Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 5 пай
— Питĕ килĕшрĕ, Леша.
— Чĕкеç шатрисем-и?
— Чĕкеç шатрисем те, ялан хăйне хаваслă тытни те, ырă чунĕ те, — пурте, пурте, Леша.
— Çавна çырура та çыратăн-и?
— Çу-ук, эсĕ мана никамран та вăтанмастăп тесе шутлатăн пулас?
— Вăтанатăн-и?
— Паллах, вăтанатăп. Эсĕ мана, Улька, чунтан килĕшетĕн, тесе тӳрех çыраймастăп ĕнтĕ. Çавăнпа çырăва мĕнле сăмахпа пуçламаллине те, мĕнле сăмахпа вĕçлемеллине те тимлĕн, васкамасăр шутламалла. Мĕнле çырни килĕшмесен çырăва сан умăнтах вĕттĕн-вĕттĕн çурса тăкма та, каялла тавăрса пама та е кăмакана персе çунтарма та пултараççĕ вĕсем. Тепри çунтарса янипе те çырлахмасть, кĕлне те сапаласа çилпе вĕçтерсе ярать. Шăпчăк юрланипе мар, тигр мĕкĕрнипе танлаштарма тивет ун пеккисене.
— Эсĕ çавăн чухлĕ хĕр ачана юратса курнă-и, Эртиван? Епле пĕтĕмпех пĕлетĕн? Мĕнле чăткаларăн унашкал тигрсене? — Леша мăн куркапа каткаран ăшă шыв ăсса кĕлетки тăрăх чашлаттарчĕ.
— Эсĕ, мĕн, чăнласах çавăн чухлĕ хĕр ачапа калаçнă тесшĕн-и?
— Хĕр ачасен кĕтӳне хăваласа çӳренĕ пекех калаçатăн та...
— Сурăх кĕтĕвĕсĕр пуçне урăх нимĕн те курман çав эпĕ, Леша... Пурччĕ ĕнтĕ пĕр хĕр ача...
— Мĕнлескер? — çийĕнчех, Эртиван калаçма чарăниччен пурне те пĕлсе юлас тесе, васкаса ыйтрĕ Леша, хăй вара çăлтан тулли витре туртса кăларнă чухне Наталин черченкĕ аллисем епле чĕтренине аса илчĕ. «Ухмах пулнă эпĕ çавăн чухне! Улькана сĕнетĕп тата Наталие пулăшма... Хамăн пулăшмалла пулнă! Урăх апла тăмсайланас марччĕ», — хăйне хăй ятласа илчĕ ăшĕнче Леша. — Тепĕр хут ыйтрĕ:
— Мĕнле хĕр ача?
— Кĕтĕве ялтан хăваласа тухиччен кĕтӳçсене кулленех çынсем черетпе апатлантараççĕ. Кăнтăрла та. Каçхине те, кĕтĕве яла кĕртсен...
— Пирĕн ялти пекех апла?
— Пирĕнни пекех. Вăт çав ялта, пĕр сăпайлă килте, пилĕк-ултă çулхи хĕр ача пурччĕ. Çав хĕр ача мана кашнинчех амăшĕнчен вăрттăн пĕр-пĕр тутлă япалапа хăналама юрататчĕ: кĕрпеклĕ хĕрлĕ паранкăпа, хăймапа, чăкăтпа, ăшаланă çăмартапа, кукăль касăкĕпе, çӳхӳ татăкĕпе тата ыттипе те... Вăт çав хĕр ачана питĕ юрататтăм эпĕ. Ку манăн пĕрремĕш юрату пулнă. Урăх эпĕ пĕр хĕр ачапа та туслашса курман.
— Ан тыттар-ха, хĕр ачасем çинчен апла епле майпа çавăн чухлĕ пĕлетĕн-ха?
— Тĕрĕссине калас-и?
— Кала çав.
— Вĕсем çинчен эпĕ кĕнекесенче çеç вуланă... Писательсем кашни çинчен мĕн-мĕн кăна çырса кăтартмаççĕ-ши? Пĕтĕмпе каламарăм-ха сана...
— Ой, хам та вуланă-ха, — Леша тепĕр курка ăшă шывпа Эртивана ислетрĕ.— Апла, эсĕ вĕсем патне çырусем те çырса курман?
— Курман...
— Мĕнле çырăпăр?
— Ан кулян — мĕнле те пулин кукăртатпăр!
— Улька латне эсĕ малтан çыр, эпĕ хам почерка улăштарсан тин Натали патне çыратăп. Анчах мĕн тумалла, почтальона пĕлтермесен лайăхрахчĕ...
— Мĕн тума кирлĕ пире почтальон? Çыратпăр та — хăйсем куриччен кĕнекисем хушшине йăпăрт хуратпăр çеç. Пулчĕ те çыру мыскари! — Эртиван кулса ячĕ, лапка çинчен урайне сиксе анчĕ. — Пĕлесчĕ, хулăн кĕнекесенчи пек, миçе каç çывăрмасăр вулĕç-ши пирĕн çырусене?
