Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ


— Ятне каламарĕ-и? — ыйтатăп.

— Каларĕ, — пĕлтерет пĕри. — «Федор Самсонов» тесе паллаштарчĕ.

Эппин, вăл, тем тесен те, Анюк каччи — врач. Хĕрсем каласа панă паллăсем çинчен çырнăччĕ те Анюк пĕрреччен хăй çырăвĕнче. Ним иккĕленмелли те çук. Ячĕ те çавах.

Нумай кĕттермерĕ çын, çитрĕ те.

— Çав, — пĕлтерчĕç хĕрсем.

— Акă Талюна, — паллаштарчĕç ăна манпа хĕрсем.

— Федор Самсонов, — терĕ алă парса. — Анюкран салам илсе килтĕм.

Тав тунă май, качча пӳрт умĕнчи пахчана чĕнтĕм. Унта пире никам та чăрмантарас çук.

Калинкке уçса, хăнана малалла ирттеретĕп, Пĕр хушă уйăн хыçĕнче утатăп. Илемлĕ, кăмăллăскер. Ятлă çын. Врач. Тен, çакă çынна илем парать?

— Мĕнле пурăнать Анюк? — ыйтатăп, пĕчĕк сĕтел умĕнчи сак çине ларсан.

— Аван, — тет Анюк каччи — врач. — Час-часах хăйĕн тус-тантăшне аса илет. Вĕренет, экзамен тытма хатĕрленет. Хам пулăшатăп. Кăçал кĕркунне иксĕмĕр те Ленинград хулине вĕренме каясшăп. Эпĕ — аспирантурăна, вăл — медицина институтне.

— Ырламалла, — сăмах хушатăп. — Ман института çитес çул вăрăмрах. Техникума отлично пĕтерсен, тепĕр çултан çитетĕп.

— Аван, — тет каллех. — Шăп пирĕн туя çитен. Эпĕ халех авланасшăнччĕ те, Анюк килĕшмест. Институтра пĕр çул вĕренсен, çуллахи каникулта туй тăвăпăр тет.

Федор Самсонова ăсатса ярсан, унччен пулса иртнĕ мыскара аса килчĕ. Туй пулас çĕртен тухса тартăмăр. Чее Анюк. Пĕлетĕп Федора мĕншĕн ман пата янине. Ан кĕт! Текех сана, Анюк, пулас упăшка çумĕнчен çăлса ниçта та илсе каяс çук. Ку çын çумĕнчен хăв та хăпаймăн. Тиркеме сăлтавĕ çук. Кун пек каччă кашни хĕр ĕмĕтĕнче.

 

20

Ир. Хĕвел тухса сарăлнă. Сывлăм типнĕ, çĕр пичĕ ăшăннă. Ӳсентăранăн симĕс тумĕ хĕвел шевлипе йăлтăрать. Ешĕл йывăç тăррисенче кайăк-кĕшĕк, тĕнче илемне мухтаса, юрă шăрантарать. Сывлăш уçă. Çĕр каçах больницăра ĕçленĕ хыççăн кăкăрăм тарăннăн сывлать. Техникумра илнĕ пĕлĕве ĕçре çирĕплететпĕр. Эпĕ ĕçрен тухрăм, Оля кĕрсе юлчĕ. Ман çул, уя тухса, хула çумĕпе выртать. Аслă хир темерĕн çав. Пурне те ирĕк кунта. Пуç тăрринчех тăри концерт парать. Ав лере, сылтăмра, сывлăша хăлат евĕр самолет вăркăнса хăпарчĕ. Кам-ши летчикĕ? Пулаççе вĕт хăюллă этемсем, нимрен те хăрăмаççĕ. Вĕçевçĕ. Тем тесен те, пĕр-пĕр чăрсăр яш каччă ĕнтĕ. Çӳçĕ хура-тăр. Мĕншĕн уйрăмах хура, тен, сарă? Ма тавлашас? Çитес те курас. Аэродромĕ шăналăк евĕр таçтанах сарăлса выртать. Унăн пĕр кĕтесĕ çывăхрах, темиçе ярса пусмалăх çеç.

— Лина, Лина! Пăх, ав, сан аннӳ вĕçет! — илтрĕм эпĕ аэродром çывăхне çитнĕ-çитмен.

