Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Тĕрĕс, Григорий Петрович, ылхавлă организацин вучахĕ Хусанта. Шанатăп, ĕç ăнăçлă вĕçленсен, кĕпĕрнатăр эсир тăрăшнине те манмĕ.
— Аслă патшашăн эп хам пуçа хума та хатĕр, ваше высокоблагородие!
— Иккĕленместĕп, Григорий Петрович. Тата каламалли çук-и?
— Пур, ваше высокоблагородие, ирĕксĕртен уретник çинчен сăмах тапратма тивет.
— Мĕн тата?
Огуречников Мошков Микуласене айăплама хăтланнине каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Çавна илтсен, Янашов пултăрне тытса хупнинчен те ытларах тăвăнчĕ. Николай Степанович та евитлесрен шикленетĕп. Сирĕнтен пытармастăп, ваше высокоблагородие, аван мар килсе тухрĕ. Мошкова урăх çĕрелле куçармалла мар-ши?
Паçăртарах пулсан, исправник Мошкова чăнласа çилленĕччĕ те урăх çĕре çеç мар, чинне пĕчĕклетсе стражнике куçарма та килĕшĕччĕ. Халь, патшана хирĕç кавар тунине пĕтерме май килнĕ пек суннипе, кăмăлĕ текех пăсăлмарĕ. Хăйне пăхăннă полицейскисен хутне кĕме яланах хатĕрскер, вăл çапла кăна татса хучĕ:
— Касмуххасене Михаил Петрович тапа-тапа ислетнине ырлатăп. Мошкова турткалас мар-ха. Вăл аслă патшана пĕтĕм чун-чĕринчен парăннă тарçă. Янашовпа Николай Степанович тапăнсан, мĕн тумаллине шутласа пăхăпăр. Эсĕ вĕсене майлаштарма тăрăш. Мошковăн Николай Степановичран каçару ыйтсан та ытлашши мар.
— Ăнланатăп, ваше высокоблагородие! Эсир хушнине тума тăрăшăп.
— Сыхлăхлăрах пулма тăрăшăр. Сас-хура сиксе тухсанах, мана пĕлтерме васкăр. Эпĕ халех кĕпĕрнатăра хыпарлăп...
XVI
Ĕмĕртенпех çуркунне тулли, çу вăхăтĕнче тĕллĕн-тĕллĕн утса каçмалла ăшăхланса юлакан Энĕш юханшывĕ çине Макçăм виçĕ çул каярах икĕ чуллă тата кĕрпе тăвакан арман туса лартрĕ те, халь кунта кунĕн-çĕрĕн çын татăлмасть. Армана çынсем çакнашкал нумай пухăнни çуркунне çывхарнă май çул пăсăличчен кашниех пур пек тырпулне авăртса хăварма тăрăшнинчен çеç килмен. Макçăм кĕреçе çăнăхне ытти хуçасенчен çур кĕрепенкĕ каярах илнипе ун арманне Атăлкасси вулăсĕнчисем çеç мар, инçетри чăвашсем, марисем те çӳренĕ. Макçăм сахалтарах тырăпа пыракансене авăртса хатĕрленĕ çăнăхĕпе улăштарса панă. Чухăнсенчен кĕреçе çăнăхĕ илменнисем те пулкаланă. Лашисене тăратма çивиттиллĕ пысăк сарай пур. Хăйсене выртса тăма — аслă пӳрт.
Кĕçĕр те арманта çын сахал мар. Вĕсем çакна асăрхама та ĕлкĕрчĕç: тĕттĕмленсенех Макçăм пăрахса кайрĕ те, ун вырăнне икĕ ывăлĕ — Ваçлипе Уçка — юлчĕç.
