Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


Микула арăмне аван ăнланать, çавăнпа вăл кӳреннĕшĕн çилленмерĕ, йăпатма тăрăшрĕ:

— Ун çинчен кайран калаçăпăр-ха, халь ачасене киле ăсатар. Ванюк ăçта-ши?

Анахвис, паçăрах ку киле ютшăна пуçланăскер, кайма вăхăт çитнине пĕлсен чун-чĕрĕленчĕ. Асăрхаса юлма ĕлкĕрнипе:

— Клавьепе иккĕшĕ тухрĕç! — терĕ.

— Ăçталла?

— Вĕсем ăçтине Анахвис мĕнле пĕлтĕр-ши! — кăмăлĕ çаврăнайман пирки салхуланса сăмах хушрĕ Анук. — Хĕрачи ăçтине амăшĕнчен ыйт!

Микула Михха арăмĕ патне пычĕ.

— Лукарье... — Çак сасă лешне ăшшăн чĕпĕтсе илчĕ. — Пирĕн ачасем ăçта-ши? Эпир Ванюка киле ăсатас-шăн...

Лукарьене сасартăках нихçан пулман шухăш. пырса кĕчĕ. «Турă çырлахтăр, юнран пĕртăван ачасене мăшăрлантарма чарас тесен, пĕр май çеç, ашшĕне пытармасăр каласа памалла. Вăл ку йăрăса çын çине кăлармĕ». Лу-карье ура çине сиксе тăчĕ те:

— Атя, кăтартатăп! — терĕ.

Микула «ху чĕнсе кил» тесшĕнччĕ. Ку сăмах ытла та нӳремсĕррипе тата ачисене çураçнăшăн хавасланнă пек курăнасшăн ним шарламасăр ун хыççăн утрĕ. Акă вĕсем столовăйран тухса пĕр пушă пӳлĕме кĕчĕç те, Лукарье диван çине ӳпне укрĕ.

Микула чунĕ çӳçенсе кайрĕ. Ахăртнех, ĕлĕкхине аса илсе, Лукарье каллех çав мыскарана тума шутланăн туйăнчĕ ăна. Анчах, хулпуççийĕсем чĕтренине асăрхасан, тĕлĕнчĕ:

— Ма макăратăн эсĕ?

Лукарье, кăмăлне хытарса, тӳрленсе ларчĕ. Куççульне пытармасăр ӳпкелерĕ:

— Ах, Микула... Микула... Мĕншĕн ачасене çураçма килĕшрĕн-ши?

«Акă мĕн иккен...» Лукарье хĕрачине Ванюкран пысăкраха хунăн ăнланнипе Микула кăмăлĕ пăсăлчĕ.

— Туятăп, ман ывăл сан хĕрачуна тивĕç мар тесшĕн эсĕ... Вĕсене çураçнăшăн эпĕ айăплă маррине хăвах куртăн. Михха сăмах хускатмасан, эпĕ аса та илес çукчĕ. Халĕ ĕнтĕ упăшку ирĕкне эсĕ те парăнасса шанатăп.

— Ах, Микула... Микула... Эпĕ упăшкана мĕн таран парăннине эсĕ такамран та лайăх пĕлетĕн. Ун çинчен эсĕ каламасан, эпĕ илтмесен те пырĕччĕ. Тата ачасем пĕри теприне тивĕççипе тивĕç марри çинчен пуплени те вырăнсăр. Уншăн çеç тесен, эпĕ те ик аллăмпах сăхсăхса пил парăттăм.

— Тата мĕн çитмест сана? Мĕншĕн макăратăн?

