Кăвак çĕмрен :: Хăшместĕр йывăçĕ
— Ăçта Алюн палли? — пăлханнине тытса чарма тăрăшса, сассине çемçетерех ыйтрĕ Ахмар.
— Акă, часах курăн. Тепĕр хурăн патне çитер-ха. Хăшместĕр малалла тата темиçе утăм турĕ. Ун хыççăн утса, Ахмар пĕр яштака та шап-шурă хурăн умне пырса тăчĕ.
— Алюн палли ăçта? — ыйтрĕ вăл каллех хăшместĕртен.
— Куçу умĕнчех. Хурăн çине куçна çĕклесе пăх-ха, курăн вара, — хуравларĕ лешĕ. — Куçна çӳлерех çĕкле.
Ахмар куçне çеклерĕ те хурăн çинче Алюн паллине курчĕ: виçĕ çĕмрен касса кăларнă унта, пĕр çĕмрен вĕçĕ — кайеннелле, иккĕмĕшĕн йывăç тăрринелле, тата теприн йывăç тымарнелле. Апла, Алюн ăна çак вырăнта виçĕ кун кĕтнĕ иккен. Кун çинчен çĕмренсен шучĕ калать. Анчах халĕ Алюн хăй çыннисемле кăшт мал еннерех кайнă. Ку çын, хурăн çинчи паллăна кăтартаканни, Алюнăн шанчăклă этемми, вăл Алюн патне епле çитмеллине лайăх пĕлет. Кун çинчен те çĕмренсемех каласа кăтартаççĕ. Тĕл пулаймасан, пĕрне тепри мĕнле паллăсем хăварасси çинчен Алюнпа вĕсем лерех, патька-патша тапăрĕнче чухне калаçса татăлнăччĕ. Алюн Хусанта чылай хушă пурăннă, чăвашсен тăмха паллисене, ӳкерчĕклĕ çыруне лайăх пĕлет.
— Эсĕ шанчăклă çын иккен, — терĕ хăшместĕре Ахмар. — Эпĕ ăнлантăм. Алюн сана шанать. Каçар мана, ырă çыннăм, енчен те кӳрентертĕм пулсан. Эсĕ те мана ĕнен. Эпир шăп та лăп Алюн кĕтекен çынсем.
— Тем пит ĕненмеллех мар, — йккĕленсе илчĕ те хăшместĕр пуçне енчен енне сулчĕ, унтан сасартăк: — Ну юрĕ, ĕненесси-ĕненмесси ман ĕç мар, Алюнов хăй кам кама ĕненмелле пулнине вĕçне-хĕрне тухтăр. Мана мĕн, эпĕ ертсе кайăп. Маншăн пулсан — кирек кама ертсе каясси те пĕрех. Енчен те сире ку тĕлпулу телей кӳме пултарать-тĕк — ертсе каяс. Анчах уншăн мана ан тав тăвăр. Ку вăл йăлтах кăвак юманран килет. Вăл — сăваплă йывăç. Эпĕ ун умĕнче хам халăх тавăруçи пулăп тесе тупа турăм. Ун умĕнче эпĕ хам тăшмансене суд турăм. Çавăнтанпа ун çывăхĕнче яланах тем тĕрлĕ ырă ĕç те пулса иртет. Ман кăвак юман туссене те тупма пулăшать, тăшмансене те тĕрлĕ еннелле сирсе яма пултарать. Юрĕ, акă, кăвак юмана пуç çапăпăр та çула тухăпăр.
Хăшместĕр калани тĕрĕс пулчĕ. Чăнах та, хăшместĕрĕн савнă кăвак юманĕ Ахмарпа унăн тусĕсене хăйсем курас тенĕ Алюнова часах шыраса тупма пулăшрĕ. Çынпа çын кăна мар, чулпа чул та тĕл пулаççĕ тесе ахальтен каламаççĕ иккен.
Алюнов малтанласа хăй умĕнче кам тăнине тавçăрса та илеймерĕ.
«Кам пултăн вара эсĕ? Паллаймарăм-çке сана?» тенĕн пăхрĕ вăл Ахмар çине.
— Аван-и, Алюн? — илтех кайрĕ вăл сасартăк палланă сасса.
— Укаслу-у?! — тĕлĕнсе-савăнса кăшкăрса ячĕ Алюнов.