Ваçли, çын умĕнче хăйне тăнăçлă тыткалама хăтлансан та, чăннипе питех хумханать. Кĕçĕр çак хисеплĕ те шанса панă ĕçе ашшĕн туса ирттермеллеччĕ. Вăл хăраса ӳкнипе çеç мар, ачисене те хăй май çавăрма тăрăшнипе тата Микулапа хирĕçнипе шанăçсăра тухрĕ. Анчах ĕç вăхăчĕ çывхарса пынипе ашшĕ пирки хускалнă шухăшсем сирĕлчĕç. Кăмăлĕ те çĕкленчĕ. Пилĕк çул хушшинче нумай ĕç туса курнă вăл, ăраскалĕсене пĕрле тĕвĕленĕ нумай çынна пĕлет. Çапах та кĕçĕрхи пек пысăк ĕçе хутшăнманччĕ-и, тен. Çурма çĕр çитесси инçех те мар ĕнтĕ. Халь авăртма черет çитмеллисем амбара юлчĕç, ыттисем канма, юмах çаптарма пӳрте кĕчĕç. Арман чулĕсем сиксе сирпĕнес пек кĕрлесе çаврăнни çеç çĕрлехи шăплăха хускатать.
Шăп çурма çĕр тĕлĕнче пĕр мих хывнă лав персе çитрĕ. Ку çын Аманик ялĕнчи Аванов Иванне Ваçли лайăх пĕлет. Иртнĕ çура вăл унпа Михха йывăçне тиенĕ çĕрте пĕрле ĕçленĕ. Ĕнел общинин пухăвĕнче Аванов Касмуххана хирĕç тухса каланă тенине те илтнĕ.
Аванов, миххине йăтса кĕрсе, авăртма черет йышăнчĕ. Вара Ваçли патне пычĕ.
— Аçу ăçта тата?
— Атте киле кайнă. Сана ма кирлĕччĕ вăл?
— Тулă çăнăхĕ илес теттĕм те... Сутатăр-ши?
Ваçлин ĕненес килмерĕ: «Нивушлĕ çак çын пирĕн тӳс-йыш?»
— Мĕн кирлĕ терĕн çак эс? — тепĕр хут ыйтрĕ вăл.
— Тулă çăнăхĕ çук-ши терĕм..
— Миçе пăт кирлĕччĕ сана?
— Пĕр виçĕ пăт илес тенĕччĕ.
Ваçли, ку кĕтнĕ çын иккенне йăлтах ĕненсен, сассине пĕчĕклетрĕ:
— Пур, сутатпăр. Ав, аттен пысăк пӳртне кĕр. Унта сана пирĕн Уçка йышăнĕ.
Аванов лашине сарай айне тăратса хăварчĕ.
Çапла Ваçли, сехет хушшинче тенĕ пек, сакăр ялтан çирĕм çынна яхăн кĕтсе илчĕ. Тĕлĕнмелле, Ваçли пурне те паллать иккен. Вĕçем пурте бурлакра е урăх çĕрте çын ĕçне туса пурăнакан чухăнсем. Тата çакă та Ваçли кăмăлне çĕклерĕ. Паян вăл вăрттăн ĕçлекен организацин тымарĕ ытла та сарăлнине курса ĕненчĕ.
Арман пӳртне пухăннă чăвашсем те паллакан çынсемех иккен. Тепĕр тесен, ку аван та. Паллакан çынпа тем çинчен те калаçма хăюллă. Пурпĕр чĕмсĕрленчĕç. Ан тив, вĕсем кунта мухтавлă Кăйкăрпа Чĕкеç кăтартса янипе килчĕç те, пуян киле шансах каймарĕç. Тус-йышĕсем систернĕ тăрăх, пухăва ирттерме Кăйкăр хăй килмелле. Кам-ши, мĕнле çын-ши вăл? Патша стройне хирĕç кĕрешес ĕçе хулари рабочисем ертсе пынине аван пĕлеççĕ вĕсем. Кăйкăр та хула çынни пулĕ тесе шутларĕç.
Уçка, пухăннă çынсен кăмăл-шухăшĕсене тĕпчеме е тишкерме уйламасăр, хавас та вашават калаçкаласа, сĕтел çине чашкăракан сăмавар лартрĕ, пиçнĕ çĕрулми антарчĕ, вĕренĕ шывпа çемĕçтернĕ сазан пулă кăларса хучĕ. Стакансене чей тултарса хатĕрлесен, сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ.
Çынсем вырнаçма ĕлкĕрейнĕччĕ — пӳрте Ваçлипе Энĕшкасси сутуçи Микула пырса кĕчĕç.
