Этем шăпи :: II. Синкер


Ăçта кăна çитмерĕç-ши Романовсем? Мĕнле тухтăр патĕнче кăна пулмарĕç-ши? Чир шалтан-шала кайса пычĕ. Райăна приступсем нушалантарма тытăнчĕç. Вăл хăйне хăй укол тума вĕренсе çитрĕ, тĕрлĕрен ингаляторсемпе усă курчĕ — кăлăхах. Эдик мăшăрне сыватассишĕн пурнăçне пама та хатĕр. Ытла пысăк хуйхăпа начарлансах кайрĕ.

Пĕррехинче вăйлă приступ пулса иртнĕ хыççăн Рая Эдика çумне ларма сĕнчĕ.

— Лар-ха, калаçар, Эдик. Туятăп эпĕ, пирĕн ку юлашки калаçу пулать. Мана тĕнчере çук телейлĕ хĕрарăм тунăшăн эпĕ сана юлашки сывлăшăмпа тав тăватăп. Ирăпа Кира пуласлăхĕшĕн, телейĕшĕн пулас йывăр хуйха тӳсĕмлĕн кĕтсе ил. Хăвна ху нушалантарса, айăп туса ан пурăн. Ачасем валли çĕнĕ анне, хăвна юлташ тупма пиллетĕп. Ан хăра, эсĕ айăплă мар эпĕ сиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнăшăн. Леш тĕнчере эпĕ сирĕншĕн савăнса кăна пурăнăп. Чупту мана юлашкинчен, ан йĕрĕн, тархасшăн... Каçар... Пурăнас килет... — чăнтăхса кайрĕ те Рая, çăварĕнчен шурă кăпăк тухрĕ, ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.

Эдик чул пек хытса кайса мăшăрĕн тутине шăлса тасатрĕ. Сивĕнме ĕлкĕреймен, кăвакарса кайнă тутисенчен ачашшăн чуптурĕ. Сылтăм аллине икĕ аллипе те чăмăртаса тытса тата темĕнччен ун çине пăхса ларчĕ. Пӳрте кĕрсе тулнă тăванĕсем ăна аран-аран мăшăрĕ çумĕнчен çăлса илчĕç...

Раиса Васильевнăна хăйсен ялнех, Пухмачах, пытарчĕç. Унпа икĕ ял халăхĕ те сывпуллашрĕ, ытла та çамрăкла вилнĕ хĕрарăмăн вилтăприне чĕрĕ чечексен айне турĕ.

 

Пĕлнĕ пулсан...

Женя Смирнов службăра Венгри çĕршывĕнче пулчĕ. Икĕ çул хушши тăван кил-йышран, савнийĕнчен аякра пурăнчĕ. Аякра тени те вырăнсăр. Вера çырнă çырусем инçете çывăхлатса тăчĕç. Юрату туйăмĕ çамрăксене уйрăлу самантне чăтса ирттерме пулăшрĕ. Çав вăхăтра Вера Пăлара медицина училищине вĕçлерĕ, Пĕрчĕмри пĕр поликлиникăна ĕçе вырнаçрĕ. Женя та салтакран таврăнчĕ, малтан ĕçленĕ вырăнах ĕçе кĕчĕ.

Кĕрхи сулхăн та хĕвеллĕ кун çамрăк мăшăр хула паркĕнче уçăлса çӳрет. Асфальт кĕрхи çулçăсен айне путнă.

— Вера, тух мана качча, эпĕ кĕтсе ывăнтăм ĕнтĕ пĕрле пуласса, — терĕ Женя питне-куçне вутлантарса.

— Ытла васкавлă ĕç пулмĕ-ши ку? — хуравларĕ Вера.

— Эпир пĕр-пĕрне темиçе çул хушши лайăх пĕлетпĕр. Пĕр-пĕрне чунтан юратнине уйрăлу çулĕсем çирĕплетсе параççĕ. Пулас çемьене йĕркелесе яма тата тытса пыма эпир иксĕмĕр те хатĕр тесе шутлатăп.

— Килĕшетĕп, Женя, — терĕ те хĕр малалла чупса кайса сак çине ларчĕ, çĕрте выртакан çулçăсене аллипе тытрĕ. — Туйне хăçан тăвăпăр?

— Паянах, — персе ячĕ Женя.

— Çук, ун пек юрамасть. Хальччен чăтнине кăштах чăтăпăр ĕнтĕ. Туя хатĕрленме вăхăт кирлĕ, загса заявлени те çырса памалла, — шухăша путса хуравларĕ Вера.

— Апла пулсан — юпа уйăхĕнче, — терĕ каччă.

