Кăвак çĕмрен :: Мĕншĕн çынсем ăтăр мар-ши?
Старик ассăн сывласа илчĕ.
— Драгунсене те çапла ним айăпсăр ачасене, ватăсене, хĕрарăмсене вĕлерни килĕшрĕ пулмалла.
Никам та ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Старик калани тĕрĕс иккенне всем пурте пĕлеççĕ.
— Мĕншĕн çынсем ăтăр мар-ши? — терĕ кĕтмен çĕртен старик. — Çамрăк чухне эпĕ ăтăр ĕрчететтĕм. Вĕсем мĕнле тăранса пурăннине курса вара манăн пĕтĕм тĕнче илтмелле: «Эй, çынсем, ырă тума ăтăрсенчен вĕренĕр! Эй, çынсем, ăтăрсем пек пĕр-пĕрне юратăр!» — теес килетчĕ.
Старик çакна мĕншĕн çынсене пĕр-пĕрне юратма ăтăрсенчен вĕренме каланине Укаслу ăнлансах çитеймерĕ. Кун пирки ятарласа ыйтма аван мар пек. Çав вăхăтра ватă ирçе ун шухăшне ăнланнă пекех сăмахне малалла тăсса каларĕ:
— Вăрманти кӳлĕ варринче, вĕсен пӳртĕнчен инçех те мар пĕчĕк утрав пурччĕ. Ăтăрсем çавăнта апат çиме тухатчĕç. Кӳлĕ хĕррине ларса, эпĕ вĕсем епле апатланнине час-часах сăнаттăм. Акă, утрава хум хыççăн хум пырса çапать те çĕр çине ним сасăсăр ăтăр йăраланса тухать. Чи малтан вăл шывран тасалас тенĕн силленсе илет, унтан хăйĕн хитре тирне кайри уринчи чĕрнисемпе тура тытнă çын пекех якатма тытăнать. Тирне якатса йĕркеленĕ хыççăн кăна вăл утрав çинче выртакан йывăç тураттине илет те ун хуппине çиме тытăнать, унтан, çисе ярсан, шыва сикет. Анчах кăшт вăхăт иртсессĕнех çав ăтăр çăварĕпе турат йăтса каялла таврăнать те ăна паçăрхи вырăнах тепĕр ăтăр валли çиме хурса хăварать.
Кашни ăтăр çапла утрав çинчи хатĕр турат хуппине çиет те ыттисене валли урăх чĕрĕ турат илсе килсе хăварать. Вĕсем юлташĕсемшĕн питĕ тăрăшма пĕлеççĕ. Çакна курса вара эпĕ яланах çынсем мĕншĕн çапла ăтăрсем пек пĕр-пĕриншĕн тăрăшмаççĕ-ха тесе шухăшлаттăм.
Вăхăт çав тери майĕпе шурĕ. Çынсене вăхăт çиппи татăлнă евĕрех, иртнипе пуласси хушшинчи нимĕнле уйрăмлăх та çук пек туйăнчĕ. Çапах та кунта ĕмĕр ларма çукччĕ-ĕнтĕ, патька-патша патне каймалла.
Ялтан тухса кайнă чухне Укаслупа унăн çыннисем çунса кăмрăкланнă йывăçсем çине пуç хĕрлĕ çака-çака янă çынсене курчĕç. Кусем леш ирçесем тытса килнĕ драгунсем пулнине вĕсен çĕтсе-çурса пĕтернĕ тумĕсенчен çеç чухлама пулать. Вĕсенчен хăшĕ леш Алюнов сăнлă офицер иккенне пĕлесшĕнччĕ Укаслу, анчах ăна ниепле те уйăрса илеймерĕ. Пурин сăнĕ-пичĕ те юнлă какай пекех. Хăйсен ялне çĕмĕрсе-çунтарса янăшăн, хăйсен ашшĕ-амăшĕсене, ачи-пăчисене, арăмĕсемпе йăмăкĕсене вĕлерсе пĕтернĕшĕн вĕсене ирçе çыннисем çапла тискеррĕн тавăрнă.