— Çук, Алюн, эпĕ Укаслу мар ĕнтĕ. Эпĕ халĕ Ахмар, — тӳрлетнĕ сасă кĕчĕ ун хăлхине.
Хĕр сасси. Кĕтнĕ хĕр сасси.
Миçе кун кĕтсе пурăнчĕ ăна Алюнов хăйсем тĕл пулма килĕшсе татăлнă çак таврара!
— Укаслу, — терĕ ачашшăн каччă, — эпĕ ĕнтĕ сана кĕтсе илессе те сунмарăм.
— Калаçса татăлнă пек тумасан мĕскерле пултăр-ха ĕнтĕ, — сăмах хушрĕ Укаслу. — Манăн урăх ниçта та кайма çук-çке, Алюн. Хамăр таврара мана, пĕлсен, тӳрех çĕр чавса чĕрĕлле çĕре чикеççĕ. Каласа панăччĕ-иç эпĕ епле инкек пулса тухни çинчен. Хамăн хĕр чысне, хамăн ирĕклĕхе сыхласа, тăшман çине алă çĕклемелле пулса тухрĕ. Аслă Турăмăр каçарчĕ мана уншăн. Анчах телейĕме çухатрăм эпĕ. Ытти енне каяс-тăк та эпĕ çавăнти пекех тăшман хурри çеç пулнă пулăттăм.
Хăй вара çапла шухăшларĕ: «Мĕншĕн ытла ачаш сăмахсемпе кĕтсе илчĕ-ха вăл мана? Эпĕ ăна нимĕн енчен те хамăн туйăма-мĕне палăртман-çке. Пĕлетĕп, çав тери лайăх çын вăл. Анчах епле майпа ман ăна ăшă сăмах тупса калас-ха... Пинер, ырă кăмăллă Пинер мана çăлса хăварас тесе вилчĕ. Эпĕ ĕмĕр-ĕмĕр ун ятне асăнса пурăнăп тесеттĕм. Урăх каччăпа ăшшăн йăл пулса калаçма та намăс мана халь. Алюновпа та йăл кулса калаçаяс çук эпĕ, ăна та ăшă çăмах калаяс çук эпĕ. Пинер, Пинер, мĕн тери ырă çынччĕ эсĕ? Маншăн хăвна та шĕллемерĕн-çке!»
Çав хушăра Алюнов та, хĕр тем кăмăлсăр пек пулнине туйса, шухăша кайрĕ. «Мĕн пулнă, ара, ку хĕре? Иртнинче манпа питĕ ăшшăн калаçнăччĕ вăл. Халĕ сиввĕнрех пек. Е çапла туйăнчĕ кăна-ши мана?!»
Хăйĕн иккĕлĕнĕвне ирттерсе ярас тесе вăл хĕрпе каллех калаçа пуçларĕ. Сасси унăн кăмăллă та ăшă. Сăнĕ те илĕртӳллĕ. Ытарайми чакăр куçĕ ĕлĕкхи пекех хитре.
— Епле çитрĕр, Укаслу? Çулсем йывăр пулчĕç пулĕ. Эпĕ ĕнтĕ сана шырама çынсем те ярас тесеттĕм.
Укаслу çав хушăра тепĕр çаврăм шухăш шухăшласа илчĕ: «Тепĕр тесен, Пинершĕн те, ман телейĕм çапла çухалнăшăн та вăл айăплă мар-çке. Мĕншĕн кӳрентерес-ха ман ăна? Ырă кăна сунать-çке вăл мана. Хăвна ырă сунакана телей сун, тенĕ. Мĕншĕн ăшшăн калаçас мар-ха ман унпа?..»
Укаслу сăнĕ кăшт çеç телейлĕ кулăпа çуталса илчĕ.
— Тавтапуç сана, Алюн, ырă сăмахушăн, мана çапла ырă кăмăллă пулса пулăшнăшăн, — терĕ вăл. — Хампа пĕрле килнĕ мĕнпур çынсем ячĕпе тав тăватăп сана. Анчах асту, халлĕхе эпĕ пуриншĕн те йĕкĕт, патька-патша элчи. Ятăм манăн — Ахмар. Килĕшӳллĕ ят-и, Алюн? — йăл çиçсе илчĕ хĕр.
