Кĕпер :: Шатра Микка юмах ярать...


Чапаев патне çул тытнă отрядри чăвашсем чаплă командир ятнĕ тĕрĕс çавăрса калаймарĕç: «Чапай патне каятпăр», — теççĕ; отрядри вырăссем те, чăвашсене кура, юратнă ята кĕскетсе каларĕç... Тен, Чапаева халăх хушшинче «Чапай» тесе чĕнни çавăн чух пуçланса кайман-ши? Кам пĕлет. Мĕнле пулсан та, Чулçырма чăвашĕсем никамран илтиччеиех, хăйсемех, чаплă командира çапла чĕне пуçларĕç.

Отрядшăн Чапай çулĕ çывăх пулмарĕ — тавра çулсемпе çӳренипе те, вутлă чăрмавсене пула та... Тапăрта юлнисем тӳп-тӳрĕ çулпа Чапай патне хăвăртрах çитрĕç. Шатра Микка юмах çулĕпе ертсе кайрĕ вĕсене.

Тĕрĕссипе каласан, «Чапай» сăмах походра мар, партизансем пурте Тапăрта чухнех çуралчĕ. Чулçырма юмахçи Шатра Микка пуринчен малтан асăнакан пулчĕ сан ята.

Весукка Тапăрĕ пухăннă çĕре Чапаев ячĕ ялсем тăрăх таçта çитиех сарăлнăччĕ. Юмахçă, нĕрре илтсех, çав ята юмах хутаççине чикрĕ. Микка, тен, тахçанах хăй нихçан курман паттăрăн мухтавлă ĕçĕсем иирки юмахлама тытăннă пулĕччĕ... Анчах пĕлтĕрхи сурхури иртнĕредпе пирĕн юмахçă юмах яма именекен пулчĕ. Мишша-салтак хăйĕн юмахĕпе тĕлĕнтерсе пăрахрĕ ăна. Çавăн пек, пурнăçра чăн пулнă ĕçсем çинчен юмахлама вĕренесчĕ! Чапай-паттăрăн чаплă ĕçĕсем çинчен чăн сăмах илтесчĕ. Юмахри Ырăпа Усал пирки мар, пурнăçри Ырăпа Усал пирки, хура халăхăн вăй-халĕпе кĕрнеклĕхĕ пирки юмах-сăмах сарма вĕренесчĕ! Хăй, Чулçырмаран тухса тĕнче курса çӳременскер, Микка çавăнпа та Мишша-салтака, Çимуна, Леонид Петровича калаçтарма тăрăшатчĕ. Халĕ Кăяш Тимккине те калаçтарчĕ вăл, Чапаев пирки ыйтса тĕпчерĕ. Самлей чăвашĕ Чулçырма юмахçин хитре кăмăлне час туйса илчĕ, унпа калаçма вăхăт тупрĕ.

Юмах хутаççине чăн хыпарсемпе тултаркаланă хыççăн Шатра Микка Тапăрта юлнă халăха Чапай-паттăр çинчен юмах ярса пачĕ. Çав юмахăн пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук-ха. Ун пирки Микка иккĕленсе-турткаланса тăмарĕ. «Пуçламăшне кайран тупăпăр, вĕçне пурăна киле куçпа курăпăр», — терĕ те хăйĕн чăн сăмах-юмахне тӳрех çапла пуçларĕ:

«...Хасарсен çĕршывĕнче çамрăк чухнех пулса курнă Чапай. Хура халăх ачи, хура ĕç ăсти тарпа ĕçленĕ, ĕçлесе тарланă, ĕçре аталаннă, канмалла юрланă та ташланă. Çамрăк чух хут вĕренеймен Чапай — шкулта пулман, кĕнеке вуламан. Çапах пысăк ăстăнлă пулнипе вăл çут тĕнчен майне-шывне, хура халăх пурнăçне çивĕч куçпа сăнаса тĕпченĕ, арăш-пирĕш ĕçсене пуçра йĕркеленĕ.

Хасарсен çĕршывĕнчи ям çулĕсемпе мăн çулсене, çырмасемпе мăн шывсене — веçех астуса юлнă Чапай, хăш çулпа ăçта каймаллине, хăш юханшыва енле каçмаллине пĕлсе çитнĕ. Çавăн чух ясаул-утамансемпе паллашнă. Чапай вĕсен хаярлăхĕпе чеелĕхне курнă, чăн хаяррисене асра паллă тунă.