Çынсем тĕлĕнчĕç çеç мар, сехĕрленчĕç те. Ан тив, Микула кăмăллă çын пултăр, чухăнсене тавар та кĕтмелле паркалать, анчах кунта мĕн ĕç унăн? Тата вăл эрнипех пасарсене суту-илӳ тума тухаканскер, паян мĕн шыраса çӳрет? Полицейскисемпе кавар туса тыттарма мар-и?
Ваçли Уçкана чĕнсе илчĕ те, тем хушса, тула кăларса ячĕ. Çынсем сĕтел хушшинчен тухма хăтланнине асăрхасан:
— Ан хускалăр! Ниçта та ан хускалăр! Чей ĕçнĕ хушăрах пухуне те туса ирттерĕпĕр! — терĕ.
Микула хăйне шанманнине сисрĕ. Анчах ним йӳпсемен пек:
— Апачĕ тутлă пултăр! — тесе хавассăн саламларĕ те пурне те ал парса тухрĕ. Никам сĕнмесĕрех пăшалне, çĕлĕкне, пиншакне хывса çакрĕ. Сĕтел пуçне ларсан, каллех сăмах пуçарчĕ: — Ма ытла шăп ларатăр?
— Мĕн çинчен калаçмалла, тет, пирĕн? — кăмăлĕ çуккине пытармасăр хирĕç чĕнчĕ Аванов.
— Ан тĕлĕнтер, Иван пичче, сăмах тупаймастăр-и вара? Е пурнăç савăнтармасть-и сире?
— Пурнăçăн савăнăçĕ пӳлме тулли чухне вăл.
— Пӳлме тĕпĕ якалсан, чĕлхе те çаврăнкаласшăн мар.
— Пирĕншĕн яланах пумилкке... — Ĕнтĕ ыттисем те ӳрĕк-сӳрĕккĕн мăкăртатса илчĕç.
— Шел.... Шел... — ӳпкеленĕн пуçне сулчĕ Микула. — Ман шутпа, сирĕн йышши чухăнсен савăк калаçăва ăçтан тупма май пуррине такамран та лайăхрах чухламалла пек туйăнать. Куна чухламасан, эсир малашнехи телейлĕ пурнăçшăн кĕрешме те пултараймастăр!
Энĕшкасси сутуçин халапĕ хресченсене тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин çине тĕпчевлĕн пăхрĕç. Шанăçсăр кăмăлне сиреймен пирки ним сăмахсăр ирттерчĕç.
Микула сывлăшне çавăрмалла пек пурне те куçран ăшпиллĕн пăхса çаврăнчĕ те шухăшне малалла тăсрĕ.
— Юлташсем, уссăр пупленипе çитĕ. Чĕннисем пурте пухăннă курăнать, ĕçе пуçăнма та вăхăт. Малтанах сире, хамăр çынсене тĕрĕс ăнлантарса памалла пултăр тесе, Тĕмшер учительне Андрей Куракова мĕншĕн тытса хупни çинчен каласа парăп. Тӳре-шарасем ăна шанманнипе тата хăйсене хăйсем упранас шутпа ухтарнă, ун патĕнче ăнсăртран листовка тупнă. — Ларакансем хушшинче çуйлăн сывлани сисĕнчĕ. — Куншăн ним шикленмелли те çук. Кураков патĕнче листовка тупни пире нихăш енчен те тĕкĕнмест. Вăл пирĕнпе çыхăнман. Ăна листовка паракан çынна шанăçлă вырăна ăсатнă.
Хресченсене чун кĕчĕ. Вĕсем Микула ахаль сутуçă маррине тавçăрчĕç. Анчах пуху ирттерме Кăйкăр хай килмелле тетчĕç. Нивушлĕ Кăйкăр ячĕпе çӳрекен паттăр çак çын?
