Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 7 пай


— Саламлатăп сана, Натали, çавăн пек кăткăс задачăсене шутланăшăн!— тесе аллине тытса чăмăртарĕ.

— Тавтапуç, Леша... Санăн ĕçӳсем мĕнле пыраççĕ? Çĕрĕпех çывăраймарăн пулĕ-ха?

— Эпĕ асăнтăм-и çак сана?

— Мĕн çинчен?

— Паскаль пиркиех-ха калаçу...

— Çук-ха, нимĕн те шарламарăн.

— Эс шутланă задачăсене мана Эртиван ăнлантарчĕ. Унпа пĕрлех Паскалĕн единицăран тăракан нульлĕ йĕркерен Паскалĕн законĕпе Паскалĕн пĕрремĕш йĕркине кăлартăмăр.

— Эпĕ те сана саламлатăп, Леша! — халĕ арçын ача аллине Натали тытса пăчăртарĕ. Кĕркуннехи ирхи çанталăкра уй урлă утнă пек мар, халĕ çеç ăшă пӳлĕмрен тухнă пекех вĕри унăн алли... Çав алла çĕнĕрен хăй тытса тепĕр хут хыттăн-хыттăн чăмăртас килет Лешăн, хăйĕн аллине пушатмасăр вăрах тытса тăрас килет... Ун вырăнне:

— Паскаль виçкĕтеслĕхне ӳкертĕн-и? — теçе ыйтрĕ.

— Ӳкертĕм.

— Эпĕ те ӳкертĕм.

— Леша, уй варринче тăма аван мар, шăнкăрав та часах янраса кайĕ. Атя чупатпăр. Вăхăт юлсан таблицăсене пĕр-пĕрне урок пуçланичченех кăтартăпăр. Тĕрĕс ӳкернĕ-и е йăнăш — калатăн мана. Мĕншĕн тесен пирĕн ялта никампа калаçса тĕрĕслеме çук. Калатăн-и?

— Паллах, калатăп.

Чупнă вăхăтрах Натали задачăсене мĕнле шутланине те пĕлтерчĕ. Киле çитсен ĕнер вăл тӳрех урам урлă пурăнакан Алексей Талвировсем патне чупса каçнă. Талвировĕ Чурачăкра вуннăмĕш класра вĕренет те киле канмалли кун çеç килсе каять. Анчах саккăрмĕшĕнче вĕреннĕçке вăл, «Геометри» пулмаллах унăн. Талвиров ашшĕ, хĕр ача мĕнпе интересленнине пĕлсен ывăлĕн кивĕ кĕнекисем хушшинче ăна кирлĕ «Геометрие» хăех тупса парать.

— Геометри вĕренмен те эпир, нумай вулама тиврĕ. Анчах икĕ асăрхаттару патне çитсен ĕç чарăнса ларчĕ — ниçтан та шутлаймастăп. Кайран сехет çине пăхатăп — çур çĕр иртнĕ. Çывăрма вăхăт...

— Иксĕмĕр те пĕрешкелех тапаçланнă иккен çĕркаç, Натали. Эпĕ те çур çĕр иртсен тин вырăн ăшнелле чăмрăм. Çапах та пĕрремĕш асăрхаттарăвĕпе татăлтăм эпĕ, иккĕмĕшĕ маншăн та йывăртарах пулчĕ. Паян Эртивановран ыйтăпăр...

— Тӳрех ыйтмăпăр-ха. Малтан хамăр шутласа пăхăпăр. Çĕркаç ывăннăччĕ эпир, йăнăшма та пултарнă...

Наталипе иккĕшĕ шкула чупса çитнĕ тĕле пĕрремĕш урока лармалли шăнкăрав чăнкăртатса та кайрĕ. Леша хăйĕн тетрадьне хĕр ачана аран пама ĕлкĕрчĕ, Натали те ăна хăйĕнне тыттарчĕ.

Пĕрремĕш урок — тăван литература. Вăл та, ĕнерхи геометри урокĕ пекех, Эртиванов тĕлĕнтернинчен пуçланчĕ. Тăван литературăна вĕрентекен çуллахи каникул вăхăтĕнче пиллĕкмĕш класра вĕреннине манман-и-ха тесе тĕрĕслев ыйтăвĕсенчен пуçларĕ.

— Доска патне Ерофеев Микул тухать, — терĕ вăл. — Ну, Ерофеев, Çеçпĕл Мишшин çуркунне вĕреннĕ пĕр сăввине каласа кăтарт-ха.

— Хăшне? — яланхи пекех лăпкăн ыйтрĕ Микул.

— Хăшне пăхмасăр калама вĕреннĕ, çавна, — терĕ учитель.

Микул пĕр ури çинчен теприн çине пускаларĕ, класс старости енне пăхкаларĕ, унтан никамран пулăшу çуккине чухласа вăхăта ахаль ирттерес темерĕ.

— Çулла хытă ĕçленĕрен пĕтĕмпех пуçран тухса

ӳкнĕ, — тесе хучĕ.

