Кĕпер :: Хĕвел пăхрĕ ăшăтса


Трашук вуласса нумай вуланă та пуçне сахалтарах илнĕ. Халĕ вулама вăхăт çук, шухăшсем вара вĕркĕшсех тăраççĕ. Çамрăк йĕкĕт çынсене тимлĕнрех сăна пуçларĕ, вĕсен сăмахĕсемпе хăтланăвĕсене аса илет, шухăша каять.

Çимун сăмахĕсем аса килеççĕ, вĕсен пĕлтерĕшне тин тавçăрма пуçланă пек туйăнать ăна. Халь унпа калаçса курасчĕ! Елĕкхи пек чĕмсĕр итлесе лармĕччĕ вăл, хăйĕн аслă юлташне тĕрлĕ ыйтусемпе аптратса чыхăнтарĕччĕ.

Павăл мучи Çимун пиччерен айванрах мар пуль. Турă пирки те, патша иирки те унăн хăйĕ.н ăнланăвĕ пурах ĕнтĕ. Унпа калаçса курасчĕ. Е пуп патне каяс та тӳрех. ыйтас: «Кала-ха чăннниех, пачăшкă, турă пур-и вăл е çук та-и?» Пĕлсен те каламĕ, эсрел. Е вăл хăй те пĕлмест-и? Пĕлмест пуль. Мăрзабай та пĕлмест, никам та пĕлмест.

Кăяш Тимкки тата? Эх, çав çын халь яла килсе кĕрсен, Трашук унпа пĕр именмесĕрех калаçĕччĕ. Елĕксенче час-часах пулкалатчĕ вăл Чулçырмара — Рамашсем патне е Ятрус патне килетчĕ. Пĕчĕккисемпе пысăккисемпе калаçнă пек калаçатчĕ, вылясса вара хăй те пĕчĕк ача пек вылятчĕ. Тĕрлĕ тĕлĕнмелле кăсăк хыпарсем, историсем каласа паратчĕ. Юмахлас-сăмахлас енчен вăл Шатра Миккаран та ирттеретчĕ. Çавăн пек çынсем кĕнеке çыраççĕ пуль...

Пĕчченлĕх питĕ хăрта пуçларĕ Трашука. Халĕ вăл Мăрзабайăн картишĕнчи пӳртре чĕмсĕр те тискертерех Тимукпа пĕрле пурăнать. Пӳрчĕ пысăк мар пулин те, ăна икке уйăрнă. Пӳрте икĕ вĕçрен кĕме икĕ алăк каснă. Шалти стенара вара алăк çук. Çав пӳртре мал енче Çимун çемйи пурăнать, кай енче — Тимукпа Трашук. Урам тăрăх тăсăлса ларакан шăвăç витне, хĕрлĕ крыльцаллă, аслă та ирĕк пӳртре таса Мăрзабайсем çеç пурăнаççĕ. Икĕ тарçă хуçасенчен уйрăм апатланаççĕ. Апат-çимĕç вĕсене Пăлаки е тепĕр чух Кулине килсе парать.

Пĕррехинче йĕкĕт Кĕтерие тĕл пулчĕ. Лешĕ Трашук умнех пырса тăчĕ, вут-хĕлхемлĕ çĕмĕрт куçĕпе каччă çине тăрăхласа пăхса илчĕ те:

— Пĕр çуртрах пурăнатăр ĕнтĕ, — терĕ. — Çырусăрах шăкăл-шăкăл калаçатăр пуль, унăн ĕçре хытман кăпăш аллине те ачашшăн чăмăртаса куртăн пуль, чие куçран тĕмсĕлсе пăхатăн пуль.

Çапла ĕрĕхсе пакăлтатрĕ-ахăлтатрĕ те Кĕтери çавăнтах таçталла ыткăнчĕ.

— Арçури, качака таки! — мăкăртатса вăрçрĕ Трашук, лешĕ куçран çухалсан. — Пĕр çуртра! Çуртра мар, картишĕнче пурăнатăп эпĕ, кайри выльăх картишĕнче.