— ...Эпĕ нимле хăрушлăх та çук тесе каласшăн мар. Пуçĕпех урăхла, пирĕншĕн те хурăшлăх çывхарах килчĕ. Полицейскисем канăçне çухатнă. Мĕнпур вăй-халне хурса, пирĕн йĕр çине ӳкме тăрăшĕç. Çавăнпа питех те сыхлăхлă пулмалла. Хăвăрах пĕлетĕр, эпир сăмахпа калаçнинчен ĕçе куçас саманта çитрĕмĕр. Вырсарникун Михха йывăçне мольăпа хăваласа антарма бурлаксене пухма килеççĕ. Пирĕн умра халь — Михха ĕçне кĕрĕшекен бурлаксем валли лайăх условисем туса партарасшăн кĕрешӳ пуçарасси. Михха йывăçне хăваланă тата челенасем тиенĕ çĕрти пек йӳнĕ те йывăр ĕç каторгăра çеç. Кунне вун ултă сехетрен кая ĕçлеттермеççĕ. Чĕркуççи е пĕç тĕп таран сĕлкĕш шывра тĕрмешни бурлаксен урине çĕçĕ пек касать, Час-часах вĕсен юханшыва сикме те тивет. Типĕнме ниçта çук. Кун каçиччен ĕшенсе ĕçленĕ хыççăн çумăртан, юртан пытанма çивитти туса паман. Юрлă-шывлă çĕр çинчен хăпса выртма урай сарман. Çитменнине, сехмет мĕн çитерет-ха вĕсене? Çусăр вир пăтти. Иçмасса, çăкăрне те тăранмалăх памасть. Сивве шăнса пăсăлнисем миçе çын-ши? Вилекенсем те сахал мар. Кунашкал киревсĕрлĕхе пĕтерме вăхăт. Эпир сехметпе кĕрешес ĕçре пĕччен мар. Раççейри пĕтĕм лару-тăру пирĕн кĕрешĕве ăнăçлă вĕçлеме пулăшĕ. Мул хуçисене пуйтарма тапраннă вăрçинче Япони пирĕн çара кунран-кунах хĕссе пырать. Асран тухнă, революцирен хăраса ӳкнĕ патша кăçалхи январĕн тăххăрмĕшĕнче тĕнче курман ирсĕр ĕç турĕ. Питĕр хулинче иккунсемпе те патша сăнӳкерчĕкĕсемпе, мирлĕ кăмăл-шухăшпа хăйĕнчен çăмăллăх ыйтма тухнă рабочисене пăшалпа пере-пере пăрахтарнă. Пин рабочие вĕлернĕ. Пиншерĕшне амантнă. Патшан ирсĕр ĕçне хирĕç пĕтĕм рабочи класс вилĕмле çапăçăва çĕкленет. Патша тронĕ ишĕрĕлсе анас пек кăна тытăнса тăрать. Килĕрсене салансан, чи малтанах эсир, çакăн çинчен ăнлантарса, çынсенне тĕрĕслĕхшен кĕрешес вăй-хăватне çĕклеме тăрăшăр! — Микула самантлăха чарăнса, итлекенсен кăмăл-шухăшĕсене тĕпчесшĕн пек, тинкеререх пăхса çаврăнчĕ. Пӳртре шăна вĕçсен те илтĕнмелле шăплăх. Микулан тĕрĕс сăмахĕсем хресченсен чунне хăпартлантарни палăрать. Вăл тата тăнăçлăрах та витĕмлĕрех сасă çине куçрĕ: — Сехмет бурлаксене ĕçе тытма пырсан, мĕнле условисем кăларса тăратмалла-ха? Кун çинчен эпир чухлакантарах юлташсемпе канашларăмăр та çакнашкал тĕвтурăмăр: ĕç кунĕ сакăр сехет пулмалла. Куншăн вара йывăçа хыçалтан хăвалакансене — кунне пĕрер тенкĕ, затортисене, гавань хуракан çĕрте ĕçлекенсене — тенкĕ çурă тӳлетĕр. Сакăр сехетрен ытла ĕçлеттерсен, ĕçкунне тепĕр çавăн чухлĕ хушса тӳлетĕр те укçине кунсеренех парçа пытăр. Паян ĕçленĕ укçана тӳлемесĕр ырана ан хăвартăр. Йывăçа хăваласа антарас ĕçе курттăм илме те юрать. Тăваткăл чалăшран çирĕм пус ыйтăр. Килĕшӳ тусан, çирĕм пилĕк процентне çавăн чухнех кăларса патăр. Ан тив, бурлаксем çемйи валли мĕн кирлине пурне те илсе хăварччăр. Элнетпе Ĕшĕт юханшывĕсем пĕрлешнĕ тĕле хăваласа çитерсен, тепĕр аллă процентне патăр. Юлашки çирĕм пилĕк процентне Атăл таппине хăваласа çитерсен тӳлетĕр. Анчах