— Мĕн турăн вара çав териех?

— Кăмака купалама кирпĕч çапрăм.

— Пĕчченех-и?

— Красков Лешăпа пĕрле.

— Миçе?

— Çич çĕр.

— Кам вĕрентрĕ?

— Семен Андрейч.

— Кăмакине купаламан-и-ха?

— Иртнĕ эрнере çеç ишĕлсе анчĕ те, çитес канмалли кун купалатпăр.

— Купалаканĕ кам? Хăвăр ялсемех-и?|

— Хамăр ялсем эпир çапнă кирпĕче пĕтĕмпех пăрахăçларĕç.

— Апла вырсарни кун валли кирпĕч ăçтан тупрăр?

— Кӳршĕ ял ăсти эпир çапнă кирпĕче Шупашкар кирпĕчĕнчен те пахарах тесе йышăнчĕ.

— Тĕрĕсех-и ку, Красков? — кăсăкланчĕ учитель.

— Тĕрĕсех! — терĕ Леша. — Халĕ Ерофеев кирпĕч çапма çеç мар, кăмака купалама та вĕренесшĕн-ха. Шкулти пĕр кăмака çуркаланса пĕтнĕ, ишĕлсе аниччен çавна купаласшăн вăл.

— Маттур, Ерофеев! Сан кăмăлу çинчен шкул директорне хамах пĕлтеретĕп, — те Микула мĕнле ыйту панине хăех манчĕ учитель, те ачасем каникулта тăрăшса ĕçленĕшĕн хĕпĕртерĕ, — Микула сăвă калаттармасăрах ларма ирĕк пачĕ. Çавăн пек те тухкалать Микул тепĕр чухне хăйне килĕшмен лару-тăруран.

Учитель ку партăран куçне вĕçертмерĕ-ха.

— Красков каникулта мĕн тунине пĕлетпĕр. «Нарспи» поэмăна пĕтĕмпе пăхмасăр пĕлекенскертен урăх ыйтмастăп. Унпа юнашар ларакан Эртиванов мĕнпе савăнтарĕ-ши пире? — терĕ учитель.

Эртиван тăчĕ те класа пăхса çаврăнчĕ.

— Эртиванов та «Нарспие» пĕтĕмпех пĕлет! — терĕ Красков.

— Чăнах-и? — учитель Эртиванран поэмăн кашни сыпăкĕ мĕнле пуçланнине мар, мĕнле вĕçленнине ыйтса тухрĕ. Эртиван чарăнмасăр хуравларĕ, вĕçне пусăрăннă, хурлăхлă сасăпа вĕçлерĕ:

 

Çапла иртрĕ пурăнăç,

Пуçĕ пĕтрĕ çамрăклах,

Ашшĕ-амăш ухмахран

Пĕтрĕ хуйхă-суйхăпах.

…..........................................................

Ун хурлăхлă юррисем

Юлчĕç çынсен асĕнче.

Халь те пулин Силпире

Асăнаççĕ мĕскĕне...

 

— Тата мĕн те пулин калатăн-и?

— Мĕн ыйтнине веçех калатăп, анчах эсир манран улттăмĕш класшăн мар, е çиччĕмĕш, е саккăрмĕш класшăн ыйтăр, — терĕ Эртиванов.

— Вăл классенче вĕренмен-çке эсĕ.

— Вăхăт çуккипе уроксене çӳреймен, анчах мĕн вĕренмеллине нимĕн те сиктерсе хăварман. Хам тĕллĕн вĕреннĕ...

— Мĕнле хăв тĕллĕн?

— Ачасем мĕнле кĕнекесемпе вĕреннĕ, эпĕ те çав кĕнекесене вуласах пынă.

— Вулани çителĕксĕр-ха...

— Эпĕ мĕн вулатăп, çавна пĕтĕмпех асра тытатăп.

— Александр Алган «Тупа» сăввине кала-ха эппин. Саккăрмĕш класс программине кĕрет вăл.

Эртиванов Алга сăввине шатăртаттарса та пачĕ. Уроксем çапла ерипен иртсех пычĕç. Леша пысăк тăхтавра Натали парти патне пычĕ.

— Юнашар ларма юрать-и? — ыйтрĕ вăл тетрачĕсене кăтартса.

— Мĕншĕн ыйтатăн? Лар кĕрсе çумнерех! — Улька куçне ялтăртаттарса ăна çунтарса илчĕ. — Чăрмантарас мар-ха иксĕре, çав Паскаль виçкĕтеслĕхĕ ан ухмахлантартăр сире, туслашма çеç пулăштăрччĕ! Эпĕ Леша вырăнне Эртиванпа юнашар кайса ларам-ха... Питĕ интерслĕ ача иккен вăл, ыйтса пĕлмелли темĕн чухлех!