Чăнах та, Мăрзабайăн картишĕ те пĕрре мар, иккĕ. Малти яланах тăп-таса. Кунта ăпăр-тапăр япала çук. Кайри картиш темиçе хут пысăкрах. Вĕсене хăма хӳме уйăрса тăрать. Малтинчен кайрине тухма-кĕме хапхи те, калинкки те пур. Хыçалти картишре — выльăх витисем, икĕ аслăк. Аслăк çийĕнче — утă-улам куписем, айĕнче — урапа-çуна таврашĕсем те тĕрлĕ ăптăр-калтăр япаласем.

«Кăпăш аллине тытса чăмăртăн, чие куçĕнчен тĕмсĕлсе пăхăн, — çавах ăшра çĕтĕлет Трашук. — Кĕтсех тăр!»

Мăрзабай килĕнче уйăх пурăнса та Наçтука курман-ха вăл. Пĕррехинче курнăччĕ, калаçас тесен, калаçма та пулатчĕ. Эх, ăçта вăл калаçасси! Трашук хапха уçса сурăхсене шăварма урамри çăл патне хăваласа кăларчĕ. Наçтук хапха умĕнче тăратчĕ. Ĕлĕкхи пек «Трашук мучи» тесе сăмах чĕнмерĕ ăна вăл, курман пекех. «Наçтук мăн кăмăллă çын мар, анчах халь курмасть-палламасть мана. Пурнăç йĕрки çапла пуль ĕнтĕ. Тарç.ăпа калаçмастпăр», — кӳренсе шухăшларĕ Трашук.

Хуçа хăй те халь Трашукпа ĕлĕкхи пек сăмах вакламасть. Пĕр Тимукпа çеç пурăнса ху та кайăкланса кайăн. Тĕлĕнмелле тискер çын çак Тимук. Çимун юратмастчĕ ăна, «Мăрзабайăн управляющийĕ» тесе тăрăхлатчĕ. Мăрзабай килĕнче унччен те вăхăтлăх тарçăсем пулкаланă, анчах Тимукпа килĕштереймен зĕсем, часах ятлă хуçа килне пăрахса кайнă.

Тимук кунта Трашук мĕн астăвассах пурăнать. Миçере-ши вăл? Хĕрĕхре е аллăра-и? Хăй пĕртте улшăнмасть пек, тахçантанпах пĕр сăнлă: сухалне такам çумласа сайралатнă тейĕн, çын çине куç айĕн пăхать. Куçĕ вара тĕксĕм те яланах ыйхăллă пек курăнать. Вăл Укахвин çывăх хурăнташĕ, теççĕ. Ăна вăл Хурăнвартан хăйпе пĕрле, тăлăха пăрахас мар тесе, илсе килнĕ пулать. Ашшĕ мĕн тесе çав «тăлăха» йышăнма килĕшнине çамрăк Мăрзабай пĕлмен. Кайран, хăй хуçа пулса юлсан, ют çынна Хурăнвара ăсатасшăн пулчĕ, анчах пултараймарĕ, арăмĕ упăшкине хирĕç ĕрĕхсе кайрĕ. Укахви йăвашрах упăшкине çĕнтерчĕ. Çапла, вара çирĕм пилĕк çул ĕнтĕ Хурăнвар чăвашĕ, хусах Тимук, Мăрзабай килĕнче пурăнать.

Çынпа хирĕçме юратман Мăрзабай малтан ют çынна вĕчĕрхенсе тӳсрĕ, кайран хăнăхса çитрĕ. Тискер те ĕçчен-ха çынни, хуçалăхшăи тăрăшать, тем те тума пĕлет хăй. Халĕ Мăрзабай унсăр пĕр-пĕр молотилкăна ĕçе яма та чухлаймĕ.

Тимукăн хушаматне никам та пĕлмест: Анчах тăрăхласа вырăс сăмахĕпе чĕнеççĕ ăна, Мирски Тимук теççĕ. Çав мăшкăллă хушамата вырăсла пĕлмен хĕрарăмсем тупса хунă. Сăмахĕн пĕлтерĕшĕ паллă çав вĕеемшĕн. Ĕне кĕтĕвĕ валли ялĕпе туяннă вăкăра çапла мирски вăкăр теççĕ. Ма çав сăмах хусах Тимук çумне пырса çыпăçнине хĕрарăмсем хăйсемех чухлаççĕ пуль...