кирек мĕнле условипе ĕçлесен те, сехмет пахилккепе çăпатине укçасăрах патăр. Енчен пурин валли пахилкке çитмесен, халех укçа валеçтĕр те, ĕçе кайиччен çĕлеттерме пулать. Мольă хăвалама пуçланă çĕре кăшшавуйлă салкăсем туса хатĕрлеттертĕр. Хушса тӳлесен, кăшшавуйсене хăвăр та туса паратăр. Кунне пĕрре аш-какай яшки çитертĕр. Пăтă çине хĕвелçаврăнăш çăвĕ те пулин ятăр. Çăкăр кирлĕ таран патăр. Шăнса чирлекенсене, вăл сываличчен, вăтам шутпа илсе ĕç укçи тӳлетĕр. Бурлак аманас-тăвас е вилес пулсан, ун çемйине пулăшу кăтарттăр. Вăт сехмет умне çакнашкал условисем кăларса тăратмалла та йышăнма хистемелле. Кун пирки халь хамăр хушăра сӳтсе явăпăр та бурлаксене ăнлантарăпăр. Çакăнпа хамăн сăмаха пĕтеретĕп. Ыйтса пĕлмеллисем пулсан, хаваспах хуравлатăп!
Хресченсем пĕтĕмпех ăнланчĕç. Бурлаксем хăйсен тивĕçĕшĕн, пурнăçĕшĕн кĕрешме татăклах хатĕрленнине те аван пĕлеççĕ вĕсем. Çапах та иккĕленсе шарламасăр ларчĕç. Михха ку таранччен, кунне вун ултă сĕхетрен кая мар ĕçлеттерсе, хĕрĕх пусран мала тӳлемен. Халь сасартăках тенкĕ те тенкĕ çурă ыйтма тивет. Тата ытти условисене йышăнмасăр бурлаксене урăх çĕртен пухсан, Ĕнел халăхĕ мĕн курĕ? Ку çеç те мар-ха, çиллентерсен, Михха пĕр кĕрепенкĕ çăнăх кивçен памĕ, вăрлăхсăр та тăрса юлăн. Микула ыйтма шухăшланинчен кăштах чакарсан, ĕç ăнăçлăрах вĕçленмĕ-ши?
— Нумая хапсăнакан нимсĕр юлнă, тенĕ ваттисем. Халь те çавнашкал килсе тухмĕ-ши? Пирĕн тем те ыйтас килĕ те, сехмет килĕшмесен, мĕн тăвăпăр? — юлашкинчен сăмах чĕнсе шăплăха сирчĕ Аванов.
— Çилленĕ те, пире ĕçсĕр тăратса хăварĕ!
— Ĕçе кайма хатĕррисене урăх ялсенче те пуслăхпах тие! — Аванов шухăшне харăсах иккĕн-виççĕн çирĕплетрĕç.
Микула чĕри эрленсе, ыратса кайрĕ. Суйласа илнĕ, темиçе çул хушши вĕрентсе кĕрешĕве хăнăхтарнă çынсем çĕнтерессе шансах каймаççĕ. Çак сиенлĕ кăмăл-шухăш, ыттисен хушшинче сарăлсан, сехмете парăнтарма хĕнни паллах. Микула çирĕпрех сасă çине куçрĕ:
— Иван пичче, эсĕ «ваттисен сăмахĕ» тенине пуянсен пурнăçне хапсăнасран хăраса шутласа кăларнă. Пĕрлешсе кĕрешĕве тухнă ĕçхалăхшĕн нимле чару та пулмĕ. Вăл, çулне пӳлме хăтланакансене сирсе, хăйне тивĕçлине çĕнтерсе илĕ. Анчах сирĕн хушăра çапăçу пуçланичченех хăраса ӳкнисем пурри палăрать. Куншăн питех те пăшăрханмалла. Вĕсене ман çакнашкал ыйту парас килет. Хамăр кăларса тăратас условисене сехмет йышăнас çуккине мĕнпе çирĕплетесшĕн? Тата вăл сире ĕçе илмесĕр урăххисене хăш ялтан пухĕ? Эсир, мĕн, шыв хĕррине анса курман арçынсене мольă çине хăваласа кайĕ тетĕр-им? Çук, Михха Ĕнел çыннисенчен урăх мольă хăвалама никама та тупаймĕ. Ытти ял çыннисене малтан ик-виçĕ çул вĕрентсе хăнăхтармалла-ха. Сехметĕн ик-виçĕ çул кĕтме вăхăт çук. Тата вăл çур кĕрлесе килессе те чараймĕ. Кĕçех Элнет пăртан тасалĕ те, йывăçа юхтарас вăхăт персе çитĕ. Йывăçа шыва яма пĕр кун кая юлсан та вырăнтах типĕтсе хăварăн. Ку вара сехметшĕн вилĕмпе пĕрех. Çапла ĕнтĕ хăвăрăн çеç çине тăмалли юлнă...