«Мĕншĕн çынсем ăтăр мар-ши? — сасартăк аса илчĕ Укаслу старик сăмахне. — Мĕншĕн вĕсем çапла териех тискер те хаяр-ши, мĕншĕн вĕсем çапла териех пĕр-пĕрне кураймаççĕ-ши?»
Вара вăл сасартăк пĕрремĕш хут таçта-таçта телейлисен çĕр-шывĕ пур тени тĕрĕс мар пуль тесе иккĕленсе илчĕ.
Улатăртан иртни иккĕмĕш кун çине кайсан, Укаслу полковник çарĕ пĕрле пыма тухнă ирçесем çул кăтарнипе, патька-патша хуралçисене шыраса тупрĕ. Ахальтен каламан çав юрăра:
Çӳллĕ тусем çинче çавра кӳлĕ,
Çил çавăрса кĕртрĕ пĕр çулçă.
Пирĕн туссемех те тĕрлĕ çĕрте,
Тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре.
Пĕр тĕлпулу та Укаслăва хальхи пек савăнтармарĕ. Çынсем пулмасан пĕчĕк ача пек Алюнов мăйĕнчен çакăнĕччĕ те вăл. Çук, çапла шухăшларĕ кăна. Ăçта унта çакăнма! Алюнова курсанах Укаслу хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ те вăтанса пуçне чикрĕ.
— Хĕр-полковник, эсĕ килессе сунманччĕ эпĕ, — лăпкăн, куçран шăтарасла пăхса, каларĕ каччă.
Ку сăмахсем хĕре тата та пăлхантарса ячĕç:
— Килтĕм ĕнтĕ, акă! — терĕ вăл. — Эпĕ те сана курасса сунманччĕ.
Çав вăхăтра юнашар ялти вырăс хресченĕсем хăйсен усал улпутне тапăра илсе килнине, ăна патька-патша хăй суд тума шутланине, пурне те пуçтарăнма пырса пĕлтерчĕç. Алюновпа Укаслун нимĕн тăхтаса тăмасăрах суд тунă çĕре каймалла пулчĕ.
Халăх нумайăн пухăннă.
Хресченсем патька-патшана курсанах çĕре ӳкрĕç. «Тăрăр, тăрăр», — тени те, Пăкачав ăшшăн калаçни те вĕсене ура çине тăратаймарĕ.
— Пирĕн хӳттĕмĕр пулсамччĕ, атте-патшамăр. Пурăнма та памасть пире çак улпут. Выçă вилетпĕр, кăшт айăпа кĕнĕшĕнех хĕнесе пĕтерет. Мĕн чухлĕ ним айăпсăр чуна çĕре кĕртрĕ ĕнтĕ вăл! Пирĕн ачасене йыттисемпе туллатарса вĕлерет, ват çынсене вак касса шыва яртарать.
Пăкачав вĕсен сăмахне питĕ тимлĕн итлерĕ.
— Пирĕн хĕрсене мăшкăллать. Арăмсенчен кулать... Кам та пулин авлансан, çĕнĕ çынна хăй патĕнче пурăнтарать...
— Вăр-хурах та çынран ун пекех мăшкăлламасть. Капла пурăниччен вилни лайăхрах, — калаçрĕç те калаçрĕç хресченсем.
— Тăрăр, тăрăр, ачамсем! — аллипе сĕлтсе, тепре каларĕ Пăкачав. — Паянтан пуçласа сире ирĕк паратăп. Турă панă монарх влаçĕпе усă курса, сире оброк та, урăхла йышши куланай та тӳлемелле мар тăватăп!
Хресченсем патька-патша аттине чуптума хăтланса, ун патнерех шуса пычĕç.
— Тавтапуç, атте-патшамăр!
— Ăçта-ха сирĕн улпутăр? — сасартăк ыйтрĕ Пăкачав. Темиçен аллисене çыхнă мăнтăрланса кайнă çутă пуçлă канчама1 улпута илсе килчĕç.