Сасси — чĕвĕл чĕкеç сасси. Курах кайрăм: вăрам ту наллă сар чечексем хушшинче — икĕ ача. Пĕри пĕчĕккĕ. Сарнă кипке çинче ларать. Утма та вĕренеймен-и, тен. Тепри — улăм шлепке тăхăннă арçын ача. Няньки ĕнтĕ. Пĕрремĕш класра вĕренет пулĕ. Вăл хăй вĕçсе каясла сиккелесе тăрать.

— Кам, кам вĕçет терĕн эсĕ, ачи? — ыйтатăп.

— Ман аппа, Лина амăшĕ.

Ача мана йăш! пăхса илчĕ, унтан каллех тӳпенелле каçăртрĕ пуçне. Самолета куçран вĕçертмест, пӳрнипе тĕллет.

— Ăй, çӳле хăпарчĕ! — кăшкăрать ача. Пĕчĕккишĕн пулсан пĕрех, уншăн халĕ чи пахи — аллинчи пукани.

Эпĕ ăнлантам. Самолет çинче — çак чечек хушшинче пуканелле выляса ларакан хĕрача амăшĕ.

— Ăçта веçсе каять вара вăл? — ыйтатăп арçын ачаран.

— Ниçта та мар, вăл самолетпа вĕçме вĕренет.

Самант тĕлĕнсе хытса тăтăм.

— Хăрамасть те-и?

— Çук. Малтан вăл планерпа вĕçнĕ.

Кипке çинче ларакан пĕчĕк хĕрачана тытса хыттăн пăчăртас килчĕ амăшĕ çапла хăюллă хĕрарăм пулнăшăн. Пепкен пуçĕнчи чалăшнă калпакне юсатăп. Çывăхрах тутăр çыххи, ача апачĕ ĕнтĕ.

— Кунта хăçанччен ларатăр? — пĕлесшĕн пултăм эпĕ арçын ачаран.

— Аппа киличчен.

— Вăл сире хăй кунта лартса хăварчĕ-и?

— Ăхă.

— Мĕн ятлă эсĕ?

— Мутьук.

Самолет вăрман хыçнелле вĕçсе кайрĕ. Курăнмасть. Шăллĕ пурпĕрех пĕлĕтпе вăрман пĕрлешнĕ çĕрелле куç илмесĕр пăхать. Арçын ачан куçĕнчи хаваслă йăлтăркка çухалчĕ. Аппăшĕшĕн пăшăрханать пулас. Кăшт вăхăт иртсен, самолет пачах урăх çĕрте курăнчĕ.

— Ав, ав, вăл! — кăшкăрса ячĕ Мутьук савăнăçлăн, тринкки, тринкки сиккелесе. — Килет! Килет! Анать! Анать! Çĕр çине анать!

Мутьук пăшăрханни сисĕнет. Мĕншĕн-ши? Э-э, Линăна апат çитермелле-мĕн. Тутăр çыххине салтрĕ. Кĕленчерен стакана сĕт тултарчĕ, çăкăр хуçса пачĕ.

— Çи, Лина, çи, — сăйлать куккăшĕ.

Лина ирхине апăт çимен имĕш, ыйхăллăскернех çĕклесе тухнă. Пĕчĕккин алли вăйсăр. Стаканне аран çех тыткалать. Сĕчĕ çурри тăкăнать, çурри кăна çăвара лекет.

— Кӳр-ха, хам çитерем, — тетĕп.

Сывлаша татах самолет çĕкленчĕ. Пирĕн патăллах килет.

— Лина, каллех аннӳ вĕçет, пăх!

— Тен, урăххи вĕçет пулĕ?

— Кунталла вĕçсе килет-иç. Паçăр та пирĕн пуç тăрринченех вĕçсе иртрĕ, аллипе сулса хăварчĕ. Эпир мĕнле ларнине пăхать вăл.

Чăнах та, самолет пирĕн пуç тăрринчен, аялтанах вĕçсе иртрĕ. Летчикĕ пуçне кăларсах пăхрĕ. Мутьук шлепкине хывса суллать, урра! кăшкăрать. Аппăшне илттересшĕн хăй сассине. Вăл ăмăрткайăк пек ярăнса вĕçсе кайрĕ каллех вăрман еннелле. Вĕçтĕр лăпкăн. Эпĕ ун ачисене астăвăп. Тен, самолет çинчен ун ачисемпе çын ларнине сăнарĕ те пулĕ-ха. Çав хĕрарăма курмасăр киле каймастăп.