Çав Мирски Тимукпа пурăнса хресчен ĕçне тĕплĕн вĕренме пӳрнĕ ĕнтĕ Трашука. Те хуçа сăмахне итлесе, те хăй еккипех Тимук чиперех пурăнать çĕнĕ тарçапа, ăна ытлашши вăрçмасăрах ĕçе вĕрентет, ĕлĕк ытти тарçăсемпе вăрçнă пек нимсĕр вăрçса хирĕçсе каймасть.

Чĕмсĕр те тискертерех сăнлă çынпа пурăнма та, ĕçлеме те кичемрех ĕнтĕ, анчах Трашук ӳпкелешмест-ха, Мăрзабай патне тарçа кĕнĕшĕн ӳкĕнмест. Паллах, Тимук пичче Çимун пичче мар, унпа кирлĕ-кирлĕ мара калаçса чуна уçса. яраймăн. Пырĕ-ха. Еçе хăнăхман йĕкĕте усал сăмах каласа вăрçманни те лайăх. Уншăн темле йывăр ĕç тума та хатĕр мĕскĕн йĕкĕт.

Паян çураки умĕнхи юлашки вырсарникун. Трашук ирхи ĕçсене туса пĕтерчĕ. Тимук паян тарçă ĕçне яланхи пек чĕмсĕррĕн пуçне сулса ырлас вырăнне, кулам пекки туса, тутине пăркаларĕ те сăмах хушрĕ:

— Юрĕ. Эсĕ те Хушка ту çине кай ĕнтĕ, хăвăн тăлăх телейне хӳререн çавăрса тытма тăрăш, — терĕ, хăй çавăнтах, хыçалти хапхаран тухса, таçталла сулăнчĕ.

Кăçал мункун ир килчĕ — шурă çулпа. Тусем-сăртсем çинче те вăл хура пуçне кăтартаймарĕ. Халĕ тусем-сăртсем хуралнă ĕнтĕ. Хирти хура лаптăксем те сарăлсах пыраççĕ.

Яш-кĕрĕм кăçал пирвайхи хут Хушка ту çине вăййа хăпарать.

Трашук, «управляющин» сăмахне итлесе, вăййа чупма васкамарĕ, вăл лупас тăррине хăпарса утă çине выртрĕ. Тем кĕтсе выртать-ха. Кунтан тавралăх лайăх курăнать. Çыран тăррине хăпарма тăрăшса шавлакан Чулçырма шывне те, Тук шывĕ тулса, юлхаввăн ейӳ вырăнсене йышăнса, Лешекки çурчĕсем патне çывхарнине те сăнаса выртать йĕкĕт.

Хушка тăвĕ вара ал тупанĕ çинчи пекех. Авă унта пикесемпе йĕкĕтсем васкамасăр утса хăпара пуçларĕç.

Хĕвел иртенпех пĕтĕм яла савăнтарса ăшăтса пăхать. Савăк та ĕçчен çуркунне килсе çитрĕ ĕнтĕ. Трашукшăн та çитрĕ вăл. Тăлăха юлнă йĕкĕт хуйхи майĕпе сĕвĕрĕлсе кайрĕ. Паян мĕн хĕвел тухнăранпах каччă чунне çурхи ăшă çупăрларĕ. Çӳлтен анать çав ăшă, пархатарлă çурхи хĕвелтен.

Аслăк тăрринче тем кĕтсе, хĕвел ăшшипе киленсе выртакан Трашук хăй сисмесĕрех ăшра сăвăсем кала пуçларĕ. Малтанах Пушкин сăввисем аса килчĕç. «Гонимы вешними лучами...» Унтан чăваш сăввисем таçтан çаврăнса тухрĕç:

 

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса.

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

 

Чулçырма та Силпи пекех чăваш ялĕ. Кунта та çур-кунне хĕвел ăшăтса пăхать, юрĕ васкаса ирĕлет, тавралăх тĕсне улăштарать.

 

Тусем, сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен.

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хытă хĕртнĕрен.

 

Çак сăвва кам çырнă-ши? Шкул кĕнекинче тупаймăн ăна. Шкул валли çырнă чăвашла кĕнекесем çук çав вĕсем. Чăвашла кĕнеке пĕррехинче Ятрус учитель вулама панăччĕ ăна. Трашук пысăк поэмăн çак сакăр йĕркине çеç астуса юлчĕ.