— Клавье сан хĕрачу вĕт... Ванюкăн юн тăванĕ... — юлашкинчен хăю çитерсе пĕлтерчĕ Лукарье. Микула чут çеç йăванса каймарĕ. Ăна пĕр вăхăтрах намăслăх та, ку хĕрарăм умĕнче темле пысăк айăпа кĕнĕн туйăнни те ăншăрт пек çапса хуçрĕ. Микула шарламаннине урăхла йышăннипе Лукарье малалла упкелерĕ: — Эсĕ ĕнĕнместĕн курăнать... Эпе каланисем чăннине пĕлме куçа çеç уçса пăхмалла. Вара ман хĕрача каснă-лартнă хăв иккенне аванах чухлаттăн. — Лукарье вилĕм килнĕ чухнехи пек асаплăн сывласа илчĕ. — Турă çырлахтăр... Ку йăрăса эпĕ ултă çул ытла ĕнтĕ хам чĕрере пытарса усратăп. Çак хушăра миçе çĕр çывăрмасăр ирттернĕ-ши? Мĕн-мĕн шухăшласа çунман-ши? Хамшăн мар, хĕрача ăраскалĕшĕн... Пурпĕр уншăн никама та айăпламастăп. Ку инкеке хам шыранă. — Лукарье аллисемпе пит-куçне хупăрларĕ, каллех чĕтрешме тытăнчĕ.

Ют хĕрарăм хăй юратнине, юрату ăна мĕн таран хурлăх кăтартнине ним пытармасăр каласа пани Микулана тепĕр хут минретсе пăрахрĕ. Вăл ун чух Лукарьене мăшкăллама шут тытса пысăк инкеке кĕртнĕшĕн хăйне хăй ятларĕ. Çитменнине, ун ют хĕрарăмран хĕрача та пур иккен. Куншăн вăл çемйи умĕнче айăплине тавçăрса илчĕ те, пит-куçĕ вут çинчи пек çунма тапратрĕ. Е çакăнта вĕсем мĕнле ларни-тăнине кам та пулин килсе курсан? Вара харкашуран хăтăлас çук.

— Лукарье.. — çынсем илтесрен хăранипе хуллен чĕнчĕ Микула, — тăна кĕр... Хăвна ху йĕркеллĕ тыт. Кунта унашкал ĕç çинчен калама кирлĕ мар. Калаçасах тесен, урăх вăхăтра, урăх вырăн та тупма пулĕ.

Лукарьене Микула сăмахĕнче ӳкĕнни те пур пек туйăнчĕ. Вăл Микула çине чун-чĕрĕленсе пăхрĕ.

— Хăçан... Ăçта курнăçăпăр?

— Хăвăн кăмăлупа суйласа ил те мана пĕлтер.

— Ыран пасара килетĕн-и?

— Килетĕп.

— Апла е хам пата чĕнтерĕп, е сан магазина пырăп.

— Юрĕ, — килĕшрĕ Микула, — ĕнтĕ ачасем патне илсе кай хăвăртрах!

Ачасем ташă залĕнче иккен. Ванюка, вăл хуткупăс ытла та илемлĕн каланăран, Клавье музыка инструменчĕ кăтартма илсе килнĕ. Хăй тĕллĕн çеç чухне çак инструментпа пайтах аппаланнăскер, вăл, хупкăчне уçса, клавиш çине пусрĕ. Пианинăн çепĕç сассине илтсен, Ванюк чĕри савăккăн тапрĕ. Клавье ăна та пусса пăхма хушрĕ.

Ванюк, кирлĕ сасса шыраса, речĕпе пусса кайрĕ, чăвай! кĕввине калама хăтланчĕ.

Ванюк кĕске вăхăтрах май илме пултарни Клавьене тĕлĕнтерсех ячĕ.

— Ак ăçта иккен эсир! — терĕ сасартăк пырса кĕнĕ Микула, хăйне хăй алла илме ĕлкĕрнĕскер. Клавье çине сăнасарах пăхрĕ те Лукарье каланисем чăннине ирĕксĕрех ĕненчĕ. Пичĕ, сăмси, тутисем — каснă-лартнă Ванюкăн. Куçĕ вара..

Микулан çуйлă шухăшне Ванюк сирчĕ:

— Атте, атте! Вăт купăс-тăк купăс вара ку!

— Килĕшрĕ-и?

— Питĕ килĕшрĕ!

— Калама вĕренейĕн-и?

— Вĕренетĕп, вĕренетĕп! Ман халь те пĕр юрă туха пуçларĕ.

— Апла тесен мухтав. Санăн та кунашкал музыка пуçларĕ.

— Апла пулĕ!

— Клавье, вара эпĕ каланине итлеме пирĕн пата пыратăн-и?

— Пыратăп, пыратăп!