Лина анасласа илчĕ. Ыйхă килет ĕнтĕ ун. Хĕрачана алла илетĕп. Кăкăр çумне вырттаратăп майлаштарса. Иксĕмĕр те «Ачине-нянине...» юрă ĕнрешетпĕр. Канăçлă ача. Ӳссессĕн, тен, амăш пекех самолетпа вĕçекен пулать. Линăн куçĕсем хупăнчĕç. Вăл тутлă ыйха путрĕ. Йăлл, йăлл кулкалать. Çак вăхăтра Мутьук ăшшăн каларĕ:

— Аппа килет, авă.

Ача кăтартнă еннелле пăхрăм. Чăнах, пирĕн паталла пĕри чупать. Çийĕнче ун кăвак комбинезон. Йăлт-йăлт сиккелет путек евĕр. Юрă юрлать. Сасси ян-ян илтĕнет. Сăнатăп та, ĕненместĕп, Мутьук йăнăшмарĕ-ши? Лина амăшех-ши?

Çитрĕ те вĕçевçĕ кăн-кан пăхкаларĕ.

— Ай-ай, ман пĕчĕк шăпчăкăм канлĕ сăпка тупнă-çке, — терĕ Мутьук аппăшĕ, Лина ман алăра çывăрнине курса. Сасси хăйĕн йăваш. Ачи ют çын аллинче паппа тунăшăн пăшăрханнине туймастăп, çапах та ыйтатăп:

— Ятламастăр-и?

— Мĕншĕн? Тав сире чунтан. Эпĕ хампа паллаштаратăп.

— Сире курмасăр пăрахса каяймарăм, — тетĕп. — Мĕн илĕртет? Сирĕн...

— Ача та пур тесшĕн-и?

— Ман шухăша тавçăртăр.

— Ĕмĕтленнине пурнăçлама ача пурри чармасть. Паян эпĕ пуçласа инструкторсăр вĕçрĕм. Акă мĕн савăнтарать.

— Эппин, саламлама ирĕк парăр!

— Тавтапуç. Малтанхинче самолета тӳрĕ лартаймарăм, сылтăм çуначĕ кăшт тайăлнă терĕç. Иккĕмĕш хутĕнче мĕнле кирлĕ — çапла лартрăм. Инструктор питĕ кăмăллă пулчĕ ман вĕçевпе.

Куç илмесĕр пăхатăп ача амăшĕ-летчица çнне. Вăл апат çыхнă тутăрне салтрĕ те çăкăр татăкĕ хуçса илчĕ. Хырăмĕ выçнă.

— Нумайăшсем çапла шухăшлаççĕ: ачаллă хĕрарăмăн килтен тухмалла мар, — тет вăл типĕ çăкăра тутлăн чăмланă май. — Упăшкам ухмахах тухса кайрĕ. Вулăр-ха çамрăксен хаçатĕнче мĕн çырса кăларчĕ йĕксĕк. Чиперех намăс кăтартать.

Летчица комбинезон кĕсйинчен хаçат кăларса парать.

— Пăхăр виççĕмĕш страницăра «Ăс парăр» статьяна.

Куртăм та тӳрех аса илтĕм. Эпир ку Шереметьев мыскарине виçĕмкун кула-кула вуларăмăр. Пĕри те чăн çырнине ĕненмерĕç. Пирĕн техникумри качча кайнă хĕрарăмсем пурте хирĕç çырма хатĕрленетчĕç.

«Ман арăм пур, апла пулин те, эпĕ тăр-пĕччен, — тет статйинче Шереметьев. — Мĕншĕн-и? Ара, арăма килте пачах курмастăп. Кăнтăрла иксĕмĕр те ĕçре. Каçхине вăл аэроклуба, вырсарникун аэродрома чупать. Пирĕн çулталăкри ача пур. Ачаллă хĕрарăма клубсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрени килĕшет-ши? Мĕн тума кирлĕ ăна самолетпа вĕçни? Тата кинона пĕччен çӳреме авланман ĕнтĕ. Уйрăлмалла-и ман арăмран е ун чупма чарăнмалла? Ăс парăр».

Летчица ассăн сывласа илчĕ те каларĕ:

— Ухмахсем акмасăрах шăтаççĕ.