Хăй поэт пулсан, вăл та Чулçырмари çуркунне пирки сăвă çырĕччĕ.

Трашук Наçтук кĕçĕн хапхаран тухса ял вĕçнелле утнине асăрхарĕ. Вара хăй те лупас çинчен сиксе анчĕ те хыçалти хапхаран йăпшăнса тухрĕ, пахча çумĕпе сăрт еннелле уттарчĕ.

Çамрăк йĕкĕтĕн чĕринче сăвăри пек илемлĕ сăмахсем шăранаççĕ.

Хĕвел! Пысăк та вĕри, ырă та савăк-çке эсĕ. Хĕвел! Пĕтĕм тĕнчене, кашни яла ăшăтасшăн çунатăн эсĕ. Эсĕ ăшшăн пăхнăран тĕнче вăранать, илемлĕ тум тăхăнать, этем чĕри савăнать. Шурă юр çеç кулянать, йĕрет, куççуль тăкса çырма юхтарать. Çырми тулса каять, шарласа, кĕрлесе васкать пысăк юханшыв еннелле.

Сăртсем те ĕнтĕ, малтан хура пулнăскерсем, сисĕнмесĕрех ешерме пуçлаççĕ. Халь тĕллĕн-тĕллĕн выртакан юр хура çĕр çине шурă саплăк хунă пек курăнать. Çĕрĕ хура, саплăкĕ шурă. Çĕрĕ çирĕп, саплăкĕ çĕрĕк. Çĕрĕ ешерет, саплăкĕ çĕтĕлет, пĕтет.

Трашук вăйă сăрчĕ çине Киремет енчен, чăнкăрах, çын çӳремен тĕлтен, хăпарчĕ. Ку еннелле пăхмаççĕ, чупмаççĕ вăйăри хĕрсемпе каччăсем.

Малтан кăшт йĕри-тавра пăхкаласа тăрас терĕ йĕкĕт. Вăйăра пурте тан, Кĕтери каларăшле, Наçтукăн çемçе кăпăш аллине те тытса чăмăртама юрать. Анчах каччăн теветкеллĕхĕ шухăшра кăна, хăй, халь-халь каялла çаврăнса, анаталла тарма хатĕр. Çапах иккĕленсе, хăйĕнчен инçех мар хĕвĕшекен яш-кĕрĕме сăнаса тăрать-ха.

Çакăнта, Хушка ту çине, пĕтĕм çамрăк, ялйыш пухăнать. Сăрчĕ ял енчен пăхсан çеç сăрт пек курăнать. Кунта сăрт шĕвĕрленсе тăрăланса кайман. Ял вырăнĕнчен çӳлерех тӳремлĕ лаптăк таçта çити сарăлса выртать.

Пĕчĕкрех ачасем катара тупăлла выляççĕ. Çитĕннĕ е çитĕнсе пыракан хĕрсемпе каччăсем çывăхра хĕвĕшеççĕ.

Хĕвел ăшăтса пăхать пулин те, кунĕ сивĕрех-ха. Сăрт хĕрлĕ хăмачлă, хитре тĕрĕллĕ кĕпесемпе, тĕрлĕ тĕслĕ чĕрçиттисемпе чечекленмен. Каччăсен тĕрленĕ кĕписем те, хĕреен йĕс хӳрисемпе кĕмĕл укçаллă мăййисем те сăхман айне пытаннă. Паян карталанса, лăпкăн утса, тĕрлĕ юрăсем юрлама иртерех çав.

— Çук, паян телее хӳререн çавăрса тытаймăн, — Тимук сăмахне аса илчĕ Трашук, — тепер тесен, Наçтук хӳре те, чĕрçитти те çакса çӳремест. Çине сăхман та мар,темле çăмăл хула тумтирне тăхăннă.

Тăлăххăн сăрт хĕрринче сăнаса тăрать Трашук.

Каччăсем хăшĕ' юрласа, хăшĕ ташласа çуйăхаççĕ. Хĕрсен сасси-кулли вĕçĕмсĕр кĕленче çемĕрнĕ пек чăнкăртатать, шăнкăрав пек тĕнкĕлтетет. Сиксе вĕрет вăйă хуранĕ.