Натали шаларах шуçса ларчĕ, Улькана çурăмĕнчен пăхса Леша илтмелле çеç шăппăн каларĕ:

— Ну, чĕлхи те çав Петрован! Ни именесси, ни шикленесси çук унăн. Пĕтĕм тĕнче ăна пăхăнса унăн умĕнче сарăлса выртать тейĕн... Эсĕ пур, виç сăмах кала-сишĕн те виçĕ кун шутлатăн... — Натали Леша хăйĕн умне хурса панă тетраде уçрĕ те задачăсем мĕнле шутланине тинкерсе пăхма пуçларĕ. Малтан Эртиванпа иккĕшĕ çырнине тишкерчĕ, унтан Леша çĕрле пĕрремĕш асăрхаттарăва шута илсе мĕн тунине тимлеме тытăнчĕ. Нимĕн чĕнмесĕр тинкерчĕ-тинкерчĕ те (ăшĕнче задачăна темиçе тĕрлĕ те çавăртаттарса пăхрĕ пулĕ вăл!) умне хăйĕн тетрадьне куçарса хучĕ, сас паллисене хăвăрт-хăвăрт шăрçалама пуçларĕ. Унтан сасартăк çырма чарăнчĕ те ручкине тетрадьпе юнашар хучĕ.

— Натали, кама виç сăмах калассишĕн виçĕ кун шутлатăн эсĕ? — хĕр ача пекех шăппăн ыйтрĕ вăл.

Натали пуçне çĕклесе ăна куçĕнчен чăр-р! пăхрĕ те пачах кĕтмен çĕртен:

— Сана виç сăмах калассишĕн виçĕ кун шутлатăп! — тесе хĕрӳллĕн каласа хучĕ. Сасси чĕтревлĕ хăйĕн, куçĕсем куççульпе тулма тытăннă. — Эсĕ, класс старости, çавна та асăрхамастăн! Старостăна суйлас вырăнне шкул столовăйне хуран тасатма ямалла пулнă сана!

Леша мĕн те пулин калама ĕлкĕриччен Натали парта хушшинчен вирхĕнсе тухрĕ те коридор алăкĕ еннелле ыткăнчĕ, Арçын ача пĕр самант нимĕн тума аптăраса ларчĕ. Сиксе тăрса Натали хыççăн вĕçтерес — пĕтĕм класс вĕсем мĕн хăтланнине асăрхать. Таçталла чупрĕ-ха вăл коридора сиксе тухсан — хăш еннелле васкамалла унăн? Картишĕнче шырамалла-и? Куçĕсем куççульпех тулнăччĕ — макăрса ячĕ пулсан? Мĕнле сăмахсем каламалла унăн хĕр ачана, мĕн каласа лăплантармалла? Ыранах хуран тасатма çӳреме тытăнатăп темелле-и? Леша пуçĕнче çак шухăшсем çиçĕм пек хăвăрт мĕлтлетсе иртрĕç. Юлашкинчен вăл çапла шухăш тытрĕ: парта хушшинчен ниçта та тухмасть вăл, Наталипе иккĕшĕн нимĕн пулса иртмен пекех хĕр ача тетрадьне пăхса ларать. Анчах кунта та кĕтмен япалапа тĕл пулчĕ вăл: Натали ахаль числосем çырман иккен çĕнĕ тетрачĕ çине, иккĕмĕш асăрхаттарăва шута илсе çĕркаç Леша шутлайман виçĕ задачине те шутласа хунă!

Натали çĕркаçах пĕрремĕшпе иккĕмĕш асăрхаттару задачисене шутлас патне тĕрĕс çывхарса пынă, çавăнпа паян, асăрхаттарусен умĕнхисене хăй тĕллĕнех шутланăскер, Леша тетрадĕнчи пĕрремĕш асăрхаттару задачисен шутлавне курнă-курманах иккĕмĕш асăрхаттару задачисене мĕнле шутламаллине çăмăллăнах ăнланнă. Çавăнпа вăл çав шутлавсене те тетрачĕ çине, хыпаланнă пулин те, яланхи пекех хитре почеркпах çырса хунă...

Куна лайăхах ăнланчĕ Леша, анчах Натали хăйĕн çумĕнчен тăрса коридора мĕншĕн тухса тайнине ăнлансах пĕтереймест-ха. Вăл хыçалалла, хăйсен парти еннелле çаврăнса пăхрĕ: унта Улькапа Эртиван пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Çав вăхăтра Микул коридортан кĕчĕ те ăна хăлхинчен: «Хăвăртрах хăвăн вырăнна куçса лар!» — тесе пăшăлтатрĕ. Унтан Эртиван çумĕнче ларакан Улькана хулĕнчен тĕксе илчĕ:

— Хăвăн вырăнна ан ман!

— Хăвалатăн-и?

— Çук, тăхтав вĕçленчĕ, çĕнĕ урок пуçланать. Чăнах та, çакăн хыççăнах шăнкăрав сасси янраса кайрĕ. Анчах мĕншĕн Натали халĕ те кĕмест?

■ Страницăсем: 1 2