Ним шарламасăр пăхса тăракан Лукарье куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. Халь ĕнтĕ хуйхăрнипе çеç мар, савăннипе те. Вăл Ванюка амăшĕ хăйсем патне пуçламăш хут илсе пырсанах хĕрачипе туслашнине курасшăнччĕ. Çав самант çитрĕ. Ванюкпа Клавье пĕрне-пĕри килĕштернине, вĕсем тус-йышлине чухлама ытла çивĕч куçах та кирлĕ мар.

Микула чĕри те ăшшăн вăркăшма хăтланчĕ, анчах вăл туйăмне ирĕк памарĕ.

— Ванюк, сирĕн киле кайма вăхăт ĕнтĕ!

Ванюк ашшĕ çине кăмăлсăрланса пăхрĕ. Микула ывăлĕ пианинăран хăпасшăн марриие сисрĕ. Енчен вĕсем Клавьепе пĕртăванне пĕлмесен, ывăлне ыранччен те хăварĕччĕ. Халь çине тăрсах васкатрĕ:

— Ванюк, кайрăмăр!

Клавье те салхуланчĕ, унăн Ванюкран уйрăлас килмерĕ. Вăл кайсан, ыран ун амăшĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк патĕнче çеç вăхăта ирттерме тивет, çапах та шухăшĕнче мĕн пуррине калама хăймарĕ, ыттисем хыççăн пуçне усса утрĕ.

Вĕсем столовăя таврăнчĕç. Ĕçкĕ-çикĕ çав майлах ахăрать, Ванюк Анахвис патне чупса пычĕ те:

— Эсĕ ахалех манпа пĕрле пымарăн. Унта темле калама çук чаплă купăс пур. Атте мана та илсе пама пулчĕ, — терĕ.

Анахвис хирĕç чĕнмерĕ.

— Ванюк, кил хуçисемпе сывпуллашăр та каятпăр! — хушрĕ Микула.

Ванюк, ашшĕ сăмахне парăнса, Михха патне хăюллăн пычĕ.

— Михаил Петрович, сывă пул!

— Сывă пул? Эсĕ ăçта каясшăн вара?

— Киле.

Микула пырса ывăлĕн сăмахне çирĕплетрĕ.

— Эсир те-и? — ӳпкелерĕ Михха.

— Çук, арăмпа иксĕмĕр юлатпăр-ха. Ачасене çеç ăсататпăр.

— Апла тесен, урăх шут... — кăмăлĕ каллех уçăлчĕ Миххан. Кăштах чĕмсĕрленсе тăнă хыççăн пурте илтмелле каларĕ: — Эй, ырă хăнасем! Ман çамрăк кĕрӳ киле каять! Ăсатма атьăр! Музыкантсем, хаваслăрах калăр.

Пурте ура çине тăчĕç, Музыкантсем хаваслă юрă калама пуçларĕç. Çапла пĕтĕм хăни-мĕнĕпех Ванюксене хапхаранах юрла-юрла ăсатрĕç.

 

V

Урхамах Микуласен хапхи умне çитсе чарăнчĕ.

— Ну, эсир юлăр ĕнтĕ... Эпĕ каялла, Атăлкассине, Микула пиччесене илме каятăп! — терĕ Уçка.

Çуна çинчен пуринчен малтан Марье сиксе анчĕ, Ун хыççăн — Анахвис. Вăл никама пĕр сăмах чĕнмесĕр урам тăрăх чупрĕ.

— Ăнахвис! Ăçта каятăн эсĕ? Анахвис!.. — кăшкăрса юлчĕ Ванюк.

Лешĕ ним илтмен пек çаврăнса та пăхмарĕ.

— Мĕн пулнă ăна? Ма тарчĕ?

— Ним те пĕлместĕп.

— Юрĕ, ыран хăех килĕ-ха, — тесе, Ванюка хапхаран кĕртсе ячĕ те Марье Уçка патне пычĕ. Ун кĕсйине мăйăр тултарса пачĕ.

Уçка ытла та савăннипе ним те калаймарĕ.

Анахвис çитнĕ çĕре килтисем çывăраççĕ, амăшĕ çеç сӳс арласа ларать.

