Кăвак çĕмрен :: Мĕншĕн çынсем ăтăр мар-ши?
Телей валеçнĕ чухне ирçе те, чăваш пекех, çăпатине сырса юлнă тет çав.
Халăх каларăшĕ.
Утлă çар, тип вар урлă каçса, умри ăвăслăхалла çул тытрĕ.
Сасартăк малти отряд — ертаулсен ушкăнĕ — чарăнса тăчĕ те çапăçу валли йĕркеленме пуçларĕ: самантрах уй варринче юланутçăсем, сапаланса кайса, çурма çаврашка туса тăрса тухрĕç, варринереххисем кая юлчĕç, икĕ айккинчисем — мала кайрĕç. Ку — тăшмана тытса илмелли меслет, унпа чăвашсем авалтанах усă курнă.
Укаслу ертсе пыракан çарăн тĕп вăйĕ малти отряд çапла хăтланнине асăрхасанах чарăнса тăчĕ. Кĕçĕн çарпуçĕсем хĕр-полковник патне сиктерсе пычĕç.
Çав вăхăтра тирев1 мĕншĕн пуçланни те паллă пулчĕ: вăрман хĕрринче темиçе юланутçă курăнса кайрĕ, ун хыççăн çуран çынсем тухрĕç.
— Хахайт! — терĕç Укаслупа юнашаррисем. — Темле çарçыннисем. Вăрмантан тухакансем малти отряда кăна асăрханă пулас, çавăнпа хирĕç тăма хатĕрленнĕ. Тип вар урлă каçакан пысăк çара курчĕç те вĕсем пит хăвăрт вăрмана каялла кĕрсе çухалчĕç.
«Камсем пулчĕç кусем? — кашнин пуçĕнче шухăш вĕлтлетсе иртрĕ. — Салтаксем пек туйăнмарĕç. Патька-патша çыннисем мар-ши».
Малти отряд асăрхануллăн вăрман хĕррине çывхарчĕ. Ертаулсене пулăшма алла яхăн юланутçăпа хăшместĕр сăптăрчĕ, вăл ăвăслăха кĕрес умĕн сулахаялла пăрăнчĕ те утне саламатпа çапрĕ. Часах унăн йĕкĕчĕсем йывăçсем хушшинче курăнми пулчĕç.
Карталанса тăнă йĕкĕтсен тĕп вăйĕ те юртăпа вăрман хĕррине васкарĕ. Пурте укçăвĕсенчен çĕмренĕсене туртса кăларчĕç, уххисене çĕклерĕç, теприсен хĕçĕсем çапăçу пуçлама хатĕр ĕнтĕ...
Анчах тирев кăлăхах пулнă иккен. Вĕсене хирĕç вăрмантан хăшместĕр çыннисем туха пуçларĕç, вĕсемпе пĕрле — кăрал вырăнне мĕн килчĕ, ăна тытнă çуран çынсемпе палламан юланутçăсем.
Тумĕсенченех, илемлетсе пĕтернĕ пушăт çăпатисенченех палласа илчĕç вĕсене — ирçесем.
Кĕççерен çĕлетнĕ калпаклă юланутçă хăшместĕрпе пĕрле маларах тухрĕ.
— Пăхатпăр та эпир малтан — салтаксем тесе. Тапăнма шутласаттăмăрччĕ. Анчах хыçалти юланутçăсене куртăмăр та вăй çитеймĕ тейейрĕмĕр, — ăнлантара пуçларĕ вăл. — Тарса кĕтĕмĕр вăрмана. Пытанса тăнă куç-хăлхасем тата салтаксем маррине пĕлтерчĕç...
— Эсир камсем вара? Ăçта çул тытатăр? — ыйтрĕç унран чăвашсем.
— Курмастăр-им, ирçесем эпир.
— Ирçи ирçе те-ха. Çапах мĕн çăмăлпа çӳретĕр эсир? Ирçесенчен пĕри, пысăк калпакли, ассăн сывласа илчĕ. Çапла ыйтни унăн чун-чĕринех пырса тиврĕ пулмалла. «Эх-хе», — текелесе пуçне сулкаласа илчĕ те вăл çапла каласа кăтартрĕ:
— Пысăк инкек килсе çапрĕ пире. Хресчен патши ирĕк панине пĕлсессĕн пирĕн ял пăлхава тухрĕ. Эпир хамăра пусмăрлакансене вĕлертĕмĕр те Саранска илме каякансен çумне пĕрлешме шутларăмăр. Анчах çула тухсанах, хамăр яла усал майра-патшан çарпуçĕсем ярса илнине, пăлхавçăсен ялĕ тесе тискеррĕн çĕмĕрсе-çунтарма тытăннине илтрĕмĕр. Вара, хамăр тăвансене, атте-аннесемпе ачасене, арăмсене çăлас тесе, Саранска çитмесĕр каялла çаврăнтăмăр.
