмалла. Анчиковне çурри вырăс, çурри чăваш теме пулать. Юрлаççĕ Мăрзабай хăнисем — чăвашла та, вырăсла та. Хăйсем савăнаççĕ, çăварни халăхне савăнтараççĕ.

Шалтикасра Хаяр Макарăн хапхи те яр уçăлчĕ. Пуян хуçа кĕвĕçет. Ун патне катари хăнасем çӳремеççĕ. Ялтисем те çӳресех каймаççĕ. Чăлах алăллă вырăс лавккаçăпа ĕçме таçта та ĕлкĕрнĕ Самана Тимĕркки çеç паян çĕрме пуяна чыс тунă. Виççĕн иртенпех çуйăхса ĕçеççĕ вĕсем.

Хуçа, ӳсĕрĕлнĕ пулин те, кӳршĕри сасăсене кĕвĕçсе тăнлать. Мăрзабай хăнисем картишне тухсан, вăл та хăйĕн хăнисене пӳртрен хăваласа кăларчĕ. Лешсем юрланине илтсен, кусем те юрларĕç. Мăрзабай çăварни чупма тухнине курсан, Макар та пар лаша кӳлме хушрĕ.

Хапхаран тухсанах, ĕрĕхтерчĕ Макар пар лашана: Мăрзабай урхамахне хăваласа çитcе, ăна кая хăварса, кӳршĕсенчен пăрăнакан мăн кăмăла хур кăтартас. Анчах Макарăн хуçа пекех кутăн лашисем кĕпер енне чупмаççĕ, темшĕн Тӳрурам еннелле, юхăма хирĕç ыткăнаççĕ. Усĕр хуçа шухă лашисене çăварлăхлама маннă, халь тилхепене унталла-кунталла тулăксăр турткалать, хаяррăн кăшкăрса пичеврине те, тĕприне те пушăпа ăшалантарать.

Хирĕç килекенсем урама ансăрлатнă тĕлте хуçи пекех урса кайнă лашасем, çунасене çапăнса, такам вĕрлĕкне çĕмĕрсе, пĕр уçă хапхаран кĕрсе каяççĕ, анчах... тĕпри — пысăк хапхаран, пичеври — пĕчĕк хапхаран. Çуни унчченех тӳнсе кайнă. Аçта хуçи, ăçта хăнисем — мур пĕлет!..

Çăварни халăхĕшĕн камит. Кайран ватти-вĕтти те çапла калаçнă вара:

— Хăçан пулнăччĕ-ха çав япала?

— Ара, астумастăн-им? Хаяр Макарăн пичеври кĕçĕн хапхаран кĕрсе кайнă çул.

Тайман Сахарĕ таçта пурăнса та чулçырмасене вăхăт паллисем тума вăй çитнĕ таран пулăшать-ха. Пĕррехинче вăл пĕчĕкçĕ кăвак лашапа Чулçырмана хĕллехи туя килчĕ. Лашине хăй анчахрах туяннă-мĕн, ун йăли-еккине те пĕлсе çитеймен-ха.

Ку енче чăваш туйĕсем çур уезда кĕрлеççĕ. Ялта хĕр çураçас, хĕре ял çыннине качча парас йăла çук кунта. Хĕр шырама чулçырмасем кăнтăралла, ытти чăваш ялĕсене каяççĕ. Таврара çирĕмрен ытла вĕсем. Чулçырмана та евчĕсем çирĕм ялтан килеççĕ. Хĕлле е çулла туй вăхăчĕ çитсен, туй ураписем-çунисем унталла та кунталла куçаççĕ-шăваççĕ...

Урапаллă е çуналлă туя тепĕр яла туй пуçĕ ертсе каять. Вăл — малти, унран никам та иртме пултараймасть.

Тайман Сахарĕ туй Якальне кайнă чух çав йăлана пăсмарĕ-и! Инкек. Çитменнине, туй пуçĕ никам та мар, Хаяр Макар пулнă.

Сахар Пасарлăялтан Чулçырмана килнĕ чухнех кăвак кĕсрен чурăс еккине кăшт асăрхапăччĕ. Çавăнпа вăл пуринчен кая юлса çула тухрĕ. Çул айккипе юр тарăн пулнăран, ун пĕчĕк лаши малтан чиперех юртнă, пăркаланман, малтисенчен иртме пăхман.