Хĕрĕ çак тери каçа юлсан та киле таврăнни Кĕтерука тĕлĕнтерчĕ. Халиччен вăл кунашкал хăтланакан марччĕ. Кĕтерук ăна Ануксем патĕнче çывăрма хăех хушнă. Ан тив, ашшĕнчен, аслашшĕ-асламăшĕнчен ытларах юратакан килте пурăнса савăнтăр, тенĕ вăл. Халĕ хĕрачи çакна пăхмасăр килнĕ пулсан, унта кăмăлне кайман ĕç сиксе тухни паллах.

— Хĕрĕм, ма Ванюксем патĕнчех юлмарăн? Анахвис хуравлас вырăнне алăк еннелле çаврăнчĕ, ĕсĕклесе макăра пуçларĕ. Кĕтерук, ирĕксĕрех çуйланса, хĕрĕ патне пычĕ, ăна хăйне хирĕç çавăрса тăратрĕ.

— Ма макăратăн?

Анахвис ним шарламасăр амăшĕ çумне тĕренчĕ. Хĕрĕ кумăшĕсем патĕнчен хурланса килнине Кĕтерук халиччен курманччĕ. Ванюкпа харкашнине те илтмен.

— Марье тиврĕ-и-мĕн? — тĕпчерĕ вăл.

— Çу-ук...

— Кай, ытла, та путсĕр хĕрача эсĕ! Никам тивмесен ма макăратăн?

— Ванюкпа Клавье... — чĕрине касса тăракан ятсене асăнчĕ Анахвис.

— Ванюкпа Клавье?

— Çавсем... Иккĕшне турă умне чĕркуçлентерсе чуптутарчĕç... Вара хăйсем таçта кайса çухалчĕç... Манпа вылямарĕç...

Кĕтерук чунĕ пăшăрханса ӳкрĕ, хĕрĕшĕн, хăйшĕн те темле ырă мар ĕç сиксе тухнине туйрĕ вăл.

— Хĕрĕм, сӳпĕлтетсе ан тăр-ха, йĕркипе каласа пар. Юлашкинчен Анахвис ĕсĕкле-ĕсĕклех Михха патĕнче мĕн курни-илтнине хăй пĕлнĕ таран каласа пачĕ.

Кĕтерук чĕри хĕскĕчпе хĕстернĕн ыратса кайрĕ. Карланкине йӳç кумкка пырса капланчĕ. «Турă çырлахтăр... Чун-чĕререн юратса, шанса пурăннă кумапа тупа туни те сая пулчĕ. Кун хыççăн кама ĕненмелле ĕнтĕ? Кама шанмалла?» Кĕтерук тем чул тăрăшса та йӳçĕ кумккине çăтса яраймарĕ. Вăл, çиеле тапса тухса, икĕ куçĕнчен куççуль пăчăртаса кăларчĕ.

— Ах, хĕрĕм... — кăкăрĕ çумне чăмăртаса пăшăлтатрĕ Кĕтерук, — сан ăраскалу та манăнни пекех пархатарсăр имĕш. Çуралсанах аслаçупа асаннӳ харампыр тесе çын вырăнне хумарĕç. Пурнăç мар, вилĕм сунчĕç. Ураланма ĕлкĕртен çеç, чи çывăх шутланă çынсем те хăйсенчен сирчĕç. Тата мĕнле хуйхă-суйха кĕтет-ши сана?..

Амăшĕ макăрни Анахвис кăмăлне хытарчĕ, сăлтавсăрах ăна кӳрентернĕн туйăнчĕ, йăпатма васкарĕ.

— Анне, анне... — ачашланса та çепĕççĕн чĕнчĕ вăл, — Ванюкпа Клавье кирек мĕн хăтланччăр, вĕсем мана кирлĕ мар. Эсĕ çеç ан макăр...

Кĕтерук куçне шăла-шăла Анахвисе чуптурĕ.

— Çапла, çапла, хĕрĕм... Кирек мĕн хăтланччăр, унта пирĕн ĕç çук. Макăрма та кирлĕ мар...

Ачалăх кăмăл-шухăшĕ вăй илме ĕлкĕрнипе Анахвис амăшне савăнтарма шутларĕ:

— Анне, анне... Ман сана валли пысăк парне пур.