Ачасем тинех мунчан пĕр кĕтесĕнче милĕксем асăрхарĕç.
— Эртиван, çапăнатпăр-и? — Леша милĕксене тытса пăхрĕ. — Лайăхскерсемех, пире валли Кулине инке хатĕрлесе хунă. Ну, чăт, Эртиван — ăшшине кăларатăп, — Леша хĕрнĕ чулсем çине темиçе курка сивĕ шыв чашлаттарчĕ. Тепĕр самантран пĕтĕм мунча урайĕнчен пуçласа маччана çитиччен, вĕри пăспа тулса ларчĕ. Иккĕшĕ те, тутисене пăчăртаса, лапкасем çине улăхса выртрĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Леша кĕтмен çĕртен хăй тĕллĕнех кулса ячĕ.
— Эсĕ мĕскер пĕчченех кулатăн?
— Микула чĕнмеллеччĕ кунта! Ăна Хысайкина Света патне çыру çырма вĕрентеттĕмĕр. Вăт камсем класрах пушар кăларма пултаратчĕç! — Леша аяла анса пĕр милĕкне илчĕ те сак çине тăчĕ. — Лайăх вырт, Эртиван, сана милĕкпе çунтарма пуçлатăп.
Пĕр-пĕрне çапла самаях вирлĕн çапса ячĕç.
— Ой, пушарта тапаçланнă хыççăн шăм-шак еплерех çăмăлланса кайрĕ! — терĕ Эртиван. — Ял хапхи пысăкăш тав ку Семен Андрейчпа Кулине инкене! — Эртиван çак ырă çынсем парнеленĕ шăлаварпа кĕпене тăхăнчĕ, пуçĕнче çамки çумнерех хăварнă çӳçне мунчан пĕчĕк чӳречин ани çинче тупнă йывăç турапа тураса якатрĕ.
— Тĕкĕр çине пăхса илмеллеччĕ...
— Питĕ чаплă! Вун саккăрти каччă майлах курăнатăн, — терĕ Леша çĕнĕ юлташĕшĕн чунтан хĕпĕртесе.
— Киле пырса кĕрсен анне те палламĕ...
— Ку сирĕн ывăлăрах, ан иккĕленĕр тесе ĕнентерме манăн та пырас мар-и?
— Хамах ĕнентеретĕп!
Арçын ачасем хăйсем хыççăн мунчана тирпейлесе хăварма та манмарĕç. Леша та чăтаймарĕ:
— Эпĕ те кайăк пекех çăмăллантăм. Хамăр ял çийĕн вĕçсе çӳреме те пултарассăн туйăнать.
— Пуç та пушар шухăшĕсенчен тасалса çитрĕ, — терĕ Эртиван, — ирĕксĕрех çак сăвва пуçласа вĕçне çитиччен вулас килет!
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел ячĕ ăшăтса.
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса...
Эртиван Паскаль виçкĕтеслĕхне çеç мар, тăван литературăна та лайăх пĕлет иккен. Акă Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине еплерех калать! Итлемесĕр май çук: пĕрре çĕкленчĕклĕн, хаваслăн янăрать унăн сасси, тепре шăппăнраххăн илтĕнет. Савăнăçĕ те, хурлăхĕ те пур унăн сассинче, çынна юратса хисеплени те, тискерлĕхе курайманни те... Çак вăхăтра мунча пăлтăрĕнче Лешăпа юнашар иккĕмĕшпе тăваттăмĕш тата улттăмĕш класра малалла куçаймасăр иккĕмĕш çула юлнă Эртиван мар, пурнăçра темĕн те пĕр тӳссе ирттернĕ пысăк çын ларнăн туйăнса каять. Тата акă мĕн пĕрремĕш хут асăрхарĕ Леша: Эртиван куçĕсем Ульканни пекех çаврака тата кăвак тӳпе тĕслĕ. Мунча кĕнĕ хыççăн вĕсем те тасалнă. Тĕпсĕр тарăн, мĕн чухлĕ ăс çав куçсенче!
Эртиван калама чарăнчĕ те, мунча ăшшипе тата Нарспи шăпипе кăсăкланса хĕп-хĕрлĕ питлĕ пулса кайнăскер, самантлăха шăпланчĕ.
— Йăлăхтармарăм-и? — ыйтрĕ вăл сасартăк аванмарланса.
— Çу-ук, питĕ юрататăп эпĕ вăл поэмăна. Малалла та тимлесех итлетĕп, — терĕ Леша.
— Паянлăха пĕр сыпăкĕпе те çитет, ыттине тепĕр чухне калăп.
— Пĕтĕм поэмине пăхмасăр калама пĕлетĕн-и?
— Пĕлетĕп.
— Ăçта вĕренме ĕлкĕртĕн?