Чăнах та, кĕр мăнтăрĕпе Ровница ялĕнче вăйлă туй кĕрлерĕ. Çырăнма çамрăксем хуларах çырăнчĕç, туйне ялта турĕç. Пуншран та Вера тăванĕсем чылаях пуçтарăннă. Туй кĕрекинче çамрăк мăшăр тăванĕсен тата Турă умĕнче пурнăç ĕмĕрлеме сăмах пачĕ...

Малтанхи çул çамрăксем хваттерте, хула çывăхĕнчи Воробьевка ялĕнче, пурăнчĕç. Каярахпа Верăна ĕçĕнчен пĕр пĕчĕк пӳлĕм пачĕç. Мĕнле савăнчĕç вĕсем хăйсен пĕрремĕш кĕтесĕшĕн! Тăванĕсене пухса хăна турĕç.

Пĕрре çапла, çывăрма выртсан:

— Женя, пĕлетĕн-и, пирĕн часах ача пулать, — пĕлтерчĕ Вера пуçне Женя кăкăрĕ çине хурса.

— Ылтăнăм, тахçантанпах кĕтетĕп санран çак хыпара. Тавтапуç сана, чĕкеçĕм! — терĕ те Женя мăшăрне чуптуса илсе тата хытăрах хăй çумне пăчăртарĕ.

— Кам кирлĕ сана? Хĕрача-и? Арçын ача-и?

— Иккĕшĕ те! — кулса ячĕ Женя.

— Çук, иккĕшнех вăй çитереймĕп, — ачашланчĕ Вера.

— Ан хăра, эпĕ пулăшатăп, — хавасланса каларĕ Женя.

Çамрăк мăшăр çĕрĕпех пурнăç çинчен калаçса выртрĕ, пĕр-пĕрне

юратса киленчĕ...

Часах Смирновсен ача çуралчĕ. Савăнăçĕ мăй таранах пулчĕ Женьăпа Верăшăн. Уйрăмах Женя хĕпĕртерĕ. Ара, Верăна хăй шухăшне веçех пĕлтермесен те вăл арçын ача çураласса кĕтсе пурăнчĕ. Ачи ятне те хăех суйласа илчĕ — Павлик.

Хуçалăхра кăштах пулăшас ĕмĕтпе Женьăсем патне унăн йăмăкĕ,3ина пурăнма куçрĕ. Вăл заводра ĕçлет, качча кайман-ха. Женьăн тепĕр йăмăкĕ те çав заводрах ĕçлет. Вăл мăшăрлă, хваттерлĕ. Ялта Ритăпа Олег шкулта вĕренеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ те сывлăхпа çӳреççĕ-ха.

Майĕпен Павлик утакан пулчĕ. Хăш-пĕр чухне ăна Ровницăна е Пунш станцине леçсе яраççĕ. Асламăшĕпе кукамăшĕ хăйсем патĕнчен ярасшăн мар мăнукне. Хулари Зина аппăшĕпе Таня аппăшĕ те кучченеç çине кучченеç, тетте хыççăн тетте парнелеççĕ. Павлик пуриншĕн те чи юратнă ача пулса тăчĕ. Уйрăмах вăл Ровница ялĕнче пурăнма юратать. Рита аппăшĕпе Олег пиччĕшĕ алăран та вĕçертмеççĕ ăна.

— Эсир капла пирĕн ачана ачашах вĕрентетĕр, — тесе те ӳпкелешсе пăхаççĕ Женьăпа Вера.

— Ашшĕпе амăшĕ нихăçан та ачаш пулман, ывăлĕ те ачаш пулмĕ, — хуравлаççĕ лешсем.

Çапла кал-кал та тату пурăнакан Смирновсем çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче ялтан хăрушă хыпар илчĕç. Вĕсен ашшĕ вилсе кайнă иккен. Ольга Никитична Рита тата Олег ачисемпе тăлăха юлчĕ. Вĕсене çын çине кăлармалла. Юрать-ха, хулари ачисем килсех çӳреççĕ, килти мĕнпур йывăр ĕçсене туса хăвараççĕ. Арçын ĕçĕсене Женя туса тăрать, тăва пĕлмен ĕçĕ те çук унăн. Зина та пĕр канмалли кунне сиктермесĕр кайса-килсе çӳрет.

Тата тепĕр çулталăк сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Василий Тихонович вилнĕренпе çулталăк çитнине паллă тума пуçтарăнчĕç Ровницăра Смирновсем. Масар çине кайса унăн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç, киле-çурта тасатса, майласа хăварчĕç. Хулара пурăнакан ывăлĕпе тата хĕрĕсемпе сĕре йывăр уйрăлчĕ куннехинче Улька аппа. Уйрăмах Женьăпа сывпуллашнă чухне чĕри сиксе тухас пек тапнине туйса илчĕ вăл, йĕрсех ячĕ. Ара, арçынсенчен чи асли Женя пулса юлчĕ-çке ашшĕ вилнĕ хыççăн. Çук, ку та мар, мĕнле-тĕр урăх япала çунтарать амăш чĕрине, мĕне-тĕр сисет пурнăç тути-масине лайăх пĕлсе çитнĕ хĕрарăм чĕри...