— Мĕнле парне, хĕрĕм?

Анахвис хĕвĕнчен хут укçасем кăларса тыттарчĕ. Тутăр вĕçне чăркаса çыхнă ылтăна кăларса пачĕ.

Кĕтерук тĕлĕне-тĕлĕне шутласа, çĕр те пĕр тенке çитерчĕ. Ку укçапа пĕчĕкрех шурă пӳрт тума е хуçалăха самаях юсама май пӳр. Атăлкăссинчи чуна ыраттаракан инкек сиксе тухман пулсан, Кĕтерук питех савăнĕччĕ.

Халь кăмăлĕ хуçăлнипе укçана ним хака та хумарĕ. Якур туртса илсе ĕçсе ярасран хĕрне хытарчĕ:

— Анахвис, укçа çинчен никама та ан шарла.

— Юрать, анне, — сăмах пачĕ Анахвис.

— Ĕнтĕ çывăр. Эпĕ кăштах арлам-ха. Вара санпа юнашар выртăп.

Кĕтерук икĕ ансăр сакка юнашар лартса вырăн турĕ. Анахвис часах çывăрса кайрĕ...

Ванюк пӳрте кĕни те самай вăхăт ĕнтĕ, анчах нимпе те выртмарĕ. Ашшĕпе Михха текенĕ темле сăмах татни, пуп илемлĕ хĕрачапа чуптутарни, ашшĕ чаплă музыка илсе пама пулни, Анахвис пăрахса кайни пуçне çĕмĕрнипе Ванюкăн ыйхи вĕçрĕ.

Кĕтмен çĕртен Çтаппан çитрĕ.

— Асатте! Асатте! — хавасланса хирĕç чупрĕ Ванюк.

— Лайăх-и, мăнукăм! — ăшпиллĕ саламларĕ Çтаппан. Ванюка вăл ал вĕççĕн йăтса чуптурĕ, Марьене ал пачĕ. — Качча каяс хĕр мĕнле пурăнать тата?

— Хуллен...

— Хуллен çеç тесен ĕç-пуçсем чаплах мар иккен. Туйне кăçалах тăваймăпăр, — шӳтлерĕ Çтаппан.

Урăх çынна хуравлама Марье сăмах тупĕччĕ. Çтаппана никамран хисепленĕрен ун умĕнче хăйне именнĕн тыткалама хăнăхнипе хирĕç ним те шарламарĕ.

— Асатте, асатте! Хывăн хăвăртрах! Каçхи апат çиетпĕр! — янларĕ Ванюк сасси.

— Аçупа аннӳ ăçта?

— Хăнана кайнă. Пĕлетĕн-и, кам патне? Вĕсен килĕ-çурчĕ çав тери пысăк. Алăк патĕнче сухаллă мучи тăрать. Тумтирĕсем йăлтăртатаççĕ кăна. Мĕн-мĕн çук-ши унта, курасчĕ сан, асатте!

Ывăлĕпе кинĕ кам патне хăнана кайнине Çтаппан ăнланчĕ. Ку начарах та мар-и, тен. Сехмет вĕсенчен кулатчĕ кăна. Пурнăç тарăхтарнине тӳсеймесĕр Çтаппан чут çеç шыва сикменччĕ. Халь сехмет камне, хăй камне, вĕсен хушшинче пурпĕр пысăк уйрăмлăх пуррине аса илни вăхăтлăха хускалнă кăмăлне сирчĕ.

— Эсĕ çак таранччен ма çывăрмастăн?

— Эпир Марьепе иксĕмĕр укçа шутларăмăр, асатте. Çывăрма вăхăт пулмарĕ-ха, — ача айванлăхĕпе хуравларĕ Ванюк.

— Укçа шутларăмăр тетĕн?

Сĕтел çинче хут укçа купи тата пĕр ылтăн выртнине курсан, Çтаппан тĕлĕнчĕ:

— Эккей, эсĕ, ача... Укçа пит нумай-çке сан?

Çтаппан сĕтел хушшине ларса шутларĕ; «Çĕр иккĕ... Çĕр виççĕ... Çĕр те çичĕ тенкĕ..»