— Кайран Чапай салтакра пулнă, пĕчĕк кĕнеке вуламалăх, пĕчĕк çыру çырмалăх хут вĕреннĕ, хăйĕн паттăрлăхне тата çирĕп ăс-хакăлне кура, патша çарĕнче те чапа тухнă, киле унтер-ахвицер пулса таврăннă.

— Ерман вăрçи пуçлансан, Чапай вăрçăра пулнă, тăватă хĕрес те виçĕ суран туяннă. Хура халăх пăлханса çĕкленсе юнлă Микулай патшана сирпĕтнĕ вăхăтра Чапай Сарă Ту хулинче хоспитăльре выртнă. Ирĕклĕх хыпарĕ ун хăлхине те пырса кĕнĕ, Чапая тăван çĕршыв Атăл леш енне чĕннĕ. Сурансем синленсе çитессе кĕтмесĕрех, килйышсем пурăнакан Пăлакав хулине кĕмесĕрех, тӳрех хăйĕн уес хулине Николаевска вĕçтернĕ. Унта вăл малтан большевиксен штабне пырса кĕнĕ те:

— Айван салтаксем пек киле каймарăм, ревюлюци ĕçĕнчен пăрăнмарăм, — тенĕ. — Халăх телейĕшĕн çапăçма вăхăт çитрĕ, йышăнăр мана та хăвăр партийĕре, шанăр мана, чăн йывăр ĕç парăр мана. Эп патша çарĕнче нумай юн юхтартăм, юлашки юнăм хура халăхшăн юхтăр.

Шаннă Чапая большевиксем, салтаксем хушшинче ĕçлеме, Хĕрлĕ гварди пухма, вăйлă отряд тума, отрядра командир пулма, Совет влаçĕшĕн çапăçма хушнă ăна. Хресчен ачисене, чухăнсемпе батраксене, пин салтак, хăй тав-ра пухса вăйлă отряд тунă Чапай. Николаевск хулинче те Совет влаçĕ çĕнтерсен, большевиксем Чапая уесри çар комиссарĕ туса хунă, революцие сыхлама хушнă.

Хĕлĕпе уес тăрăх отрядпа кустарса, кулак пăлхавĕсене пусарса çӳренĕ Чапай, тĕрлĕ контрăсене пĕгернĕ, нумай вĕреннĕ ахвицерсене çĕнтернĕ.

Çăва тухнă çĕре тепĕр усал тăшман хĕвелтухăçĕнче çĕкленет, Совет влаçне Атăл хĕррине çити пĕтерсе лартма пикенет. Шурă хасарсем Чапай уесне çитсе кĕреççĕ...

— Паçăрах ыйтасшăнччĕ, камсем терĕн-ха? Ун пек тăшман ятне хальччен илтсе курманччĕ, — пӳлчĕ Пали юмахçа.

— Илтменнине илтĕпĕр, курманнине курăпăр. Урал казакĕсене Чапай çыннисем, мăшкăлласа «казарсем» тесе чĕнеççĕ, тет. Чăвашла хасар пулать ĕнтĕ вăл — Совет влаçне хăмсаракансем, — çапла ăнлантарса пачĕ те юмахçă, юмах-сăмахне малалла хавхаланса юхтарчĕ.

— Кӳршĕри хасарсене Чапай çамрăк чухнех пĕлсе çитнĕ. Вăл пысăк отряд йыхăрса пухать те шурă хасарсен пысăк çарне хирĕç тухать. Ясаул-утамансене, ахвицер-енералсене парăнмасть. Чапай-паттăр тăшмана Урал шывĕн леш енне çити хăваласа ярать. Çавăн хыççăн Чапай-паттарăн чапĕ ялсем-хирсем тăрăх таçта çити кĕрлет, вармансем урлă пирĕн хăлхана та çитсе кĕрет. Анчах та шурă хасарсем, ясаул-утамансем лăпланмаççĕ, чехсем капланса килсен, вĕсем те тепĕр хут хускалаççĕ. Пирĕн Чапай-паттăр та, çăвар карса, пилĕкне йӳле ярса лармасть. Уесри мĕнпур партизансене пĕр çĕре пухать, хĕрӳ сăмах калать.