— Ĕлкĕртĕр-и? — ăна калаçма чарсах ыйтрĕ вĕри чун-чĕреллĕ Аçтăрхан.
Ĕлкĕрейменнине пĕлтерсе, ирçе пуçне енчен енне сулкаласа илчĕ:
— Çук, ĕлкĕреймерĕмĕр. Эпир çитнĕ çĕре пĕтĕм яла çĕмĕрсе çунтарса янăччĕ. Пĕр çурт та, пĕр сарай та çунмасăр юлман. Темиçе хĕрарăмпа пĕр çĕр çулхи старик çеç вилĕмрен çăлăннă. Вĕсем ял хĕрринче пурăннă, пушар витĕр, тăшман пульлисем, хĕçĕсем витĕр вăрмана тарса каяйнă. Ыттисем пурте пĕтнĕ.
Калаçаканни шăпланчĕ те питĕнчи куççульне аллипе шăлса илчĕ.
Ăна епле лăплантармаллине пĕлеймесĕр пурте ним чĕнмесĕр тăчĕç.
Çав вăхăтра вăрмантан ирçесен пĕр ушкăнĕ аллисене çыхса лартнă темиçе çынна илсе тухрĕ, вĕсене çав тери хытă çĕмĕрсе-хĕнесе пĕтернĕ, пичĕ-куçĕ латти çук.
— Ара, кусем драгунсем-çке! — аллисене çыхнă çынсене тумĕсенченех палласа кăшкăрсах ячĕ Тимофей-хусах, вара паçăр хăйсен инкекĕ çинчен каласа кăтартнă ирçерен: — Апла эсир вĕсене тапăнса ĕлкĕртĕр-им? — тесе ыйтрĕ.
— Эпир драгунсем хыççăн йĕрлесе кайрăмăр та вĕсен пĕр пайне çывăхри çырма патĕнче тупрăмăр. Систермесĕр тапăнса, эпир вĕсенчен чылайăшне вĕлерсе пĕтертĕмĕр, кусене вара тыткăна илтĕмĕр. Кайран çав тискер драгунсен тепĕр пайне те шыраса тупса çĕмĕрсе тăкас тенĕччĕ, анчах вăл Чархула еннелле тухса кайнă иккен.
— Ак çак тытса илнĕ драгунсемпе мĕн тăватăр? — пĕлесшĕн пулчĕ Аçтăрхан.
— Хамăр яла, вĕсем тискерленнĕ çĕре илсе каятпăр. Сывă юлнă хĕрарăмсемпе канашласа пăхăпăр, вĕсем тата мĕн калĕç.
— Вара ирĕке яма та пултаратăр-и? — тĕлĕнсех ыйтрĕ Аçтăрхан.
— Çук, ирĕке ямастпăр. Вĕсем ку çĕр çинче утса çӳреме тивĕç мар. Вĕсен хушшинче, ав, хитре мăйăхлă офицер та пур. «Эпĕ айăплă мар, пире капитан сирĕн ялăра çунтарма хушрĕ!» тет. Çук, ăна та каçармастпăр эпир! — терĕ хаярлансах пысăк калпаклă ирçе.
Укаслу çак калаçăва пĕр нимĕн чĕнмесĕр итлесе тăчĕ. Çакăн пек тискер ĕç пулма пултарнине, кирек кам майлă çапăçсассăн та çарçыннисем нимĕн шеллемесĕр ачасемпе ватăсене, хĕрарăмсене ялĕпех вĕлернине вăл ниепле те ĕненсех пĕтереймерĕ. Çав вăхăтрах пăлхава çĕкленнĕ ирçесен çарпуçĕ те суйманни куç умĕнчех, кун пирки пĕрре те иккĕленмелле мар. Урса кайнă салтаксем çапла этем сăн-сăпатне те çухатма пултараççĕ-шим? Леш ирçе çынни кăтартнă драгунсен мăйăхлă офицерĕ ăна хăй сăнĕпе Алюнов пекех туйăнса кайрĕ. «Икĕ пĕр сăнлă çын, анчах вĕсен ĕçĕсем мĕн тери икĕ тĕрлĕ, — шухăшларĕ вăл. — Алюнов — ырă кăмăллă, такама та пулăшма хатĕр, ку — тискер кăмăллă». Çак вăхăтра хайхи хĕр Алюнов патька-патша енне куçиччен драгун пулнине аса илчĕ.