— Асатте, çак укçа мĕн-мĕн илме çитет?

— Пилĕк лаша.

— Ĕне те-и?

— Ĕне тесен улттă-çиччĕ те...

— Анахвис пăрахса кайман пулсан, укçана пĕтĕмпех ăна парăттăм. Вĕсен ĕне те, лаша та çук вĕт.

Мăнукĕ тус-йышне мĕн пурпа пулăшма хатĕрри Çтаппана савăнтарчĕ.

— Анахвис ма пăрахса кайрĕ вара?

— Пĕлместĕп.

— Шел... — Мăнукĕпе пĕр канашлине систерчĕ те Çтаппан йăпатма тăрăшрĕ: — Уншăнах ытлашши тарăхас мар. Ыран килсен парăн акă... Укçине ăçтан тупрăм терĕн çак?

— Анахвиспе иксĕмĕре ташланăшăн пачĕç.

— Анахвисе те пачĕç-и? Питĕ маттур, Анахвис амăшĕ те ĕне илĕ ĕнтĕ, — савăнчĕ Çтаппан.

— Асатте, çураçнă тени мĕн тени вăл? — канăç паман сăмахне пĕлесшĕн пулчĕ Ванюк. Миххасем патĕнче мĕн курни-илтнине хăй ăнланнă таран каласа пачĕ.

Йăмăке мĕншĕн тарнине Марье тин тавçăрса илчĕ те унăн кăмăлĕ хуçăлчĕ. Ăна Çтаппана кăтартасшăн мар хăй çывăракан чăлана кĕрсе кайрĕ.

Ванюк айванла пакăлтатнинчен Микулапа Михха ачисене çураçнине ĕненчĕ те Çтаппан ирĕксĕрех ывăлĕпе кинне çилленчĕ. «Ухмаха ернĕ пулĕ вĕсем Кĕтерук кумапа сăмах татнине пăсма мĕнле хăйнă! Нивушлĕ укçашăн выçланса ачасен телейне çирĕç?»

— Асатте, каласа пар ĕнтĕ, çураçнă тени мĕн тени вăл? — тепĕр хут ыйтрĕ Ванюк. — Тата Михаил Петрович мана ма çамрăк кĕрӳ тесе чĕнчĕ?

Çтаппан ним хуравлама аптрарĕ. Тĕрĕссине пĕлтерсен, çамрăк ача кăмăлне пăсасран хăрарĕ. Нумай хушă пытарса пурăнма çуккине те чухлать вăл. Çав йышлă хăна умĕнче тунă ĕçĕн хыпарĕ ыранах Энĕшкассине персе çитĕ, тавралли ялсене те сарăлĕ. Ванюка каласа паракансем те хăйсемех тупăнĕç. Çтаппан пурпĕр малтан манран ан илттĕр тесе тĕвтурĕ.

— Акă мĕн, Ванюк, — терĕ вара, — ун çинчен эсĕ ыран аçупа аннӳрен ыйтса пĕлĕн. Халь çывăрма вăхăт. Ав, Марье те кĕрсе выртрĕ.

Ванюк, аслисене пĕр сăмахранах итлеме хăнăхнăскер, аслашшĕне ырă каç сунчĕ. Хăй пӳлĕмне кĕрсе хывăнса выртрĕ. Куçне хупсанах, ун умне паян мĕн пулса иртнисем тухса тăчĕç. Акă ĕнтĕ унăн хăйĕн те пианино пур. Вăл калама та лайăх пултарать. Хĕпĕртесе ӳкнĕ икĕ хĕрача ун çине хĕвел пек пăхаççĕ. Юлашкинчен шухăшĕсем пăтрашма тытăнчĕç. Анахвис çинчен шухăшласан, ăна Клавье курăнчĕ, Клавье çинчен шухăшласан — Анахвис. Кĕçех иккĕшĕ те таçта тĕтре ăшне кĕрсе çухалчĕç. Ванюк вĕсене хăваласа вĕçрĕ...

 

VI

Михха патĕнче тапса ĕçкĕ пынă çĕре Мошков килсе кĕчĕ. Ăна кунта чĕнменччĕ — ĕç-пуçсем ăнăçсăр иртнипе вăл Огуречников ĕçкĕрен таврăнасса кĕтсе илеймерĕ.