Çирĕп кăмăллă çынсем те ассăн сывлаççĕ-мĕн. Ку хĕрарăма ман пĕрре те ассăн сывлаттарас килмест. Ачи пуррине пăхмасăр, упăшки хирĕçленине уямасăр хăй тĕллевĕ патне хăюллăн пырать. Акă камран тĕслĕх илмелле пирĕн.

— Паян татах вĕçетĕр-и?

— Вĕçĕттĕм те, инструктор чарать.

Хĕрарăм паттăрлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Ыттисем вĕçме шикленеççĕ, ку варă çук.

— Çапах та вĕçме хăрушă пулĕ?

— Хăвна хăратсан, тĕпсакайне анма та шиклĕ. Мĕн кирлине хăвна ĕнентерсен, пĕлĕте мар, тĕнче уçлăхне, уйăх çине вĕçме те хатĕр.

Эпир киле кайма пуçтарăнтăмăр. Летчица ачине хăй тытрĕ. Лина пĕр вăранмасăр çывăрать. Таса уй сывлăшĕ сиплĕ пулас ăна. Летчица пирĕнтен аякрах та пурăнмасть иккен. Уйрăлас умĕн вăл пире, студенткăсене, аэроклуба пыма чĕнчĕ. Унта, кăмăл пулсан, самолетпа е планерпа вĕçме, самолет çинчен парашютпа сикме вĕрентеççĕ.

Ятне ыйтса пĕлтĕм.

— Сарри, — терĕ вăл.

Халиччен илтменччĕ кун пек ят.

Общежитие таврăнсан та пуçран часах тухмарĕ тĕнчере пуçласа паллашнă летчица. Кăмăла кайрĕ. Пĕрре курсах килĕштерсе пăрахрăм. Ăна татах, татах курас килет. Мĕншĕн? Мĕншĕн илĕртет вăл çав териех? Шухăшлатăп: ачи те, упăшки те пур, урăх ним те кирлĕ мар ĕнтĕ. Анчах хĕрарăмăн татах çунатлă ĕмĕт пур. Çак ун патне туртăнтарать.

 

Оля больницăран час таврăнмарĕ. Вăл операци тунă çĕрте пулнă-мĕн. Пĕр чирлĕ çыннăнне икĕ метр тăршшĕ пыршине касса илчĕç тет. Эпĕ Ольăна тĕлĕнмелле летчицăпа паллашни çинчен каласа паратăп. Пире вăл аэроклуба чĕнни çинчен те асăнмасăр хăвармарăм. Сăмах-юмахăм иксĕмĕре те кăсăклантарса ячĕ. Вĕçме вĕренес мар-и хамăрăн та? Суйласа ил ĕнтĕ. Умра пирĕн — çуллахи каникул. Ял кăчăк туртать. Кунта юлсан, больницăра ĕçлес пулать. Пире çапла хушаççĕ-ха. Больницăра ĕçлени пирĕн пĕлĕве тарăнлатать. Пушă вăхăтра аэроклуба çӳрес. Юлашки шухăш, тупата, килĕшет.

Çуллахи кун вăрăм, часах каç пулмасть. Эпир Сарри патне каçрăмăр. Вăл пире хаваслă кĕтсе илчĕ.

— Иртĕр! Иртĕр! — чĕнет пире. — Паллашăр Шереметьев юлташпа.

Упăшки ĕнтĕ. Вăл сĕтел хушшинче ларать, кĕнеке вуласа. Сăнпа усал çын пек туйăнмарĕ, пире сывлăх сунса, кулкаласа илчĕ çеç.

— Çĕрулми кайса илесшĕнччĕ, укçа пĕтнĕ, — калаçать Сарри пирĕнпе. — Тин çех илтĕмĕр. Тĕпĕр-тĕпĕр таçта салатса пĕтертĕмĕр.

Ши-и! шăхăрткаласа илчĕ упăшки. Арăмĕ калаçăвĕнчен тĕлĕнчĕ ĕнтĕ вăл. Вара çапла каларĕ:

— Мĕн тăвас ман тирпейсĕр арăмпа. Юрĕ, кăмака хыçĕнчи стена çумĕнчи шăтăка хура кун валли кăшт пытарнăччĕ. Илсе парам.