«Ун чухне вăл та çапла тискер ĕç тума пултарнă-ши вара? — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ унăн пуçĕнче. Хĕр çавăнтах ку шухăша сирсе яма тăрăшрĕ. — Çук, çук, ку драгунсем пачах урăххисем. Кусем пĕри те Алюнов пек мар, кусем питĕ тискер чун-чĕреллĕскерсем. Вĕсене Хĕрхенме юрамасть, тесе ирçесем тĕрĕс калаççĕ».
Халĕ ĕнтĕ ирçесен çарпуçĕ чăвашсен шухăш-ĕмĕтне ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Ăна хăйсем кам пулнине, хăйсен командирĕ камне вăрманта чухнех хăшместĕр каласа пама ĕлкĕрнĕ иккен. Çавăнпа вăл ыттисенчен нимĕн те ыйтмарĕ, тӳрех Укаслупа калаçма тытăнчĕ.
— Эсир ăçталла çул тытатăр? — терĕ вăл.
— Патька-патша çарне хуса çитес тетпĕр, — хуравларĕ хĕрполковник. — Вăл пире хăй патне часрах пыма хушнă.
— Пире те хăвăрпа илĕр-ха апла! — тесе кăшкăрса ячĕç темиçе çамрăк ирçе, çакна илтсенех. — Эпир те аслă патша çарĕнче çӳрес тетпĕр.
— Патька-патша патне частарах çитес тесессĕн хăш еннелле каймаллине пĕлетĕр-и эсир?
— Пĕлетпĕр! — хуравларĕç темиçен харăссăн.
— Апла-тăк атьăр малтан пурте сирĕн яла çитер, вара çак хурахсене суд тăвăпăр та патька-патша патне пĕрле кайăпăр, — сĕнчĕ вĕсене чăваш хĕрĕ-çарпуçĕ.
— Этем этемпе пурăнать. Пĕр-пĕрне пулăшмасан епле-ха ĕнтĕ, — вĕрентсе каларĕ хăшместĕр. — Пĕччен сурать — типсе пырать, халăх сурать — кӳлĕ пулать, тенĕ.
Ку шухăш пурне те килĕшрĕ.
Ирçе ялĕ вырăнĕнче — çунса пĕтнĕ вутпуççисемпе ишĕлсе аннă кăмака юлашкисем çеç. Унта та кунта кăмрăкланса юлнă йăмрасем, тураттисемпе çулçисем йăлтах çунса кайнă, çавăнпа вĕсем çĕре чиксе лартнă асар-писер пысăк вутпуççи пек курăнаççĕ. Хуп-хура хăрăм тусан пек сывлăша çĕкленет, яла пырса кĕрсен çарçыннисен кăкăрĕсене хупласа сывлама памасть. Вĕсен умне хăрушă ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Драгунсем кунта мĕн чĕре чун пулнă — вĕсене йăлтах пĕтернĕ, ӳсентăран та, выльăх-чĕрлĕх те сывă юлман. Драгунсем кунта этемлĕх ташманĕ çеç мар, пурнăç тăшманĕ пулса тăнă.
Йывăр хуйха путса кĕчĕç ял пулнă вырăна чăвашсем, вырăссем, ирçесем.
Сасартăк таçтан пилĕк-ултă хĕрарăм сиксе тухрĕç те хăйсен ял çыннисене хупăрласа илчĕç. Вĕсем аллисене çыхнă драгунсене курсассăн хыттăн кăшкăрашма, унтан вĕсене хĕнеме пикенчĕç. Икĕ хĕрарăмĕ хитре мăйăхлă драгун офицерне çапа-çапа ячĕç, лешĕ, йĕрĕннĕн кулам пекки туса, ним сăмахсăр хăйне хĕненине чăтса ирттерчĕ.
Ирçе çарпуçĕ ял çыннисене тем хушса каларĕ те, Укаслупа ытти çарпуçĕсене хăй хыççăн пыма чĕнсе, çунса пĕтеймен вутпуççисен хушшипе малалла утса кайрĕ.