Энĕшкассинче вĕсем, тимĕрçĕ хăнана çеç кайнă пек суннипе, шăп пĕр талăк сыхларĕç. Тимĕрçĕ таврăнмарĕ. Çитменнине, çав хушăрах урăх çынсем те пымарĕç. Аптранă енне полнцейскисем пӳрт-çурта çеç мар, кил хушшине те тĕпрен çавăрса ухтарчĕç. Ним те тупаймарĕç. Вара Мошков пĕр стражникне хурала хăварчĕ те тепринпе Атăлкассине вĕçтерчĕ.

Уретнике курсан, ăна пысăк ĕç тума янине аса илсе:

— Мĕнле унта? — сисчĕвленсе ыйтрĕ станувуй.

— Япăх, ваше благородие... Çавăнпа сире чĕнме килтĕм. Сӳтсе явмаллисем пур...

Çемен, мăнукĕпе Микула ачине çураçнă вăхăтра ывăлĕ çинчен маннă пек пулнăскер, каллех çунма тытăнчĕ. Ывăлĕ инкеке çакланнăшăн станувуйпа уретнике айăпласа, вĕсене пушшех кураймарĕ. Сасартăк, станувуйпа уретник калаçнине асăрхасан, вăл тилĕрсе кайрĕ. Хăй мĕн тунине те чухлаймасăр, Огуречников патне тайкаланса пычĕ,

— Ман ывăла çирĕр те халь савăнатăр-и?!

Харкашу тухасса сиссе, ытти хăнасем шăпланчĕç. Михха та ура çине тăчĕ.

— Эпир чыхлантарнă мулпа самăрăлни сахал тетĕр-и? Тата хамара çисе яма шутларăр-и? — кăшкăрашрĕ Çемен.

Ырă мара сиснĕ арăмĕ упăшкине лăплантарма хăтланчĕ. Çемен ăна тĕксе ячĕ, лешĕ чут çеç çĕре тăсăлса ӳкмерĕ.

— Сирĕн намăс та, чыс та çук. Эсир кĕççе питсем! — хăртрĕ Çемен полицейскисене.

Огуречников ăнланчĕ: ăна хăнасем умĕнче хур кӳреççĕ. Вăл ирĕксĕрех авăкланчĕ:

— Михаил Петрович, эпĕ сирĕн пата ырă сунса килтĕм. Кунта пире, аслă патша тарçисене, хурлаççĕ!

Хăнисен хушшинче Çемене чарма хушакансем тупăнчĕç. Михха ним те шарламарĕ. Ĕçкĕпе сирĕлнĕ çилĕ тепĕр хут чашкăрчĕ. Вăл Энтрее тытса хупнипе хăйне те хисеплеменнине аса илчĕ.

Çемен çав-çавах чарăнмарĕ:

— Эсир хăнана килнĕ иккен?! Кам чĕннĕ сире кунта? Ман кĕрӳ сĕтелĕ хушшине кĕме мĕнле хăйнă эсир! Тухса кайăр!..

— Юрĕ, кайăпăр! Анчах кайран хăвăра ӳпкелĕр!

Михха тӳсĕмĕ татăлчĕ.

— Эсĕ, сăрнай, мана юнатăн-и?! — хаяррăн эхлетрĕ те вăл Огуречникова кăкăрĕнчен çăлса илчĕ, чăмăрĕпе тăрăслаттарчĕ.

Мошков, станувуй хутне кĕрсе, Миххана тытасшăнччĕ. Ăна Çемен çыпçăнчĕ. Ватăскер, чышса-туса ыраттараймасан та, Мошковăн çапăçас кăмăлне аркатрĕ.

Юлашкинчен Çемене чарчĕç. Миххана станувуй çумĕнчен ниепле те уйăраймарĕç.

Вара Микула васкаса пычĕ те:

— Хăта, чарăн! Харкашни ырă тумасть! — тесе тивĕççĕн астутарчĕ.

Паллакан та парăнтаракан сасса илтсен, Михха аллине станувуй кăкăрĕнчен вĕçертрĕ.