— Килĕшуллĕ ят, Укаслу.
— Çук, Ахмар.
— Юрĕ, Ахмар, эппин.
Хăшместĕр тахçанах туса хатĕрленĕ çĕрпӳрте Ишмук, Аçтăрхан, Эмир тата Атлай кĕрсе тăчĕç. Ахмар вĕсене Алюновпа паллаштарчĕ.
— Кусем чи малтан патька-патша патне кайма кăмăл турĕç. Çамрăк пулсассăн та арăслан пекех паттăр вĕсем.
— Шанатăп, — кăмăллăн калаçрĕ Алюнов. — Патька-патша сире хисеп туса кĕтсе илĕ.
— Вĕсем пурте патька-патшан шанчăклă нукерĕсем. Нукер тени мĕнне пĕлетĕн пуль Алюн? Сыхлавçă, виличченех сыхлавра çӳреме хатĕр çын тени вăл.
Алюнов ку чăваш сăмахне аванах ăнланать. Пуçне тайса, ăнланнине пĕлтерчĕ те çапла каларĕ:
— Чăваш çынни — шанчăклă çын, хăй ĕçне, халăх ĕçне нихăçан та сутмасть вăл.
— Виличченех патька-патша майлă пулса тăшманпа çапăçма эпĕ тупа туса каларăм, — сăмах хушрĕ Аçтăрхан.
— Эпир пурте патька-патша майлă пулса мĕн юлашки сывлăш тухичченех кĕрешме тупа тунă, — пуриншĕн те каларĕ Ишмук.
— Кашнинпе паллаштарам сана, Алюн, — терĕ Ахмар. Ахмар хăй юлташĕсен ячĕсене каласа тухрĕ.
— Эпĕ Владимир ятлă, — хăй ятне каларĕ Алюнов та. — Сирĕнле каласан, Улатимĕр пулатăп. Анчах мана, авă, Ахмар темшĕн çĕнĕ ят тупса пачĕ — Алюн тет, — кăмăллăн хуравларĕ вăл.
— Алюн — çав тери лайăх ят, — полковнике пӳлсех каларĕ Ишмук. — Паллах, ман ят пекех мар та-ха ĕнтĕ...
Унпа пĕрле килнисем никам та астутарма та ĕлкĕреймерĕç, пуçларĕ хайхи Ишмук хăй халапне.
— Чăннипе калатăп, ман ят çав тери чаплă. Вăтăр çула яхăн ĕнтĕ çак ятпа çӳретĕп. Пурте тĕлĕнеççĕ, ăçтан тупнă кун пек ят, теççĕ. Пĕррехинче вара çак хамăн ытарайми лайăх ятăмшăн эпĕ çупкă та тутанса пăхрăм. Мĕнле майпа тетĕр-и? Каласа парап. Ун чухне эпĕ вăйпут патне ĕçлеме кĕрĕшнĕччĕ. «Эх, Ишмук, — тет çакскер, — ман вырăна санăн çеç çуралмалла пулнă та çав!» «Мĕншĕн?» — тĕлĕнсе ыйтрăм хайхискертен. «Яту сан пит хитре, манăн вара калама та намăс, илемсĕр!» — ăнлантарса ларать вăл. «Мĕнле илемсĕр пултăр? — тетĕп. — Пит лайăх-çке, янăравлă». Çавăнтах хайхискерĕн ятне калатăп — Пал Ванч. Ман вăйпут пуçне енчен-енне сулать, йĕрсе ярас патнех çитрĕ: «Эсĕ те пулин ан кӳрентер-ха, — тет. — Пал Ванч тесе ан чĕн, атту балван пек илтĕнет. Туллин кала — Павел Иванович!»
— Юрĕ, — килĕшрĕм унпа, — юрĕ, Пал Ванч!
Вăйпут хайхи мана питрен шат! тутарчĕ. «Ку, — тет, — сана лайăх ятушăн!» Пурте кулса ячĕç.
Аçтăрхан çеç яланхи пек кулмарĕ, Ишмук çине тинкерсе пăхрĕ.
— Итле-хă, — терĕ вăл, — эсĕ апла, такам патĕнче те ĕçлесе курнă пулас. Ăнсăртран тата шуйттан патне тарçа кĕрĕшменччĕ-и?