Куçминккаран иртсен, тайлăмрах вырăнта çул якалса кайнă. Юр кунта питех купаланман. Çавна хуçинчен малтан лаши асăрханă, вăл, аяккалла карт! пăрăнса, малтисене кая хăвара пуçланă. Хĕрсе кайнă лашана хуçа хайхи нимпе те чараймасть. Туй çыннисем пĕчĕк йăпăрти кĕсререн кулаççĕ, хуçинчен тăрăхлаççĕ. Тепри Сахаршăн шикленсе асăрхаттарать:

— Асту, Сахар пичче, туй пуçĕнчен иртсе ан кай! Вĕлеретех вара сана Хаяр Макар.

Сахарĕ хăй те хыпăнса ӳкнĕ-ха. Шуйттан кĕсри тем кăтартĕ! Сахар чурăс лашана чарас е сăрт çинелле пăрас тесе тăрмашать, лешĕ хуçине мăшкăлах тăвасшăн çав. Макарăн ăратлă лашине тăшмана хăваланă пек хăваласа çитет те юнашарах чупать. Хаяр Макар, кăвак сухала кисрентерсе, пушăпа юнаса, усал сăмах кăшкăрать. Çав самантра Сахара тем пулать. Вăл тăрук тилхепене пушатса кĕсрене çурăм тăрăх çатлаттарать те куян ĕрленĕ пек шăхăрса-çухăрса илет, тата, каялла пăхса, ашкăнчăк сасăпа кăшкăрса хăварать:

— Хăваласа çит, Хаяр Макар!

Кун пек мăшкăла Хаяр таврашĕ тӳсеймĕ вара. Макар, уласа-мĕкĕрсе, хура турă урхамаха пушăпа ăшалантарать. Сахарăн кĕрнексĕр кăвак кĕсри тинех хуçи унпа пĕр туйăмлă пулнине сисет, куян кашкăртан тарнă пек çул тăрăх тăсăлса, çавраçил кăларса, малалла ярăнать.

Якальне Сахар туй пуçĕнчен пĕр вунă-вунпилек минут маларах пырса кĕчĕ. йĕр çухатма вăхăт çителĕклĕ. Вăл лашана чармасăр, Самлейне каякан çын пек, ял витĕр вĕçтерчĕ те анкартисем хушшипе Весукка çулĕ çине тухрĕ. Умра та, хыçра та лаша çук. Кăвак кĕсре лăпланчĕ вара. Весуккана çити йăвашшăн юртрĕ.

Сахаршăн пурĕ пĕрех. Кунта та туй... Анчах... чĕре лăпкă мар. Емĕрлĕхе тискер тăшман туянчĕ вăл. Халь Чулçырмана пырса ан кĕр ĕнтĕ. Ай, шуйттан кĕсри! Кĕсри çеç мар-ха. Хăй тата мĕне кура ашкăнса кайрĕ. Якаль çывăхĕнче Якаль хĕрĕн (Сахарăн вилнĕ амăшĕн) вĕри юнĕ чĕрене пырса тапрĕ пуль.

Çавăнтанпа Сахар Чулçырмана çӳреме пăрахрĕ. Анчах чулçырмасем ăна хăйне мар, унăн пĕчĕк кăвак кĕсрине те манман: «Хаяр Макарăн ăратлă ăйăрне Тайман Сахарĕн пĕчĕк кĕсри хур тунă çул пулнăччĕ çав ĕç», — тесе асăнаççĕ.

Вăхăт палли — маякĕ татах нумай. Анчах кĕçех çав-нашкал вак-тĕвек паллăсем вырăнне пĕтĕм халăхшăн пĕр пысăк паллă сиксе тухрĕ, хурлăхлă паллă: «Ерман вăрçи пуçланнă çул».

Тайман Сахарĕпе Хаяр Макар тепĕр ултă çултан тин, урăх тĕрлĕ туйра, тĕнче туйĕнче, пĕрне-пери тĕл пулчĕç. Ку туйра та вĕсем пĕр-пĕриншĕн тăшмансем иккен. Çав туй пирки вăрăм юмах-сăмах пуçлар, эппин.