Трашук çав-çавах пĕччен тем сăнаса, шухăша кайса тăрать. Акă вăл Чее Миттяна асăрхарĕ. Куçминккаран килсе çитнĕ иккен. Хĕрсем умĕнче явăнкаласа çеç çӳрет. Лакпа витнĕ çап-çутă атти хăйĕн таçтан курăнать. Миття Трашука палласшăн та мар. Аçтан паллатăр?

Атă çăпатапа паллашмасть вăл. Миттян ашшĕ темиçе тарçă тытать. Трашук хăй тарçăра пурăнать.

Çак тĕлтенех Яхруш хăшкăлтатса хăпарчĕ. Трашук пекех, урине çăпата сырнă. Хашкаса утса пынă майăн юлташне чышса ячĕ, катăк шăлне кăтартса, кăмăллăн сăмахларĕ:

— Ма пуçна усса тăран? Атя хуралла выляма.

— Эсĕ пуçласа яр, эп каярахпа пыратăп, — хуравларĕ Трашук.

Акă хĕрсем-каччăсем хуралла выляма мăшăрланса тăчĕç. Паллах, Кĕтери хураллать. Вăл, арçын ача пек шӳхă хĕр, никамран та именмест. Тумĕ те ĕнтĕ хăйĕн чаплă мар, уринче те çăпата çеç, çапах Яхрушпа иккĕш вĕсем вăйăра туйри хăйматлăхсем пекех хăюллă, шухă. Малти мăшăр — Наçтукпа Миття. Пĕрне-пĕри тайăн тумланнă. Иккĕшĕ те ĕмĕрне çăпата сырса курман.

— Кăшшу-уй, пирвайхисене тытмастăп! — тесе кăшкăрса ячĕ те Кĕтери — вăйă пуçланчĕ.

Хытă чупать Кĕтери, анчах вăл малтанхисене мар, кайран чупнă каччăсене те тытаймарĕ-ха. Ак Наçтукпа Миття тепĕр хут чупрĕç. Миття хытă чупать. Кĕтери тавра чупса çаврăнса, Наçтукпа пĕрлешесшĕн вăл. Кĕтери ун хыççăн çил пек вĕçтерчĕ, лешĕ, унталла-кунталла чупкаласа, хĕре вăлтма тăрăшрĕ. Пулмарĕ. Труках шухланса кайнă хĕр каччăн пиншак аркине ярса та тытрĕ. Кайран «тăлăх» Наçтук Яхруша тытрĕ.

Трашук каллех кĕвĕçет. Яхруш ăраскаллă. Пурте ăраскаллă, пурте савăнаççĕ. Трашук çеç телейсĕр, тĕнчере чи мĕскĕн каччă. Шухăшра хăюллă, ĕçре хастар вăл. Вăйăра — тунката. Халĕ те пĕччен тăрать... Тунката мар-и?

Акă вăл каллех вăййа сăнама пуç.ларĕ. Халь ĕнтĕ Кĕтери мар, Евлен хураллать. Тепĕр пуян хĕрĕ. Наçтукран та хитре тумланнă хăй, Кĕтерирен те хăюллăрах. Чупаканнисем — Кĕтерипе Миття. Евлен Миттяна хăваласа çитет, хупăрлать. Миття парăнмасть: вăрт! çаврăнать те Кĕтери еннелле вĕçтерет. Кĕтери, каччине курман пек туса, аяккалла чупрĕ. Виççĕшĕ те Трашук еннелле вĕçсе килеççĕ. Трашук пăрăнса ĕлкĕреймерĕ, Кĕтери, ĕрĕхсе кайнă юпах тиха пек, ăна пырса та çапăнчĕ... Иккĕшĕ те, ту айккипе йăваланса, анаталла кусса кайрĕç. Миття, хăй те анаталла сирпĕпесрен хăраса, тăп чарăнчĕ. Евлен çав вăхăтра каччине çавăрса тытрĕ, чарăнайман пек пулса, ăна пĕр самантлăха ыталаса та илчĕ. Вăйăри çамрăксем ахăлтатса кулма тытăнчĕç.