— Хальччен партизан пулса, отрядпа çӳресе çапăçрăмăр эпир, — тет Чапай-паттăр. — Халь тата çирĕпрех пĕтĕçер, Хĕрлĕ Çар пулар, полксем йĕркелер, Хĕрлĕ Çар ячĕпе вăй пухар...

Çавăн чух хĕрлĕ паттăрсем темиçе полк туса хураççĕ, çав полксен командирĕ пулма Чапай-паттăра урра! кăшкăрса суйлаççĕ.

Шурă хасарсен шутсăр вăйне-çарне хирĕç Совет влаçĕ те пысăк çар, хăйĕн тăваттăмĕш армине, тăратать, Чапай-паттăра çав тăваттăмĕш армипе пĕрле çапăçма армин пуç командирне пăхăнма хушать.

Хĕрлĕ Çар штабĕнче ĕнтĕ ĕлĕк ахвицер-енерал пулнă çынсем те пур. Хăшĕ чăнахах пирĕн майлă тăнă вĕсем. Ула-чăла кăмăллисем те пулнах ĕнтĕ вĕсем хушшинче. Тăваттăмĕш армин пуç командирĕ те ĕлĕк енерал пулнă çын. Тумтирĕпе хĕрлĕ курăннă, кăмăлĕпе шурă пулнă. Çав ула-чăла енерала Чапай-паттăр пĕртте кăмăлламан, анчах унпа хирĕçлеме те юратмасть: Совет влаçĕ шанса пуç командир тунă ăна.

Вара пирĕн Чапай-паттăр енерала куллен-кун курса кăмăл хуçас мар тенĕ, хăйĕн бригадине мала ертсе кайнă, хасарсене хĕсе-хĕсе пырса, таçта çити хăваласа янă, тăшмана сывлăш çавăрма памасăр лăсканă...

Усал ула-чăла енералĕ те Чапай-паттăра юратман. «Кайтăр мала мужиксен енералĕ, пĕттĕр çавăнта, эп ăна çăлассăм çук», — тенĕ вăл. Хăй шăл ыратать тесе, чире персе, еçрен пăрăннă. Унăн штабĕ те, ним тума пĕлмесĕр, пĕр çĕрте тапăртатнă. Çавна пула Чапай бригади кăна мар, пĕтĕм тăваттăмĕш арми, хасарсемпе чехсем хушшинче пулса, вутлă унка лекнĕ. Енералĕ Чапая çăлма мар, хăйне те çăлайман. Чапай-паттăр вара енерал-командира пăхăнма пăрахать те хăй, тăваттăмĕш армин пуç командирĕ вырăнне пулса, пĕтĕм армине вилĕмрен çăлать, Хĕрлĕ Çар полкĕсене вутлă ункăран кăларать.

Хайхи ула-чăла енералĕ кайраН Чапая айăплама пăхнă, анчах пĕтĕм çар, Чапай майлă пулса, юратнă командира элек хурри пулма паман. Çавăнтанпа Чапай-паттăр шурă çартисене кăна мар, Хĕрлĕ Çар штабĕсенче ĕçлекен ахвицер-енералсене те тата хытăрах курайми пулнă. Вĕсем хăйсем те, Чапай ятне илтсенех, чыхăнакан пулаççĕ...»

Паян Шатра Миккан юмахĕ юмах пекех пулаймарĕ, юмахăн ячĕ кăна тупăнчĕ-ха: «Чапай-паттăр». Çав Чапай-паттăрăн чаплă ĕçĕсем пирки Микка паян пĕли-пĕлмирех юмахларĕ, юлашкинчен юмах йĕрĕнчен те тухса ӳкрĕ, Кăяш Тимккин сăмахĕсене пĕр улăштармасăрах каласа пачĕ. Халăх паттăрĕн ячĕ юмах хутаççинче тата кăшт выртсан, унăн сăнарĕ юмахçă кăмăлне тата хытăрах хумхатсан юмахĕ те ăнса çитĕ-ха. Çапах паян та Микка сăмахне вăрманти халăх юратса тăнларĕ.