«Ăçта илсе каять-ха ку пире? — хыççăн утнă май шухăшларĕ Укаслу. — Пур çĕрте те вут йерĕ, вилĕм йĕрĕ, ниçта пĕр ларса калаçмалли кĕтес çук...»
Малта пыракан ирçе чарăнса тăчĕ, Укаслу лайăхрах пăхрĕ те çунса кайнă çурт вырăнне чавса тунă çĕрпӳрте асăрхарĕ.
Шалта, тĕттĕмрех кĕтесре, шап-шурă çӳçлĕ çав тери ватă старик ларать. Вăл Укаслăва çутă кĕмĕлрен тунă катемпи пекех туйăнчĕ.
Старик çĕрпӳрте кĕнисене асăрхаман пекех пулчĕ, вырăнĕнчен те сикмерĕ, унăн тути кăна такампа калаçнă чухнехи пек сиккелерĕ. Укаслу ун çине лайăхрах сăнаса пăхрĕ те вăл хăйпе хăй калаçса ларнине ăнланчĕ.
— Çынсем çав тери усал, çынсем çав тери тискер! Çынсем тискер кайăк пекех! — тесе калаçать иккен вăл.
Унтан хайхискер сасартăк лăпланчĕ.
Ывăннă çарçыннисем çĕрпурт хĕррипе çĕр касса туса хунă тенкелсем çине кăшт сывлăш çавăрса илме тесе ларчĕç. Пурин те канасси, çак тин кăна курнă усаллăхпа тискерлĕхе манасси килет. Анчах куç курнă, чуна витернĕ япалана часах манаймастăн çав.
«Майра-патша салтакĕсем пур çĕрте те çапла тискерленеççĕ-ши?» — шухăшласа илчĕ Укаслу. Сасартăк ăна ирçе ялне мар, çĕмĕрсе-çунтарса янă Килтеше пырса кĕнĕнех туйăнчĕ. Чăнах та хăй умĕнче ларакан шурсухал ăна Аванкай мучи пекех курăнса кайрĕ.
— Вĕсем пирĕн çине ним систермесĕр пырса тапăнчĕç, — сасартăк калаçма тытăнчĕ старик. — Яла систермесĕр тĕрлĕ енчен вут чĕртрĕç. Ним тума аптăранă ватăсемпе пĕчĕк ачасем, хĕрарăмсем кăшкăра-кăшкăра тĕрлĕ еннелле чупрĕç, анчах вĕсене пур енче те ирсĕр тăшман пульлисемпе хĕçĕсем кĕте-кĕте илчĕç.
Пурте ним чĕнмесĕр старик каласа панине итлерĕç.
— Çынсем кашкăр пекех çав, — терĕ шухăша кайса старик. — Астăватăп-ха, темиçе çул каялла эпĕ пĕррехинче вăрмантан киле таврăнаттăм. Сасартăк мал енче çунатсемпе шапăлтатнине, шавланине, какăлтатнине илтех кайрăм. Хайхи çав енне васкаса чупрăм та курах кайрăм: хурсем çине кашкăр тапăннă иккен. Вăл хурсене пурне те пекех вĕлерсе пĕтернĕ. Çиессе вара пĕрне те çимен. Унăн хырăмĕ тутă пулнă, çапах та вăл хурсене нимĕн шеллемесĕр, иртĕхсе, урса кайса, пăва-пăва пăрахнă. Пĕр ватă хур ами юлашки вăйне пухса сывлăша çĕкленчĕ те вĕçсе кайрĕ, анчах ял еннелле мар, вăрманалла. Çав вăхăтра кашкăр мана курчĕ те шăлĕсене шаклаттарса илчĕ, вара хуллен, юлхавлăн вăрманалла лăпăстатрĕ. Инкеке тата шăп та лăп çав вăхăтра хур ами халтан кайса çĕре анса ларчĕ, юнашар чупса пыракан кашкăр çултан пăрăнчĕ те ун çине сиксе ӳкрĕ, ăна пăвса вĕлерсе хăварчĕ. Вăл çапла выçăран мар, апатшăн мар, иртĕхсе çеç хурсене пăва-пăва тухни мана калама çук тĕлĕнтерсе-тарăхтарса ячĕ. Ăна апат кирлĕ пулман. Ăна çапла вĕлерни, чĕрĕ пурнăçа пĕтерни килĕшнĕ, хаваслă вăйă пек пулнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...