Ишмук мĕскер хуравлассине кĕтсе, пурте шăпăртах пулчĕç.
— Э-э, ун тарçи те пулма пултараттăм та... юрать-ха хам тавçăруллă пулни пулăшрĕ, — хуравларĕ Ишмук.
— Ан тĕлĕнтер! — кулса ячĕ Алюнов. — Ун пеки те пулнă-и?
Полковнике çак ырă кăмăллă сăмах çапла юратакан, темле чухне те аптăраса ӳкмен тулли хырăмлă йĕкĕт ытларах та ытларах килĕшме тытăнчĕ.
— Паянхи пекех астăватăп-ха çавна, — терĕ Ишмук. — Эпир юлташсемпе вăрман хĕррипе пыраттăмăр. Сасартăк хайхи сикрĕ тухрĕ пирĕн пата... Кам тетĕр-и? Шуйтан! Мăйракаллă, ури таканни пек. «Сире, — тет, — хам пата тарçа илесшĕн!»
— Мĕнле илĕн-ха пире хăв патна? — ыйтатăп кунран.
— Чунăрсене кăларса кĕсьене чикетĕп, — ăнлантарса пачĕ Шуйттан.
И-и, хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, ман чунăма Шуйтана парас килмест:
— Итле-ха, пире мар, ыттисене хăв патна тарçа илмĕн-и, тăванăм? — терĕм çакна епле те пулсан хăтăлас шутпа.
— Э-э, çук, — тет вăл, — эсир мана пит килĕшрĕр, çавăнпа сирех хам тарçă тăватăп...
Эпĕ хайхи тарма çук-ши тесе ун-кун пăххалама тытăнтăм. Çакна асăрхаса-ши, Шуйтан пире юман кутне хӳтерчĕ те: «Кашнийĕ хăйне мĕн кирлине калăр, — тет. — Эсир каланине тума пултарайсан — чунăр ман кĕсьере пулать. Хам пата тарçа илсе каятăп...»
«Ну, Ишмук, халиччен ниçта та аптăраманччĕ, — тетĕп хама хам, — атя, шухăшла, пуçна ват, туп мĕскер те пулин, атту çут тĕнчере текех çӳреймĕн».
— Ну, кала хăв кăмăлна, — хушрĕ Шуйтан çак хушăра ман юлташсенчен пĕрне.
— Атăла кутăн юхтарас килет, — терĕ хайхи ку.
— Юхтăрах, эппин, — килĕшрĕ Шуйтан.
Пăхатпăр та хайхи — чăнах та, Атăл каялла юхма тытăнчĕ. Шуйтан çавăнтах çак юлташ чунне илчĕ те теприн патне пычĕ.
— Сарă хĕвеле хура пултарас килет, — терĕ аптăранă енне ку.
Самантрах тĕнчене хура тĕс карса илчĕ, хĕвел те — тикĕтпе сĕрсе янă пек. Мĕн тăвас тен, ку юлташăн чунĕ те Шуйтан кĕсйине лекрĕ вара.
— Халĕ эс кала! — хушрĕ усал мана. Эпĕ мĕн вăй çитнĕ таран шăхăрса ятăм.
— Çав шăхăрни çумне хӳре çĕле! — терĕм хайхискере. Ку хушăра шăхăрнă сас çĕтрĕ хăямата кайса çухалчĕ, Шуйтан ман çине пăхса пуçне енчен енне сулчĕ те лăпăстатрĕ вара лештĕнчене ман чунсăрах.
— Чеĕ эсĕ! — терĕ Алюнов Ишмука хулĕнчен хуллен çапса. — Маттур çын. Хырăму пупăнни пек пысăк пулсан та. Ну, ку темех мар-ха. Акă, пирĕнпе çӳресен, хĕр пекех çинçе пилĕклĕ пулса тăрăн... Килĕшетĕн-и?
— Килĕшетĕп, — хуравларĕ Ишмук.
— Ну, апла халĕ вара, — терĕ те Алюнов пурне те шăтарас пек пăхса çаврăнчĕ, — çула тухма хатĕрленĕр. Патька-патша кунтан йнçех мар чарăнчĕ. Кĕçĕрех тухса кайсан ыран каçа унта пулатпăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...