— Кĕтӳçре вăхăта ахаль ирттернĕ тетĕн-им? Тăватă уйăхра пĕрре мар, вунă поэма та вĕренме пулать. Çитменнине, Трихван мучие те вăл сĕре интереслентерсе ячĕ. Кĕтĕве кăнтăрла тапăра антаратпăр кăна,. — вăл Нарспипе Сетнер çинчен каласа пама ыйтать. Тĕрĕссипе, эпĕ ăна аннешĕн пăхмасăр калама вĕрентĕм. Питĕ, питĕ кăмăллать анне Нарспипе Сетнере. Килте кăмака хутма вутă пĕтсе çитсен е çимешкĕн нимĕн те юлмасан анне Нарспипе Сетнер çинчен каласа панине йĕре-йĕре итлетчĕ. Ыйткаласа çӳресе таврăнсан та, тутă чухне, каллех çавнах итлесшĕнччĕ...
— Пирĕн аннесем ку енĕпе пĕрешкелех иккен, — терĕ Леша. — Эпĕ те аннене Нарспипе Сетнер шăпи питĕ интереслентернине туйрăм. Пушă вăхăт пулсанах ыйтать: «Леша, Нарспипе Сетнер çинчен вуласа кăтарт-ха». Кĕнекине те хăех такамран вăхăтлăха тупса килчĕ. Анчах ялан кĕнеке шырама лайăх мар. Шырасан та вăл йăпăр-япăрах тупăнмасть, алăран алла куçса çӳрет. Çавăнпа, аннешĕн меллĕрех пултăр тесе, пĕтĕм поэминех эпĕ те пăхмасăр калама вĕрентĕм. Халĕ аван: хăçан ыйтать — тӳрех пуçлатăп.
Тулта мунча пăлтăрĕн алăкне шаккарĕç.
— Каччăсем, сĕрĕм тивсе аптăратмарĕ-и сире? Е пирĕн мунча çав териех килĕшрĕ-и? Çухатрăмăр сире. Кулине инкӳн чей те вĕресе тухрĕ, — Семен Андрейч тасалнă, мунча ăшшипе пăртак ĕшеннĕ пекрех курăнакан ачасене кăмăллăн сăнаса пăхрĕ. — Мĕн пирки шавлаттăрччĕ? Пĕр-пĕринпе хирĕçмерĕр пулĕ-çке?
— Питĕ чаплă мунча! Тавах сире, — терĕ Эртиван.
— Хирĕçме мар, тавлашман та! — мунча хуçине лăплантарма васкарĕ Леша. — Эртиван «Нарспие» ман пекех пĕтĕмпе пăхмасăр пĕлет. Çавна итлерĕмĕр.
— Паскаль виçкĕтеслĕхне пĕлни çырлахтармасть эппин ăна, Константин Ивановпа та туслашнă. Маттур!
— Ман шутпа, «Тăван литературăра» пĕлмен сăвă та çук унăн.
— Тĕрĕсех тавçăртăн, Леша. Чăнахах çук.
...Ватă йăмра турачĕсем хушшинчен тинех Лешăн хаваслă сасси илтĕнчĕ:
— Анас пуль, Эртиван? Чул катăкĕпех пертерес мар-ха сана, эпĕ çĕре лаплатса ӳксен кампа çӳремелле пулĕ санăн?
Лешăпа Эртиван, Кулине инке чейпе сăйланă хыççăн татах та çăмăлланса кайнăскерсем, кăштах пытанмалла выляма шутларĕç. Уроксене тунă, кăмăлсем лайăх — пăртак канма-алхасма та юрать. Анчах Леша кунта йӳтĕм тупрĕ:
— Çапах та тӳрех анасшăн мар-ха эпĕ...
— Мĕн кирлĕ?
— Паян Паскаль виçкĕтеслĕхĕ пирки калаçса тăрантăмăр, ыттине ыран кружокра...
Анчах Лешăна каласа пĕтерме те памарĕ Эртиван:
— Апла каламан, мĕншĕн тесен Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен талăкĕ-талăкĕпех калаçма хатĕр эпĕ. Паянлăха йăлăхрăр пулĕ теме пултарнă ачасене.
— Çапларах каларăн, эпĕ шухăшна улăштарса ятăм. Апла пулсан Паскаль пирки калаçма хирĕç мар эсĕ?
— Хирăç мар.
— Çакна пĕлесшĕнччĕ эпĕ çĕр çине аниччен. Паскаль виçкĕтеслĕхĕ ман пуçа кĕрсе ларчĕ те пăралать те пăралать. Мунчара та манман эпĕ ăна, сана чăрмантарас мар тесе çеç шарламарăм. Апла тăк, тĕттĕмленичен калаçатпăр?
— Калаçатпăр, ан.
Йăмра вуллисем авăнкаларĕç, хăрăк туратсем шатăрт-шатăрт! хуçăлчĕç, сарала пуçланă çулçăсем вăйсăр çилпе вĕлтĕртетсе çĕр çинелле тăкăнчĕç. Тепĕр самантран Леша чи аялти турат çинчен тӳрех Эртиван умне сикрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...