Хулари транспортпа çӳреме кансĕртерех пулнипе, Женя кулленхи çулçӳреве çăмăллатма мотоцикл туянчĕ. Халĕ маçтăр кун каçа темиçе заказ пурнăçлама пултарать. Юратать вăл техникăпа аппаланма.

Паян та ир-ирех килтисемпе сывпуллашрĕ, Павлика хыттăн ыталаса чуптурĕ те мотоциклне картишне сĕтĕрсе тухрĕ. Ĕçе пĕрле çӳрекен юлташĕ ăна урамрах кĕтсе тăчĕ. Пĕрре тапсах хута кайнă мотоцикл икĕ çамрăка лартса хула урамĕнче çухалчĕ.

Çул çӳремелли правилăсене аван пĕлет Женя, вĕсене пăсма та хăнăхман. Эрех ĕçмест, табак туртмасть.

Пĕр тăкăрлăкран тепĕр тăкăрлăка, пĕр хĕреслĕ урамран тепĕрне вĕçтерет мотоцикл. Светофорăн симĕс çути кĕтсе илет те ăнăçлă çул сунса малалла ăсатать ăна.

Аванах пыратчĕç çапла Женьăпа юлташĕ. Светофорĕ те симĕс çутăпах çунатчĕ. Тахăш вăхăтра унăн çулне КамАЗ пӳлсе хучĕ. Женя пырса тăрăнчĕ...

Авари кăнтăрла çитеспе пулса иртрĕ. Çавăнтах васкавлă пулăшу тата ПАИ машинисем килсе çитрĕç. Тăнĕсене çухатнă тата нумай юн юхтарнă Женьăпа юлташне пульницана илсе кайрĕç. Хăрушă хыпар, çиçĕм çиçнĕ евĕрех, хăвăрт сарăлчĕ хула тăрăх. Ялта пурăнакан тăванĕсем те çав кунах телеграмма илчĕç. Калама çук хыпса çуннă Женьăпа Вера тăванĕсем, калаçса татăлнă пекех, пурте пĕр вăхăтра пырса кĕчĕç пульница пӳлĕмне.

Женя тăнсăр выртать. Пуçне шап-шурă бинтпа чĕркесе янă, куçĕсем те аран-аран палăраççĕ. Сылтăм енчи куçĕ хĕп-хĕрлĕ нӳрленсе тăрать. Пăхма мар, каласа пама та хăрушă.

Вера шурă халат пĕркеннĕ те унăн умĕнче йĕрсе ларать. Пурин те куçĕсем хĕрелсе кайнă, малалла мĕн пулассине сывламасăр кĕтсе тăраççĕ...

Тепĕр каçхине Женя тăна кĕреймесĕрех вилсе кайрĕ. Сылтăм енчи пуç купташки, шалалла шăтса кĕрсе, чашкă евĕр пулса тăнă, нумай-нумай çĕртен шăмă-шакă та хуçăлнă терĕç тухтăрсем. Женя юлташĕ, йывăр аманнă пулсан та, пурăнмалла пек пĕлтерчĕç.

Женьăна ял масарне илсе кайма ĕçĕнчен машина уйăрчĕç. Вилтăпри çине лартма палăкне те туса пачĕç. Ашшĕ вилнĕренпе çулталăк та виçĕ эрнерен çĕре кĕчĕ Женя Смирнов. Акă мĕншĕн Улька аппа сĕре йывăр уйрăлнăччĕ юлашки курнăçура ывăлĕпе. Ана пытарсан унăн самаях шуралнă çӳç пайăркисем тата та ытларах кăвакарчĕç.

— Турăçăм! Мĕншĕн çав териех хурлăх çине хурлăх яратăн-ши ман çине! — тесе хӳхлерĕ Улька аппа ывăлĕн вилтăпри çинче.

Вера Павлика хăй çумне чăмăртаса тытрĕ те пĕр йăшăлтатмасăр палăк пек хытса тăчĕ. Масар çинчен пурте кайса пĕтсен кăна ăна чун кĕчĕ тейĕн.

— Женя! Чунăм! Кам валли хăвартăн эс пире! Мĕнле чăтса пурăнăп эпĕ сансăр! Пĕлнĕ пулсан, эсĕ пырса çапăнас вырăна хулăн тӳшек сарса хунă пулăттăм, — тесе вилтăприне пӳрнисемпе чакаларĕ, тин çеç лартнă сирень тĕмĕсене вĕри куççульпе шăварчĕ.

■ Страницăсем: 1 2