Хресченсем чун-чĕрĕленчĕç, Микула сăмахĕпе килĕшрĕç. Бурлаксем сехмете çĕнтеричченех кĕрешме хатĕррине те шанаççĕ. Юлашкинчен пĕр хресченĕ пурне те хумхантаракан ыйтăва хускатрĕ:
— Николай Степанович, пирĕн пурнăçра тата çак чăрмав-çке.... Хальхи вăхăтра кашнин тенĕ пекех çăкăр пĕтсе килнĕ. Эпир Михха ĕçне кĕрĕшсе çăкăрлă пуласса шаннă. Хирĕçсе вăхăт вăраха тăсăлсан, мĕн тăвăпăр?
— Юлташсем, кĕтмен инкек сиксе тухсан, халăха çăкăрсăр хăвармалла марри çинчен те шутласа хунă. Çăнăх кирлисем ыранах çак армана килччĕр. Макçăм кум вĕсене йӳнерех хакпа кивçен парĕ.
Хресченсем пушшех хавхаланчĕç. Вĕсем, Микула сĕннипе килĕшсе, ытти çынсене те кĕрешĕве хатĕрлеме сăмах пачĕç. Микула татах асăрхаттарчĕ:
— Юлташсем, эпир сехмете çĕнтеретпĕрех. Çапах та вăл çăмăллăн парăнасса кĕтни ĕç çине вăйăлла пăхни пулĕччĕ. Тата çакна та манма юрамасть: тӳре-шарасем те ун хутне кĕрĕç. Пирĕн кĕрешĕве, ахăртнех, Кураков ĕçĕпе çыхăнтарма хăтланĕç. Пухура сăмах пуçаракансене куç хурса айăпласран хăрушă. Çавăнпа пĕр-пĕр çын мар, халăх пуçарнă пек тума тăрăшăр. Ан тив, яланхи майлах пурте шавлаччăр, пурте калаçчăр. Хăвăр шарламасан та юрать. Михха килĕшсен, договор тума уполномоченнăй суйланă чухне Энĕшкассинчен Ваçлие суйлăр. Ахаллĕн сирĕн хушăра хут пĕлекен çук.
Микула шухăшне каласа пĕтерчĕ те хаваслăн сывпуллашса тухса кайрĕ. Çул çинче ăна Уçка урхамахпа хуса çитсе лартрĕ.
Хресченсем те кайма пуçтарăнсан, Аванов пурин кăмăлне тивĕçтерсе ыйтрĕ:
— Ваçли, кала-ха, тархасшăн, эс пĕлетĕн-и, тен... Пире паян Кăйкăр килет тесе хыпарланăччĕ... Халь...
Ваçли ăнланчĕ. Аванов шухăшне вĕçлессе кĕтсе илмесĕрех хуравларĕ:
— Халь сирĕнпе Кăйкăр хăй калаçрĕ те ĕнтĕ... Анчах ун çинчен сăмах хамăр хушăра пĕттĕр тесе тупа тăвăр!
— Тупа тăватпăр, — килĕшрĕç хресченсем.
