Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Следователе те çавсен шутне кĕртеççĕ иккен. Вăл мул хуçисем ĕмĕр-ĕмĕрех пуçпулассине ним иккĕленмесĕр ĕненет-çке. Хăйĕн шухăшне витерме тивĕç сăмах та тупĕччĕ — следовательсен айăпланакансемпе тавлашма юрамасть. Ашĕнче тарăхса ирттерчĕ те малалла тĕпчерĕ:
— Гражданка Прохорова, сирĕн упăшку пурăннă çĕртех мĕнле майпа виле пулнă?
— Ун пирки урăх ан ыйтăр.
Следователь кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсемпе хĕрарăма авăклантарнине сисрĕ. Вăхăт çитсен хăех кăтартса парасса шаннипе:
— Хăвăрăн ирĕк. Анчах мĕнле тĕне тытатăр эсир? — терĕ.
— Нимлине те.
— Сире тĕне кĕртмен-и вара?
— Уншăн эпĕ те, атте-анне те айăплă мар. Пусмăр саманин йăли-йĕрки çавнашкал.
Следователе шăл витмен япала тĕлне пулнăн туйăнчĕ. Айăпланакансем хушшинче тĕрлĕ çынпа, ку шутра вĕлерекенсемпе те, тĕл пулнă вăл, тĕне пăрахăçлакана курман.
— Эсир хăвăр мĕн каланине чухлатăр-и?
— Чухламалли те çук. Ахалех паллă. Пуп таврашсем ĕмĕр тăршшĕпех суйса пурăннă. Тата тĕн пирки айăплас самани те иртнĕ.
Тĕн пирки текех сăмах пулмарĕ. Куна та Натюш шухăш-кăмăлне, вăл мĕнле сывланине пĕлесшĕн кăна хускатрĕ следователь. Халь унăн тĕллевĕ урăх.
— Суд умĕнче тăнă-и эсир?
— Тăнă çеç мар, господий следователь, патша стройне хирĕç кĕрешнĕшĕн мана ĕмĕр тăршшĕпех каторгăра тытмалла тунă. Аттепе аслă аппа та вĕсемпе кĕрешсе пуç хунă. Çырмасăр ан хăварăр.
— Апла сире пĕрре суд тунă-и?
— Ийя, господин следователь. ӳкĕнместĕп. Следователь хăй умĕнче мĕнле çын ларнине, вăлткаласа вăхăта усăсăр ирттернине лайăх ĕненчĕ. Тӳртен калаçма тăрăшрĕ:
— Хăвăра мĕншĕн арестленине пĕлетĕр-и?
— Çук, господин следователь! — сисчĕвленерех хуравларĕ Натюш.
— Сире нимĕçсен шпионĕ тесе айăплатпăр. Куншăн мĕн кĕтнине хăвăрах тавçăрмалла...
Следователь, ун сехрине хăпартса, вăй-хăватне аркатасшăнччĕ. Натюш ним йӳпсемен пек куларах тавăрчĕ:
— Господин следователь, çынна айăплама чĕрчĕлĕхсем, çнрĕплетекен хутсем кирлĕ.
— Вĕсем çителĕклех. Эсир Вăхăтлăх правительствăна хирĕç тухса калаçнине çĕршер çын илтнĕ.
— Эсир пасарти халăха пĕтĕмпех суд умне тăратасшăн-и? Пит аванччĕ. Тепĕр хут митинг туса ирттерĕттĕмĕр.
— Кăлăхах хăвăра йăпатма тăрăшатăр, гражданка Прохорова. Сире айăплакансем митингсăрах тупăнĕç.
— Эсир те мана кăлăхах хăратма тăрăшатăр, господин следователь. Тата кунта мана нимĕç шпионĕ пирки мар, Вăхăтлăх правительствăн йыттисем хăйсем май çавăрасшăн илсе килнĕ. Ĕçхалăхĕ умĕнче тăрă шыв çине кăларасран чĕтресе ӳкнĕ.
— Ăслă çынçем канаш панине тăна илмеллеччĕ!