Сарри аллинчи ачине кап! шăллĕне тыттарчĕ. Упăшки хыççăн ыткăнчĕ кăшкăра-кăшкăра.

— Чим! Юрамасть! Эсĕ унта ман укçана тупнă пулĕ-ха!

Килте вăл пĕрре те аэродром çинче курнă комбинезон тăхăннă летчица пек мар. Хăйне пуçтахла тыткалать. Ăна хирĕç кăмака хыçĕнчен упăшки тухрĕ. Арăмĕн сăмахне илтмен пулас. Аллинче ун вунă тенкелĕх укçа. Сарри шарламарĕ, пире куç çеç хĕскелерĕ. Эпĕ ним те ăнланмарăм, Оля та çăвах.

— Шереметьев, çĕрулми илме кайса килмĕн-и? — тет арăмĕ ачаш сасăпа, упăшкин куçĕнчен тилмĕрнĕн пăхса. Çавăнтах пирĕн енне пуç сĕлтрĕ, — куратна хăнасем.

Хирĕçлемерĕ çын. Хутаç илсе, куçран çухалчĕ.

— Хĕрсем, — тет Сарри кула-кула, — чĕрем чутах сиксе тухатчĕ.

Чĕрне вĕççĕн пускаласа, вăл кăмака хыçне кĕрсе кайрĕ. Эпир чĕнместпĕр. Кăшт тăрсан тухрĕ.

— Шĕкĕр турра! Укçа вырăнĕнчех. Эпĕ ăна шалах чикнĕ иккен! — тет хаваслăн, вара каласа пачĕ укçа мыскари пирки.

Сарри кăçал Хусанти авиаинститута вĕренме кĕресшĕн. Хĕлĕпех аслă шкулсене кĕме хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. Анчах мăшăрĕ ăна малалла, тем тусан та, вĕрентесшĕн мар. Çавăнпа та арăмĕн вĕренме пĕччен кайма тивет. Сарри вĕренме кайма кăмака хыçĕнчи, стена çумĕнчи шăтăка пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн укçа пухать. Паллах, упăшкине систермесĕр. Лешĕ те, ав, укçине унта пытарнă.

— Хăв вĕренме кайсан, Линăна ăçта хурăн-ха эсĕ? — ыйтатăп.

— Хампа пĕрле илсе каятăп.

Эпир виçсĕмĕр аэроклуба каятпăр. Сарри çул тăршшĕпех инструктор пирки юмахлать. Сережа ятлă вăл. Çӳçĕ хĕрлĕ, сăмси çинче куктĕрри лăках. Çӳллĕскер. Летчиксен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Авланман. Кунтисемех. Йăмăкĕсем те пур. Ырă кăмăллă. Нихăçан та çынна ятламасть, çапах та дисциплина тытма пĕлет.

Клуба кĕрсенех, коридорта, çар тумĕ, пилотка тăхăннă икĕ çамрăка куртăмăр. Кантăк умне тăнă та вĕсем аллисене сулла-суллах хĕрӳллĕ тавлашаççĕ. Вĕсенчен пĕри, тем тесен те, — Сережа. Çӳçĕ хĕрлĕ, сăмси куктĕрриллĕ.

Йăнăшмарăмăр. Сарри пире часах паллаштарчĕ.

— Хĕрсем, — тет инструктор, — самолетпа вĕçме вĕренекенсен йышне кĕркунне пуçтаратпăр. Тĕллевĕ çапла: хĕлле — теори, çулла — практика. Халĕ вĕренĕр парашютпа сикме. Кайран пирĕн пата самолетпа вĕçме куçăр.

...Çак кунтанпа пирĕн çĕнĕ тĕллев çуралчĕ. Вăл пире янкăр уяр тӳпене пăхтарать.

— Ку тарана çитсе самолет çине ларса курман, — тет Оля. Вăл çеç мар, эпĕ те. Çынсем вĕçнине çеç аякран курса тăнă.

Малтанхи кун. Çамрăксем самаях пухăннă. Ытларах — хĕрсем. Тытăнтăмăр вĕренме.

Чăн-чăн парашютне куриччен инструктор ăна доска çине пайтах ӳкере-ӳкере кăтартрĕ. Кашни пайне ăрасна, вăл мĕн тума кирлине ăнлантарать. Пĕчĕк парашютпа пукане сиктерсен, савăннипе култăмăр вара тăраниччен. Юлашкинчен сĕтел çине аранах парашют хурса пачĕç. Унăн кашни кантрине, пурçăн çийне тахçан пĕлнĕн тыткаларăмăр.