XVII
Аслă типпе кĕнĕ хыççăн малтанхи вырсарникун ирех Хĕлип бурлаксене ĕçе тытма тухрĕ. Тĕрĕсрех каласан, хăш ялтан миçе çын каймаллине пĕлтерме. Бурлаксем, пĕлтĕрхи хакпа килĕшсе, ырантан тепĕр кунне ĕçе каясса шанать вăл. Яланхи пекех, малтан Энĕшкассине кĕме шутларĕ. Чи пултаракан, затор ватнă, гавань карнă çĕрте ĕçлекен бурлаксем çакăнта ĕнтĕ. Хĕлипĕн халăх пухăниччен Микула патне кĕрсе хăналанас килчĕ. Унăн кĕме сăлтавĕ те пур: Микула — Михха хăти, Хĕлип — Миххан пулăшаканĕ. Анчах лашисене вăрланине сиснипе Микуласем хăйне каçарас çуккине чухланăран хăрарĕ. Çтаппан Михха урхамахне чышса вĕлерни ун асĕнчен нихçан та кайман.
Хĕлип лашине тӳрех Павăлăн шурă пӳрчĕ еннелле тытрĕ. Кунта ăна хисеплесе кĕтсе илчĕç. Павăл виçĕ çул ĕнтĕ Энĕшкасси бурлакĕсен подрядчикĕ, Хĕлиппе алла-аллăн ĕçлет, Михха ĕçĕнчи çынсем валли лавкка уçса, тупăш курать.
— Пыр, арçынсене пĕлтер, ыран мар тепĕр кунне мольă хăвалама каятпăр, — ик-виç сăмахранах хушрĕ Хĕлип.
— Халех пухатăп, Хĕлип Спиридонч... Эсĕ унччен килти пекех хăналан-ха... Варуç, ĕçме-çиме хатĕрле унта.
Арçынсене пухма вăхăт нумай кирлĕ пулмарĕ. Ку самант килессе кашниех кĕтнипе тăват-пилĕк çынна калама ĕлкĕрсенех, хыпар ял тăрăх сарăлчĕ. Арçынсем хурал пӳрчĕ патнелле ута пуçларĕç. Кĕçех Павăл таврăнчĕ те, Хĕлиппе иккĕшĕ хурал пӳртне кайма тухрĕç. Тĕрĕссипе, Хĕлипĕн халăх çине пымасан та юратчĕ. Иртнĕ çул та вăл условисем çинчен Павăла каласа хăварнăччĕ те хăй Тĕмшере чуптарнăччĕ. Халь, каçчен пур яла та çитсе çаврăнма ĕлкĕрессе шанса, Энĕшкасси пухăвне курма шут тытрĕ. Çитнĕ çĕре хурал пӳртне халăх лăках тулнă. Хĕлипĕн чĕри савăккăн тапрĕ. Пакăш ращинче пурăннă, Михха патĕнче вăрă-хурахла ĕç тунă вăхăтра халăх тесен унăн чунĕ чĕрне вĕçнех çитетчĕ. Халь вăл вĕсен ăраскалне татса парать,
— Мужиксем, мĕнле, пурте килчĕç-и? — сăмах пуçарса ыйтрĕ Хĕлип.
— Килнĕ! — илтĕнчĕç халăх хушшинчен сасăсем.
— Юрĕ, ĕлкĕрейменнисене кайран каласа ăнлантарăр. Ман сирĕн валли ырă хыпар пур. Пирĕн хуçа, пурте хисеплекен Михаил Петрович, мана сирĕн ялтан çĕр çын мольă çине кайма илесси çинчен пĕлтерме ячĕ. Укçине аван парать. Пĕлтĕрхи хаках. Кунне хĕрĕх пус. Апачĕ те ĕлĕкхиех. Ĕçе кĕрĕшнĕ майпа хуçа паян витре эрех лартать. Тата кашниех пĕрер пăт çăнăх илме пултаратăр. Ĕç укçине йывăçа Атăл таппине хăваласа çитерсен тӳлетпĕр. Подрядчикĕ кăçал та Павăл Платонăчах.