— Паçăр калашле, пурăннă чухнех тупăка кĕрсе выртмаллаччĕ-и?
— Урăхла май çук!
— Эсир, господин следователь, ман çул пирки мар, хăвăрăнни пирки шухăшласчĕ. Кĕçех влаçа рабочисемпе чухăн хресченсем çавăрса илĕç. Ун чухне сирĕн халăх сучĕ умĕнче явап тытма лекĕ.
— Çапла çырса хурăпăр. Эпĕ ырă суннине йышăнманшăн хăвăра хăвăр ӳпкелĕр. Тăна кĕрсен, мана кирек хăçан та чĕнтерме пултаратăр!
Натюша каллех камера кайса хупрĕç. Кунта кăмăлĕ йăшрĕ. Кĕтнĕ пек пулмарĕ-çке: мĕнле чĕрчĕлĕхсем урлă айаплама шутланине пĕлеймерĕ. Каллех хăй тĕллĕн шухăшласа канăçсăрланма тивет ĕнтĕ. Çапах вăл чĕрине хытарса тăнăçланма тăрăшрĕ.
Натюш çывăрса кайма та ĕлкĕрейменччĕ — яштах сиксе тăчĕ. Пичĕ çинче темскер чупнине туйса, аллипе сăтăрса пăхрĕ — ирсĕр шăршă сăмсана çурса кайрĕ. Унтан урлă сак хăми çине тинкерчĕ те шутласа пĕтерейми хăнкăла кĕшĕлтетнине курчĕ. Вĕсене нимпе те вĕлерсе пĕтереймĕн. Çапла вăл çĕре çывăраймасăрах ирттерчĕ.
Ирхи апат çисенех алăка шаккарĕ, вĕри шыв илсе килме ыйтре.
— Халь çеç патăмăр-çке, çитмерĕ-им?
— Ĕçме мар эпĕ, каллех сак хăмисене вĕрилес тетĕп. Хăнкăласем канăç памаççĕ унсăрăн.
— Канаç леш тĕнчере. Кунта вĕсемсĕр тунсăхлама пултаратăр, — йĕлпĕрсе кулчĕ надзиратель, шăтăкне шалт хупрĕ.
Натюш каллех алăка тӳнлеттерсе, çуйхашса та пăхрĕ, анчах лешĕ итлесшĕн те пулмарĕ.
Çакăнтан унăн асаплă кун-çĕрĕ пуçланчĕ. Кĕçех амăшĕ килсе панă апат-çимĕç те пĕтрĕ. Кĕрепенке çăкăрпа мăшкăлтăк шыв майлă яшка çине тăрса юлчĕ. Хăнкăласем, пыйтăсем сырăнса илчĕç. Хăйне хăй çирĕп тыткалама тăрăшсан та, Атăл пăрĕ тапраннă тĕлелле Натюш йăлтах сӳсленсе çитрĕ. Урăх тӳсме çук. Ыран-паян ураран ӳкĕ те пуçĕпех тăраймĕ. Ун пурăнас килет. Апла çеç мар, эсреметсене тивĕçлипе тавăрас килет. Натюш алăка тунлеттерчĕ.
— Мĕн кирлĕ? — яланхи пекех сиввĕн чĕнчĕ надзиратель.
— Следователь патне илсе кайăр!
Вăхăт нумаях та иртмерĕ — Натюша камерăран кăларчĕç.
Следователь пĕрре пăхсах Натюш улшăннине асăрхарĕ. Пичĕ çинче шăммипе тнрĕ кăна тăрса юлнă, куçĕ путнă, мĕн илсе килнĕренпех улăштарман кĕпи йăлтах хуралнă...
— Мĕнле, шухăшларăр-и?
— Ийя... Эсир сĕннипе килĕшетĕп.
— Пархатарлă сăмах, Надежда Прохоровна. Иксĕмĕр хушăри сăмахсем ырă-тату вĕçленнĕшĕн савăнатăп. Малалла сирĕн пурнăç пыл та çу пулĕ. Эсир кĕçех юсанăр, уезд комиссарĕпе ĕç пиркн калаçса татăлăпăр!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...