— Хăтана тав ту, сăрнай! Ахаллĕн пыршуна куматтăм! — чăмăрĕпе хăмсарса кăшкăрашрĕ вăл.

Станувуйпа уретник тухса кайсан, çуй-шав лăпланса çитейменччĕ, Çемен куçне сĕтел пуçнерех ларакан Касмуххапа ывăлĕ тĕл пулчĕç те, вăл каллех хаярланчĕ.

— Тӳрĕ те ырă хăнасем! Сисетĕп, эсир хамăр хушăра сутăнчăксем пуррине пĕлместĕр-ха! Хам кăтартам эппин. Акă вĕсем, ирсер сутăнчăксем! — Аллине Касмуххапа ывăлĕ енне сулчĕ Çемен.

Хăнасем шăпланчĕç. Касмуххапа ывăлĕ пĕр-пĕрин çине сехĕрленсе пăхрĕç.

— Ман Энтрее тытса хупнă каç çак сутăнчăксем Николай Степановичпа Максим Данилович ывăлĕ те патшана хирĕç кавар тунă тесе станувуйсене элеклесе кăтартнă. Çавăншăн ывăлăм мана вĕсен пичĕ çине сурма хушрĕ. Эпĕ сăмах патăм... Мейĕр! — терĕ те Çемен Касмухха çине лачлаттарса сурчĕ.

Хăнисем хушшинче кӳреннĕ сасăсем илтĕнчĕç. Касмухха ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Вăл хăйне тăрă шыв çине кăларасса кĕтменччĕ.

Миххан лăпланайман çилли тепĕр хут тилĕрчĕ.

— Ав мĕнле сăрнайсем иккен эсир? — терĕ те вăл Касмуххана çӳçрен çăлса çĕре тăсса ӳкерчĕ.

Касмухха кăравул кăшкăрса ячĕ. Хĕрарăмсем çуйхашнă, чарма йăлăннă сасăсем илтĕнчĕç.

Малтанах Элекçей те хăранăччĕ. Ашшĕне хĕнеме пуçласан, ирĕксĕрех пуçтахланчĕ. Миххана пĕтĕм вăйрăн тĕкрĕ. Лешĕ сирпĕнсе кайса сĕтеле перĕнчĕ. Сĕтел çине тĕренме хăтланса, çивиттинчен тытса çĕре ӳкрĕ. Хăйпе пĕрле чашăк-тирĕксене, кĕленче-черккесене туртса антарчĕ. Хăнисем самантлăха ним тума аптраса тăчĕç. Элекçей графина çĕклесе хаяррăн юнарĕ:

— Татах çапăçма ан шутлăр! Пуçăрсене салатăп! Хăнисем хытса тăнă хушăра Элекçейпе ашшĕ тухса шăвăнма та ĕлкĕрĕччĕç-и, тен, — хыçра Павăл пурри пĕтерчĕ. Вăл Михха хутне кĕрсе ырă ят илтесшĕн Элекçей мăйĕнчен çакăнчĕ. Каялла хирсе ӳкерчĕ. Чĕрĕленнĕ хăнисем Элекçее ислетме тапратрĕç.

Пуп турăш умне пырса сăхха печĕ.

Михха урайĕнче выртнă çĕртенех асар-писерле çуйхашрĕ:

— Лайăхрах парăр вĕсене! Лайăхрах парăр!

Микула, малтанах «çав кирлĕ тесе тăраканскер, ытлашши пуласран хăранипе:

— Господа, мĕн айкашатăр эсир! — хыттăн чĕнчĕ. Никам йӳпсеменнине кура, чи малтан Хĕлипе айккинелле сирчĕ, унтан Павăла чут çеç урара-и ӳкермерĕ, земски начальникпе старшинана чарчĕ. Ыттисем хăйсемех парăнсан: — Господа, ма çапăçса праçнике пăсасшăн эсир! Кăмăллă ĕçсе-çининчен ырри ним те çук! — терĕ тăнăçлăн та евĕклĕн.

— Ман Энтрей çине тăман пулсан, ырриие кăтартĕччĕç вĕсем сана. Ваçлипе иксĕре ĕнтĕ çаклатса та кайнăччĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 20