Кĕтери сăрт айккипе чарăнаймасăр куснă вăхăтра та çухăрма, ихĕрме пăрахмарĕ. Трашук пĕр тĕмескене икĕ аллипе ыталаса илчĕ те аран кусма чарăнчĕ. Çав вăхăтрах Кĕтери те пĕр аллипе темскертен çакланчĕ, тепĕр аллипе каччăн сăхман аркине ярса тытрĕ. Çавăнтах шăпланчĕ хăй, ним пулман пек Трашук çумне ура тăсса ларчĕ.

— Аманмарăн-и, Трашук? — ыйтрĕ вăл йăваш сасăпа. Унтан ура çине тăнă качча сасартăк çĕре туртса антарчĕ те хăйпе юнашар лартрĕ.

— Ан васка, ухмах, — терĕ вăл сăпайлăн. — Ăраскалу хăш енче çӳрепине те курмастăн. Эп пулман пулсан, кунĕпех тăлăх тунката пек тăраттăн-ха. Çилленмерĕн-и? Юриех сана пырса çапăнтăм вĕт.

Трашук Кĕтери куçĕнчен тин тăиа кĕре пуçланă çын пек пăхса илчĕ те каллех пуçне усрĕ.

— Тăлăх мар-и вара? Тăлăх çаз. Атте вилсе кайнăранпа ăраскалсем манран аяккалла тарчĕç. Вĕренме пăрахса тарçа кĕнĕренпе хĕрсем те, туссем те манран ютшăнчĕç.

Кĕтери сасартăк çплленпĕ пек пулчĕ те çапла каларĕ:

— Пĕр хĕр юратни çитмест-и вара сана?

— Вăл та юратмасть çав.

— Юратать, — касса татрĕ Кĕтери. — Пĕр хĕр сана тем пек юратать. Сансăр уншăн уйăх та пăхмасть, хĕвел те ăшăтмасть.

Юлашки сăмахсене вăл куçне хупса пăшăлтатса каларĕ.

— Ăçтан пĕлен? — ура çине сиксе тăчĕ Трашук.

— Пĕлмесĕр! Каçсерен вăл хăлхаран пăшăлтатса калать мана.

— Кам? Ятне кала.

— Хăвăн чĕрӳ систермесен, кам калатăр сана?

Трашук каллех Кĕтери çумне ларчĕ, хăй те хĕр аллине тытса чăмăртарĕ.

— Тархасшăн, кала... Чăнахах мана Наçтук юратать-и?

Кĕтери ним те чĕимерĕ. Сасартăк ура çине сиксе тăчĕ те каччине çӳлелле сĕтĕрчĕ.

— Атя, тăлăх тунката! Атя, çĕтĕк çăпата, вăййа каяр. Пушмак хыççăн чуп. Эс хĕрне мар, пушмакне юратнă, теççĕ. Шыра, эппин, ăраскална, тыт хӳринчен телейне. Юриех саншăн Наçтукпа Миттяна уйăртăм, сан тăшманна Евлен аллине патăм. Халь Евлен вăйă пĕтичченех алăран вĕçертмест ĕнтĕ хăйĕн савнă каччине.

Кĕтерипе Трашук малти мăшăр умне пырса тăнине нпкам та асăрхамарĕ. Анчах Трашукĕ Кĕтери çине пăхмасть, вăл куçĕпе Наçтука шырать. Наçтук Унтрипе тăрать иккен. Вĕсен кĕçех чупмалла. «Эх, ман хуралласчĕ халь». Çапла шухăшласа та ĕлкĕреймерĕ Трашук, сăрт çине Санька хашкаса хăпарчĕ.

— Тражук, — кăшкăрчĕ вăл, — зана хузя халех киле даврынма хушрĕ.

Çутă хĕвел сӳнсе ларчĕ Трашукшăн. Мĕскĕн каччă хăй аллине çумри хĕр юлашкинчен хытă чăмăртаса илнине те сисмерĕ, Наçтук вăйăри каччине хирĕç вашлаттарса чупнине анчах курса юлчĕ вăл.

Трашукран пушанса юлнă вырăна, Кĕтери çумне, Санька пырса тăчĕ.

«Каллех пĕр-пĕр усал хыпар илсе килтĕн-и е часрах вăййа хутшăнас шутпа мана юри вăлтрăн-и эс, эсремет?» — шухăшларĕ Трашук. Çук, ахалех вырăс ачине айăпларĕ йĕкĕт. Сăрт айĕнче ăна Кулине кĕтсе тăрать-мĕн.