Шатра Миккан пурнăçран илнĕ юмах геройĕ Василий Иванович Чапаев çав вăхăтра, Урал казакĕсене хирĕç виççĕмĕш похода тухса, «хасарсене» сехĕрлентерме пуçланă. Тепĕр чух вăл хăй те хăрушлăха лексе аптрать, çавах хăйĕнчен вунă хут вăйлă тăшмана парăнмасть. Ана чарса тăнипе çырлахмасть вăл, хĕсет, лăскать, хăвалать те... Унтан каллех хăй хăрушлăх умне пырса тухать. Халĕ вăл — дивизи командирĕ, начдив. Пысăк ĕç, йывăр ĕç, питĕ ответлă ĕç хушнă ăна революци...

Фронтри ĕçсем пур çĕрте те лайăхланса пыраççĕ ĕнтĕ. Атăл тăрăхĕ шуррисенчен кĕçех тасалса пĕтет. Вĕсем Ставропольпе Сызрань хушшинче — Самар кукринче çеç юлнă. Кунтан тăшмана кăларма тата хĕнтерех пулса тăчĕ-ха. Дутов çарĕсемпе Урал казакĕсем, хĕвелтухăç енчен тапăнса, Хĕрлĕ Çарăн Тăваттăмĕш армине малалла кайма чарса тăраççĕ. Вĕсене тĕнчери пуян хуçасем хавхалантараççĕ, тӳррĕн те хĕтĕртеççĕ.

«Чехсене питĕ хăвăрт пулăшмалла. Пулăшни кăна мар, вĕсемпе халех, васкаса, çурçĕр енче пĕрлешмелле. Çав вăхăтра Самар таврашĕнчи фланга, Дутовпа Алексеева, ĕçе кĕртмелле. Çапла туса, Бакуран килекен акăлчансемпе пĕрлешме çул тасатса хатĕрлемелле», — тесе çырнă Америка посолĕ хăйĕн правительствине янă вăрттăн депешăра.

Анчах Хĕрлĕ Çар тăшмана Хусанпа Чĕмпĕртен хĕссе кăларни интервентсен планĕсене пачах пăсса хучĕ.

Хĕрлĕ Çар командованийĕ Тăваттăмĕш армие Самар хулине илме приказ пачĕ. Çав вăхăтрах Пĕрремĕш арми Атăлăн сылтăм енĕпе Сызрань хулине тапăнмалла. Сызрань плацдармне çĕмĕрсе Атăл урлă каçсан, Хĕрлĕ Çарăн Хĕвелтухăç фронтĕнчи армийĕсем пурте пĕрлешме пултараççĕ.

Çак пысăк та ответлă операцие Тăваттăмĕш армин авангарчĕ — Чапаев бригади пуçларĕ. Вăл чи малтанах тăшмана Николаевск хулинчен кăларса сирпĕтрĕ. Унтан Чапаев, вăхăтлăха Пĕрремĕш дивизин командирĕ пулнăскер, Самар енчен Балаково хулине тапăннă тăшмана аркатса тăкрĕ. Çакăн хыççăн Тăваттăмĕш арми, Самарпа Сызрань хушшинчи фронта татса, чугун çул çине тухса, Самара кăнтăр енчен те, хĕвеланăç енчен те хупăрлама пикенчĕ. Анчах çак вăхăтрах Урал фронтне те манма юрамасть, çакă та Тăваттăмĕш армин ĕçĕ шутланать.

Урал казакĕсене хиреç çĕне дивизи — Николаевск дивизине тăратас терĕç. Вăл чăн та çĕнĕ дивизи, ăна халь кăна пухса çитернĕ-ха. Кĕрешӳре пĕрре те пулса курман вăл. Питĕ чее те опытлă, йышлă тăшмана чарайĕ-ши пĕр дивизи? Командовани ун вăйне халлĕхе шансах каймасть, Çавăнпа Чапаева çĕнĕ дивизи командирĕ туса хучĕç. Чапаев вара ирĕксĕрех, хăйĕн паттăр полкăсене хăварса, вутра пулман çĕнĕ дивизи йышăнчĕ, ăна чее те вăйлă тăшмана хирĕç ертсе кайрĕ.

■ Страницăсем: 1 2