Лешĕ Пăкачава курчĕ те тӳрех ури умне йăванса кайрĕ:
— Ан пĕтерсем, патшам-государь! — терĕ мĕскĕнленсе.
— А-а-а, шельмă! Государьна палларăн-им?! — кулам пекки турĕ Пăкачав.
Ун куллине хресченсем хăйне май ăнланчĕç пулмалла.
— Пирĕн хӳттĕмĕр пулсамăр, патша-аттемĕр! — харăссăн кăшкăрса ячĕç вĕсем.
Пăкачав вĕсем çапла хăраса ӳкнине асăрхаман пекех пулчĕ, улпута пурте илтмелле çапла хушса каларĕ:
— Ну, эппин, таса халăх умĕнче хăв мĕн-мĕн усал ĕç тунине каласа кăтарт-ха! Пĕтĕмпех кала, нимĕн те пытарса ан тăр!
Лешĕ нимĕн ăнланман пек ун ури умĕнче йăваланать, вĕçĕмсĕр:
— Шеллесем, государь-император! Шеллесем! — тет. Çакна курса, Пăкачав хресченсене хăйсем улпута мĕншĕн-мĕншĕн айăпланине тепĕр хут калама хушрĕ. Вара çавăнтах пĕр вăрăм сухаллă хресчен, чĕркуççи çине тăрса, аллисемпе сулкаласа çак улпут унăн чĕчĕ ачине епле асаплантарса вĕлернине каласа кăтартма тытăнчĕ.
Çав хушăра улпут мăшлата-мăшлата лутра пӳллĕ çĕтĕк камсул уртса янă хресчен енне çаврăнчĕ те тем пăшăлтатса калама тытăнчĕ:
Пăкачавăн кăйкăр куçĕ çакна тӳрех асăрхарĕ:
— Мĕн пăшăл пăтти пĕçерет вăл? — ыйтрĕ патька-патша çак хресченрен.
Лешĕ ун умне укрĕ:
— Ман майлă пулса сăмах хушсамччĕ, тет. Сана уншăн кайран, чĕрĕ юлас пулсан, императрица йĕрки çирĕпленсен, чăнласах та пулăшăп, тет. Эпĕ айăплă мар куншăн, атте-патшамăр!
Пăкачав куçĕ пĕрĕнсе илчĕ. Мăйăхĕ сиккелерĕ. Ытлашши çилленсен çапла пулкалатчĕ унăн. Укаслу хыттăн кăшкăрса ячĕ:
— Суятăн! Сирĕн ирĕк халь тин ĕмĕрне те килес çук! Пирĕн ирĕк, патька-патша ирĕкĕ пулĕ малашне!
Хĕр сасси, çинçе те янăравлă сасă, ян-н! кайрĕ таврана.
Пĕçертсе илесле пăхакан хĕр куçне чăтаймасăр улпут пуçне çĕрелле пĕшкĕртрĕ.
Пăкачав кулса ячĕ. Хĕрĕн ăслă та шăп вăхăтлă сăмахĕ ун çиллине ирттерсе ячĕ курăнать. Унтан вăл сăнаса-сăнаса улпут çине пĕр стрăм пăхса тăчĕ те татса каларĕ:
— Тĕрĕс, Укаслу полковник! Вĕсен ирĕкĕ текех каялла таврăнас çук! Эсĕ авă, — улпута юнаса илчĕ хайхискер, — çаплах хăвăн государь-патшуна хирĕç шухăшлама пăрахмастăн иккен. Тăшманпа пирĕн сăмах та сахал!.. Пĕтĕм халăх кӳнтеле пултăр акă...
Çавăнтах аллипе сулчĕ те улпута сĕтĕрсе кайма хушрĕ. Ăçта илсе каяссине сиссе, улпут чĕтренсе кăшкăрма тытăнчĕ, каçару ыйтрĕ.
Ун сассипе пĕрлех темиçе теçетке хресчен сасси патька-патшана тĕрĕс суд тунăшăн тав туса ырларĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...