Канмалли кунсенче эпир пурте аэродромра. Пĕрисем вĕçеççĕ, теприсем парашютпа сикеççĕ, эпир вара — пăхса ăмсанакансем.

Пирĕн тус — Сарри — хăй инструктор тейĕн. Хăюллă хĕрарăм. Пире те ăс парать. Хăй те ним хăрамасăр вĕçет кăна. Инструктор ырласа çитереймест ăна.

— Ыран экзамен тытма каятăп. Пристане пырăр ăсатма, — хыпарларĕ пĕррехинче Сарри.

Ирхине эпир пристане антăмăр. Сарри шухăшлă. Аллинче — ачи, Лина.

— Хăвар ачăна, — тилмĕрет упăшки.

— Пĕрле илсе каятăп, — тет.

Саррине упăшкин юлташĕ аранах ӳкĕте кĕртрĕ.

— Асту, ачу чирлеме пултарать, вилсе те кайĕ.

— Вилсе? — хыпăнса ӳкрĕ Сарри. Эпĕ ăна нимрен те хăрама пĕлмен хĕрарăм тесеччĕ. Шик тени кашни çынрах пурăнать-мĕн. Çапах та вăл хăйшĕн мар, ачишĕн пăшăрханать.

Пĕчченех ларса кайрĕ Сарри. Хĕрачине ашшĕ илсе юлчĕ.

 

21

Вырсарникун аэродрома пухăнтăмăр. Пирĕн паян парашютпа сикмелле. Шикленетпĕр. Сарри кунта пулнă пулсан, хăват парса тăратчĕ-ха. Шӳтлесе те пулин кăмăлсене çĕклентеретчĕ.

Самолета хамăрах туртса кăлартăмăр ангартан. Тĕрĕслеççĕ техниксем ăна. Пурте хатĕр. Ĕнтĕ пĕрерĕн-пĕрерĕн кĕрсе лартăмăр самолета. Пилочĕ паян — Сережа.

Хĕрсем хаваслă, кулкалаççĕ.

Самолет ерипен тапранчĕ. Çĕр çумĕнче кăлтăртатать. Унтан сывлăша çĕкленчĕ. Шăри-шари шуйăхкаласа илтĕмĕр. Самолет вĕçет.

— Кăмăлсем мĕнле? — ыйтать Сережа.

— Аван! — тетпĕр пурте пĕр харăс. Эпир тăватă хĕр ларатпăр самолетра.

Çӳлтен çӳле хăпарать самолет. Аэродром çинелле çаврăнчĕ. Пирĕн унта сикмелле.

— Хатĕрленĕр! — асăрхаттарать летчик-инструктар. — Малтан сан черет, Талюна.

Чĕрем кăрт-кăрт тапса илчĕ. Çапах та çийĕнчех лăплантăм.

— Хатĕр! — тетĕп, сак хĕрне шуса пырса. Алăк уçăлчĕ.

— Сик! — хушать Сережа.

Эпĕ самолетран сывлăша тĕпсĕр касмăка ярса пуснăн ярса пусрăм. Эх! чул пек аялалла вăркăнатăп. Парашюта уçма вăхăт. Уçрăм кăна, ман çийĕн сараппан евĕр парашют сарăлчĕ. Сунчăк тытса аннăн туятăп. Чуччу ярăннăн ярăнатăп. Йĕри-тавра пăхкалатăп. Таçти-таçти курăнать, Сылтăмра — ялсем. Пӳрчĕсем пĕчĕкке. Тетте пек курăнаççĕ. Сулахайра —вăрман тăрăхĕсем. Умра — Атăл. Вăл — çивĕте ямалли чăн-чăн чакăр хăю. Куçпа виçетĕп, çĕре çитиччен мĕн чул юлчĕ-ши? Тӳпенелле пăхрăм. Самолет инçетре. Манран аякрах та мар виçĕ парашют вĕçет. Вĕсене пăхса ытармалла мар: янкăр тăрă тӳпе тинĕсĕнче виçĕ шурă кăмпа. Маттур хĕрсем, пурте сикнĕ. Хăраса хамăр ята яман.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12 13