Иртнĕ çулсенче çакнашкал пупленĕ хыççăн бурлаксем хаваспах килĕшсе мăкăрич укçине илекенччĕ те эрех патне чуптараканччĕ. Паян темшĕн чĕмсĕрленсе тăчĕç... Шăплăх ытла та вăраха тăсăлнипе Павăл тӳсеймерĕ, Хĕлипрен малтан сăмах илчĕ:
— Халăх, ма шарламастăр! Е ĕçе кĕрĕшес мар тетĕр-и?
— Ĕçе кĕрĕшес мар тесе кам калать? Эпир ĕçсĕр пурăнаймастпăр, — сас пачĕ тахăшĕ халăх хушшинчен.
— Апла мĕн шăла çыртса тăратăр? Мăкăрич укçине илĕр те эрех патне вĕçтерĕр! Ырантан тепĕр кунне ĕçе каятăр!
— Мăкăрич ĕçесси тармĕ-ха вăл... Малтан мĕншĕн ĕçмеллине пĕлесчĕ.
Ку сăмаха чи маттур бурлаксенчен пĕри каланине Павăл сăнаса юлма ĕлкĕрчĕ.
— Карачăм, сан сассу мар-и çавăнта? — хирĕç чĕнчĕ вăл. — Ăнланаймарăм-çке, мĕн çитмест сана? Эсĕ мăкăрич мĕншĕн ĕçмеллине халь те чухлаймарăн-и вара?
— Карачăм çеç мар, эпир те çавнах калатпăр!
— Пахилкке çинчен сӳтсе явмалла!
— Мольă хăваланă çĕрте кăшшавуйсем пулаççĕ-и? — шавларĕ халăх.
Павăл, ним хуравлама аптраса, Хĕлип çине пăхрĕ. Лешĕ, пуху пуçламăшĕнче бурлаксем илтсе юлайман пек сунса, аллине сулчĕ.
— Ытла та тĕлентеретĕр эсир! Сирĕн хушăра хăш-пĕрисем хăлхине мăк чиксе тăнă курăнать. Мĕн тăвас тетĕн, тепĕр хут астутарма та ӳркенместпĕр. Ĕç хакĕ те, ытти те пĕлтĕрхиех. Ăнлантăр-и?
Халăх хушшинче ахăлтатнă сасăсем илтĕнчĕç.
— Вăл пире иртнĕ çулпа çырлахтарасшăн!
— Эй, Хĕлип, пурнăçран тăрса юлнă-çке эсĕ! Иртни ĕмĕрлĕхе куçнине те маннă!
— Эпир кăçалхипе пурăнатпăр!
— Мĕн çитмест, мĕн кирлĕ сире? — чăннипех тăна хурайман пирки ыйтрĕ Хĕлип.
— Пĕлтĕрхи хакпа каймастпăр!
— Каймастпăр! — пĕрин хыççăн тепри çирĕплетрĕç бурлаксем.
Хĕлип ăнланчĕ ĕнтĕ, ĕненесси çеç килмерĕ.
— Эсир иртнĕ çулхи хакпа ĕçлесшĕн мар-и? Апла тесен, мĕн хак илесшĕн?
Халăх Атăл çинчи тăвăллă хум пек пăлханса кайрĕ. Мĕн-мĕн ыйтакан çук унта. Хĕлип çакна ăнланса юлма ĕлкĕрчĕ: бурлаксем сакăр сехетлĕ ĕç кунĕ тума хушаççĕ. Уншăн вĕсене, çырана выртса юлнă йывăçа шыва йăван тарма пыракансене пĕр тенкĕ заторта е гавань карнă çĕрте ĕçлекенсене кунне тенкĕ çуршар тӳлемелле. Сакăр сехетрен ытлашши ĕçлеттерсен, хушса тӳлемелле. Укçине кашни кунах памалла. Тăваткăл чалăшран çирĕмшер пус тӳлесен, ĕçе курттăм илме те килĕшеççĕ. Кирек мĕнле майпа ĕçлесен те, укçасăрах пахилккепе çăпата пама, какай яшки çитерме ыйтаççĕ, çывармалли кăшшавуйсем тума сĕнеççĕ. Чирлекенсене е аманакансене пулăшмалла. Хĕлип кунта шӳтлеменнине те чухларĕ. Сăмах тупайман енне вăл хыттăн татса хучĕ:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...