Кăвак çĕмрен :: Хăшместĕр йывăçĕ


— Тĕрĕс. Частарах каяр, — терĕ Ахмар та. — Пирĕн, ав, пуп та, пуян та пур, вĕсене те часрах патька-патша патне илсе çитерес. Суд тутăр тивĕçлипе. Васкар. Вăл пире кĕтсе тăмĕ. Кăрмăш енне хускалнă япала Мускава та çитсе ӳкĕ.

— Çапла, çитсе те ӳкĕ, — сăмах хушрĕ Аçтăрхан, — васкасчĕ пирĕн.

— Васкасчĕ çав, васкасчĕ, — пурте килĕшрĕç унпала, — тухнă çул вĕçне часрах çитсен аван ĕнтĕ. Эпир те патька-патшапа пĕрле Мускава пырасшăн...

■ Страницăсем: 1 2 3